Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑваш чӗлхи Николай Петров
Николай Петров

Ыран Иван Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче «Чӑваш чӗлхин историйӗ: иртни тата хальхи» ятпа ҫаврасӗтел иртмелле. Ӑна Николай Петров чӗлхеҫӗ тата чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ 85 ҫул тултарнине халалланӑ иккен.

Мероприяти 5-мӗш вӗренӳ корпусӗнче ирхи вунӑ сехетре пуҫланмаллине пӗлтереҫҫӗ.

Николай Петрова чӑваш ҫырулӑхӗн тата литература чӗлхин историйӗ пирки ҫырнӑ ӗҫсем тӑрӑх пӗлеҫҫӗ. 1982 ҫулта вӑл чӑваш литература чӗлхин совет тапхӑрӗнчи аталанӑвӗпе йӗркелӗвӗ ҫинчен доктор диссертацине ҫырнӑ. Тепӗр вунӑ ҫултан вӑл «Тӗрӗк чӗлхисем (чӑваш чӗлхи)» специальноҫпа пӗрремӗш диссертаци канашне йӗркелесе ертсе пынӑ. Николай Петров хальхи чӑваш чӗлхин тата чӑваш чӗлхин историне вӗрентнӗ. Вӑл чӑваш чӗлхин виҫине йӗркелекен ведомствӑсем хушшинчи комиссин членӗ те пулнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Комсомольски районӗнчи Чӑваш Эльпуҫ ялӗнче пурӑнакансем паян ирхине ҫутҫанталӑкӑн тӗлӗнмелле пулӑмне асӑрханӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн админситарцийӗн сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк тӑрӑх пӑхсан унта калаҫу суя хӗвел текен пулӑм пирки пырать-тӗр теҫҫӗ.

Ун пекки ҫӳллӗ пӗлӗтсен пӑр катӑкӗсемпе хӗвел ҫути ялкӑшсан пулать иккен. Чӑн-чӑн хӗвел пекех туйӑнать иккен вӑл. Ҫак пулӑм темиҫе минута пынине палӑртаҫҫӗ.

Пӗлтӗр, кӑрлачӑн 20-мӗшӗ тӗлӗнче, ун пек пулӑма Улатӑрта пурӑнакансем киленме пултарнӑ. Вӑл Сӑр юханшывӗнчен инҫех мар, хӗвел тухнӑ вӑхӑтра, курӑннӑ.

Авалхи ҫынсем ун пек пулӑм ӑнлантарӑвне пӗлменнипе асамлӑх вырӑнне хурса хакланӑ. Чӑваш гербӗпе ялавӗ ҫинче сӑнарланнӑ виҫӗ хӗвел чӑваш мифологийӗпе ҫыхӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1629.html
 

Ҫурт-йӗр

Ҫук, икӗ енӗн хутшӑнӑвӗсем сивӗнни пирки мар. Сӑмахӑмӑр — Сӑр юханшывӗ урлӑ Ҫӗмӗрлепе Нават (выр. Наваты) текен пӑр ҫулӗ уҫӑлни ҫинчен.

Пӑр ҫулпа ҫуран ҫӳрекенсем те, машинӑсемпе те каҫма пулать. Анчах автомобильсене кӑнтӑрла кӑна ҫӳреме ирӗк панӑ. Тата ҫил ытлашши хӑвалама юрамасть — хӑвӑртлӑх сехетре 10 километртан пысӑк пулмалла мар. 3 тоннӑран йывӑр машинӑсене те пӑрпа каҫма хушмаҫҫӗ.

Инкеклӗ ӗҫсен министерстви хӑрушсӑрлӑхӑн ытти правилисем пирки те систерет. Тепӗр тесен, сыхланакана Турӑ сыхлать тенине асра тытмалла кӑна-тӑр.

 

Республикӑра

Республикӑн Информаци политикин министерстви кадастр инженерӗсене, геодезистсене, спутник хатӗрӗ усӑ куракан ытти организацие референц станцийӗсен тытӑмне тӗрӗслесе тата хакласа пӑхма сӗнет.

Пӗлтӗр пирӗн республика ГЛОНАСС/GPS спутник тытӑмӗн тӗрӗсрен те тӗрӗс кӑтартакан сетьлӗ регионӗсен йышне кӗнӗ. Сеть виҫӗ референц станцийӗнчен тӑрать. Вӗсене Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче вырнаҫтарнӑ. Ун йышшисем Чӑваш Енре ҫичӗ штук пулмалла. Вӗсене Куславккара, Улатӑрта, Етӗрнере тата Патӑрьелте тӑвасшӑн. Референц станцийӗсен ҫӗр чиккисене, куҫман ытти пурлӑх тӗлне тӗп-тӗрӗс кӑтартаҫҫӗ иккен. Геодезистсене ӳкерсе тӑкакланнине те вӑл чакарма пулӑшмалла.

Референц станцийӗн сечӗпе ӗҫлеме мобильлӗ спутник приемникӗ, ӑна ровер теҫҫӗ, кирлӗ пулать. Ытти хӑш-пӗр япалана та шута илмелле-ха паллах. Ун пирки Информаци политики хӑйӗн сайтӗнчи информацире аван ӑнлантарса панӑ.

Малалла...

 

Политика

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри ертӳҫипе Анатолий Аксаковпа тӗл пулнӑ.

Республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнчи кӗске информацире пӗлтернӗ тӑрӑх, курнӑҫура «Чӑваш Енри экономика проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессине, инфраструктура проекчӗсене аталантарассине Раҫҫейӗн регионти банкӗсен ассоциацийне явӑҫтарассине. Патшалӑхпа уйрӑм ҫын килӗштерсе ӗҫлессин механизмӗсене аталантарссине сӳтсе явнӑ».

Regnum информаци агентстви Аксаков политик вара «тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнине» пӗлтернине хыпарлать. Сӑмахран, Шупашкар 550 ҫул тата Чӑваш Ен 100 ҫул тултарнине уявлама Мускавран укҫа уйӑрас ыйтусене сӳтсе явнӑ имӗш. Республика кунне уявласси тата ҫав вӑхӑтра тӗп хуламӑрта экономика форумӗ ирттересси пирки калаҫнӑ-мӗн. Уявсем пирки кӑна калаҫаҫҫӗ текенсене лӑплантарар: ҫук, ытти ҫинчен те сӑмахланӑ — пӗчӗк бизнеса тӗкӗ кӳрессин, монохуласене пулӑшассин, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсене.

 

Культура

Етӗрне районӗнче культура ҫулне халалласа «Наци пуканисен нумайевӗрлӗхӗ» ятлӑ курав иртрӗ. Курава районти мӗнпур шкул, районти тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем, Тамара Ионова усламҫӑ хутшӑнчӗҫ. Авторсем пурӗ 561 тӗрлӗ пукане ӑсталанӑ.

Мӗн тӗрлӗ пукане ҫук-ши кунта! Мӗнрен кӑна ӑсталаман-ши: тӑмран, йывӑҫран, улӑмран, папье-машерен, хутран, пенопластран... Пуканесене тӗрлӗ номинаципе хакларӗҫ: «Автор пукани», «Наци тумӗллӗ пукане», «Коллекци пукани» и «Чӑваш халӑх пукани». Кӑкшӑмри шкулта вӑй-хал культурин вӗрентекенӗ Александр Воронков хӑйӗн миниатюра — пуканисене 10 ҫул каяллах ӑсталама пуҫланӑ. Курава вӑл хӑйӗн пысӑк пуххинчи 43 тӗрлӗ пуканине илсе тухнӑ. Унӑн пуканисене куракансем: «Ку пуканесене лавккаранах туяннӑ пулӗ», — тесе алӑпа тытсах пӑхрӗҫ.

Уявра ҫавӑн пекех тӗрлӗ композици тӑрӑх йӗркеленӗ пуканесем хутшӑнчӗҫ: «Чӑвашсем улахра» — чӑваш наци тумне тӑхӑннӑ пуканесем (Хучаш шкулӗ), Пӗрҫырлан шкулӗн ӑсталӑхӗсем тӑмран «Ҫемье» темӑпа, Ирҫе шкулӗ те чӑваш тумӗллӗ «Ҫемье — эпӗ», хутран ӑсталанӑ «Халӑхсен туслӑхӗ» тата «Тӗпел кукринче» (Мӑн Явӑш шкулӗ), «Асамат кӗперӗ» ача пахчи ӑстаҫисем «Эпир совет Союзӗнче ҫуралнӑ» — темӑпа курав йӗркеленӗ.

Малалла...

 

КӐР
20

Крещени йӑли
 Галина Зотова | 20.01.2014 17:38 |

Республикӑра

Хӗрлӗ Чутай районӗнче Крещени кунӗнче шыва кӗрессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Кӑҫал район территорийӗнче пӑр ҫӳхе пирки пӗр вырӑнта кӑна шыва кӗме ирӗк панӑ: Хӗрлӗ Чутайри Турӑ Хӗресне Ҫӗкленӗ Храм ҫумӗнчи пӗвере. Кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче храм настоятелӗ Максим атте каҫхи кӗлӗ ирттерчӗ, ун хыҫҫӑн тӗне ӗненекенсемпе пӗве патне анса хӗрес евӗр каснӑ вакӑри шыва сӑвапларӗ. Ҫак каҫ чылай халӑх чир-чӗртен сипленес, ҫылӑхсенечен тасалас шутпа сӑвапланӑ пӗвере шыва кӗрсе тухрӗ.

Кӑшарни кун ир-ирех кунта Чаплӑ кӗлӗ ирттерчӗҫ. Пухӑннисем киле валли ҫветтуй шыв илчӗҫ. Ку шыв сӑваплӑ, йывӑрлӑхсенче пулӑшать, чир-чӗртен уҫӑлтарать. Вӑл нумайччен упранать. Штанаш ялӗнчи Вознесенски чиркӗвӗн настоятелӗ Амвросий игуменпа ӑна пулӑшакан Георгий атте тата юрлакансем Крещени каҫӗнче пысӑк кӗлӗ ирттерчӗҫ. Штанаш чиркӗвне турӑ уявӗсенче халӑх чылай пуҫтарӑнать. Малтанах каҫхи кӗлӗ унтан ирхи кӗлӗ темиҫе сехетех тӑсӑлчӗ, ватти-вӗтти ҫакна кӗлӗ ирттерекенсемпе танах тӳссе ирттерчӗ. Максим атте тӗрлӗ тирӗкри шыва сӑвапларӗ, пухӑннисемпе чиркӳ йӑли-йӗркине туса ирттерчӗ, унтан кашнин ҫинех кӗмӗл хӗреспе сӑвапланӑ шыв тӑрӑх ячӗ.

Малалла...

 

Культура Спектакльти самант / Тимӗр Акташ тунӑ сӑн
Спектакльти самант / Тимӗр Акташ тунӑ сӑн

Иртнӗ эрнере, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче «Сутӑн илнӗ чыс» драмӑн ҫӗнетнӗ вариантне кӑтартнӑ — кун пирки Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет.

Чи малтанах Анатолий Хмытӑн «Сутӑн илнӗ чыса» пӗлтӗр, юпан 17-мӗшӗнче, кӑтартнӑччӗ. Спектакле ун чухне чӑваш халӑх артисчӗ Иван Иванов лартнӑччӗ. Хальхинче кам режиссёр пулнине Тимӗр Акташ пӗлтермерӗ. Пьесӑра Афган вӑрҫин вӑхӑтне ҫутатса панӑ.

Ку спектакль унччен виҫӗ хутччен халӑх тулли пухӑннипе иртнӗ пулин те ӑна критиклекенсем те тупӑннӑ иккен. Афган вӑрҫине хутшӑннисене, сӑмахран, ордена тивӗҫсӗррине пани килӗшмен. Тимӗр Акташ хыпарланӑ тӑрӑх куракансене Николай Сергеев артист вылякан Манко сӑнар кӑмӑла кайман имӗш (Тимӗр Акташ сӑлтавне пӗлтермест). Тепӗр самант — пьесӑра наркотик темине ҫутатни. Спектакль курма ача-пӑчана та илсе килеҫҫӗ те ку вӑл вӗсене япӑххине вӗрентме пултарӗ тесе сӑмахланӑ. Ҫавах та кунта каласа хӑварас пулать — спектакль ку пулӑма лайӑх енчен ҫутатмасть. Ҫак критикӑсене пулах ӗнтӗ тӑваттӑмӗш хут лартасси пирки пӗлтернӗ пулин те спектакле кӑтартман, ӑна ҫӗнетес тӗлӗшпе ӗҫе пуҫӑннӑ.

Малалла...

 

Культура

Эрнекун Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Раҫҫейри Культура ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Уяв Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, культура министрӗ тата ыттисем пырса ҫитнӗ. Уявра тӗрлӗ куравпа, пултаруллӑ сцена ӑстисем юрри-ташшипе, кӗвви-ҫеммипе паллашма май килнӗ.

Михаил Игнатеьв культура сӑмах нумай енлӗ ӑнлав пулни пирки палӑртса хӑварнӑ. Культура шайне вӗҫӗм хӑпартса пырасси пирӗн республикӑра норма пулса тӑмаллине асӑнса хӑварнӑ. Культурӑра вӑл е ку енпе палӑрнисене ҫав кунах патшалӑх наградисем панӑ. Балет артистне Айдар Хисамутдинова «Чӑваш Республикӑн халӑх артисчӗ» ят панӑ. Тава тивӗҫлӗ ята илнисем хушшинче — республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Альбина Алексеева, Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗ Ирина Никитина, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнарти таврапӗлӳ музейӗн ертӳҫи Зоя Спиридонова, Красноармейски районӗнчи «Заволжски» клубӑн илемлӗх ертӳҫи Михаил Дмитриев. Культура ҫулталӑкӗн чи лайӑх элемне сӗннӗ Красноармейскинчи Александр Казаков художника асӑнмалӑх парнепе хавхалантарнӑ.

Малалла...

 

Спорт

Шупашкарти 122-мӗш ача-пӑча пахчинче «Ҫӑлтӑрпа зарядка» ирттернӗ. Шӑпӑрлансемпе тӗлпулӑва хӑвӑрт утассипе тӗнче чемпионки Алина Иванова пынӑ. А. Иванова — ҫӑмӑл атлетикӑпа СССРӑн тава тивӗҫлӗ спорт маҫтӑрӗ, 1992 ҫулта XXV Ҫуллахи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ, марафон турнирӗсенче Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче, Европӑра ҫӗнтернӗ, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Шӑпӑрлансене спортсменка спортри ҫитнӗнӳсем пирки каласа панӑ, медальсемпе тӗрлӗ наградӑна кӑтартнӑ. Ачасем спортсмена кӑмӑлтан итленӗ, пӗрле сӑн та ӳкерӗннӗ. Унтан вӗсем «ҫӑлтӑрпа» зарядкӑна тӑнӑ.

Сӑнсем (7)

 

Страницӑсем: 1 ... 3437, 3438, 3439, 3440, 3441, 3442, 3443, 3444, 3445, 3446, [3447], 3448, 3449, 3450, 3451, 3452, 3453, 3454, 3455, 3456, 3457, ... 3890
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑр сахал мар пӑшӑрхану илсе килӗ, кӑштах йӑнӑшма пултаратӑр. Тен, ҫывӑх ҫын умӗнче айӑпа туятӑр. Ӑнланманлӑх сирӗлтӗр тесен халӗ шӑпах чуна уҫса калаҫмалли вӑхӑт. Ӗҫре йӑнӑшсан яваплӑхран пӑрӑнма ан тӑрӑшӑр. Йӑнӑша йышӑнӑр, вара ҫивӗч ыйтӑва татса паратӑр.

Ҫу, 11

1931
94
Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ.
1943
82
Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.
1966
59
Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...