![]() Римма Хлизунова Сцена ҫине Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ тухсан кирек кам та унти артистсен пултарулӑхӗнчен тӗлӗнсе пӗтереймӗ. «Ҫӑлтӑр» тени хӑлхара янӑракан саманара пурӑнатпӑр та, чӑн-чӑн ӑстасене курсан вара ҫӑлтӑрсем ӑҫтине ӑнланатӑн. Хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑ профессионалсенчен пӗри — Римма Хлизунова (сцена ҫинче вӑл Шикирова хушаматпа усӑ курнӑ). Вӑл Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче 1962 ҫулта ҫуралнӑ. Хлизунова альт сасӑпа юрланӑ. Илемлӗ сассине кура ӑна концерт программисене ертсе пыма та шаннӑ. Ташша тухсан та ҫӑмӑл кӗлеткеллӗскер акӑш евӗр шунӑ. 1987 ҫулта Римма Хлизуновӑпа Светлана Бубнова артистка вокал дуэчӗ йӗркеленӗ. Ҫак ҫулсенче вӗсем чӑваш тата вырӑс композиторӗсен 50 ытла юррине шӑрантарнӑ. Чикӗ леш енче иртекен концертсене те ансамбль артисчӗсемпе пӗрле Хлизунова сахал мар хутшӑннӑ. Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пултаруллӑ артистка, вӑл Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки шутланнӑ, пирӗнтен ӗмӗрлӗхе уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫав ятпа вырӑнсенче тӗрлӗ меороприяти иртет. Пӑрачкав та ватӑсем валли уяв йӗркеленӗ. Ҫулланнисене вӗсем спорт залӗнче пухнӑ. Тӗл пулма урӑх вырӑн пулманран мар-ха, ватӑсене спорт ӑмӑртӑвӗсене явӑҫтарас тенӗ. Уява пухӑннисене Пӑрачкав ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Е. Барыкин саламланӑ. Унтан кинемисемпе мучисем икӗ ушкӑна пайланса ӑмӑртма тытӑннӑ. Вӗсем «васкавлӑ старта» та тӑнӑ, дартсла та вылянӑ. Мечӗке карҫинккана тӗл лектерессипе тата кегльсене тӳнтерессипе те тупӑшнӑ. Спортсмена ҫаврӑннӑ кинеми-мучине Вырӑс драма театрӗ Пӑрачкаври культура ҫуртӗнче юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑтартакан спектакле курма кайма билет парнеленӗ. Сӑнсем (47) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Пирӗн ҫӗршывра ҫак кунсенче «Раҫҫей хӗрарӑмӗ — 2013» пӗтӗм Раҫҫейри конкурс пырать. Регионсенчен унта кам хутшӑнассине палӑртма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Чӑваш ен чысне Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан, Татьяна Андреева музыка учителӗ хӳтӗлет. Ҫак кунсенче конкурсӑн ҫурма финал тапхӑрӗ пырать. Вӑл юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Хамӑр ентешӗмӗршӗн сасӑлас тесен http://woman-russia.ru/1000913 каҫӑпа кӗмелле е WR1000913 тесе ҫырса 4446 номер ҫине смс-ҫыру ямалла. Смс хакӗ вӑтамран 40 тенке кайса ларать-мӗн. «Раҫҫей хӗрарӑмӗ — 2013» тупӑшӑвӑн финалӗ Раҫҫейӗн тӗп концерт залӗнче чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Нумаях пулмасть «Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин типографийӗ» акционерсен уҫӑ обществин акцийӗсене сутса янӑ. 100 проценчӗпех. Типографие туянас шухӑшлисем малтанласа пилӗккӗн пулнӑ иккен. Анчах аукциона виҫҫӗшне кӑна явӑҫтарнӑ. Ыттисен, ахӑртнех, конкурс условине твиӗҫтермен. Сутлӑха кӑларнӑ 31,4 пин акцин номинал хакне 3,14 миллион тенкӗпе хакланӑ. Тепӗр майлӑ каласан. Пӗр хаклӑ хут хакӗ 100 тенкӗпе танлашнӑ. Сутлӑха кӑларнӑ типографин пуҫламӑш хакне аукционта 12 миллион тенкӗпе палӑртнӑ. Унтан пысӑкрах хак сӗнекен пулманнине кура ӑна ҫав хакпа сутса янӑ. Ҫапла вара типографи хуҫи «ТендерКанц» тулли мар яваплӑ общество пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Вӑл е ку куҫман пурлӑх хуҫи камне пӗлме ӳлӗмрен питех те ҫӑмӑл пулӗ. Ҫакӑн валли Росреестра е Нумай ӗҫ тӑвакан центра пурлӑхӑн хуҫи кам иккенне калакан выписка пама ыйтса ҫырмалла. Ҫак ӗҫ хакӗ пӗтӗмпе те 200 тенкӗ кӑна тӑрать. Выпискӑна 5 кун хушшинче ҫырса пыраҫҫӗ. Унта хваттерӗн е пӳртӗн е ытти ҫурт-йӗрӗн хуҫи хӑш вӑхӑтра кам пулнине кӑтартӗҫ. Маларах ун пек хыпара пурлӑх хуҫисем, правӑна сыхлакан тата патшалӑх органӗсем кӑна пӗлме пултарнӑ. Халӗ, ав, йӗрке ылмашӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче ачасем валли чӑвашла ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн ячӗ — «Кайӑка юратнӑ ту». Юмах авторӗ — америка ача-пӑча ҫыравҫи Элис МакЛерран. Юмаха автор 1985 ҫулта ҫырнӑ. Халиччен ӑна тӗнчери нумай чӗлхе ҫине куҫарнӑ. Чӑваш чӗлхи ҫав списокра 26-мӗш. Юмахӑн тӗп паттӑрӗ — Джой кайӑк, чӑвашла ӑна «Савӑк» тесе чӗнеҫҫӗ. Кӗнеке авторӗ, антропологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Элис МакЛерран ҫӗршыв тӑрӑх нумай ҫӳренӗ, ҫуран та утнӑ. Вӑл тусене ялан юратнӑ. «Кайӑка юратнӑ ту» юмах шухӑшӗ анлӑ: унта туслӑх енне ӑнтӑлни, юратупа шанчӑклӑх вӑйӗ, ҫак тӗнчери кӗске пурнӑҫ. Кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли халалланӑ кӗнекене акӑлчан чӗлхинчен чӑвашла тӗлӗнмелле маттур ҫамрӑк — пултаруллӑ дизайнер, фото ӑсти, нумай чӗлхе пӗлекен, информаци технологийӗсене ҫӑмӑллӑн шӗкӗлчекен Муркаш район каччи Виктор Бычков куҫарнӑ. Ӳкерчӗксемпе кӗнекене И.Е. Калентьева илемлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Паян Етӗрне районӗнче Йывӑҫ кунӗ иртнӗ. Унта район администрацийӗнче ӗҫлекенсем те хастар хутшӑннӑ. Вӗсем администраци пуҫлӑхӗпе Владимир Кузьминпа пӗрле экологи акцине хутшӑнса уҫӑ сывлӑшра ӗҫленӗ. Акцие районӑн тӗп экологӗ Людмила Прохорова ертсе пынипе ушкӑн скверсемпе парксенче йӗрке тунӑ. Ҫӗнтерӗве 30 ҫул ячӗллӗ, М. Гущина, Первомайски урамӗнче йывӑҫ лартнӑ. Ҫамрӑксен «Эка — Раҫҫейӗн симӗс юхӑмӗ» юхӑм пайташӗсем те хутшӑннӑ. Акци вӑхӑтӗнче Етӗрнере пӗтӗмпе 100 ытла туя, ҫӑка, пилеш лартнӑ. Район администарцийӗн сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ку ӗҫе ял тӑрӑхӗсенче те ирттереҫҫӗ-мӗн. Сӑнсем (34) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫемьери иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан тӳлекен амӑш капиталне парассине маларах 2016 ҫулччен тесе палӑртнӑччӗ. Халӗ, ав, вӑл вӑхӑта тӑсасси пирки калаҫма тытӑнчӗҫ. «Тӑсаҫҫех» тесе Раҫҫейӗн вице-премьерӗ Ольга Голодец та палӑртнӑ иккен. Ун шучӗпе амӑш капиталӗн вӑхӑтне правительство тепӗр виҫ ҫуллӑха тӑсма йышӑнма пултарать. Амӑш капиталне урӑх майпа усӑ курма ирӗк памӗҫ-и тесе ыйтсан, Голодец ун валли сӑлтав ҫук тесе шухӑшланине пӗлтернӗ. Вице-премьер шучӗпе хӗрарӑмсен 97 проценчӗ ҫавах ҫак укҫана ипотека валли ярать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Раҫҫейӗн Наркотик ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 14 ҫултан пуҫласа 35 ҫулчченхи 100 пин ҫамрӑк наркотика пула вилет. Пӗлтӗр наркотик йышӑнакан 50 пин ытла ҫынна тытса чарнӑ. Маларах асӑннӑ служба пӗлтернӗ тӑрӑх, наркотик туса кӑларасси юлашки ҫулсенче 44 хут ӳснӗ. Усал ҫав наркӑмӑш пирӗн пата Афганистанран тата Вӑтам Азинчен килет. Наркотик ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекенсем асӑрханӑ тӑрӑх, айӑплансан та наркотик дилерӗсем айӑпланнӑ патшалӑх служащийӗсенчен те ҫӑмӑлрах условие лекеҫҫӗ-мӗн. Тепӗр япӑх ен — наркопреступленисен пӗрре виҫҫӗмӗш пайне уҫса парайманни. Ушкӑнпа тунӑ преступленисенчен 80 процентне уҫса параҫҫӗ. Ҫапах та ку вӑл лӑпланмалли сӑлтав мар. Иртнӗ ҫул ҫӗршывра тӗпченӗ 141 пин тенкӗрен 13 пин тӗлӗшпе кӑна ушкӑнпа тунин сӗмӗ пуррине палӑртнӑ. Раҫҫейӗн генпрокурорӗ Юрий Чайка шучӗпе наркотик контрбанди енӗпе ӗҫлесе ҫитерейменнине те палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() 1915 ҫулта Осман империйӗнче геноцида пула шар курнӑ 1,5 миллион эрмене Эрменсен апостол чиркӗвӗн Архиерей соборӗ канонизацилеме йышӑннӑ. Эрмен чиркӗвӗн епископӗсен пухӑвӗ тулли йышпа юлашки тӑватӑ ӗмӗр хушшинче пачах пухӑнманнине халӗ пуҫтарӑннӑ иккен. Ҫапла вара эрмен чиркӗвӗ 1651 ҫултанпа канонизаци ирттермен. Эрмени Президенчӗ Серж Саргсян капла тунине халь пурӑнакансен тивӗҫӗ тесе хакланӑ, ҫӗнӗрен геноцид пуласран сыхланмаллине палӑртнӑ. Эрменсене чӗлхе тата раса енчен хӗсӗрленине 2011 ҫулта Франци официаллӑ майпа ҫирӗплетме пӑхнӑ. Анчах Анкарара, Турцин тӗп хулинче, ку пуҫарӑва ырламан кӑна мар, турккӑ ертӳҫисем апла йышӑнсан ик ҫӗршыв хушшинчи лару-тӑру ҫивӗчленесси пирки асӑрхаттарнӑ. Турцин премьерӗ Реджеп Тайип Эрдоган Францие тек каймассипе хӑратнӑ. Ҫапла вара хрантсуссен саккун проектне парламентарисем ырласа йышӑннӑ, Конституци канашӗ сивленӗ. Эрменсем 1915 ҫулта геноцида пула шар курни ҫинчен калакан резолюци проектне пӗлтӗр Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен Конгресне илсе тухнӑ. Осман империйӗнче эрменсене йышлӑ пӗтернине йышӑннӑ пулин те АПШ правительстви геноцид сӑмаха усӑ курман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |