Вӗренӳ
![]() Топонимикӑн 1-мӗш олимпиадин ҫӗнтерӳҫисем паллӑ. Вӗсем ҫинчен инҫет вӗренӳ центрӗн сайтӗнче пӗлме пулать. 1-мӗш вырӑнсене вара виҫҫӗ ача ҫӗнсе илнӗ: Дарья Валиулина (Тутар Республики), Ксения Александрова (Канашри 3-мӗш шкул) тата Анастасия Федорова (Ҫӗрпӳ районӗнчи Тавӑшкассинчи вӑтам шкул). Ҫӗнтерӳҫӗсене хатӗрленӗ вӗрентекенсене Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Тав ҫырӑвӗпе чыслать. Ачасем Хисеп хучӗсем илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Олипиадӑна хутшӑнннӑ шкул ертӳҫисем, вӗренекенсемпе вӗрентекенсем Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн Хутшӑну сертификатне илме тивӗҫнӗ. Чыслав хӑҫан пуласси ҫинчен хутшӑнакансене уйрӑм хыпарлӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Елчӗкре Республикӑн тӗп хулине ҫӗнтерӳшӗн 5,55 миллион тенкӗ премипе хавхалантарнӑ. Тупрана Шупашкар «Раҫҫейри чи хӑтлӑ хула (ял) тӑрӑхӗ» конкурсра иртнӗ ҫул пӗтӗмлетӗвӗпе ҫӗршывра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑшӑн тивӗҫнӗ. Конкурса ҫӗршывӑн регионсен аталанӑвӗн министерстви йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑва тӗрлӗ, тӗрӗсрех, ултӑ, ушкӑнпа ирттернӗ. V категорире (кунта 3 пинтен пуҫласа 5 пин таран ҫын пурӑнаканнисене кӗртнӗ) Елчӗк ял тӑрӑхӗ III степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. Ӑна та укҫан премипе — 800 пин тенкӗпе — чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян республикӑри тата муниципалитетсен чи лайӑх тӳре-шарине чысланӑ. Конкурса хутшӑнса ҫӗнтерме пултарнисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ. Патшалӑх ӗҫченӗсен хушшинчи ҫакӑн пек ӑмӑрту республикӑра кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Унта 19 патшалӑх органӗнчен 25 ҫын хутшӑннӑ. Муниципалитетсенче тӑрӑшакансем вара кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. Хальхине 48-ӑн хутшӑннӑ. Республикӑн патшалӑх служащийӗсенчен ЧР Вӗренӳ министерствин шкул ҫулне ҫитменнисен тата пӗтӗмӗшле вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Тамара Возняк пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, иккӗмӗшӗнче — Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерствин учёт пайӗн пуҫлӑхӗ Марина Николаева, виҫҫӗмӗшӗнче — Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствин ӗҫ сыхлав пуҫлӑхӗ Кирилл Милюхин. Муниципалитетсенче ӗҫлекен тӳре-шараран Шупашкар район администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн тӗп специалисчӗ Ольга Степанова ҫӗнтернӗ. Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫ йӗркелӗвӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Алла Николаева иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑн харӑсах икӗ ҫынна тивӗҫнӗ: Элӗк район администрацийӗн аталану, культура тата архив ӗҫӗн секторӗн ертсе пыракан специалистне Лилия Никифоровӑна тата Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ аталану енӗпе ӗҫлекен ҫумне Лилия Тарасовӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Патшалӑх служащисене хваттер парассине депутатсем тӗрӗслесе тӑрӗҫ тата ҫирӗп черете пӑхӑнӗҫ тесе пӗлтерет «Правда ПФО» (чӑв. АФО чӑнлӑхӗ) сайт. Сӑмахӗ вара республикӑра патшалӑх служащисене хваттер туянма бюджетран тавӑрса памалла мар субсиди парас йӗркене ҫӗнӗлӗхсем кӗртни пирки пырать. Ку йӗркене пӑрахӑҫламӗҫ, анчах укҫа кама лекнине ӳлӗмрен ҫирӗп тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Ҫак эрнере иртнӗ 18-мӗш черетлӗ сессире патшалӑх служби ҫинчен калакан улшӑнусем кӗртнӗ. Хваттер илме паракан субсидие шутласа панӑ чух стажа та тӗпе хурӗҫ. Тинтерех кӑна ура ярса пуснисене вӑл чылай ҫул тар тӑкакан ӗҫтешӗсемпе танлаштарсан 2–2,5 хут сахалрах тивӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Производствӑна юсаса ҫӗнетнине пула килес ҫул республикӑри 300-е яхӑн ҫын ӗҫ вырӑнӗсӗр юлмалли пирки Чӑваш Енӗн Ӗҫлӗх служби Раҫҫейӗн ӗҫлӗх службин селекторлӑ канашлӑвӗ вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ. Кӑмӑллӑ мар ҫак списока лекекенсен ҫапах та хуҫӑлсах ӳкме кирлӗ мар, мӗншӗн тесен вӗсене урӑх специальноҫ алла илме пулӑшмалла. Кун валли хыснаран 2 миллион тенкӗ ытла укҫа уйӑрмалла. Ҫынсен ӗҫ вырӑнне ҫухатма тивекен предприятисен шутӗнче чи малтанах «СУОР», «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн управляющи компанийӗ» тулли мар яваплӑ обществӑсене, «Юрма» агрохолдинга, «Акконд» акционерсен обществине, Шупашкарти троллейбус управленине асӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() Хӑшӗ-пӗри пирӗн сасӑлавсемпе ыйтӑмсене хутшӑнайманни пирки пӗлтерет. Ку технологи епле ӗҫленине чухламаннине пула пире айӑплаканнисем те пур, анчах эпир никама та сасӑлама чармастпӑр. Сирӗн умӑра тухса тӑракан йывӑрлӑх — скрипт хӳтӗлевӗ. Пирӗн ыйтӑмсенче пӗр компьютертан пӗрре ҫеҫ сасӑлама юрать. Тӗрӗсрех — пӗр IP адресран кӑна. Енчен те сирӗн провайдер пур ҫынна та тӗнче уҫлӑхне пӗр адреспа кӑна кӑларать пулсан — ку сирӗн провайдерӑн уйрӑмлӑхӗ (ҫав провайдертан кам та пулин сасӑланӑ пулсан — эсир сасӑлаймастӑр). Ку уйрӑмлӑхран эпир ниепле те иртсе каимастпӑр, пӗр IP адресран темиҫе сасӑлама ирӗк парсан пӗр ҫыннах нумай-нумай хут сасӑласа тултарма пултарӗ. Тепӗр хут: сасӑлав пырать, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче ӑна пӗтӗмлетӗпӗр. Ҫак пӗлтерӗве тунӑ май Ҫулталӑк ҫыннин суйлавӗнчи улшӑнусем пирки те пӗлтеретпӗр: пӗр ҫынна илме тиврӗ, теприне — хушма. Паян вӑл хыпара каҫӑсемпе пуянлатнӑ май «Ҫапла пултӑр» телекӑларӑм пӗлтӗрех тухма пуҫланине куртӑмӑр, ҫапла май Татьяна Ильинана сасӑлавран кӑларма тиврӗ (илнӗ вӑхӑтра уншӑн 9 сасӑ пурччӗ — малтисен шутӗнчеччӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкара ыран Олимп ҫулӑмӗ килсе ҫитессине маларах эпир хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫавна май ирхи вунӑ сехетрен пуҫласа каҫхи вунӑ сехетчен тӗп ҫулсем ҫинче транспорт ҫӳрессине чараҫҫӗ. Харпӑр хӑй машинисене те ҫав кун гаражсемпе стоянкӑсенчен кӑлармасан аванрах-тӑр. Олимп ҫулӑмӗ килнине пула ыран Чӑваш Енӗн тӗп хулинче канма сӗннӗ. Ун пек сӗнӗве хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ятарлӑ йышӑну кӑларсах ҫирӗплетнӗ. Ача-пӑча пахчисенче тӑрӑшакансен ҫапах та ӗҫлеме тивӗ. Шкулсенче вара 1–4-мӗш классене кӑна вӗрентӗҫ. Аслӑ классем валли «Сывлӑх кунӗ» тесе ҫирӗплетнӗ. Вӗрентекенсем каланине ӗненсен, аслӑ классенче вӗренекенсем ыран Олимп ҫулӑмне кӗтсе илме тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ачасен театр студине йӗркелесси пирки хӑй вӑхӑтӗнче эпир хыпарланӑччӗ. Ҫапла ирттерме театр ушкӑнӗсен «АВАНсцена» конкурсне ирттернӗ хыҫҫӑн Иосиф Дмитриев режиссер шут тытнӑ иккен. Ача-пӑча театр студийӗ асӑннӑ театрта иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче пулнӑ-ха, кайран ӑна Шупашкарти музыка училищи ҫумӗнче йӗркеленӗ. 1999 ҫулта ҫамрӑксен театрӗ каллех студи уҫнӑ. Пӗчӗккисен ушкӑнне Чӑваш Республикин халӑх артистки Светлана Савельева, аслисенне Иосиф Дмитриев-Трер ертсе пыраҫҫӗ. Студине пурӗ 25 ача ҫӳрет иккен. Театр ӑсталӑхне вӗсене тӳлевсӗр хӑнӑхтараҫҫӗ. Раштавӑн 22-мӗшӗнче пӗчӗк артистсем спектакльсем лартнӑ: кӗҫӗннисем — Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи курав, аслӑраххисем — Корней Чуковский «Муха-цокотуха» юмаха. Сӑнсем (30) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Анчах ку вӑл татса каланиех мар-ха. Хӗллехи вӑхӑта тавӑрас ыйту патне ҫӗршывӑн Патшалӑх Думи ҫуркунне таврӑнасса «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» парти ертӳҫи Сергей Миронов шанать иккен. Ку шухӑша Миронов ӗнерхи брифингра каланӑ. Сочири Олимпиада иртсе кайсан «вӑхӑт ыйтӑвне» депутатсем сӳтсе явасса вӑл шанать-мӗн. Хӑй енчен Миронов сехете ҫулталӑкра икӗ хутчен куҫарассине унччен те хирӗҫ пулнине палӑртнӑ. Сӑмах май каласан, вӑхӑта унталла та кунталла куҫарни сывлӑхшӑн та сиенлине палӑртаҫҫӗ. Ҫитменнине хальхи вӑхӑтра эпир хӑй вӑхӑтӗнче ҫуллахи вӑхӑт ҫине куҫарнипех хӗл каҫатпӑр… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра тата тепӗр ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Вӑл — «Археологическая карта Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин архоелоги картти) ятлӑскер. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе Чӑваш кӗнеке издательстви пӗрле пулса хатӗрленӗ, пичетленӗ. Кӗнекере XIX ӗмӗртен пуҫласа XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗ таран археологи палӑкӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. Унччен кун ҫути курман карттӑсем те ҫӗнӗ кӑларӑмра вырӑн тупнӑ иккен. Палӑксен ятне, вӗсем хӑш тӗлтине кӑтартнисӗр пуҫне вӗсене тӗпченин историйӗпе, коллекцисене ӑҫта упрани таранах паллаштарнӑ-мӗн. Кӗнекене Василий Каховский историка тата археолога асра тытса кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |