![]() Нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Карӑклӑра уяв иртӗ — ку ялти шкул кӑҫал 100 ҫул тултарать. Савӑнӑҫлӑ уяв 10 сехет ҫурӑра пуҫланӗ — тӗрлӗ ҫулта ҫак шкулта вӗреннӗ кашни ҫынна унта ҫитме йыхравлаҫҫӗ. Уҫырмапа Утӑ юханшывсем пӗрлешнӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ ялти шкула 1912 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче уҫнӑ. Карӑклӑ-Аксарин ҫемски шкулӗн пӗрремӗш вӗрентекенӗсем Ҫӗрпӳрен пулнӑ — Кузнецов Дмитрий Назарович тата ун мӑшӑрӗ Александра Васильевна. 1933 ҫулта ӑна колхоз ҫамрӑкӗсен ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул шайне хӑпартнӑ. 1962 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 8 класлӑ шкул шутланнӑ, вӗренекенсен йышӗ 287 ачана ҫитнӗ. 1970 ҫулта шкул ачисен йышӗ 450 ҫитнӗ. 1974 ҫулхи вӗренӳ ҫулӗнче вара ӑна вӑтам шкул шайне хӑпартнӑ. 1983 ҫулхи вӗренӳ ҫулне ачасем икӗ хутлӑ ҫӗнӗ ҫуртра пуҫланӑ. Шкул адресӗ: Канаш районӗ, Карӑклӑ ялӗ, Ҫамрӑксен урамӗ, 14 ҫурт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хисепе тивӗҫнӗ![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫат 3391 экземплярпа тухса тӑрать. Районта пурӑнакансен йышӗ сахал пулнине шута илсен ку цифра самаях пысӑк. Хаҫат редакцийӗ А.Н. Оринова ертсе пынипе хаҫат вулакансен кӑмӑлне кайтӑр тесе пур майсемпе те усӑ курать. Ӗҫ ушкӑнӗ республикӑри конкурссене яланах хутшӑнать, чылай чухне малтисен йышне кӗрет. Нумаях пулмасть шалти ӗҫсен министерстви йӗрке хуралӗ темипе ҫыракан республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсем хушшинче ирттернӗ ҫулленхи ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ. «Право йӗрки» 14-мӗш конкурсӑн лауреачӗсем хушшинче «Пирӗн пурнӑҫ» редакцийӗ те пур. Хаҫата «Яланах стройра» номинацире ҫӗнтерӳҫӗсен ретне кӗртнӗ, дипломпа тата хаклӑ парнепе чысланӑ. | ||
![]() Чӑваш Наци вулавӑшӗ ҫулсеренех ирттерекен «Литературӑллӑ Чӑваш ен: чи лайӑх вуланакан кӗнеке» конкурса хутшӑнса Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ял вулавӑшӗнче «Литературӑллӑ Чӑваш ен: чи лайӑх вуланакан кӗнеке — 2010» ятпа курав йӗркеленӗ. Курава 2010–мӗш ҫулта пичетленсе тухнӑ чӑвашла тата вырӑсла хайлавсене тӑратнӑ. Конкурс 7 номинаципе иртет: • «Поэзи жанрӗпе ҫырнӑ чи лайӑх кӗнеке; • «Проза жанрӗпе ҫырнӑ чи лайӑх кӗнеке; • «Чи лайӑх ача-пӑча кӗнеки»; • «Чи нумай вулакан вулавҫӑ»; • «Кӗнекене вулаттарас енӗпе ирттерекен чи лайӑх мероприяти»; • «Конкурс йӗркелесе ирттерес енӗпе чи лайӑх вулавӑш»; • «Чи лайӑх реклама». Калас пулать, ял ҫынни чӑваш ҫыравҫисен кӗнекисене тем пекех кӗтет. Ҫавна май 2010 ҫулта пичетленсе тухнӑ хайлавсен списокӗнчи Леонид Агаковӑн «Шанчӑк», Ангелина Павловскаян «Саланнӑ кӗлте», Нелли Петровскаян «Ҫил-тӑманлӑ каҫ», Валентина Тараватӑн «Кӗтмен венчет», Николай Теветкелӗн «Пушӑ гильза», Сергей Павловӑн «Сарӑ хӑмӑш, сар хӑях» хайлавӗсене вулавҫӑсем черет тӑрсах вулаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Паян, нарӑсӑн 2-мӗшӗнче, шкулсенче «Чӗвӗлти чӗкеҫ – чӗлхе пӗлни пурне те кирлӗ» вӑйӑ-ӑмӑрту иртет. Ку вӑййа 2-11 классенче вӗренекенсем хутшӑнаҫҫӗ, 2-3, 4-5, 6-7, 8-9, 10-11 классенчи вӗренекенсем уйрӑмшарӑн тупӑшаҫҫӗ. Вӗренекенсене чӑваш чӗлхипе пурӗ 30 тӗрлӗ ыйтупа ӗҫ сӗннӗ. Хуравӗсене ҫырмалла мар: сӗннӗ 5 хуравран тӗрӗссине (1 тӗрӗс хурава) суйласа илсе ятарлӑ бланк ҫинче хура гель ручкӑпа паллӑ тумалла. Ӗҫе пурнӑҫлама 1 сехет те 15 минут уйӑрнӑ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем кашни класпа уйрӑммӑн пулаҫҫӗ. Ака уйӑхӗнче, бланксене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн, кашни вӑййа хутшӑнакан вӗренекен тивӗҫлӗ сертификат илет, пултаруллисем дипломсемпе парнесемлӗ пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Тунтикун, кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрринчи пӗтӗмӗшле тӗп пӗлӳ паракан шкулта вӗренекенсем хушшинче шашкӑлла ӑмӑртӑвӑн финалӗ иртрӗ. Ҫак ӑс-тӑн вӑййине 5-9 классенче вӗренекен 102 ача хутшӑнчӗ. Чи малтанах кашни класри икӗ ҫӗнтерӳҫе палӑртрӗҫ — пӗршер хӗрачапа арҫын ача. Вӗсен вара хӑйсен ӑс-тӑн ҫивӗчлӗхне финалта кӑтартма тиврӗ. Чи маттуррисем 8-мӗш класра вӗренни палӑрчӗ. Арҫын ачасем хушшинче мала Сергей Тарасов тухрӗ (вӑл пур ӑмӑртуҫа та ҫӗнтерме пултарчӗ), хӗрачасем хушшинче — Наталья Львова. Иккӗшӗ те 8-мӗш класра пӗлӳ пухаҫҫӗ. Классем хушшинчи ӑмӑртура ҫапла май 8-мӗшсем мала тухрӗҫ. Иккӗмӗш вырӑнта 6-мӗш класрисем пулчӗҫ, виҫҫӗмӗш вырӑнта — 7-мӗш класрисем. 9-мӗшсем, аслӑрах пулин те, выран йышӑнаймарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Тӗлпулу саманчӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски ял тӑрӑхӗнче ваттисемпе ҫамрӑксем хушшинче хоккей вӑййипе юлташла тӗлпулу иртрӗ. Кӑрлачӑн 29-мӗш кунӗ сивӗ тӑчӗ пулин те пӑр ҫине тухма вӑл никама та чӑрмантараймарӗ. Ваттисенчен тупӑшӑва Егоров А.В., Васильев С.Н., Назаров С.М., Малинин А.В., Сидяков Э.Р., Васильев В.А. хутшӑнчӗҫ, ҫамрӑксен ушкӑнӗнче Никаноров Г.Д., Никаноров А.Г., Корнилов Е.Ю., Васильев Н.С., Перов С.В., Иритков И.А. пулчӗҫ. Ӑмӑрту хӗрӳ иртрӗ. Ҫамрӑксем аслӑраххисенчен вӑйлӑрах пулни тӳрех сисӗнчӗ пулин те ваттисем вӗсене парӑнасшӑнах пулмарӗҫ — хапхана тимлӗн сыхларӗҫ, ӑнсӑртран тапӑнса кӑткӑс лару-тӑрусем тума майсем тупрӗҫ. Ҫапах та юлашкинчен 8:4 счетпа выляса ячӗҫ. Тупӑшу вӗҫленнӗ хыҫҫӑн кунашкал тӗлпулусене малашне те ирттерме калаҫса татӑлчӗҫ — чӑнах та, хоккей пӑрӗ мӗн-ма пушӑ тӑмалла? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Шупашкарти «Тус» спортклубра 10-12 ҫулхи Чӑваш Ен ачисем «Ылтӑн шайбӑ» ӑмӑртӑвӗн финалне ирттерчӗҫ. Кӑҫал ял ачисем хуларисенчен уйрӑм выллярӗҫ. Республикӑн пур кӗтесӗсенчен ҫитнӗ хастар ачасем пӑр ҫинче темиҫе эрне кӗрешрӗҫ. Вӑйлӑраххисен ушкӑнӗ часах палӑрчӗ — вӗсем Патӑрьел, Елчӗк, Муркаш, Шӑмӑрша тата Ҫӗмӗрле ҫамрӑк хоккейҫисем пулчӗҫ. Ҫӗмӗрле ачисем вара виҫҫӗмӗш вырӑна ҫӗнсе илме пултарчӗҫ. Пулас чемпионсене чунтан-чӗререн саламлатпӑр! | ||
![]() Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх пайташӗсем Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Красноармейски-Трак район вулавӑшӗн вулав пӳлӗмӗнче Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Янкасҫӑсем кун йӗркинчи ҫак ыйтусене пӑхса тухрӗҫ: 1. Н.Я. Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн 2012 ҫулхи ӗҫ планне пӑхса тухса ҫирӗплетесси. 2. Нестер Янкас ячӗллӗ премин 2012 ҫулхи лауреачӗсене палӑртасси. 3. «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» юрӑ-кӗвӗ фестивальне ирттересси. 4. «Тӑван Атӑл» журналта ятарлӑ литература страници кӑлармашкӑн авторсене суйласа илесси. Пӗрремӗш ыйтупа пӗрлӗх ертӳҫи Георгий Тусли ҫыравҫӑ тухса калаҫрӗ. Вӑл пӗлтӗр тунӑ ӗҫсем ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ, кӑҫал пурнӑҫламалли ӗҫсене палӑртрӗ. 2012 ҫулта янкасҫӑсен юбилейӗсем те пулаҫҫӗ: Георгий Тусли хӑй 65 ҫул тултарать, Николай Янкерпа Николай Карай поэтсем — 70 ҫул, Николай Филимонов — композитор-музыкант ҫуралнӑранпа вара 75 ҫул ҫитет. Ҫак паллӑ кунсене чыслӑ ирттерсе ямалла. Иккӗмӗш ыйтупа пӗрлӗх правленийӗн пайташӗсем ҫапла йышӑну турӗҫ: Нестер Янкас ячӗллӗ премин 2012 ҫулхи лауреачӗсен ятне Упи вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ, алӑ ӑсти, илемлӗ сӑнӳкерӳ маҫтӑрӗ И. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Алапӳри (Елабуга) почтальон палӑкӗ Чӑваш Почти пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал почтӑра ӗҫлекенсем валли 150 велосипед килме кирлӗ. Ҫак хут тӑрӑх кашни почтӑ ӗҫченне, енчен те унӑн хӑйӗн ӗҫӗпе 10 ҫухрӑм ытла утмалла пулсассӑн, велосипед парнелӗҫ. Чӑваш ҫӗрӗнче ыттисенчен ытларах Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи почтальонсен утма тивет иккен. Ҫавӑнпа ку тӑрӑха кӑҫал икӗ урапаллӑ 32 хатӗр килме кирлӗ. Ку ӗҫре хӗрарӑмсем ытларах пулнӑран велосипедсем те вӗсене валли хатӗрленӗскерсем пулӗҫ. Тӳре-шара ял ҫулӗсене те шута илнӗ иккен: ураписем хӗртнӗ тимӗртен пулмалла, тыткӑчне те хытарнӑ пулать. Пыльчӑк ҫулпа пыма та ураписем меллӗ пулӗҫ. Ку ҫӗнӗлӗхсем Раҫҫей Почти ӗҫне самай хӑвӑртлатма тивӗҫлӗ тет. | ||
![]() Башкиров Сергей Геннадьевич Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче паллӑ ҫын сахал мар. Тӗслехрен, СССР чемпионӗ Башкиров Сергей. Унӑн чаплӑ ҫулӗ Ҫӗмӗрлери «Звезда» (чӑв. «Ҫӑлтӑр») ҫамрӑксен футбол клубӗнчен пуҫланнӑ. Кайран вӑл Шупашкарти «Сталь»-ре выллянӑ. 1979 ҫулта Сергей Мускаври «Спартакран» Ташкентри «Пахтакора» куҫнӑ, авиакатастрофа хыҫҫӑн 1984 ҫулта Башкиров Днепрпетровскри «Днепр» командӑра вылляма тытӑннӑ. Ҫак командара вара Сергейӑн пултаруллӑхӗ пӗтӗмпех уҫӑлса палӑрнӑ. 1984 тата 1985 ҫулсенче «пӑхар», 1987 ҫулта — «кӗмӗл», 1988 ҫулта «ылтӑн» медальсем ҫӗнсе илме пултарнӑ. Сергей СССР чемпионӗ пулса тӑнӑ. 1989 ҫулта унӑн «Днепрӗ» СССР Кубокне ҫӗнсе илнӗ. Совет ҫӗршывӗ салансан Сергей Башкиров Европӑри футбол командисенче выллянӑ: Польшӑра тата Германире. Анчах хамӑр ҫӗршыври евӗр ҫитӗнӳсем урӑх тӑвайман. Ҫапах та пирӗн ентеш тӗнчери чи лайӑх футболистсем хушшинче 33-мӗш вырӑн йышӑнать. 1997 ҫултан пуҫласа Башкиров Сергей Леонидович «Металлург», «Слован», «Кривбасс» командисен тренӗре. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |