Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑваш Енри ҫула ҫитнӗ ушкӑнсем хушшинчи футбол ӑмӑртӑвӗн черетлӗ тапхӑрӗ пырать. Нумай пулмасть Вӑрмар посёлокӗн тӗп стадионӗнче «Вӑрмарпа» (Вӑрмар п.) «Водник» (Сӗнтӗрвӑрри х.) футбол ушкӑнӗсем тупӑшрӗҫ.

Вӑрмарсем хӑйсен ӑсталӑхне лайӑхрах кӑтартрӗҫ — вӑйӑ 6:1 счётпа вӗҫленчӗ. 3 вӑйӑ ирттернӗ хыҫҫӑн Вӑрмарсен 9 очко пухӑннӑ, ҫавна май вӗсем хӑйсен ушкӑнӗнче чи вӑйлисем шутне кӗреҫҫӗ.

Тепӗр тапхӑр ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинче иртӗ. Унта вӗсем вырӑнти «Ҫӗрпӳ» ятлӑ футбол ушкӑнӗпе тӗл пулӗҫ.

Пурне те ӑнӑҫу сунатпӑр!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ҫӗртме уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарни кунӗнче ҫӗр-шывра медицина ӗҫченӗсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Сывлӑх сыхлавҫисен професси уявӗ умӗн К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче савӑнӑҫлӑ пуху иртнӗ. Унта пирӗн районти ӗҫре палӑрнӑ медицина ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ. Медицинӑра чылай ҫул вӑй хунӑшӑн тата ҫитӗнӳсемшӗн Элӗк районӗн тӗп больницин медицина сестрине Ю.Сергеевӑна “Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ” ятпа чысланӑ. Ураскилтри пӗтӗмӗшле практика врачӗ Р.Малинова хӑйӗн специальноҫӗпе республикӑра кӑҫал чи лайӑх сиплевҫӗ пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех Вырӑс Сурӑмӗнчи фельдшерпа акушер пунктӗнче ӗҫлекен З.Филиппова та парнене тивӗҫнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсем, хаклӑ парнесем панӑ.

 

Пирӗн пӗрлӗх те вӗсене ҫак ятсене тивӗҫнӗшӗн, парнесем илнӗшӗн ӑшшӑн саламлать, ӗҫре ӑнӑҫу сунать!

Малалла...

 

Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 18-00 сехетре ЧР искусствисен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Анатолий Никитин композитор юбилей каҫне йыхравлать.

Концерт Чӑваш патшалӑх филормони залӗнче иртӗ. Унта паллӑ чӑваш артисчӗсем хутшнӗҫ, «Янташ» ушкӑн ҫӗнӗ юрӑсемпе паллаштарӗ.

Билетсене ҫак телефонпа туянма пулать: 8-919-650-42-93.

 

Пурне те хаваспах чӗнетпӗр!!!

 

«Канаш» хаҫат пӗлтерет:

 

Чӗмпӗрти Мемцентрта И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалланӑ уявра УОЧНКА председателӗ В.И. Сваев Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑваш юхӑмӗн 43 хастарне асӑну медалӗпе чысланӑ пирки хаҫат вулаканӗсене пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Мӗнле медаль вӑл?

 

Ӑна И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалласа хатӗрленӗ, вӑл сарӑрах тӗслӗ металран. Медале кама парассине УОЧНКА президиумӗнче ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пӑхса тухнӑ. Ӑна илме тивӗҫлисен шутӗнче - облаҫре ӗҫлесе пурӑнакан хастарсем: ҫыравҫӑсем, журналистсем, юрӑҫсем, тӗрлӗ шайри пуҫлӑхсем, усламҫӑсем, вӗрентӳ ӗҫченӗсем. Сӑмах май, ку списокра С.И. Морозов кӗпeрнаттӑр, Саккунсем кӑларкан Пуху председателӗ Б.И.Зотов, Ульяновск Хула Думин председателӗ В.А. Гвоздев, С.Н. Ермаков мэр та пур.

Медалӗн Положенийӗ тӑрӑх, ӑна чӑваш наци культурине ҫӗклес тесе нумай вӑй хуракансене кӑмӑл-сипет енчен хавхалантарас тесе параҫҫӗ.

Ҫакна та палӑртса хӑвармалла: ку УОЧНКАн 10 ҫулхи историйӗнче – пӗрремӗш медалӗ.

 

Николай ЛАРИОНОВ

 

ҪӖР
02

Ҫӗнӗ вырӑнти пысӑк калаҫу
 "Канаш" хаcат | 02.06.2008 15:00 |

«Канаш» хаҫат пӗлтерет:

 

Тираж ыйтӑвӗ паянхи кунччен – чи ҫивӗч ыйтусенчен пӗри

Икӗ уйӑх каялла пирӗн редакци ҫӗнӗ вырӑна – Пушкинская урамри 11-мӗш ҫурта, куҫрӗ. “Канаш” вулаканeсене хамӑр еплерех вырнаҫнине кӑтартас шутпа, ҫаплах ӗҫри йывӑрлӑхсемпе, редакцири лару-тӑрупа паллаштарас тӗлӗшпе “Ҫавра сӗтел” ирттертӗмӗр. Кӗтнӗ тата чӗннӗ чухлӗ хӑна килеймерӗ. Мӗн тӑвaн, чӑвашӑн нихӑҫан та ӗҫ пӗтмест. Анчах пирӗн пата килме вӑхӑт тупнисене тата уҫӑ калаҫӑва хутшӑннисене чун-чӗререн тав тӑватпӑр.

“Канаш” хаҫат редакцийӗ 18 ҫул хушшинче тиража ӳстерессишӗн тӗрлӗ майсемпе ӗҫлесе пӑхнӑ. Ҫапах та тираж ыйтӑвӗ паянхи кунччен – чи ҫивӗч ыйтусенчен пӗри. Ахальтен мар Николай Ларионов директор хaйӗн сӑмахне ҫакӑнтан пуҫларӗ.

— Юлашки темиҫе ҫулта чӑваш хаҫачӗн тиражӗ кӑна чакмасть, облаҫри, Раҫҫейри пур хаҫатсем те кун пирки ӳпкелешеҫҫӗ. Ҫынсем хаҫат вулама чарӑннинче темиҫе сӑлтав – телевидени те, компьютер та, интернет та, урам та, вӑхӑт ҫукки те. Ку саманара пурте нумайрах укҫа ӗҫлесе илме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав хушӑрах халӑх хушшинче пире пулӑшакансем те сахал мар.

Малалла...

 

ҪУ
30

«Чӑвашкинора» кӗтетпӗр
 Alina Sosayeva | 30.05.2008 14:34 |

Паян, ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, 17 сехетре «Чӑвашкино» ҫуртӗнче (И.Я.Яковлев проспекчӗ, 12 А) Денис Осокинӑн (Хусан) пултарулӑх каҫӗ пулать.

«Новые ботинки» кӗнекен (авторӗ - Денис Осокин), «Дирижабль» альманахӑн (13-мӗш кӑларӑм) презентацийӗсем пулаҫҫӗ, «Шошо» (2007)ятлӑ фильм курма май пур (режиссерӗ - Алексей Федорченко, сценарине ҫыраканӗ - Денис Осокин).

 

Пурне те йыхравлатпӑр, кӗтетпӗр!

 

2008 ҫулхи юпа уйӑхӗн 15–16-мӗшӗсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх университетӗнче «Ашмарин вулавӗсем – 6» Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑх конференцийӗ ирет. Конференци ӗҫне хутшӑнас кӑмӑллисене доклад темине 2008 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 15-мӗшччен alb-myshkina@yandex.ru интернет адреспа ярса пама ыйтатпӑр.

 

Конференци ӗҫӗнче ҫак секцисене йӗркелеме палӑртнӑ:

- танлаштаруллӑ тата типологиллӗ чӗлхепӗлӳлӗх;

- Уралпа Алтай тӑрӑхӗнчи чӗлхепӗлӳлӗх тата интерлингвистика;

- Раҫҫейри халӑхсен литературин теорийӗпе историйӗ;

- тӗрлӗ халӑхсен сӑмахлӑхне вӗрентес меслетлӗх;

- тӑван ҫӗршыв историйӗн тата культурологи проблемисем.

 

Конференци материалӗсен уйрӑм пуххине кӑларма палӑртнӑ. Статьясен пичетлевӗ тӳлевлӗ. Пичете валли хатӗрленӗ материалсене йӗркелев комитетне 2008 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗччен тӑратмалла.

 

Пирӗн интернет адрессем: alb-myshkina@yandex.ru, vitrod1@yandex.

Малалла...

 

Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Мускаври ВВЦра вырнаҫнӑ Раҫҫей халӑхӗчен ҫурчӗ умӗнчи тӳремре «Акатуй» иртӗ. Чӑваш юрри-кӗввипе, пурнӑҫӗпе паллашма, савӑнӑҫлӑ канма пурне те ҫак уява чӗнетпӗр!

 

Мероприятире спортсменсен ӑмӑртӑвӗ, чӑваш эстрадин ҫӑлтӑрӗсен концерчӗ пулӗ. Уявра паллӑ ҫынсем пулӗҫ, вӗсемпе паллашма пултаратӑр. Ҫамрӑксем валли дискотека хатӗрленӗ!

 

Ан манӑр! Пуҫламӑшӗ 11 сехетре!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫӗрпӳ хулинче Курбатов купсасен ҫурчӗ пур. Хальхи вӑхӑтра вӑл пушанма та пуҫланӑ ӗнтӗ — ҫурт ишӗле пуҫланӑ май унта никам та пурӑнасшӑн мар.

Нумай пулмасть ҫурта Тихвинти Турамӑш хӗрарӑмсен мӑнастырӗ туяннӑ. Респуликӑн Патшалӑх Канашӗн Депутачӗ Валерий Андреевпа мӑнастырь Шупашкарти коопераци институчӗпе килӗшӳ тунӑ — халӗ унта институт стеденчӗсем тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ, ҫурта юсама тытӑннӑ. Хастар хальлӗхе студентсем кивелнӗ штукатуркӑна сӗвеҫҫӗ, ҫуп-ҫапа кӑларса пӑрахаҫҫӗ. Ҫурта юсаса пӗтернӗ хыҫҫӑн кунта ӑс-хакӑл вырсарни шкулӗ вырнаҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшпе 13-мӗшӗ хушшинче АПШри Санта Фе хулара халӑх тунӑ япаласен 5-мӗш тӗнче куравӗ иртӗ. Унта Чӑваш Ен ӑстисем те кайӗҫ, вӗсем чӑваш тӗррине кӑтартӗҫ.

Чӑвашсене курава Нью Мексика штачӗн культура министрӗ Стюарт А. Ашман чӗннӗ. Инҫетри Америкӑна пирӗн республикӑран тӑваттӑн кайӗҫ.

Куравра пирӗн ӑстасем чӑваш тӗррине тӗррипе, халӑх кӗпе-тумӗпе, халӑх пуканисенпе паллаштарӗҫ. «Чӑваш Енӗн халӑх промыслӗсен пӗрлӗхӗн» специалисчӗ Вячеслав Платонов пӗлтернӗ тӑрӑх пирӗн тӗрӗпе чикӗ леш енче питӗ вӑйлӑ кӑсӑкланаҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех ярмӑрккара пирӗн ӑстасем паллӑ хаклавҫӑсемпе тата коллекционерсемпе паллашӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 3573, 3574, 3575, 3576, 3577, 3578, 3579, 3580, 3581, 3582, [3583], 3584, 3585, 3586, 3587, 3588, 3589, 3590, 3591, 3592, 3593, ... 3626
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...