Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Антаркти шельфӗнчен кӗтмен ҫӗртен пысӑк пӑрлӑх катӑлса тухрӗ. Унӑн лаптӑкӗ 570 тв. ҫх. Вӑл Антарктидӑн анӑҫ енчен уйрӑлса кайрӗ.

Британи полярникӗ-ӑслӑхҫи Девид Вогхен шухӑшӗпе, ҫутҫанталӑкӑн ҫак ӗҫ планетӑра пӗтӗмлӗвлӗ ӑшӑну пирки пулса тухрӗ, палӑртать РБК.

Тӗпчевҫӗсем каланипе, ҫитес кунсенче Кӑнтӑр полюсӗн континенталлӑ шельфӗнчен тепӗр пӑр татки татӑлма пултарӗ. Кӑнтӑр материкӗнчи ҫӑкӑн пек калӑпӑшлӑ пӑрлӑх арканӑвӗсем 1995 тата 2002 ҫулсенче пулса иртнӗ.

 

Mail.ru хыпарӗсем

 

Кая юлса та пулин ҫак хыпара сире пӗлтерес: паян (пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче) Красномармейскинчи Халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» кункурсӑн иккӗмӗш пайӗ иртет. Вӑл шӑп та лӑп 18 сехетре паян пуҫланнӑ. Конкурса Шетмӗпе Ҫавал юханшывсем тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ районсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнаҫҫӗ Вӑл тӑрӑха Элӗк, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Красноармейски, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш районӗсем кӗреҫҫӗ — ҫур республика!

Конкурсӑн пӗрремеш пайӗ иртнӗ ӗнтӗ — вӑл кашни районта пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулнӑ. Кашни районтан чи лайӑх ушкӑна суйласа илсе вӗсене иккӗмӗш пайне кӗртеҫҫӗ.

Малалла...

 

Красноармейски районӗнче ҫулталӑк вӗрентевҫине 1992 ҫултанпах суйлаҫҫӗ. Унтанпа нумай вӑхӑт иртрӗ — кашни ҫул чи лайӑх вӗрентевҫӗне суйлама районти вӗрентӳ системин чи лайӑххисем пуҫтарӑнаҫҫӗ. Чи сумлисенчен ыттисем яланах вӗренме, вӗсен шайне ҫитме тӑрӑшаҫҫӗ.

Кӑҫалхи конкурс «Ҫирӗп кӗлеткере ҫирӗп ӑҫ» ятпа иртрӗ. Конкурса ҫавна май ҫак тӗллеве ҫирӗп тытса пырса верентекен вӗрентӳҫӗсем хутшӑнчӗҫ. Пурӗ районти 9 шкултан пулчӗҫ вӗсем.

Пушӑн 28-мӗшӗнче вара район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн информаципе методика пӳлӗмӗнче конкурса пӗтӗмлетсе унта хутшӑннӑ вӗрентӳҫӗсене саламларӗҫ.

* Алманч шкулӗн пуҫламӑш классен вӗрентӳҫи Антонина Леонидовна Николаева «Шыраса тупнӑ методика» номинацире ҫӗнтерчӗ.

* Красноармейскинчи 2-мӗш шкулта математикӑна вӗрентекен Надежда Владимировна Андреева «Пултаруллӑ проект» номинацине тивӗҫрӗ.

* Пикшик шкулӗн пуҫламӑш классен вӗрентӳҫи Наталия Эдуардовна Тихонова «Педагогика импровизацийӗсем» номинацине тивӗҫрӗ.

Малалла...

 

XXIII Тӗнче кубокне хатӗрленсе ирттерес тӗллевпе федерации йӗркелӳ комитечӗн членӗ, ЧР Правительствин вице-премьерӗ Г.С. Федоров ертсе пынипе Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Полномочиллӗ представительствинче канашлу пулнӑ. Унта тӗл пулусем йӗркелес, официаллӑ ҫынсене, тӳресене, спортсменсене, хӑнасене Мускавра кӗтсе илес тата вӗсене Чӑваш Ене ӑсатса ярас ыйтусене пӑхса тухнӑ. Ҫу уйӑхӗн 6-8-мӗшӗсенче тӗп хулари Внуково, Домодедово, Шереметьево-1 тата Шереметьево-2 азропортсене 55 ҫӗршывран 600 ытла ҫын килсе ҫитмелле. Ҫавӑнпа та вӗсене сӗнӳ парас, пулӑшас ыйту пӗлтерӗшлӗ. Ҫавна май канашлура Чӑваш Енрен килсе Мускаври вӗрену заведенийӗсенче вӗренекен, ют чӗлхесене пӗлекен студентсен хушшинче волонтерсен ушкӑнне йӗркелес тӗллевпе конкурс ирттерме йышӑннӑ. Суйласа илнӗ волонтерсене Чӑваш Енӗн Полномочиллӗ представительствинче пӗлӳ парӗҫ. Хӑнасене вӗсем Кубок символӗсемлӗ ятарлӑ тумпа тата чӑваш наци костюмӗпе кӗтсе илӗҫ.

Конкурс пирки Мускава (495) 953-16-72 телефонпа шӑнкӑравласа е polprchuv@col.ru электрон адреспа тӗплӗнрех пӗлме пулать.

Малалла...

 

Почтӑн тӳлев паллисем — ҫӗршывӑн культура пурнӑҫӗн тата историллӗ пулӑмсен уйрӑмах ҫутӑ та пӗлтерӗшлӗ саманчӗсене сӑнпаса хӑваракан хӑйне евӗрлӗ хроника. Анчахрах ҫак чаплӑ йӑла почта конверчӗсен ҫӗнӗ ярӑмӗнче тепӗр хут курӑнчӗ. Вӗсене хӑвӑрт утас енӗпе ҫу уйӑхӗнче Чӑваш Республикинче иртекен Тӗнче кубокне халалланӑ.

Амӑрту логотипне ӳкернӗ хитре конвертсене «Марка» издательство центрӗ кӑларнӑ. Пирӗн республикӑна вӗсене 420 пин экземпляр кӳрсе килнӗ. Ҫак почта конверчӗсене март вӗҫӗнче сутма пуҫлаҫҫӗ.

Хӑвӑрт утас енӗпе Тӗнче кубокӗн ӑмӑртӑвӗсем пуҫланиччен пӗр уйӑх ҫурӑ ҫеҫ юлчӗ. Унта утмӑл ытла ҫӗршыв спортсменӗсем килсе ҫитмелле. Пирӗн тӗп хула вӗсене кӗтсе илме пӗтӗм енлӗн хатӗрленет.

Кубокӑн йӗркелӳ комитетне 55 ҫӗршывран официаллӑ заявкӑсем тӑратнӑ та ӗнтӗ. Спорт делегацийесем Мускавран Шупашкара ятарлӑ автобуссемпе тата ятарлӑ пуйӑспа ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче килме пуҫлаҫҫӗ. Спортсменсене ҫавӑн пекех Хусанти, Чулхулари аэропортсенче йышӑнаҫҫӗ.

Малалла...

 

ПУШ
25

Поэзи каҫӗ
 lukina | 25.03.2008 16:13 |

Ҫулсерен чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче поэзи каҫӗ иртет. Кӑҫал ӑна Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртрӗ.

Ҫунса пӗтмен хут тӗркисемпе, ал ҫырӑвӗсемпе илемлетнӗ сцена вилӗмсӗр поэтӑн тумхахлӑ та йывӑр шӑпине аса илтереҫҫӗ. Кирпӗч татки ҫинчи ҫурта ҫути М. Ваҫлейӗн манӑҫми ӗҫ-хӗлне «палӑртать». Каҫӑн пӗрремӗш пайӗнче студентсем Митта сӑввисенчен йӗркеленӗ лейтмотивпа паллаштарчӗҫ. Унта поэтӑн чунне уҫса паракан хайлавсене кӗртнӗ. Виҫӗ номинаципе тупӑшрӗҫ студентсем. Митта Ваҫлейӗн сӑввине вуласа 2-мӗш курсри Лилия Воробьева мала тухрӗ. «Ытти поэтсен сӑввине чи лайӑх вулакан» ята 2-мӗш курсри Марина Михайлова тивӗҫрӗ. Хӑй сӑввине вуласа 3-мӗш курсри Александр Антонова ҫитекенни пулмарӗ. Поэзи каҫне килнӗ хӑнасем те Альбина Юрату, Станислав Сатур, Марина Карягина, Атнер Хусанкай – парӑмра юлмарӗҫ.

Малалла...

 

Ача ҫурлани яланах уяв — ашшӗ-амӑшӗшӗн те ыттисемшӗн те. Ачасем — пирӗн телей, пуласлӑх, вӗсем пур чухне тӗнче пӗтмессӗн туйӑнать.

 

Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Энӗшпуҫ ял тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ ачасене чаплӑн рагистрацилерӗҫ. Ак Ивановсен кил-йышӗнче те тахҫанах кӗтнӗ хӗрпӗрчи ҫуралнӑ — ӑна вӗсем Софья ят панӑ. Софьйӑн икӗ аслӑ пиччӗшӗ пур — виҫҫӗмӗш ача ҫемьене тӗрӗклентерӗ.

Фроловсен кил-йышӗнче вара пӗрремеш ача ҫуралнӑ — ӑна вӗсем Надежда ят хунӑ.

 

Вӑрмар районӗн администраци пайӗн пуҫлӑхӗ Валентина Волкова ашшӗ-амӑшне ача ҫуралнине ҫирӗплетекен патшалӑх хутне пачӗ, ҫемьесенче яланах ҫирӗп сывлӑх, телей, савӑнӑҫ тӑмашкӑн сунчӗ. Валентина Волкова вӗсене ҫавӑн пекех Вячеслав Кириллов парса янӑ парнесене те пачӗ. Ял тӑрӑхӗнче ӗҫлекенсем те, вулавӑш сотрудникӗсем те айӑккинче тӑмарӗҫ — хӑйсен парнисене пачӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫу уйӑхӗн 9-пе 11-мӗшӗ хушшинче иртекен Хӑвӑрт утакансен XXIII тӗнче кубокне 55 патшалӑх ушкӑнӗсем килессине ҫирӗплетнӗ. Спортсменӗсемпе официаллӑ ҫыннисене шутласан ку вӑл пурӗ 607 ҫын. Йышӑнакан ене шутламасан ушкӑн йышӗпе ҫак делегацисем пысӑк пулӗҫ: Итали (31 ҫын), Мексика (30 ҫын), Испани (30 ҫын), Франци (29 ҫын), Польша (28 ҫын).

Паянхи куна спортсменсен чи пысӑк пайӗ арҫынсен хушшинчи 20 ҫыхрӑмри кӗрешӗве ҫырӑннӑ (ку вӑл 109 ҫын). Хӗрарӑмсене илес пулсан ку дистанцине 3 ҫын сахалтарах ҫырӑннӑ. 105 спортсмен 50 ҫыхрӑм тӑршшӗпе кӗрешме палӑртать. Ҫавӑн пекех 61 каччӑпа 51 хӗр хӑйсен вӑйне кӑтартӗҫ.

Кубок йӗркелекенсем ҫакна палӑртаҫҫӗ — пӗрремӗш хут кубокра хутшӑнакансен йышӗ те ӳснӗ. Вӗсен шутӗнче: Ӗнчӗ (Инди), Монголи, Гана, Молдова, Перу, Палестина, Марокко, Таджикистан.

Хутшӑнакас текенсем заявкӑсене ака уйӑхӗн варри таран ярса пама пултараҫҫӗ. Кубока йӗркелекенсем ҫапла май хутшӑнакан патшалӑхсен шучӗ 60 ытла та пуласса шанаҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 13 сехет те 20 минут тӗлӗнче Шупашкара кӗнӗ вырӑнте Николай Емельяновӑн ывӑлӗ аварине лекнӗ. Чӑваш Ен ПҪҪХИ (Патшалӑхӑн ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх инспекцийӗ) пӗлтернӗ тӑрӑх 26 ҫулхи Иван Емельянов хӑйӗн икӗ юлташӗпе Mitsubishi машинӑпа пынӑ ҫӗртре "Нивӑпа" ҫапӑннӑ. Иван Емельяновӗпе унӑн юлташӗ вырӑнтах вилнӗ, пӗрле ларса пыракан хӗрпе "Нива" машинӑн водительне пульницӑна ӑсатнӑ.

 

Аварире айӑплине хальлӗхе палӑртайман-ха.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

2008 ҫулта пуш уйӑхӗнче Самар облаҫӗнчи Тольятти хулин «Шанчӑк» ятлӑ чӑваш наципе культура автономийӗ 15 ҫул тултарать. «Шанчӑк» автономийӗ ун ҫумӗнче 4 пултарулӑх ушкӑнӗ йӗркеленнипе паллӑ: «Шанчӑк», «Телей», «Шурӑмпуҫ» тата «Ҫӑлкуҫ». Кашни ушкӑн халӑх пултарулӑхне пухса ӑна упраса хӑварма тӑрӑшать, чӑваш юрри-кӗввипе савӑнтарать. Автономи пуҫарӑвӗпех Ставрополь районӗнчи Атӑлҫи (Поволжский) посёлокӗнче тата Севрюкаево ялӗнче Чӑваш культурин музейӗ йӗркеленнӗ.

2005 ҫул вӗҫӗнче «Шанчӑк» ушкӑн «халӑх ушкӑнӗ» ята тивӗҫсе 2006 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче свидетельство илчӗ.

Кӑҫал, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Самар облаҫӗнчи Атӑлҫи (Поволжский) посёлокра юбилей концерчӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ — 13 сехетре, 23 сехетччен пырӗ. Концерта 100 ытла ҫын хутшӑнӗ, вӗсем Чӑваш Енрен, Тутарстанран, Мӑкшӑ Республикинчен тата ытти енсенчен пулӗҫ.

Концерта хутшӑнас текенсем ҫак адреспа ҫыхӑнмалла: hrmar@yandex.ru (Х,Я,АЯ, миҫе ҫул, хӑш тӑрӑхран, ҫыхӑнмалли адреспа телефона кӑтартмалла)

 

Страницӑсем: 1 ... 3579, 3580, 3581, 3582, 3583, 3584, 3585, 3586, 3587, 3588, [3589], 3590, 3591, 3592, 3593, 3594, 3595, 3596, 3597, 3598, 3599, ... 3626
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...