Ҫул-йӗр
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗсем Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Канаш районӗнче икӗ машина ҫапӑннӑ. Иккӗшӗн те водителӗсем пульницӑна лекмеллех аманса пӗтнӗ. Пӑтӑрмах каҫхи ултӑ сехетре «Ҫӗрпӳ-Чӗмпӗр» ҫул ҫинче, Канаш районӗнчи Энтрияль ялӗ тӗлӗнче пулса иртнӗ. «Киа Селтос» автомашина груз турттаракан «Хендай» автомобильпе ҫапӑннӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, кроссовер водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. «Киа» рульне тытса пынӑ Мари Элти 33 ҫулти водитель аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Грузовикра ларса пынӑ 35 ҫулти пассажир та аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗсем Паян, авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче пӗр хӗрарӑм машина айне пулнӑ. М-7 ҫул ҫинче 12 сехет тӗлӗнче хӗрарӑм «КамАЗ» автомобиль айне пулнӑ. Вӑл ҫуран ҫӳрекенсене ҫӳремелли вырӑнпа ҫул урлӑ чупса каҫма тӑнӑ. Ун ҫине йывӑр тиев турттаракан машина пырса кӗнӗ. Хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. 44 ҫултискер Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑннӑ. Хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ машина водителӗ урах пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() russianagroweek.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри 40 делегат Мускавра иртекен курава тухса кайӗ. Раҫҫейӗн «Ылтӑн кӗркунне-2023» 25-мӗш ял хуҫалӑх куравӗ юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен тытӑнса 7-мӗшӗччен иртӗ. Ял хуҫалӑх куравӗнче ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи пултаруллӑ аграрисен опычӗпе паллашма май килӗ. «Пирӗн те ырӑ енсем пур. Республикӑра пӗрремӗш агромаркет уҫӑлӗ», — тенӗ республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑрта пурӑнакан ватӑ ҫынсем колледжра вӗренеҫҫӗ. Тивӗҫлӗ канури пилӗк кинемей кӑҫал вырӑнти технологи колледжне вӗренме кӗнӗ. «Пирӗн хамӑра аталантарса пыма яланах май тупмалла. Пенсире те малашлӑха талпӑнмалла, ӑнтӑлмалла. Ҫав шутра ҫӗнӗ профессие те алла илмелле», − теҫҫӗ парта хушшине ларнӑ ватӑсем. «Пире Зоя Бусоргина опычӗ хавхалантарчӗ. Иртнӗ ҫул вӑл колледжа пиллӗк паллӑсемпе вӗренсе пӗтерчӗ. Вӑл вӗренме пултарнине эпӗ те пултаратӑп тесе хавхалантӑм», — каласа кӑтартнӑ Марина Борискина. Хӗрарӑмӑн амӑшӗ ӗмӗрӗпех ҫӗленӗ. Марина пенсие тухсан ҫав ӑсталӑха алла илес тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта «Dream Voice» вокал проекчӗн пултарулӑхӗпе паллашма май килӗ. Вокал проекчӗн ятне акӑлчан чӗлхинчен чӑвашла куҫарсан «Ӗмӗтри сасӑ» тенине пӗлтерет. Ҫӗршыври чи лайӑх вокалистсен ушкӑнӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сцени ҫине тухӗҫ. Коллектив тӗнчери фестивальсен лауреачӗсенчен, Мускаври ертсе пыракан театрсенчи солистсенчен тӑрать. Артистсем кроссовер стилӗпе ӗҫлеҫҫӗ, ку вӑл классикӑна тата поп-музыкӑна хутӑштарнине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Вырӑс драма театрӗн актёрӗ Станислав Мишин Раҫҫейӗн общество телевиденийӗ (ОТР) «Страна поэтов» (чӑв. Поэтсен ҫӗршывӗ) проекта хутшӑннӑ. Проекта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакансем хутшӑннӑ. Тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакансем вырӑс поэчӗсен сӑввисене вуланӑ. Уйрӑмах илемлӗ вуланисене телекуравра кӑтартнӑ. Станислав Мишин Владимир Высоцкин «У неё всё своё» сӑввине вуланӑ. Программа эфира авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче ӗҫ коллективӗн пухӑвӗ иртнӗ. Унта хутшӑннӑ республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский ҫӗнӗ сезон пуҫланнӑ ятпа саламланӑ. Чӑваш Енӗ Элтеперӗн Тав ҫырӑвӗпе Анна Голицынӑна, Анастасия Степановӑна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткине Ольга Прокопьевӑна, Ирина Гавриловӑна тата Лилия Прокопьевӑна чысланӑ, республикӑн Культура министерствин Хисеп грамотипе — Динара Юнисовӑна; ведомствӑн Тав хучӗпе – Анастасия Пирожковӑна, Татьяна Васильевӑна, Хакас Республикӑн тава тивӗҫлӗ артистне Сергей Кузнецова, Владимир Ашмарина тата Андрей Именнова. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистне Юрий Каткова республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин Тав хучӗпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() "Чеб.ру" сайтри сӑн 2017 ҫултанпа Шупашкарти Мускав ҫыран хӗррине илемлетме, хӑтлӑлатма тытӑннӑ. Кӑҫал вара ӗҫсене вӗҫленӗ. Ҫак илемлӗ вырӑна Пӗрремӗш каналпа пыракан «Ырӑ ир!» кӑларӑмра кӑтартнӑ. Мускав ҫыран хӗррине хӑтлӑлатнӑ кӑна мар, вӑл халӗ пӗчӗк тата вӑтам усламсене илӗртекен вырӑн та пулса тӑнӑ. Унта уҫӑлса ҫӳреме, велосипедпа тата самокатпа ярӑнма, шашлӑк ӑшалама, кафере ларма та пулать. Пӗтӗмпе 6 ҫухрӑм тӑршшӗ территорие хӑтлӑх кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Ҫӑлкуҫ: 1MI 16-ри ҫамрӑк ача Лысково округӗнче шурлӑхра лакса ларнӑ. Раҫҫей ШӖМӗн регионти тӗн управленийӗн пресс-службинче каласа кӑтартнӑ тӑрӑх ӑна ҫӑлма май килнӗ. Шкул ачи ҫурлан 13-мӗшӗнче ҫухалнӑ, ӑна шыраса амӑшӗ полицие ҫитнӗ. Тӗпчесе палӑртнӑ тӑрӑх, унччен икӗ кун маларах арҫын ача юлташӗсемпе пӗрле юханшыв ҫывӑхӗнче каннӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн тусӗсем пурте киле таврӑннӑ, вӑл вара — ҫук, вӗсенчен уйрӑлас умӗн «пӗччен пулас килет» тесе каланӑ пулать. Шырав мероприятийӗсем йӗркеленӗ. Ҫак ӗҫе кинологсене те явӑҫтарнӑ. Пӗр Урма ятлӑ йытӑ йӗрлесе кайса йӗрке хуралҫисене шурлӑх патне илсе ҫитернӗ — ҫул ҫитмен ача унта тупӑннӑ та. Вӑл пӗр талӑк ытла лачакара пӗр хускалмасӑр тӑнӑ. Шкул ачине шурлӑхран туртса кӑларнӑ, малтанхи медицина пулӑшӑвне панӑ хыҫҫӑн пульницӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Ҫӑлкуҫ: SCMP composite/Douyin Китайри Фуцзянь провинцинче пурӑнакан хӗрарӑм, iPhone 14 Plus вӑрлама шут тытса, смартфона вӑрласа каясран лавккари сӗтелпе кӑкарнӑ троса кӑшласа татнӑ. Ҫакӑн пек хӑйне евӗрлӗ вӑрламалли меслет видеосӑнав камерине лекрӗ: видео ҫинче вӑрӑ малтан трос ҫирӗплӗхне тӗрӗслесе пӗр-икӗ хутчен ҫыртса пӑхнӑ, унтан, никам та сӑнаманнине курсан, ӑна кӗппипех кӑшласа татнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн, South China Morning Post ҫырнӑ тӑрӑх, китаянка смартфона сумкӑна пуҫтарса чикнӗ те лавккаран тухса кайнӑ. Ҫапах та вӑрӑна лавккаран тухса кайсан ҫур сехетрен ярса тытнӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна 7 пин юаньлӗх сиен кӳнӗшӗн айӑплама йышӑннӑ, ку вӑл пирӗннипе шутласа 95 пин тенке яхӑн. Усал шухӑшлӑ хӗрарӑм хӑй каласа панӑ тӑрӑх, йӗркене ҫакӑн пек пӑсма ӑна ҫӗнӗ iPhone туянас ӗмӗт хӗтӗртнӗ, анчах та ҫак хаклӑ япалана туянма унӑн укҫи пулман имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |