Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян ирхи 3 сехетре Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнчи Михайловка ялӗнче пушар пулнӑ. Ҫулӑм ҫурт тӑррине тӗп тунӑ, шалти отделкӑна сиенлетнӗ. Пушара сӳнтерсен кил хуҫин виллине тупнӑ. Вӑл – 60 ҫулти арҫын.

Палӑртса хӑварар: ҫулталӑк пуҫланнӑ кӑна-ха, республикӑра 41 пушар пулнӑ. Вӗсенче виҫӗ ҫын вилнӗ, 27 ҫынна ҫӑлма май килнӗ. 17 тӗслӗхре пушар кӑмака хутнӑ вӑхӑтра тухнӑ, 11 тӗслӗхре – электрохатӗрсемпе тӗрӗс усӑ курманран.

 

Ҫул-йӗр

Тӗнче тетлӗнче тӗрлӗ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӳлевлӗ М-12 ҫул ҫинчи заправкӑсем патӗнче черетсем пулнӑ. Ҫавна май «Автодор» унта ҫӗнӗ заправкӑсем тӑвас ӗҫе хӑвӑртлатма шантарнӑ.

«Автодор» пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе унта 18 заправка тата 4 контейнерлӑ АЗС ӗҫлет. Пӗтӗмпе – 22 заправка. Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи каникулта ытларах Муром тата Арзамас патӗнче, Мускава кӗнӗ ҫӗрте черетсем пулнӑ.

Сӑмах май, унччен влаҫ М-12 ҫул ҫинче кашни 50 ҫухрӑмра заправка пулассине пӗлтернӗ. Тӳрех – икӗ енчен.

 

Персона
"Ҫыхӑнура" форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк
"Ҫыхӑнура" форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта ҫуралнӑ каччӑ CS:GO танлаштарӑмӗнче виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ тӗнчери чи лайӑх 10 вӑйӑҫӑн шутне лекет.

22 ҫулти Дмитрий sh1ro Соколов Counter-Strike вӑйӑра чи лайӑх 8 вӑйӑҫӑ спиоскӗнче 8-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

2021 ҫулта Дмитрий тӗнчери рейтингра тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ, 2022 ҫулта — виҫҫӗмӗш, пӗлтӗр — саккӑрмӗш.

 

Персона
vk.com/chebs_mo сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/chebs_mo сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Паҫпак ялӗнче пурӑнакан кинемей 100 ҫул тултарнӑ. Унӑн юбилейӗ кӑрлапчӑн 5-мӗшӗнче пулнӑ. Ватӑ ҫынна вырӑнти тӳре-шара «Контактра» страницӑра саламланӑ.

«Хисеплӗ Нина Григорьевна, сире 100 ҫулхипе чунтан саламлатпӑр. Эсир Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи йывӑр саманана тӳссе ирттернӗ, ҫӗршыва аталантарма хӑвӑр тӳпӗре хывнӑ. Эсир ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑратӑр», — тесе каланӑ постра.

Юбилярӑн хушаматне, шел те, кӑтартман.

 

Персона
Владимир Викторов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Владимир Викторов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Янӑшри вӑтам шкул Михаил Игнатьев ячӗпе хисепленсе тӑма пуҫланӑ. Ҫав ятпа савӑнӑҫлӑ мероприятие ӗнер, кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче, ирттернӗ. Кун пирки Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов «Контактра» пӗлтернӗ.

Мероприятие кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче ирттерни ытахальтен мар. 2010-2020 ҫулсенче Чӑваш Енӗн Элтеперӗ пулнӑ Михаил Васильевич ҫав кун ҫуралнӑ. Пурӑннӑ пулсан вӑл ӗнер 62 ҫул тултармаллаччӗ.

Ентешне сума суса Янӑшри шкулта арҫынсен командисен хушшинче волейбол ӑмӑртӑвӗ иртнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall302903814_906
 

Республикӑра
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Хусанти ҫемье Мускавран таврӑннӑ чухне Сӗнтӗрвӑрри ҫул пӑрӑнӑшӗнче чарӑнса ларнӑ. Анчах вӗсене пулӑшма никам та чарӑнман.

Полици ӗҫченӗсем Сергей Федоровпа Александр Данилов вӗсене асӑрхасан чарӑннӑ. Ҫемье шартлама сивӗре пӗр сехет тӑнӑ иккен. Полицейскисем вӗсене хӑйсен машинине лартнӑ та сӳнсе ларнӑ машинӑна ҫывӑхри кафе таран туртса ҫитернӗ. Унта вара ҫемье Хусантан пулӑшу килессе кӗтсе илнӗ.

Ҫемье телеграм-каналта Чӑваш Енри полицейскисене тав тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia
 

Политика

Пермьри «Сатурн-Р-Авто» республикӑри тӳре-шарана 12 «Москвич 6» машинӑпа тивӗҫтерӗ. Фирма виҫӗ аукциона пӗччен кӑна хутшӑннӑ.

Кашни автомобиль 2,9 миллион тенке ларнӑ. 12 машинӑшӑн 34 миллион та 876 пин тенкӗ тӳленӗ.

Палӑртмалла: «Москвич 6» машинӑна 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе «Москвич» савутра кӑлараҫҫӗ. Сутлӑхра - 2023 ҫулхи юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнченпе.

 

Ҫутҫанталӑк

2024 ҫул пуҫламӑшӗ климат норминчен 11,5 градус сивӗрех пулнӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран ӑшӑрах пулӗ, 12-14 градус сивӗ тӑрӗ. Анчах ҫил вӑйланнӑран сивӗрех пек туйӑнӗ.

Юнкун каллех сивӗтӗ, термометр 30 градус патнелле ҫывхарӗ. Кӗҫнерникун юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман тухӗ. Эрнекун та вӑл чарӑнмӗ, ҫил вӑйланӗ. Кӗҫнерникун ҫӗрле термометр 15-20 градус кӑтартӗ. Шӑматкун 20 градус сивӗ пулӗ. Ҫӗрле 30 градус таран сивӗтӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче самаях ӑшӑтӗ.

 

Культура
Светлана Гордеева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Светлана Гордеева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Геннадий Айхин «Стихотворения» кӗнеки Мускаври «Эксмо» издательствӑра 10 пин тиражпа пичетленсе тухнӑ. Кӗнекене сӑвӑсем ҫеҫ мар, эссесем те кӗнӗ. Унсӑр пуҫне Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑх юррисем евӗрлӗ «Поклон – пению» тата «Мир Сильвии» сӑвӑсем кӗнӗ.

Кӗнекене пухса хатӗрленӗ Арсен Мирзаев кӑларӑма малтанласа «День присутствия всех и всего» ят пама шухӑшланине, анчах кӗнеке кӑларакансем ят ытла та вӑрӑм тесе каланине пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall56695220_5171
 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 13 ҫулти хӗрачана машина ҫапса кайнӑ.

Хӗрача 19 сехетре хулари Парк урамӗнчи 35-мӗш ҫурт тӗлӗнче ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли вырӑнпа ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине «Датсун» автомобиль пырса кӗнӗ. Унтан хӗрача «Лада Калина» машина ҫине сулӑнса кайнӑ.

Пуҫне суранлатнӑ хӗрачана пульницӑна илсе кайнӑ. Ҫӑмӑл автомашинӑсен водителӗсене тӗрӗсленӗ те вӗсем урах пулни палӑрнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 476, 477, 478, 479, 480, 481, 482, 483, 484, 485, [486], 487, 488, 489, 490, 491, 492, 493, 494, 495, 496, ... 4013
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.10.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир вӑй кӗнине туятӑр, таврарисене хӑвӑр мӗн пултарнине ӗнентерес килӗ. Ҫӑлтӑрсем ҫирӗппӗн, анчах васкамасӑр ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ — йӑлтах тӳрех пулмӗ. Юратура кӑмӑллӑ улшӑнусем пулма пултарӗҫ, уйрӑмах — пуҫарулӑх кӑтартсан. Укҫа енчен йӗркеллех, анчах пысӑк япаласем туянмалла мар.

Юпа, 21

1960
65
Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...