Чӑвашлӑх
![]() vk.com/hitre_cheb страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Екатерина Малинина ҫамрӑк дизайнер этнотум хатӗрлет. Ҫак кунсенче вара Чӑваш тӗррин музейӗнче ҫав ӑстан «Хитре» брендпа ҫӗленӗ япалисен пӗрремӗш куравӗ уҫӑлнӑ. «3 ҫул каялла пуҫа кӗнӗ шухӑшран курав таран ҫитме чылай тӑрӑшмалла пулнӑ ӑстан. Хӑйӗн ӗҫне чунпа тӑвакан ҫӗвӗҫе тупасси хӑех пӗр пысӑк ӗҫ. Апла пулин те «Хитре» бренд чӑвашсене кирлех пулнине туйса алӑ усман Екатерина. «Ҫӗвӗ ӗҫӗ — пирӗн йӑхра ӑруран-ӑрӑва куҫакан ӑсталӑх», — тет дизайнерӑн амӑшӗ», — хыпарлать «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпани. Екатерина Малинина хӑйӗн лавккине чӑваш эрешӗллӗ ҫи-пуҫ туянма пыракансене паллӑсен, эрешсен вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса парать иккен. Чӑваш тӗррин музейӗнчи курав юпа уйӑхӗччен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Александр Блинов. chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫыннӑн мӗншӗн тӑван чӗлхене пӗлмелле? Ҫакӑн пирки калаҫрӗҫ паян «Россия 1» телеканалпа кӑтартнӑ видеоинтервьюра. Марина Карягина ертсе пыракан кӑларӑма Александр Блинов чӑваш хастарӗ хутшӑнчӗ. Чӗлхе пӗлни ҫынпа хутшӑнма кирлӗ тесе палӑртрӗ телетӗпел хӑни. Кӑҫалхи «Хавал» чӑваш чӗлхи университетне Мурманск, Мускав хулисенчен, Осетирен те килсе ҫитнӗ. Асӑннӑ университета килнисен хушшинче — чӑвашла вӗренес текен вырӑсланнӑ чӑвашсем те, ытти халӑх ҫыннисем те пулнӑ. Вӗсем пурте чӑваш чӗлхи хутлӑхне кӗме пултарнӑ. Александр Блинов темиҫе ют чӗлхене пӗлет. Тӑван чӗлхене вӑл хӑй ӳссе ҫитсен тарӑннӑн вӗреннӗ. Тӗнче тӑрӑх ҫӳреме пуҫласан унран: «Чӑвашла пӗлетӗн-и?» — тесе ыйтсан «Кӑштах пӗлетӗп», — хурав ӑна тивӗҫтерме пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче «Вера Кузьмина» кӗнеке-альбом пичетленсе тухнӑ. Аса илтерер: ӑна СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан (1923–2021) пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ. Кӑларӑма А.П. Хузангай, В.В. Степанов, С.В. Журавлев пухса хаӗрленӗ. Редакторӗ – В.В. Степанов. Ҫӗнӗ ӗҫӗн тиражӗ – 1600 экземпляр. Кӗнекере сцена ӑстин тӗрлӗ ҫулӗсенчи сӑнӳкерчӗкӗсем, артисткӑран илнӗ интервьюсем, статьясемпе рецензисем пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сайтри сӑн ЧР Ял хуҫалӑх министерстви «Перспектива» гранта илмелли конкурса пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал ӑна 23 фермер тивӗҫӗ. Ку тӗллевпе хыснаран 125 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ялсенчи 10 усламҫӑ гранта ҫырла ӳстерме тивӗҫнӗ. Сурӑх ӗрчетекен 7 усламҫӑ ку укҫапа хӑйӗн ӗҫне аталантарӗ. Аквакультура енӗпе ӗҫлемешкӗн 6 усламҫӑ гранта тивӗҫнӗ. Палӑртмалла: «Перспектива» грант – аграри усламне аталантарма уйӑракан субсиди. Ӑна сыр пӗҫерекенсене, аквакультура таварӗсемпе ӗҫлекенсене, ҫырла ӳстерекенсене тата сурӑх ӗрчетекенсене параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ку эрнере кӗр ҫывхарни сисӗнет. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, эрне пуҫламӑшӗнче 22 градус ӑшӑ тӑрӗ. Юнкунран пуҫласа кӑнтӑрласерен 14-19 градус кӑна пулӗ, ҫӗрлесерен вара – 8 градус. Ҫил ҫурҫӗр енчен вӗрӗ, канмалли кунсенче вӑйланӗ. Шӑматкун каҫхине вӑйлах сивӗ пулӗ – пӗлӗтсен шайӗнче 0 градус кӑна тӑрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла вӗҫӗнче-авӑн пуҫламӑшӗнче 25 градус таран е ытларах ӑшӑтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() dfermer.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре хӑмла музейне йӗркелесшӗн. Ҫапла хыпарлать ТАСС ЧР ял хуҫалӑх министрӗн Сергей Артамоновӑн сӑмахӗсене илсе. Ӑҫта пулӗ вӑл? Темиҫе вариант пур. Пӗри – Ҫӗрпӳ районӗ. Ҫавӑн пекех музея Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче вырнаҫтарма сӗнекенсем пур. Мӗн кӑтартӗҫ унта? Сӑра мӗнле вӗретнине. «Пӗтӗм савӑт-сапана пухӑпӑр, хӑмла мӗнле ӳстернине, ӑна мӗнле хатӗрленине, салат тунине, сӑра вӗретнине кӑтартӑпӑр. Ӗҫ пуҫланнӑ», - тенӗ Сергей Артамонов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Савватий митрополита «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Олег Алексеевич Телеграм-каналӗнче ӑна мӗнелник ячӗпе саламласа ҫырнӑ. Савватий атте (Сергей Геннадьевич Антонов) Чӑваш митрополине 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнченпе ертсе пырать. Халӗ вӑл 54 ҫулта. Вӑл Савватий ята 1989 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗнче илнӗ. 1993 ҫулта Иккӗмӗш Алексий пилӗпе Савватий атте Шупашкарти Ҫветтуй Троица мӑнастирне ертсе пынӑ. 2015 ҫулта Бурят митрополийӗнче ӗҫленӗ. Варнава митрополит кӑшӑлвируса пула вилсен Шупашкара таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Васкавлӑ пулӑшу службин ӗҫченӗсем 48 ҫулти хӗрарӑма вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хӗрарӑм Шупашкарти Ленин районӗнчи дачӑра пулнӑ. Вӑл сывлама йывӑррине, йӗпе тар тапса тухнине, юн пусӑмӗ чакса кайнине, хырӑм ыратнине пӗлтернӗ. Васкавлӑ пулӑшу машини вырӑна тухса кайнӑ, анчах кирлӗ адреса тупайман. Хӗрарӑма япӑх пулса кайнӑран вӑл тек калаҫайман, унпа тепре ҫыхӑнса адреса уҫӑмлатма май килмен. Бригада парӑнман, адреса ҫине тӑрсах шыранӑ. Шӑнкӑрава йышӑннӑ фельдшер Наталия Князева геоданнӑй тытӑмӗ урлӑ ҫывӑхра администраци ҫурчӗ пуррине асӑрханӑ. Тухтӑрсем унта кайнӑ, хуралҫӑ вӗсене кирлӗ адреса кӑтартса янӑ. Тухтӑрсем вырӑна ҫитнӗ ҫӗре хӗрарӑмӑн шок пулма ӗлкӗрнӗ. Инфаркт пуль тесе ӑна Кардиологи диспансерне илсе кайнӑ. Анчах унӑн панкреатит пулнӑ иккен. Халӗ хӗрарӑм Хулари клиника больницинче реанимаци уйрӑмӗнче выртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() vet.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулин Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнче ачана кушак ҫыртса илнӗ хыҫҫӑн карантин туса хунӑ. Асӑннӑ йӗрке Киров урамӗнчи 17-мӗш ҫурт тавралла пулӗ. Карантина ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче йышӑннӑ. Вӑл йӗрке республика Элтеперӗ ятарлӑ йышӑну кӑларичченех пырӗ. Кушак урнӑ чирпе чирлине республикӑн ветеринари служби палӑртнӑ. Халӗ ача сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() blog.bkfgroup.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре ҫитес ҫул пӗр ҫынна пӗр уйӑхра пурӑнма мӗн чухлӗ укҫа кирлине палӑртаҫҫӗ. Вӑл, кӑҫалхипе танлаштарсан, 7,3 процент пысӑкрах пулӗ, 13271 тенкӗпе танлашӗ. Кӑҫал вӑл 12363 тенкӗ пулнӑ. Уйрӑм категорири ҫынсем валли те ку виҫе ӳсӗ. Ӗҫлекен ҫынсем валли – 14465 тенкӗ, тивӗҫлӗ канурисем валли – 11413 тенкӗ, ачасем валли 12873 тенкӗ пулӗ. Палӑртмалла: тӗрлӗ пособи, тӳлев илме документсем тӑратнӑ чухне ҫак виҫесене шута илеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |