Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗсем ҫак кунсенче Орёл хулинчи сцена ҫинче выляҫҫӗ. Чӑваш артисчӗсем унта гастрольпе тухса кайнӑ. Орёл облаҫӗн тӗп хулинче чӑваш артисчӗсем юпа уйӑхӗн 6-8-мӗшӗсенче пулӗҫ. Асӑннӑ хулари пукане театрӗнче пӗчӗк куракансене вӗсем Д. Артисӑн «Снегурочка», Г.-Х. Андерсенӑн «Снежная Королева», Н. Носовӑн «Мишкина каша» юмахӗсене кӑтартӗҫ. Ҫав ӗҫсене цифра технологийӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ. Унсӑр пуҫне «Сказка о рыбаке и рыбке», «Дюймовочка», «Бременские музыканты» спектакльсене кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пӗтӗм тӗнчери педагог-художниксен союзне йӗркеленӗренпе 10 ҫу ҫитнине халаласа Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче педагог-художниксен форумӗ иртнӗ. Ӑна маларах асӑннӑ союзӑн республикӑри пӗрлешӗвӗ тата Шупашкарти ӳнер училищи (техникумӗ) йӗркеленӗ. Мероприятие тӗрлӗ шайри 60 ытла педагог хушӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — вӑтам шкулсенче ӗҫлекенсем, хушма пӗлӳ паракан учрежденисенче тӑрӑшакансем, вӑтам тата аслӑ пӗлӳ паракан заведенийӗсен преподавателӗсем. Форума пуҫтарӑннисене Шупашкарти ӳнер училищин директорӗ Владимир Ануфриев тата Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн директорӗ Роза Лизакова саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «Театр – мой мир. Театр – манӑн тӗнче. Художник Станислав Кошкин» кӗнеке-альбома хӑтланӑ. Кӑларӑма Н. М. Кириллова пухса хатӗрленӗ. Ҫав кунах унта Станислав Кошкинӑн «Театр – мой мир» (чӑв. Театр — манӑн тӗнче) куравӗ уҫӑлнӑ. Станислав Константинович — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫейри художниксен союзӗн пайташӗ. Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче художник 75 ҫул тултарнӑ. Станислав Кошкин Вӑрнар районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Вӑрман Кипек ялӗнче ҫуралнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Питӗр хулинче пурӑнать. Шупашкарти ӳнер училищинче тата Ленинградри патшалӑхӑн театр, музыка тата кинематографи институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ленинградри ҫамрӑксен театрӗнче художник-постановщикра тата ытти хулара ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри ҫамрӑк ӳнерҫӗ Ксения Кокель Раҫҫейпе Европӑри 30 ытла хулара 100 ытла граффити ӳкернӗ. Вӑл ачаранах ӳкерме юратнӑ. Ӑсталӑхне вӑл малтан Шупашкарти ӳнер училищинче, кайран И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче туптанӑ. Хӗр урамри стенасем ҫине нумай ӳкерме ӗлкӗрнӗ. Аса илтерер, авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Ксения Владимир хулинче иртнӗ стрит-арт ӳнер фестивальне хутшӑннӑччӗ. Ун чухне вӑл Асаткин урамӗнчи 31-мӗш ҫурт стени ҫине хӗре ӳкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb-centr.soc.cap.ru/press-centr сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан Любовь Куралева ӗмӗрне учительте ӗҫлесе ирттернӗ. Ачасене вӑл историе вӗрентнӗ. Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӳ отличникӗ пулас мӑшӑрӗпе 18 ҫулта чухне паллашнӑ. Куралевсем 60 ҫул ӗнтӗ пӗрне-пӗри юратса та хисеплесе пурӑнаҫҫӗ. Виталий Владимирович шкул директорӗ пулнӑ, ачасене вырӑс литературине вӗрентнӗ. Пулас мӑшӑрне вӑл Есенинпа Блок сӑввисемпе тыткӑнланӑ. Куралевсен килӗнче поэзи паян та янӑрать. Анчах вӑл халӗ унчченхинчен те тарӑнрах пӗлтерӗшлӗ. Кил хуҫи хӗрарӑмне, Любовь Андреевнӑна, паян Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗ Ольга Нарушевич пулӑшса тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри лесничествинче участок ҫунма пуҫлани пирки пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Пушара 12 ҫын, пӗр автоцистерна тата пӗр вӑрман патрулӗн комплексӗ сӳнтернӗ. Пушар 0,4 гектар лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Юрать-ха, вӑрман фондне тӑкак кӳмен. Ҫулӑма 3 сехетрен сӳнтернӗ. Халӗ вӑл мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви вӑрманта пушар тухнине асӑрхасан ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтать: 8 /800/100-94-00 е 8 /8352/ 402-400. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Юпа уйӑхӗ ӑшӑ ҫанталӑкран пуҫланчӗ. Синоптиксем кӗҫех юр ҫӑвасса систереҫҫӗ. Паян каҫхине ҫумӑр ҫума пуҫлӗ. Шӑматкун та ҫӑвӗ. Хальлӗхе – вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн тата вырӑнӑн-вырӑнӑн. Шӑматкун каҫхине тепӗр циклон ҫитӗ. Вырсарникун ҫумӑрлӑ тата ҫиллӗ пулӗ. Тунтикун уяртӗ. Термометр ир еннелле 0 градус патнелле кӑтартӗ. Кӑнтӑрла 3-8 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ҫитменнине, ҫил вӑйланӗ. Ҫавна май тата сивӗрех туйӑнӗ. Ытларикун, юнкун юр ӳкӗ. Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, ҫитес кунсенче Шупашкарта нӳрӗк ҫур уйӑхри норма таран ӳкӗ. Кайран каллех ӑшӑ ҫанталӑк тавранӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнери канмалли кунсенче ҫанталӑк 15-20 градус таран ӑшӑтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Улатӑрта пурӑнакан Татьяна Сидищевӑна «Амӑшӗ Героиня» ята панӑ. РФ Президенчӗ Владимир Путин хушӑва юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Татьянӑпа Василий 13 ачана воспитани параҫҫӗ: 7 ывӑл та 6 хӗр. Нумай ача амӑшӗ хушупа килӗшӳллӗн ордена тата 1 миллион тенке тивӗҫӗ. Ҫавӑн пекех Дмитрий тата Наталья Тихоновсене – «Амӑшӗн мухтавӗ» орденпа /500 пин тенкӗ параҫҫӗ/, Алексейпа Алина Матросовсене «Амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе /200 пин тенкӗ параҫҫӗ/ чыслама йышӑннӑ. Сӑмах май, Чӑваш Енре «Амӑшӗ Героиня» ята чи малтан Ҫӗмӗрлери 11 ача амӑшӗ Мария Кудрявцева тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Ӗнер, юпан 5-мӗшӗнче, 14 сехетре Шупашкарти пӗр предприятире инкек пулнӑ - унта арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Слесарь юр пуҫтармалли техникӑна юсанӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ӑна хускатма шутланӑ. Анчах техника куҫма тытӑннӑ. Арҫын унӑн кустӑрми айне пулнӑ. Вӑл ҫавӑнтах вилнӗ. Арҫын - 1962 ҫулта ҫуралнӑскер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан кинемей хӑйӗн банк карттипе такам тавар туяннине сиснӗ. Хӗрарӑм ҫухалса кайман — ҫийӗнчех йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пӑтӑрмах пирки кинемей пакунлисене юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче каҫхине хыпарланӑ. Хулари патрульпе пост службин ӗҫченӗсем Артем Петров, Иван Кочетов тата Ксения Васильева стажёр такамсем тавара хӑш лавккара туяннине палӑртнӑ хыҫҫӑн ют ҫын карттипе усӑ куракан патне ҫул тытнӑ. 37 ҫулти хӗрарӑм лавккасенче ҫыннӑн банк карттипе 3 пин тенкӗ ытлалӑх тавар туяннӑ иккен. Хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |