Республикӑра
![]() Чӑваш Республикин хальхи вӑхӑтри историйӗн патшалӑх архивӗ Аркадий Ӗҫхӗлӗн 50 ытла докуменчӗпе (сӑнӳкерчӗкӗсемпе, буклечӗсемпе, сӑввисемпе поэмисен, пьесисемпе калавӗсен, ҫырӑвӗсен алҫырӑвӗсемпе) пуянланнӑ. Патшалӑх архивне вӗсене ҫыравҫӑн тата тӑлмачӑн, СССР Писательсен союзӗн членӗн мӑнукӗн ывӑлӗ Максим Михайлов илсе пырса панӑ. Аркадий Ӗҫхӗл 1914 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Янсакассинче ҫуралнӑ. Ял хуҫалӑх техникумӗнчен вӗренсе тухнӑскер колхоз председателӗнче, ВЛКСМ райкомӗн пропаганда пайӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ. 1934-1940 ҫулсенче «Канаш» хаҫатра тӑрӑшнӑ. 1940 ҫулта ӑна Писательсен республикӑри союзӗн председательне суйланӑ. «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра, «Илемлӗ литература» альманахра (хальхи «Тӑван Атӑл» журнал), Чӗлхен, литературӑн тата историн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче тата ытти ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Пурнӑҫран вӑл 1992 ҫулхи раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарти 165-мӗш ача пахчи ҫӗршыври чи лайӑх 100 ача пахчи шутне кӗнӗ. Ӑна «Тӗслӗх ача пахчи» пек федераци реестрне те кӗртнӗ. Чи лайӑххисене суйланӑ чухне мӗн шута илнӗ-ха? Вӗренӳ пахалӑхне, инфратытӑма, педагогсен профессионаллӑхне, канӑва мӗнле йӗркеленине тата ачасен сывлӑхне упрама пулӑшакан мероприятисене ирттернине шута илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
Чӑваш ӳнерӗнче Олег Иванович Прокопьев (1968 ҫ.ҫ.) тахҫанах палӑрнӑ. Вӑл паллӑ журналист, пултаруллӑ поэт. Унӑн сӑввисем 2008 ҫулта «Шыв ҫинчи сар хӗвел ҫутипе» кӗнекинче тата 2013 ҫулта «Чӑваш поэзийӗн антологийӗнче» пичетленнӗ, интернетра тухнӑ.
Олег Прокопьевӑн пичете хатӗрленӗ «Чӑвашӑм, пурӑн» кӗнеки «Кая хӑварнӑ сӑвӑсем» ятлӑ пӗтӗмлетсе хаклакан хайлавпа уҫӑлать. Сӑвӑ кая юлать-и? Лайӑх сӑвӑ ӗмӗрсем пурӑнать. Сӑввисем ҫынна «ҫунат хушса вӑй панине» кунтах каланӑ-ҫке! Апла-тӑк, пӗртте кая юлман. Сӑвӑсене ултӑ ушкӑна уйӑрса панӑ. Вӗсем пӗлтерӗшлӗ, мӗн ҫинчен ҫырнине пай ячӗсенченех пӗлме пулать: «Ялти ӳкерчӗксем»; «Юрату тата ырату»; «Тӗрӗслӗх шыравӗ»; «Тивӗҫ»; «Юратупа эс килтӗн тӗнчене» (кил-йышри ҫывӑх ҫыннисене халалланисем); «Витӗркуру». Юрӑ хывма ӑсталанӑ сӑвӑсене уйрӑм кӗртнӗ. Жанр тӑрӑх йӗркелес пулсан, «Сӑвӑсем» (шурӑ сӑвӑ, ирӗклӗ сӑвӑ, эреш сӑвӑ, акросӑвӑ, ода тата ыт.), «Уйланӑшсем» (баллада); «Юрӑсем» (романс, гимн, марш, такмак...) темеллеччӗ. Тема (мӗнтел) тӑрӑх йӗркеленӗ пайсенче маларах ҫырнисем пур пулсан та, XXI ӗмӗрте ҫырнӑ хайлавсем нумаййине кура Олег Прокопьева ҫак ӗмӗр поэчӗ тетӗп. |
Сывлӑх
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи Чаканарти предприятире тӗп инженерта ӗҫлекен ҫынна пуҫиле майпа явап тыттарасшӑн. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 11 сехет тӗлӗнче, предприятире пӗр хӗрарӑм производствӑри машинӑн куҫса ҫӳрекен механизмӗ хӗрарӑм-рабочин аллине туртса кӗрсе кайнӑ. Хӗрарӑм йывӑр суранланнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах тӗп инженер ӗҫ сыхлавӗн мерисене тивӗҫлипе пурнӑҫламанран пулса иртнӗ. Станока хӳтӗлекен пай пулман иккен. Хальхи вӑхӑтра тӗпчев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ансамблӗн халӑх ушкӑнӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем Пӗтӗм Раҫҫейри музыка конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн «Служу Отечеству» вокалпа инструментсен ансамблӗ «Музыка миксӗ» номинацире ҫӗнтернӗ. Ансамбле пушар хуралӗн ветеранӗ Андрей Барабанов ертсе пырать. Солисчӗсем — Андриян Павлов, Максим Моторкин тата Евгений Назаров. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Кивьял Хапӑс ялӗнче 33 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ 27-ри арҫынна тытса чарнӑ. Следстви версийӗ акӑ мӗнлерех: ҫав кун гаражра /27-ри арҫын унта машинӑсем юсанӑ/ 33-ри арҫын машинӑна вӑрах вӑхӑт юсанӑшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ. Вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Ҫамрӑкраххи аслине тимӗр профильпе пуҫӗнчен вилмеллех ҫапнӑ. Хайхискер преступлени йӗрне пытарас тесе вилене машинӑна хурса посадкӑна кайнӑ, унта шӑтӑк чавса чикнӗ. Халӗ следстви пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр ӗҫченӗ Татьяна Ильина. cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан Вера Ятманова паян 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна ҫав ятпа тӗрлӗ шайри тӳре-шара килне пырсах саламланӑ. Хӑйне пӑхса тӑракан Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр ӗҫченӗсем те ватта чунтан хисеп тунӑ. Етӗрне районӗнчи Вӑрманкас Асламасра ҫуралнӑскерӗн ҫамрӑклӑхӗ ҫӑмӑлах пулман пулин те зоотехника вӗренсе тухма пултарнӑ. Мӑшӑрӗпе икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Паян вӗсенчен пӗри ҫук ӗнтӗ (вӑл пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ), тепӗр хӗрӗ питех те аякра пурӑнать. Кинемейӗн пӗр мӑнук тата мӑнукӗн икӗ ывӑлӗ пур. 100 ҫулхи кинемей кил-тӗрӗшӗнчи чылай ӗҫе паян кун та хӑех пурнӑҫлать, апатне те пӗҫерсе ҫиет. Анчах вӑл урама тухса ҫӳремест. Пӗччен пурӑнакан ватӑ ҫынна хальхи вӑхӑтра Светлана Акимова социаллӑ ӗҫчен пулӑшса пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн Стопкоронавирус.рф сайт пӗлтернӗ тӑрӑх. Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланса пыраҫҫӗ. Юлашки эрнере 447 ҫыннӑн ҫак диагноз пулнине палӑртнӑ. Вӗсенчен 54-шне пульницӑна вырттарнӑ. Танлаштарма: авӑнӑн 4-10-мӗшӗсенче 312 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Юрать-ха, вилекенсем ҫук. Кун пек тӗслӗх утӑ уйӑхӗнченпе пулман. Юлашки эрнере 161 ҫын сывалнӑ. Палӑртмалла: пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 116,5 пин ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 4740-шӗ вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 21.mchs.gov.ru сайтри сӑн Тунтикун, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Канаш районӗнчи вӑрманта пушар тухнӑ. Ҫулӑм 500 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Пушара сӳнтерме 15 ҫын тата 2 техника хутшӑннӑ. Ҫав кунах кӑнтӑрла Вӑрмар районӗнчи Урнар ялӗ ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм 1 гектар ҫинчи курӑка ҫунтарса янӑ. Аса илтерер: канмалли кунсенче Йӗпреҫ районӗнчи вӑрманта икӗ ҫӗрте пушар пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ptzgovorit.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 77 ҫулти киемее палламан ҫынсем улталанӑ. Вӑл вӗсене 70 пин тенкӗ куҫарса ӗлкӗрнӗ. Юрать-ха, суту-илӳ центрӗнче хуралҫӑ вӑл терминал умӗнче такампа телефонпа калаҫса укҫа куҫарнине асӑрханӑ. Ҫапла ун патне пырса ултавҫӑсем пирки ӑнлантарнӑ. Ултавҫӑсем анлӑ сарӑлнӑ схемӑпах усӑ курнӑ: кинемейӗн счетне такамсем хапсӑнаҫҫӗ, укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫармалла-мӗн. Кинемей вӗсене ӗненсе терминал патне пынӑ та. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |