Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ чӑннипех те мероприятисемпе пуян. МАларах пӗлтерсе ӗнтӗ сире, ку кун Чӑваш филармонийӗнче Хусан чӑвашӗсем хӑйсен концертне кӑтартӗҫ. Тепӗр хут асаилтерер — концерт 18 сехет ҫурӑра пуҫланать.

 

Ҫавӑн пекех ҫак кун Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Нарспи» поэмӑна пӑхмасӑр калакансен конкурсӗ иртет. Мероприяти пуҫламӑшӗ — 10 сехетре. Конкурса Праски Витти ертсе пырӗ.

 

Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче студҫуркунне иртӗ. Сӑмахй май вӑл унта ака уйӑхӗн 12-мӗшӗчченех иртет. Кам кайса курас тет кайса курӑр.

 

Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче концертсем татах та пулӗҫ. Пурте вӗсем 18 сехетре пуҫланӗҫ:

* Елена Иовлева хӑйӗн кулӑш программипе «Салют» КК савӑнтарӗ;

* Трактор тӑвакансен КК-нче те концерт пулӗ. Алина Варна хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарӗ.

 

Ака уйӑхӗн 13-шӗнче Ленинград облаҫӗн Пушкин хулинче вырнаҫнӑ Питӗр патшалӑх ял хуҫалӑх университетӗнче II-ш Чӗлхе фестивалӗ иртет. Фестивалти хӑнасене чӑваш чӗлхипе Питӗрти Чӑваш ҫамрӑкӗсен инициативлӑ ушканӗ паллаштарать.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Сире улталаҫҫӗ тесе ан шутлӑр. Паян кулӑш кунӗ пулин те мероприятисем чӑннипех иртеҫҫӗ.

 

Ыйтӑвӗсем вара ҫапла:

1.Я не раз перечитывал книги Ивана Яковлевича Яковлева, чье имя носит ваш университет. И всегда обнаруживал в них важную мысль – образование должно быть построено на духовном просвещении, воспитании и нравственном совершенствовании.” Ҫак сӑмахсене кам тата хӑҫан каланӑ?

2. Ӳ саспаллипе хӑш ҫултан пуҫласа усӑ курма тытӑннӑ?

3. 1871 ҫулта 2-мӗш Александр патшана И. Я. Яковлев хӑш хулара курнӑ тата асаилӳре ӑна мӗнле хак парать?

4. И.Я. Яковлев ҫырнӑ тӑрах вӑл 1857 ҫулхи юпа уйӑхӗнче комета курать. Икӗ эрне ытла тӳпере курӑнса тӑнӑ кометӑн ячӗ мӗнле-ши?

5. И.Я. Яковлев ҫӗр виҫсе ҫӳренӗ чухне миҫе тенкӗ шалу илнӗ тата чаплӑ кӗрӗк ҫӗлетересси миҫе ҫула тӑсӑлнӑ?

6. И.Я. Яковлева пӗлекенсем вӑл вӑхӑтран вӑхӑт кӑштах уксахланине палӑртаҫҫӗ. Хӑҫан тата мӗн пулнӑ-ши Иван Яколвлевичпа?

7. Чӗмпӗрти ар гимназине кӗме Иван Яковлевич Яковлевӑн миҫе экзамен тытмалла пулнӑ?

Малалла...

 

Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Красноармейскинче черетлӗ 11-мӗш «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» фестиваль иртрӗ.

 

Фестивале Красноармейски районӗн администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Н.И. Антонов уҫрӗ. Тивӗҫлӗ ҫынсене тӗрлӗ хутсемпе парнесем парса тухнӑ хыҫҫӑн концерт пуҫланчӗ. Конкурса хутшӑнакансем 4 сехет хушшинче 40 юрӑ патнелле юрласа пачӗҫ — пурин те тенӗ пекех пӗрремӗш вырӑна йышӑнас кӑмӑл пысӑк пулчӗ.

 

Те вӗсен районӗнчи ушкӑнсемпе юрӑҫсем пӗрремӗш вырӑна йышӑнманнине пула, те урӑх сӑлтава пула ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсене вӗсен сайтӗнче тупма йывӑр. Мӗнех, шыраса пӑхар.

 

* Чи чаплӑ хор произведенийӗ: ку номинацире кам мала тухни паллӑ мар;

* Вокал ушкӑлӗ валли ҫырнӑ чи чаплӑ произведени — маларах асӑнтӑмӑр ӗнтӗ, ку номинацире Шупашкар районӗнчи Анатолий Печников ҫӗнтернине;

* Пӗччен юрлакан валли ҫырнӑ чи чаплӑ произведени: кунта кам мала тухни паллӑ мар;

* Ача-пӑча валли ҫырнӑ чи чаплӑ произведени: кунта тахӑшӗ малал тухнӑ ӗнтӗ, паллӑ мар;

* Халӑх юррине чи лайӑх илемлетни: ку номинацире те кам мала тухни паллӑ мар;

* Чи лайӑх юрлакан хор: тахӑш хорӗ лайӑхрах юрланӑ ӗнтӗ.

Малалла...

 

И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине уявламалли кун ҫывхарсах пырать, уйӑх та юлмарӗ ӗнтӗ.

 

Пирӗн сайт та ку уява хатӗрленет. Нумай пулмасть пирӗн сайтра Эдурад Фоминӑн «Чи хитре чӗлхе» кӗнеки вырнаҫрӗ. Кӗнекине Эдурад питӗ лайӑх ҫырнӑ, шыв юхнӑ евӗр вуланать. Енчен те эсир чӑваш чӗлхине вӗренетӗр пулсан, е сирӗн чӗлхе самаях пӑсӑлнӑ пулсан — ку кӗнекепе паллашма сӗнетпӗр. Унта кулленхи пурнӑҫра тӗл пулакан йӑнӑшсене илсе кӑтартнӑ, чӗлхепе ҫыхӑннӑ пулӑмсене уҫса панӑ.

 

Ну епле, вулар-и?

 

Ака уйӑхӗн 1-5-мӗшӗсенче Чӑваш Республикинчи вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви тата Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнӗ ятпа интернет-олимпиада ирттереҫҫӗ. Олимпиадӑна 9-11 класра вӗренекенсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Интернет-олимпиадӑна И. Я. Яковлев пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне тӗпчес ӗҫе ачасене явӑҫтарас, вӗсене чӑваш халӑх тата чӗлхин историйӗпе интереслентерес тата интернет технологисемпе туллинрех усӑ курма хӑнӑхтарас тӗллевсемпе йӗркеленӗ.

 

Олимпиада ыйтӑвӗсене интернетри http://pedkanash.chuvash.org сайтра ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вырнаҫтараҫҫӗ. Пӗтӗмпе вунӑ ыйту пулать. Вӗсен тулли хуравӗсене ака уйӑхӗн 6-мӗшӗччен civmih2@narod.ru адреспа электрон ҫыру ҫумне ҫыпӑҫтарнӑ файл пек йышӑнаҫҫӗ.

 

9-пе 11-мӗш классенчи вӗренекенсем, ӑнӑҫу сире сунатпӑр!

 

Маларах пӗлтертӗмер ӗнтӗ — пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Красноармейски районӗн тӗпӗнче «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» кункурсӑн иккӗмӗш пайӗ иртни пирки. Шупашкар районӗнчен ку конкурса Кӳкеҫри культура ҫумӗнчи «Юманлӑх» волкал ансамлӗпе Иккасси ялӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ хутшӑнчӗҫ. Конкурса В.Г. Федоров ҫырнӑ «Мӑшӑрпалах телей тупасччӗ», «Кил савни» тата А.А. Печниковӑн «Тӑван ял», «Астӑватӑн» юррисене илсе кайрӗҫ.

 

Пушӑ алӑпа таврӑнмарӗҫ. Анатолий Печников «Вокал ушкӑнӗ валли ҫырнӑ чи чаплӑ произведени» номинацин лауриачӗ ятне тивӗҫрӗ. Кӳкеҫри культура ҫуртӗнчи ансамбльте юрлакан Ирине Беспаловӑна вара чи лайӑх юрӑҫ ятпа саламларӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Пуш уйӑхӗн 30-шӗнче Питӗр хулинче Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине асӑнса Чӑваш ҫамрӑкӗсен инициативлӑ ушкӑнӗ каҫ ирттерчӗ. Мероприятин спонсорӗсем ООО «Иннопель» (Мускав) тат ЗАО «Ренейссанс констракшн» (Питӗр) пулчӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Иккассинче ҫуралса ӳснӗ Николай Шупуҫҫынни ҫырнӑ «Янтрак янтравӗ» поэма 100 ҫул тултарчӗ. Вӑл 1908 ҫулта Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмипе пӗрле «Чӑваш халапӗсем» ятлӑ Чӗмпӗрте кӑларнӑ кӗнекере кун ҫути курнӑ.

 

Ӑна пичете Чӗмпӗр чӑваш шкулӗн директорӗ И.Я.Яковлев хатӗрленӗ. Унтах Шупуҫҫыннин «Хура чӗкеҫ», «Ӑслӑ суеҫӗ», «Вӗре ҫӗлен» сӑвӑллӑ юмахӗсем тата «Хунар ҫути» сӑвви кӗнӗ.

 

«Янтрак янтравӗ» – XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш ялӗн пурнӑҫне сӑнласа паракан произведени. Поэт Раҫҫейри 1905-1907 ҫулсенчи пӗрремӗш революци хумӗ Чӗмпӗре ҫитнӗ ҫулсенче унти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ, революционерсен кружокӗсене ҫӳренӗ, рабочисен вӑрттӑн пухӑвӗсене хутшӑннӑ. Ҫавӑнпа вӑл, ҫамрӑк кӑна пулин те, ун чухнехи социаллӑ лару-тӑрӑва туйнӑ. Чӗринче ҫавнашкал поэма ҫуралнин сӑлтавне революциллӗ туйӑм чӑтса ирттернипе ӑнлантармалла пулӗ.

Малалла...

 

Ак ӗнтӗ ҫур кунӗсем те ҫитрӗҫ — юр васкавлӑн ирӗле пуҫларӗ. Юрӗ ирӗлни чуна савӑнтарать, кӑмӑла ҫӗклет — тепӗр енчен хӗл хушшинче пуҫтарӑннӑ ҫуп-ҫап юр айӑнчен тухса куҫ умне лекет. Паллах, тасамарлӑх кӑмӑла ниепле те ҫӗклеймӗ, ҫавна май ку эрне хушшинче Кӳкеҫре «Таса посёлок» акци иртрӗ.

Ӗҫ шыракансенчен йӗркеленӗ ушкӑнсем Шоссе урамӗпе иртекен федераллӑ ҫул хӗрринчи ҫӗре ҫӳп-ҫапран тасатрӗҫ, «Шырав» (Поиск) ТМЯО ӗҫченӗсем Шоссепе Совет урамӗсенче хӗл тӑршшӗпе пуҫтарӑннӑ каяшсене пуҫтарса тухрӗҫ, «МСО «Кӳкеҫ» ТМЯО ӗҫченӗсем Совет урамӗнчи ҫӑкасене касса тирпейлерӗҫ.

Ҫапла май Кӳкеҫ хитреленсе, тасаланса пырать.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 3578, 3579, 3580, 3581, 3582, 3583, 3584, 3585, 3586, 3587, [3588], 3589, 3590, 3591, 3592, 3593, 3594, 3595, 3596, 3597, 3598, ... 3626
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...