Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.9 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара

Ҫӗнӗ Шупашкар кӑҫал 64 ҫул тултарӗ. Спутник хула ҫуралнӑ кунне ыран паллӑ тӑвӗ.

Ҫӑлтӑрпа зарядка тӑвӗҫ, ГТО фестивалӗ пулӗ, ретро-машинӑсен куравне йӗркелӗҫ, «Про Город» хаҫат хаваслӑ программа хатӗрленӗ, «Пултарулӑх бульварӗ» ӗҫлӗ. Ҫавӑн пекех чӑваш эстрада артисчӗсем юрлӗҫ, троллейбуссем парада тухӗҫ. Арт-фестиваль те иртӗ.

Уяв каҫхи 9 сехетре ташӑ каҫӗпе вӗҫленӗ. Пӗлтӗрхи пекех, хула кунне Раҫҫей эстрада артистне чӗнмен.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫурлан иккӗмӗш декади юлашки 4 ҫулти чи сивви пулнӑ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла климатпа килӗшӳллӗн вӗҫленӗ. Ыран та паянхи пекех ҫанталӑк пулӗ. Шӑматкун вара 23-28 градус ӑшӑ пулӗ. Каҫ енне кӑна вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫукалӗ, аслати авӑтма пултарать. Вырсарникун та ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур.

Тунтикунран ҫанталӑк уяр тӑрӗ. Юнкун шӑрӑх пулӗ. Ҫулла 20-25 градус ӑшӑпа вӗҫленӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗркунне пуҫламӑшӗнче те ӑшӑ ҫанталӑк пулӗ.

 

Спорт
bogatyr.club сайтри сӑн
bogatyr.club сайтри сӑн

Кӑркӑсстанра кире пуканӗн спорчӗ енӗпе иртекен тӗнче чемпионатӗнче Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн экономика факультечӗн студенчӗ Александр Константинов иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Ӑмӑртӑва 27 ҫӗршыври 300 ытла атлет хутшӑннӑ. Пирӗн ентеш Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче пулнӑ. Александр 95 килограмм ытла таякансен виҫе категорийӗнче 32 килограмлӑ икӗ кире пуканне тӗртсе кӗмӗл медаль илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/s/oanikolaev
 

Спорт

Чӑваш Енре спортсмен Денис Гаврилов Парижра иртекен Паралимпиадӑна хутшӑнӗ. Раҫҫей спорт мастерӗ унта нейтраллӑ статуспа тупӑшӗ.

Денис куҫ курманнисен йышӗнче марафон чупӗ. Вӑл ӑмӑртусенче Чӑваш Ен тата Мускав облаҫӗн чысӗсене хӳтӗлет. Хӑй Чулхула облаҫӗнчи Арзамас хулинче ҫуралнӑ, ӑсталӑхне Шупашкарти спортпа адаптаци шкулӗнче туптать. Раҫҫейӗн Паралип пӗрлештернӗ командине вӑл – 2018 ҫултанпа.

 

Спорт

Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче республикӑра черетлӗ хут сывлӑхпа спорт кунӗ иртӗ. Аса илтерер: ӑна 2014 ҫултанпа кашни уйӑхра йӗркелеҫҫӗ.

Ҫынсем уйӑхра пӗрре тӳлевсӗрех бассейнра ишме, тренажер залне кайма, конькипе ярӑнма пултараҫҫӗ. Информаципе тӗплӗнрех спорт шкулӗсен, физкультурӑпа спорт комплексӗсен сайчӗсенче пӗлме пулать.

Каласа хӑварар: ҫитес сывлӑхпа спорт кунӗ авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртӗ.

 

Персона
t.me/chebcentr21 сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/chebcentr21 сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Андриян Павлов 75 ҫул тултарнӑ. Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнче ӑна ҫав ятпа саламлама унпа хӑй вӑхӑтӗнче ӗҫленисем, ҫывӑх тӑванӗсем пуҫтарӑннӑ.

Андриян Павлов Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Сӗнтӗрвӑрри районӗн хисеплӗ ҫынни.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chebcentr21/5933?single
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем Денис Гордеев тата Павел Балыков «Шупашкар - Сурски» ҫул ҫинче васкакан «Тойотӑна» чарнӑ. Унта вара тӑннӗ ҫухатнӑ 32-ри пассажир выртнӑ. Унӑн энцефалит пулма пултарнӑ. Полицейскисем кашни минут хаклине шута илсе машинӑна пульницӑна ҫити ӑсатма йышӑннӑ. Вӗсем пулӑшнипе пациента вӑхӑтра медпулӑшу панӑ. Тӑванӗсем вара ЧР шалти ӗҫсен министрне тав туса ҫырса янӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_69911
 

Культура
Надежда Колесникова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем
Надежда Колесникова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Бурят Республикин Наци вулавӑшӗнче мухтавлӑ чӑваш ӑсчахӗ ҫинчен пичетлесе кӑларнӑ кӗнекене хӑтланӑ.

«Учитель Хэ» кӗнеке авторӗ — Надежда Колесникова. Вӑл асӑннӑ регионти чӑвашсен организацийӗн ертӳҫи.

Кӗнекене хӑтланӑ май «Никита Бичурин: ученый, художник» курав та йӗркеленӗ. Вӑл Бичурина тӗрлӗ автор ӳкернӗ портретсемпе, ӳкерчӗксемпе тата Бичуринӑн ытти япалипе паллаштарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall825033080_144
 

Чӑвашлӑх
Марина Тумаланова сӑнӳкерчӗкӗ
Марина Тумаланова сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашарта литература картлашки пур. Вӑл — хулари юханшыв портӗнче.

Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх,

кашни 35 картлашкана кӗнекен ятне тата авторне кӑтартакан енӗ евӗрлӗ ӳкерсе илемлетнӗ. Пусмапа утнӑ чухне Ухсай Яккӑвӗ, Геннадий Айхи, Юхма Мишши, Константин Иванов, Леонид Агаков тата ытти ҫыравҫӑн ятне курма пулать.

Проекта пурнӑҫа кӗртекенӗ – Сергей Петров ӳнерҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/14190?single
 

Чӑвашлӑх
t.me/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пурӑнакан ҫамрӑксем чӑвашла эрешлӗ татуировкӑсем тутарма юратаҫҫӗ. Кун пирки Телеграмри «Чувашский край» (чӑв. Чӑваш тӑрӑхӗ) каналта пӗлтернӗ.

Ӳт ҫине (ал-ура, мӑй тата ытти те) ҫине илемлӗ ӳкерчӗксем ӳкерсе хураҫҫӗ: эрешсем, элемсем, орнаментсем, рунӑсем... Пӗр-пӗр сӑмаха чӑвашла та ҫырса хураҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_kray/3638?single
 

Страницӑсем: 1 ... 468, 469, 470, 471, 472, 473, 474, 475, 476, 477, [478], 479, 480, 481, 482, 483, 484, 485, 486, 487, 488, ... 4186
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Кӑмӑл-туйӑм улшӑнса тӑмӗ. Халӗ япӑх туйӑмсем сире усӑ памӗҫ. Унсӑрӑн ҫакна пулах юратнӑ ҫынпа хутшӑнӑва пӑсма пултаратӑр. Кайран вара хутшӑнӑва йӗркелеме ҫӑмӑл пулмӗ.

Ҫӗртме, 11

1868
158
Таланцев Зиновий Михайлович, паллӑ купса ҫуралнӑ.
1918
108
Кошкин Исак Федорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуларнӑ.
1920
106
Ижутов Николай Степанович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ, летчик, полковник ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...