Хулара
![]() Нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Кайбулка текен юханшывӑн сулахай енче, Калинин кӗперӗнчен 100 метр кӑнтӑрарах вырнаҫнӑ Ярославль урамӗнчи 29-мӗш ҫурт патӗнче ҫӗнӗ археологи палӑкне асӑрханӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн хыпарлани тӑрӑх Культура министерстви пӗлтерет. Строительство ӗҫӗсем пынӑ вӑхӑтра ҫав тӗлте 4 метр тарӑнӑшӗнче кирпӗчрен купаланӑ кӑмакасене асӑрханӑ. Вӗсем япӑхса та кайман-мӗн. Конструкци тӑршшӗ 4 метр та 65 сантиметр тӑршшӗ, ҫӳллӗшӗ 1 метра яхӑн имӗш. Кӑмака кирпӗчӗ тӑрӑх хакласан сооружение XVII-XVIII ӗмӗрсенче туса лартнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кӑмакасен тӗллевне хальлӗхе палӑртайман-ха. Археологсем шухӑшланӑ тӑрӑх, унта керамикӑран тӗрлӗ япала ӑсталама пултарнӑ. Архиври хутсем Сӑкӑт, Чебоксарка тата Кайбулка юханшывӗсен ҫывӑхӗнче ҫавӑн пек ӑсталӑх лаҫҫисем пулнине ӗнентерсе параҫҫӗ иккен. Маларах асӑннӑ тапхӑрта, XVII-XVIII ӗмӗрсенче, сӑмах май, Шупашкарта чултан ҫурт-йӗр купалас ӗҫ пуҫӑнса кайнӑ. Шӑп та лӑп ҫав вӑхӑтра чылай чиркӳ туса лартнӑ. Ытти сӑнсем (4) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер тутар поэзийӗн анталогине чӑвашла куҫарнӑ. «Тутар поэзийӗн кӑшӑлӗ» ят панӑ сӑвӑ пуххине ыран Наци вулавӑшӗнче хӑтлӗҫ. Анталогине тутарсен 123 поэчӗн хайлавӗ кӗнӗ иккен. Ҫав ятсен шутӗнче Габдулла Тукай, Дердменд, Муса Джалиль, Хасан Туфан ячӗсене асӑннӑ. «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат кӗнекере вӑтам ӗмӗрте тӗрӗк чӗлхипе ҫырнӑ Кул Гали пӑлхар поэчӗ та вырӑн тупнине асӑрханӑ. Хӑтлава Тутарстанӑн Писательсен союзӗн председателӗ Рафис Курбанов, асӑннӑ республикӑри чӑваш поэчӗ Евгений Турхан, Ренат Харис тутар поэчӗ хутшӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкарти Иван Яколвев проспектӗнче юсав ӗҫӗсем пынине пӗлмен-асӑрхаман ҫын ҫукпа пӗрех-тӗр. Ҫӗнетме палӑртнӑ ҫул тӑршшӗ 2 километра яхӑн. Ҫул ултӑ ретлӗ пулӗ. Кунсӑр пуҫне унта ункӑсем тума та пӑхса хӑварнӑ. Ҫула юсаса ҫӗнетме 680 миллион тенке яхӑн тухса каять иккен. Калӑпӑшлӑ ҫак ӗҫе пула ҫул сарӑлнине машинӑпа ҫӳрекенсем сисрӗҫех-тӗр. Ӑна хальлӗхе 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗчнен тытӑнса Хевеш урамне кӗмелли ҫул пӑрӑнчӑкӗ таран сарнӑ та. МТВ-центр патӗчне вара ҫуран ҫӳрекенсем валли ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑн туса хӑварӗҫ. Ҫапла тунине пула светофорсен шутне чакарма май парать, апла тӑк машинӑсем «пӑкӑсенче» лармӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Уйрӑм ҫынсем кӑна мар, регионсен те кивҫен илме тивет. Ӑна вӑхӑтра татса пымалли те сӑмахсӑрах паллӑ ӗнтӗ. Пирӗн республика пӗлтӗр патшалӑх парӑмне вӑхӑтра тата кирлӗ пек чакарнӑ тесе хыпарлать Чӑваш Енӗн финанс министерстви. Ҫакна вӑл цифрӑсемпе кӑтартса парать: обязательствӑсене 4,8 миллиард тенке яхӑн пурнӑҫланӑ. Ҫав шутран 1 миллиарчӗ — патшалӑх облигацийӗ, 86,1 миллионӗ — федераци хыснинчен илнӗ хысна кредичӗ, 2,9 миллиарчӗ — кредит тата пӗтӗм тӗнчери финанс учрежденийӗсенчен илнӗ кивҫен. Республика гарант евӗр пулнипе организацисем илнӗ кредита 276,7 миллион тенкӗлӗх татнӑ. 2013 ҫул пуҫламӑшӗнчипе танлаштарсан республикӑн патшалӑх парӑмӗ 381,5 миллион тенкӗлӗх чакнӑ. Процент ҫине куҫарсан ҫакӑ 3,74 процент чакнине пӗлтерет. Кӑҫалхи кӑрлачӑн пуҫламӑшӗ тӗлне парӑм 9,8 миллиард тенкӗ ытларах юлнӑ. 2013 ҫул пуҫламӑшӗнче ҫав хисеп 10 миллиард тенкӗрен иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Маргаритта Литта тунӑ сӑн Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Тутарстанри Нурлат районӗнче Чӑваш наци культура центрӗн (ЧНКЦ) отчетпа суйлав конференцийӗ иртнӗ — кун пирки «Сувар» хаҫат хыпарлать. Пухура ҫӗнӗ ертӳҫе суйланӑ — нурлатсен ӗҫне малашне чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен районти методика пӗрлешӗвне ертсе пыракан Галина Терентьевана ертсе пырӗ. Ҫавӑн пекех канаш йышне те пысӑклатнӑ. Унччен Нурлат районӗнчи чӑвашсен ертӳҫи Аркадий Клементьев пулнӑ, вӑлах суйлав умӗн иртнӗ тапхӑрта ирттернӗ мероприятисем, пурнӑҫланӑ ӗҫсем пирки каласа панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Дарья Суховейпа Валерий Земских. Ӗнер Шупашкарта «Авант-Атӑл» ятпа авангард поэзи фестивалӗ иртнӗ. Куҫса ҫӳрекен фестиваль нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ, 9-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Маларах вӑл Сарӑту, Самар, Тольятти хулисенче иртнӗ. Шупашкарти фестивальшӗн Дмитрий Воробьев поэт яваплӑ пулнӑ. Фестивальте Питӗр хулинчи Дарья Суховей (мероприяти кураторӗ) тата Валерий Земских, Мускаври Анна Голубкова, Шупашкарти Евгений Кремчуков, Дмитрий Воробьев тата Кужак сӑвӑҫӑсем хӑйсен хайлавӗсене вуланӑ. Дарья Суховей пирки каласан, вӑл 36-ра кӑна-ха. Поэт, филолог, литература критикӗ, Питӗрти университетра филологи факультетне вӗренсе пӗтернӗ, «Хальхи вырӑс поэзийӗн графики» ятпа диссертацие хӳтӗлесе филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ. Мероприятие йӗркелекенсем хальхи вӑхӑтри поэзие сарас, регионсемпе ҫыхӑну йӗркелес, ҫӗнӗ ятсем уҫас тӗллев лартаҫҫӗ-мӗн. Паян фестиваль Чуллӑ Ҫырта иртет. Ыран вӑл Хусанта пулӗ. Унтан — Чулхула, Кимры, Тверь хулисенче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тунтикун республикӑн финанс министрне Михаил Ноздрякова ӗҫрен хӑтарнине «Чӑваш халӑх сайчӗ» хыпарланӑччӗ. Ун чух эпир «ун вырӑнне кам йышӑнассине те, министр ӗҫне вӑхӑтлӑха кам туса пырассине те хальлӗхе пӗлтермен-ха», — тесе пӗлтернӗччӗ. Министр лавне вӑхӑтлӑха кам туртасси паллӑ. Ҫак тивӗҫе Фарида Муратова пурнӑҫлӗ. Ятарлӑ указа Чӑваш ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер кӑларнӑ. Муратова министерствӑра ҫӗнӗ ҫын мар. Ҫак ведомствӑра вӑл 1976 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Пӗр вӑхӑтра республикӑн налук инспекцийӗнче те тӑрӑшнӑ. 2005 ҫулта ӑна финанс министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. Ноздряков ӗҫрен мӗн сӑлтавпа кайни пирки официаллӑ майпа хыпарлани ҫук, должноҫрен вӑл хӑй ирӗке кайнӑ текенсем те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Хулана ертсе пыракана халӑхпа суйлав пирки референдум ирттерме сӗнекен пуҫару ушкӑнне Шупашкар хулин суйлав комиссийӗ регистрациленме килӗшмен тесе пӗлтерет «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат. Хыпара вӑл пуҫару ушкӑнне кӗрекен Геннадий Мандрейкин сӑмахӗ ҫине таянса хатӗрленӗ. Регистрацилеме ыйтнӑ хутсене пӗлтерӗшлех мар сӑлтава пула йышӑнман-мӗн. Сӑмахран, ушкӑн членӗсен паспорт даннӑйӗсене ходатайствӑра кӑтартманни (ӑна приложенире ҫырнӑ) вырӑнлӑ пулса тухман. Кунсӑр пуҫне «Пуҫару тӑратмалла тесе шухӑшлатпӑр» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗ вырӑнне кӗскен «Пуҫару тӑратасшӑн» тесе кӑна-мӗн. Пуҫарӑва йышӑнманнипе килӗшмен енне пуҫаруҫӑсем суйлав комиссийӗн йышӑнӑвӗ пирки ҫӑхав шӑрҫаласшӑннине пӗлтернӗ. Шупашкар хула мэрне халӑха суйлаттарас ыйтӑва тавӑрас темӑпа хастарсем иртнӗ ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗнче пухӑннӑ. Унта РФ Патшалӑх Думин оппозицилле депутачӗ Дмитрий Гудков та хутшӑннӑ. Хула пуҫлӑхӗсене халӑхпа суйлассине тавӑрас ыйтӑва Гудков ытти регионта та ҫӗкленӗ. Сӑмах май каласан, кӳршӗллӗ Чулхулари суйлав комиссийӗ те пуҫарӑва регистрацилеме килӗшмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӗмпӗр чӑвашӗсен «Канаш» ятлӑ хаҫачӗн 1-мӗш номерӗ 1989 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Кӑҫал унӑн юбилей — 25 ҫул! Халиччен вӑл шурӑ-хура тухса тӑратчӗ. 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче вара вӑл сӑн-сӑпатне улӑштарчӗ. Халь «Канаш» хаҫатӑн 8 хутьенӗ те тӗспе пичетленет! Ку журналистсемшӗн те, вулакансемшӗн те — пысӑк савӑнӑҫ! Халь хаҫата алла тытма чылай кӑмӑллӑрах. Кӑҫал ун тиражӗ те ӳсрӗ — халӗ вӑл 1 400 экземплярпа тухать. Хаҫат редакцийӗ ҫумӗнче 1997 ҫултанпа «Шевле» литпӗрлешӳ ӗҫлет. Пӗлтӗр хаҫат редакцийӗ ҫаван пекех «Атӑл юрри» журналӑн 4-мӗш номерне кӑларнӑ. |
Политика
![]() Михаил Ноздряков Ӗнер, нарӑсӑн 3-мӗшӗнче, Михаил Игнатьев Элтепер ятарлӑ хушу кӑларса Чӑваш Республикин финанс министрне йышӑннӑ вырӑнтан хӑтарнӑ. Хушу алӑ пуснӑ кунтан, е тепӗр май каласан, ӗнерех вӑя кӗнӗ. Ун вырӑнне кам йышӑнассине те, министр ӗҫне вӑхӑтлӑха кам туса пырассине те хальлӗхе пӗлтермен-ха. Министра мӗн сӑлтава пула ӗҫрен хӑтарни те паллӑ мар. Ноздряков Михаил Геннадьевич 1970 ҫулхи юпан 26-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. 1992 ҫулта Питӗрти патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ, «Политика экономийӗ» специальноҫпе пӗтерсе тухнӑ. Республикӑри перекет банкӗнче ӗҫленӗ тата Шупашкарти ВТБ уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 2011 ҫулта ӑна финанс министрӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлаканне лартнӑ, вӑл ҫулах юпа уйӑхӗнче министр пулса тӑнӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |