Республикӑра
![]() t.me/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пӗчӗк ача япалисене проката илме пулать. Вӗсемпе Шупашкар хулинчи ҫул ҫитменнисен социаллӑ реабилитаци центрӗ тивӗҫтерет. Япаласемпе вӑхӑтлӑх усӑ курас тесен паспорт тата ача ҫурални ҫинчен калакан свидетельство кирлӗ. Вӑхӑт иртсен япалана центрӑн прокат пунктне кайса памалла. Ача япалисемпе вӑхӑтлӑх усӑ курас тесен Шупашкар хулинчи ҫул ҫитменнисен социаллӑ реабилитаци центрӗпе ҫыхӑнмалла. Вӑл Гузовский урамӗнчи 26-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 23-41-57. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() t.me/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ Ыран, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳре «кӗмӗл» волонтёрсен форумӗ иртӗ. «Кӗмӗл Чун» ят панӑ мероприятие Чӑваш Енре кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Республикӑри хастар ватӑсем пӗлтӗр Шупашкарта пухӑннӑччӗ, кӑҫал Ҫӗрпӳре пуҫтарӑнӗҫ. Ӳркенмен ватӑсем ыттисене темле те пулӑшма май тупаҫҫӗ: нумай ачаллӑ ҫемьесене тата ачисене пӗччен ӳстерекен хӗрарӑмсене ача пӑхса пулӑшаҫҫӗ, салтаксем валли тӗрлӗ япала ӑсталаҫҫӗ. Тӑвайӗнчи ватӑсем, сӑмахран, кӑҫал тӗрлӗ сиплӗ курӑк пухса типӗтнӗ те ӑна салтаксем патне ӑсатнӑ. Ыранхи форумра тӗнче тетелӗнче ултавҫӑсенчен сыхланасси, ватӑсене хӑйсен ӗҫне пуҫарма пулӑшасси тата гериатри науки ҫинчен сӑмах хускатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() foto.cheb.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперӗ Олег Николаев тата РФ вӗренӳ министрӗ Валерий Фальков Сӗнтӗрвӑрри хулинче экологи тата ҫутҫанталӑк колледжне уҫассине сӳтсе явнӑ. Пирӗн республикӑри тӳре-шара ӑна Атӑлҫи патшалӑх техника университечӗн филиалӗ ҫумӗнче уҫма сӗннӗ. Ҫак аслӑ шкул хальхи вӑхӑтра ӗҫлемест. Анчах унта занятисем ирттерме аудиторисем, мастерскойсем пур. Элтепер колледжа уҫассине сӳтсе явнӑ чухне вӑрман хуҫалӑхӗнче, экологи тытӑмӗнче специалистсем кирлине палӑртнӑ. Колледжа уҫсан ӑна Андриян Николаев летчик-космонавтӑн ятне парасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Улатӑрти хӗрарӑм чӗрепе аптӑранӑ. Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче каҫхине санавиаци вертолечӗ ӑна Республикӑри кардиологи диспансерне 40 минутра илсе ҫитернӗ. Хӗрарӑма унта операци тунӑ, вӑл ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Унӑн чӗрине хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ кардиостимулятор вырнаҫтарнӑ. Халӗ пациентка хӑйне аванах туять, кардиодиспансерта сиплев курсӗ витӗ тухать. Палӑртмалла: санитари авиацийӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа республикӑри йывӑр чирпе нушаланакан 218 пациентӑн пурнӑҫне ҫӑлма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, каҫхи 5 сехетре Хӗрлӗ Чутай салинче инкек пулнӑ – пушарта ҫын ҫунса вилнӗ. Пушар 1-мӗш Савут урамӗнчи ҫуртра тухнӑ. Ҫулӑм икӗ хутлӑ харпӑр ҫурта тӗп тунӑ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн ҫын виллине тупнӑ. Вӑл – 71 ҫулти арҫыннӑн. Халӗ специалистсем ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов ӗҫрен каясси пирки телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ. Ку информаци ӗнер, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 15 сехет иртсен тухнӑ. Лев Рафинов пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе маларах кайма, ҫамрӑкраххи ҫул уҫма йышӑннӑ. Вӑл ҫак районтах ҫуралса ӳснӗ. Ӗҫ карьерине кӗҫӗн классен учителӗнчен пуҫланӑ. Кайран салтакра пулнӑ, «Комбинат» совхоз профкомне ертсе пынӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Ҫӗмӗрле районӗн администрацийӗн ӗҫсен управляющийӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Раҫҫей Правительствин сайтӗнчи сӑн Чӑваш Енри икӗ вӗрентекен вӗренӳ тытӑмӗнче Раҫҫей Правительствин премине тивӗҫнӗ. Вӗсем - ЧР Вӗренӳ институчӗн доценчӗ Нина Чернова тата Мускав ҫывӑхӗнчи кӗҫӗн классен учителӗ Людмила Николаева (унччен вӑл Шупашкарти 4-мӗш гимназире нумай ҫул ӗҫленӗ). Премие вӗсем «Чӑваш чӗлхи» вӗренӳ пособийӗсемшӗн тивӗҫнӗ. Палӑртмалла: кӑҫал 2 миллион тенкӗ премие авторсен 9 ушкӑнӗ (пӗтӗмпе 33 ҫын) илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() bangkokbook.ru сайтри сӑн Ыран – Вӗрентекен кунӗ. Ҫавна май Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ вӗсем валли акци йӗркеленӗ. Театрта Вӗрентекенсен пысӑк эрнине ирттереҫҫӗ. Акципе килӗшӳллӗн педагогсем театра ҫитсе спектакльсене тӳлевсӗрех курма пултараҫҫӗ. Хӑшӗсене? Александр Пушкинӑн «Евгений Онегин», Александр Островскин «Гроза» хайлавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ постановкӑсене, Елен Нарби чӑваш халӑх юмахӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ инсцинировкӑна. Ҫавӑн пекех Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисем тӑрӑх лартнӑ префоманса тӳлевсӗр курма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли 10 пин доза вакцина илсе килӗҫ. Вӗсене пульницӑсене, мобильлӗ пунктсене валеҫсе парӗҫ. Палӑртмалла: кӑҫал 6,5 пин доза вакцина кӳрсе килнӗ. 5 пинӗшӗ авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче килнӗ. Тепӗр парти вара, пӗрремӗшӗ, ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов каланӑ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗнче пулнӑ. Аса илтерер: иртнӗ эрнере 505 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. 23 пациента стационара сипленме вырттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Вырӑс географи обществин Чӑваш Енри уйрӑмӗн попечительлӗх канашне ертсе пыма тытӑннӑ. Ку уншӑн пысӑк чыс пулнине вӑл Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ. Элтепер каланӑ тӑрӑх, попечительӗх канашне йӗркелени обществӑн ӗҫне ҫӗнӗ варкӑш кӗртӗ, тата нумайрах хастар ҫынсене пӗр тӗвве пухма май парӗ. Чӑваш Енри уйрӑм, сӑмах май, Атӑлҫи тӑрӑхӗнче чи лайӑххисен йышӗнче, 5-мӗш вырӑнта. Раҫҫейре вара – 21-мӗш вырӑнта. Чӑваш Енри уйрӑма 2006 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧПУ ҫумӗнче йӗркеленӗ. Филиалӗсем Сӗнтӗрвӑрринче тата Тӑвайра пур. Кӑҫал тата Ҫӗмӗрлере уҫӑлмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |