![]() Раштавӑн 16-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнче фольклор ушкӑнӗсен «Иксӗлми Чутай ҫӑлкуҫӗсем» VI фестивалӗ пулчӗ. Уявра районти 10 фольклор коллективӗ тата сусӑрсен вырӑнти «Надежда» (чӑв. «Шанчӑк») обществин артисчӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Уяв программи питех те пуян, кашни коллектив мухтава тивӗҫлӗ. Хӗрлӗ Чутайсем Ҫӑварни уявне халалланӑ юрӑ-кӗвӗ шӑрантарса пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Иккӗмӗш вырӑнта Хусанушкӑньти «Урпаш» тата Штанашри «Шуҫӑм» ушкӑнсем, виҫҫӗмӗш вырӑнта — Кив Атикассинчи «Шупуҫ», Паньтӑкри «Сӑр таппи» тата сусӑррисен «Шанчӑк» фольклор ушкӑнӗсем.
Сӑнсем (36) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Чӑваш халӑхӗн пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшакан маттурсем пирӗн йӑхташӑмӑрсем хушшинче кашни ӗмӗртех пулнӑ теме эпир, 21 ӗмӗр ҫыннисем, тивӗҫлипех пултаратпӑр. Ахальтен-и пирӗн халӑх тем тӗрлӗ истори тумхахӗ урлӑ та утса тухса паянччен сыхланса юлнӑ. XVIII ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче ҫуралнӑ Ермий Рожанские те эпир ҫав маттур чӑвашсен шутнех кӗртме тивӗҫлӗ. Вӑл ҫуралнӑранпа 270 ҫул ҫитнине халалласа Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мӑн Этменти вӑтам шкулта раштавӑн 16-мӗшӗнче районти шкулсенче чӑваш чӗлхине вӗрентекенсемпе конференци иртрӗ. Ҫавӑн пекех ку конференцие И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн преподавателӗсем те хутшӑнчӗҫ. Чи малтанах ҫак шкулти чӑваш чӗлхин вӗрентекенӗ Н.В.Ермакова слайд мелӗпе урок ирттересси пирки мастер-класс ирттерчӗ, кайран вӑлах Ермий Рожанский ӗҫӗ-хӗлӗ пирки доклад турӗ. XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех чӑвашсене ҫутталла туртӑнма пулӑшнӑ Кӑрмӑш пупӗ пирки ЧФК факультечӗн профессорӗ В. | ||
![]() Ленин районӗнче юр тасатма чӑрмантаракан машинсене эвакуацилес тӗлӗшпе рейд ирттернӗ. Хӗл кӑҫал юрлӑ килчӗ — ҫӳлти тӳпе кашни кун тенӗ пекех юр тӑкса тӑрать (паян, ав, ҫумӑр та ҫукаларӗ). Машинсене ирӗклӗ ҫӳреме май пултӑр тесе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем ирӗн-каҫӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Шел, хӑшӗ-пӗри вӗсен ӗҫне ӑнланмасть, тӑват урапаллӑ хатӗрӗсене ӑҫта кирлӗ унта лартса хӑварать. Унччен те ансӑр ҫул вара татах та хӗсӗнет. Раштавӑн 14-мӗшӗнче ятарлӑ рейд ирттернӗ. Паллах, маларах машинсен хуҫисене пӗлтернӗ — ирхине 5 сехетрен пуҫласа ҫурт картисенче юр тасатас ӗҫ пырӗ — тесе систернӗ. Хӑшӗ-пӗри вара шарт та туман пулас. Шап та лӑп вӗсен машинисене Шупашкарти Ленин районӗн администраци сотрудникӗсен, ҪҪХПИ тата «Дорэкс» АУО ӗҫченӗсен пулӑшӑвӗпе штраф чарӑнӑвне ӑстатнӑ та ӗнтӗ. Вокзалҫум, 4а тата Энгельс, 3/1 ҫуртсем ҫывӑхӗнчи икӗ машина куҫарма тивнӗ. Кунашкал ӗҫе тепер эрнере те ирттерӗҫ — ҫавӑнпа та тӑватӑ урапаллӑ хатӗрсен хуҫисен хӑйсен транспортчӗ пирки тимлӗрех пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) хаҫатра паян, раштавӑн 16-мӗшӗнче, пӗлтӗр иртнӗ ҫыравӑн пӗтӗмлетӗвне пичетленӗ. Раҫҫейри улшӑнусене илес пулсан 2002 ҫултанпа патшалӑхра пурӑнакан халӑхӑн йышӗ 2,3 миллион ҫын (1,6%) чакнӑ. Пурӗ Раҫҫейре ҫапла май 142 миллион та 857 пин ҫын пурӑнать. Халӑх шучӗпе тӗнчере пирӗн патшалӑх 8-мӗш вырӑн йышӑнать — малта Китай, Ӗнчӗ (Инди), АПШ, Индонези, Бразили, Пакистан, Бангладеш. 2002 ҫултанпа Раҫҫейре ялсем тӗпӗ йӗрӗпе ҫухалас туртӑм вӑйланнӑ иккен. Сакӑр ҫул хушшинче 8,5 пин ял пӗтнӗ. 19,4 ял вара хут ҫинче кӑна пур, вӗсенче никам та пурӑнмасть. Вӑтамран илнӗ Раҫҫей ҫынни 39 ҫулта — ку вӑл халӑх ватӑлнине пӗлтерет (8 ҫул каялла 37,7 пулнӑ). Раҫҫейре арҫынсем хӗрарӑмсенчен 10,7 миллион сахалрах. Мӑшӑрсен йышӗ те 1 миллион таран чакнӑ — халӗ ку кӑтарту 33 миллионпа танлашать. Чи йышлӑ халӑх — вырӑссем. Раҫҫейре вӗсем 80,9% йышӑнаҫҫӗ. Иккӗмӗш вырӑн тутарсем йышӑнаҫҫӗ — 3,87%. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — украинсем (2,05%-ран 1,41% чакнӑ). Чӑвашсем пиллӗкмӗш вырӑнта, Раҫҫейре пурӗ 1,44 миллион чӑваш шутланӑ (8 ҫул хушшинче пирӗн халӑх йышӗ 200 пин таран чакнӑ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
«Ҫутӑ хуртсем»Хӗллехи каҫсем питӗ вӑрӑм, кунӗсем вара питех те кӗске. Кун ҫути вӑй илсе ҫеҫ ҫитерет, часах йӗри-тавра чатӑр карса илнӗ евӗр ҫанталӑк тӗксӗмленет, часах тепӗр каҫ та ҫитет. Иртнӗ ҫулсенче хӗле хирӗҫ сехетсене пӗр сехет каярах куҫарнине пула ирхине ӗҫе кайнӑ вӑхӑта кӑшт ҫуталма та тытӑнатчӗ ӗнтӗ. Кӑҫал вара пачах та урӑхла: сехет йӗпписем саккӑр тӗлне ҫитеҫҫӗ — урамра вара куҫран йӗп чышсан та нимӗн те курӑнмасть! Хулара, пырать-ха, кашни юпа ҫинче тенӗ пекех хунарсем ҫутатаҫҫӗ. Хӑш-пӗр урамсенче кӑнтӑрлахирен те ҫутӑрах, тейӗн. Ялсенче вара урамра хирӗҫ пулакансем пӗр-пӗрин ҫине пырса тӑрӑнма та пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен хунарсем сайра-сайра ҫеҫ вырнаҫнӑ. Час ҫутӑлманни, уйрӑмах, ачасене терт кӳрет. Мӑн ҫыннӑн та ирхине ӑшӑ вырӑн ҫинчен тӑруках сиксе тӑрас килмест, ача-пӑчан вара тутлӑ ыйхӑран татӑлса, ҫурӑм хыҫне сумкка уртса ярса шкулалла ҫул тытма тивет. Кӗҫӗн класри ачасене тата та йывӑртарах. Пыраҫҫӗ вара, куҫӗсене сӑтӑркаласа, ҫул хӗррипе (чылай ялсенче ятарласа тунӑ тротуарсем ҫук пирки ҫапла тума лекет) иртсе ҫӳрекен машинасене те курмаҫҫӗ. Руль умӗнче ларакансем те ҫын кӗлеткине аякран асӑрхаса ӗлкӗреймеҫҫӗ, ҫывӑха ҫитсен тӑруках тормозне пусса лартаҫҫӗ. | ||
![]() Ҫак кунсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ӗҫченӗсем армрестлинг енӗпе ӑмӑртса вӑй виҫрӗҫ. Ӑслӑлӑхпа вӗрентӳ ӗҫӗнче кӑна мар, спортра та пысӑк ӳсӗмсем тӑвакан чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсем унта активлӑ хутшӑнчӗҫ. А.Л. Филиппов, И.В. Софронова докторантсем, О.Г. Владимирова доцент, А.Н. Лукина инженер хутшӑнчӗҫ ӑмӑртӑва. 80 кг ытларах таякан арҫынсен хушшинче А.Л. Филиппов — 3-мӗш вырӑн, 65 кг ытларах таякан хӗрарӑмсен хушшинче О.Г. Владимирова — 1-мӗш вырӑн, И.В. Софронова — 2-мӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗҫ. Ҫапла вара историпе географин тата чӑваш филологийӗпе культурин пӗрлештернӗ команди пӗтӗмӗшле зачётра 1-мӗш вырӑна тухма пултарчӗ. Ҫакна та палӑртса хӑварас килет: асӑннӑ спортра пирӗн преподавательсем ҫеҫ мар, студентсем те пултаруллӑ. Ҫулсеренех армспорт вӑйвиҫевҫи пулса 4-мӗш курсра вӗренекен Макаров Валерий ырӑ кӑтартусемпе савӑнтарать. Кӑҫал Республикӑри Аслӑ шкулсем хушшинче иртнӗ ӑмӑртура вӑл 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Ҫӗмӗрлери ҫамрӑксен суйлав комиссийӗ «Эпӗ суйлава ӳкеретӗп» конкурса пӗтӗмлетрӗ. Ку ӗҫ чӳк уйӑхӗ тӑршшипех тӑсӑлчӗ. Пӗтӗмпе 42 ача ӗҫне хак пама тивнӗ. Вӗсен хушшинче чи йышлӑ ӗҫсем 3-мӗш тата 8-мӗш шкулсенчен пулни палӑрчӗ. Ҫамрӑк ӳнерҫӗсем хушшинче 1-мӗш вырӑна Андреева Юлия ӗҫӗ тухнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Таратина Тамара тата Филлипова Ирина тапӑҫса илнӗ. Виҫҫӗмӗшне вара Моисеева Юлия ҫирӗп вырнаҫса ларнӑ. Пур ҫӗнтерӳҫи те хулари 8-мӗш гимназинче вӗренеҫҫӗ. Пӗри вара, Таратина Тамара, 3-мӗш шкула ҫӳрет. Комиссии пайташӗсем 3-мӗш шкулта вӗренекен Селянкина Анастасияна та пысак хак пачӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Раштавӑн 14-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкас шкулӗнче республикӑри чылай конкурссен лауреачӗ Александр Егорович Мингалев юрӑҫ хӑнара пулчӗ. Унӑн юррисем «Вырӑс салтакӗ», «Вырӑс тытӑмӗ» ачасене питӗ килешрӗҫ. Анчах та ял шкулӗн ачисемшӗн билет хакӗ 50 тенкӗ нумайрах пулни концерта йӗркелекенсен пуҫне кӗрейменни питӗ кӳрентерет. Нумай ача кӗтнӗ концерта кураймарӗҫ. Ман шутпа музыкантсен шкул дирекцийӗпе канашланса пӑхмалла пулнӑ. Калапӑр, шкулта 97 ача тата 14 вӗрентекен пулсассӑн, кашнинчен 10-шар тенкӗ пустарӑнсан та 1000 тенкӗрен иртсе каятчӗ ӗнтӗ. Сахал ӗнтӗ, анчах та, зал тӑп-тулли пулни мӗнле артиста хавхалантармасть-ши? | ||
![]() Протоптӗр Нумай пулмасть «Proceedings of the National Academy of Sciences» журналта тӗпчевҫӗсен кӑсӑклӑ статьи пичетленсе тухнӑ. Ӑсчахсем шыраса тупнӑ тӑрӑх чӗрӗ организмсем ураланма пуҫлани шывран тухичченех аталаннӑ иккен. Тӗпчевре Африкӑри иккӗлле сывлакан протоптӗрсемпе (Protopterus annectens) усӑ курнӑ. Ӑсчахсем ҫитӗнсе ҫитнӗ пулла аквариума вырнаҫтарса ун хыҫҫӑн пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӗҫлекен камерӑпа сӑнанӑ. Ҫапла май чӗрӗ чунӑн куҫӑм биомеханикине палӑртма май килнӗ. Ӑсчахсем унчченех ҫак пулӑсен ҫунатти ишме ҫителӗксӗр пулнине асарханӑ (вӗсем ҫӗлен пулӑ евӗр пӗтӗм кӗлеткине усӑ кураҫҫӗ). Ку тӗпчев вара ҫӗннине чылай уҫса панӑ. Протоптӗр, иккен, ҫунаттисемпе шыв тӗпӗнчен тапса хӑпарма усӑ курать. Ӑсчахсем икӗ тӗслӗ куҫӑм асӑрханӑ — «утӑм» (ҫунаттисемпе черетлӗ хускатнӑ чухне) тата «сикни» (пылӑ йӗкӗр ҫунаттисемпе харӑс тапса хӑпарнӑ чухне). Ку тӗпчевсем чӗрӗ чунсен куҫӑм механики аталавӗ пирки ҫирӗпленнӗ шухӑша ҫӗнӗлле пӑхма хистеҫҫӗ. Ӑсчахсен шухӑшӗпе ку куҫӑмпа девон тапхӑрӗнче (416-360 миллион ҫул авал) авалхи пулӑсем те усӑ курма пултарнӑ. Хальччен асӑрханӑ чулланнӑ йӗрсене ҫапла май ҫӗр тӑрӑх утакан чӗрчунсем мар, пулӑсем те хӑварма пултарнӑ — кӑна ӑсчахсем шута илме сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() «Ӗмӗрхи шӑн тӗнчи» комплексра Раҫҫейре пӑртан тунӑ ҫулталӑкӗпех ӗҫлекен хӑна ҫурчӗ ӑсталама пуҫланӑ. Унта пурӗ те темиҫе пӳлӗм ҫеҫ пулӗ. Хӑна ҫурчӗ Якутскран инҫе мар вырнаҫнӑ «Ӗмӗрхи шӑн тӗнчи» (выр. Царство вечной мерзлоты) комплексра пулӗ, ӑна икӗ ҫултан хута яма палӑртаҫҫӗ. Хӑна ҫуртӗнчи сӗтел-пукан пӑртан пулӗ, вырӑнсем ҫинче пӑлан тирӗсем пулӗҫ. Пӳлӗмсенче минуслӑ температура тытса тӑрӗҫ. «Ӗмӗрхи шӑн тӗнчи» комплекс Вилюй ҫулӗнчен 5 ҫухрӑмра пысӑк пӑрлӑх ӑшӗнче вырнаҫнӑ. Пӑртан касакан ӑстасем ӑна илемлетсе хӑт кӗртнӗ. Комплексра темиҫе зал пур: тронлӑ пӳлӗм, чыслав залӗ, палеонтологин пӗчӗк музейӗ, пӑрлӑ офис, бар. Тӑвайкки те пур. Хӗллехи 50 грабуслӑ сивӗре кунти температура -10 градусран чакмасть, ҫулла вара -4 градусран хӑпармасть. Пӑртан тунӑ хӑна ҫурчӗсене вӑхӑтлӑха тӗнчере сахал мар тӑваҫҫӗ. Унашкаллисем Раҫҫейре те пур, сӑмахран Архангельск облаҫӗнче. Ӗлӗкренпе ӗҫлекенни вара Швецинче вырнаҫнӑ, ӑна кашни хӗл ҫӗнӗрен хӑпартаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |