Ҫул-йӗр
![]() © shutterstock.com Кӗркунне пуҫланнӑ хыҫҫӑн ҫул-йӗр правилисенче улшӑнусем вӑя кӗнӗ. Ытти пайсене тӗрӗсленисӗр пуҫне ГИБДД ӗҫченӗсем малашне авто фарисем ҫинче хӳтлӗх пленки пуррине пӑхӗҫ, вӑл пулсан, ҫутӑна пач тӗксӗмлетмест пулин те, штраф ҫырса парӗҫ. Ҫӗнӗ правилӑсем тӑрӑх машинӑн фарисене нимӗнле майпа та «апгрейдлама» юрамасть. Ку йӗркене пӑссан водителе 500 тенкӗлӗх штрафлӗҫ, ҫакна КоАПӑн 12.5 статйин 3-мӗш пайӗнче ҫырса ҫирӗплетнӗ. Штрафланисӗр пуҫне автоинспекторсем йӗркене пӑсакан пленкӑна вунӑ кунран кая юлмасӑр сӳсе пеме ыйтӗҫ. Ку ӗҫе пурнӑҫламасан автомобиль тӳрех учетран тухӗ, водителе вара тата тепӗр 5 пин тенкӗлӗх штраф ҫырса парӗҫ е 3 уйӑхлӑха правасӑр та хӑварма пултарӗҫ. Ҫакӑн пек ҫирӗп йышӑнӑва мӗнпе сӑлтавланине ӑнлантарса паман. Унччен малтан ӑнсӑртран чул таврашӗ лексе сиенлетесрен машина оптикине хӳтӗлени водительсене укҫа-тенке перекетлеме май панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() mintrans.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Элӗк – Ишек» ҫулӑн Элӗк районӗнчи пайне, пурӗ 9 километра, тӗпрен юсама палӑртнӑ. Халӗ проектӑн сметине палӑртмалли патшалӑх экспертизи вӗҫленнӗ. Асӑннӑ лаптӑкра сивӗ ресайклинг мелӗпе 2 сий асфальт бетонӗ сарӗҫ. Ҫула ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ ытти ӗҫе те пурнӑҫлама пӑхса хӑварнӑ. Юсаса пӗтерсен ҫул машинӑпа ҫӳрекенсемшӗн самай меллӗрех пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() t.me/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче социаллӑ патруль ҫула тухнӑ. Рейда Килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене пулӑшас енӗпе ӗҫлекен республикӑри центр ирттернӗ. Социаллӑ патрульпе тухнисем килсӗр ҫынсене шыраса тупса вӗсемпе калаҫу ирттереҫҫӗ, вӗсене епле пулӑшу кирлипе кӑсӑкланаҫҫӗ. Япӑхса кайнисенчен хӑшӗсене тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ — ун пек чухне васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илеҫҫӗ. Черетлӗ рейд вӑхӑтӗнче «Шупашкар» пасар ҫывӑхӗнче пулнӑ. Унта «Народные кормильцы» (чӑв. Халӑха тӑрантаракансем) православи ушкӑнӗ пулӑшу кирлисене кашни ытларикунсерен апатлантарать. Килсӗр-ҫуртсӑр Сергей ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫлама хирӗҫ маррине пӗлтернӗ. Маларах асӑннӑ центрта ӑна этем ретлӗ пурӑнма вӗрентӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Уильям Шекспир трагедийӗ тӑрӑх лартнӑ «Король Лир» спектакле ҫамрӑксемпе аслисем те курма пыраҫҫӗ. Кун пирки культура учрежденийӗнче пӗлтереҫҫӗ. Иртнӗ канмалли кунсенче вара театрта Мускаври театр критикӗсем: Художествӑсен Раҫҫейри академийӗн хисеплӗ членӗ, Раҫҫейри театр ӗҫченӗсен союзӗн членӗ Дмитрий Родионов тата Александр Вислов театровед, драматург, «Ылтӑн маска» эксперт канашӗн председателӗ пулнӑ. «Питӗ тивӗҫлӗ, тарӑннӑн», — хакланӑ ӗҫе Александр Вислов. «Король Лир» спектакле Пукане театрӗнче 2023 ҫулта лартнӑ. Рольсене чӑваш халӑх артистки Елена Хорькова, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Алина Каликова, Юрий Филиппов тата Эльвира Соколова, Николай Соколов артистсем калӑплаҫҫӗ. Спектаклӗн режиссёр-постановщикӗ — Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Борис Манджиев. Художникӗ-сценографӗ – Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ, «Ылтӑн маска» театр премийӗн лауреачӗ Эмиль Капелюш. Пуканесен художникӗ — Юрий Сучков. Юлашкинчен асӑннӑ икӗ ӑста — Питӗр хулинчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ куракансене ҫӗнетсе хатӗрленӗ «Поллианна» мелодрамӑна курма авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче чӗнет. Элинор Портер романӗ тӑрӑх хатӗрленӗ ӗҫе Дмитрий Михайлов режиссёр ҫӗнетнӗ. Театрӑн тӗп художникӗ Лариса Комиссарова тумсемпе декорацисене хатӗрленӗ. Асӑннӑ спектакле театрта 2011 ҫулта пуҫласа кӑтартнӑ. Унтанпа декорацисемпе тумсем кивелнӗ. Спектакльте вылякан артистсен йышне те ҫӗнетнӗ. Тӗп сӑнара Надежда Полячихина тата Оксана Кашаева калӑплӗҫ. Миссис Сноу ролӗнче — Алевтина Семенова. Мария Благушина тата Никита Бондаренко ҫамрӑк артистсем Милли тата Джимми сӑнарӗсенче вылӗҫ. Спектакльте ҫавӑн пекех — чӑваш халӑх артисчӗ Александр Степанов, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Венера Пайгильдина, Ирина Архипова, Виталий Сергеев, Светлана Дмитриева тата Татьяна Зайцева-Ильина, ҫавӑн пекех Дмитрий Петров. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Юпа уйӑхӗ типӗ е ҫумӑрлӑ килӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗнче те нӳрӗк нормӑран сахалрах пулӗ. Сывлӑш температурине илес тӗк, вӑл нормӑпа килӗшӳллӗн пулӗ, вӑтамран 5 градус ӑшӑ тӑрӗ. Уйӑхӑн малти 5 кунӗнче ӑшӑ тӑрӗ. Унтан тӑрук сивӗтӗ, ҫӗрлесерен «минус» пулӗ. Йӗпе юр ҫума пултарӗ. Ака уйӑхӗнчи ҫанталӑка илес тӗк, юпа уйӑхӗ ӑшӑ та типӗ тӑмалла. Пӗрремӗш декадӑра сывлӑш 23 градус таран ӑшӑнӗ. Ҫумӑр юпан 26-мӗшӗнче кӑна ҫумалла. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫҫӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче ҫӗр кӑштах юрпа витӗнме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() kipmu.ru сайтри сӑн Шупашкарти Калинин районӗн ЗАГС пайӗнче питӗ сайра тӗл пулакан ята регистрациленӗ. Ӑна ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ ывӑлне панӑ. Ҫак ят – Златан. Швецире унашкал ятлӑ футболист, ҫак ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командин капитанӗ пулнӑ Златан Ибрагимович пур. «Златан» славян чӗлхинчен килнӗ, «ылтӑн», «хаклӑ», «ылтӑн ҫӳҫлӗ» тенине пӗлтерет. Вӑл 19-20-мӗш ӗмӗрсенче Балкан ҫӗршывӗсенче анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Лиза Алерт» архивӗнчи сӑн Муркаш районӗнчи Тури Тӑмлай ялӗнче пурӑнакан Вениамин Лукич Кудряшов авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Вӑл 66 ҫулта. Килтен кайнӑ кун арҫын тӗттӗм хура тӗслӗ куртка, хура калуш тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна тӑванӗсемпе пӗрле «Лиза Алерт» хастарӗсем те шыраҫҫӗ. Вениамин Кудряшова курнисене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. «Лиза Алерт» инфоргӗ: Ольга (Рыба), 89278443533 Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() newsler.ru сайтри сӑн ЗАГС порталӗнче тин ҫуралнӑ ача валли ят суйлама пулать. Мӗнле? Ҫакна инерактивлӑ сервис тума пулӑшать. Ҫак сервис ачан хушамачӗпе ашшӗн ятне шута илсе суйлама май парать. Ят тӑтӑшах е сайра хутра кӑна тӗл пулнине те, регион тата наци уйрӑмлӑхӗсене те шута илет вӑл. Сервис ята 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе регистрациленӗ 5 пин ят хушшинче суйлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Прокуратура тунӑ сӑн Кӗҫӗр Улатӑрта пысӑк пушар сӳнтернӗ. Унта «Гулливер» ятлӑ суту-илӳ центрӗ ҫунса кайнӑ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар 1,5 пин тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Ҫулӑм ҫурт тӑррине, иккӗмӗш хутри отделкӑна тӗп тунӑ. Пушара 3 сехет сӳнтернӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Версисенчен пӗри – пралукран тухни. Вырӑна Улатӑрти районсен хушшинчи прокурорӗ Евгений Серебряков ҫитнӗ. «На связи» портал ҫапла ҫырать: «Пирӗн даннӑйсем тӑрӑх, суту-илӳ ҫурчӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Евгений Талановӑн шутланать». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |