Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона

Кӗҫех Чӑваш Ене пӗрремӗш хӗрарӑм космонавт Валентина Терешкова килмелле. Кун пирки РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.

Валентина Владимировна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла ҫитсе килӗ. Анатолий Аксаковпа вӗсем Андриян Николаев музейне реконструкцилесси пирки калаҫнӑ.

Валентина Терешкова пирӗн ентешӗн Андриян Николаевӑн мӑшӑрӗ пулнӑ. Вӗсем 1963-1982 ҫулсенче пӗрле пурӑннӑ. Валентина Терешкова 1963 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗнче космоса пӗччен вӗҫнӗ. Унта вӑл 2 талӑк та 22 сехет те 50 минут пулнӑ, Ҫӗр тавра 48 хут ҫаврӑннӑ.

 

Раҫҫейре

Ҫурла уйӑхӗ вӗҫлениччен Хусанпа Мускав хушшинче хушма пуйӑс ҫӳрӗ. Ку йӑлтах - ҫулҫӳревҫӗсемшӗн меллӗ пултӑр тесе.

Ҫул ҫинче вӑл Владимир, Дзержинск, Чулхула, Канаш хулисенче, Вӑрмар поселокӗнче тата Симӗс Долта чарӑнӗ.

Пуйӑс Мускаври Ярославль вокзалӗнчен утӑ уйӑхӗн 25, 28-мӗшӗсенче, ҫурла уйӑхӗн 1, 4, 8, 11, 15, 18, 22, 25, 29-мӗшӗсенче 21 сехет 15 минутра тапранса кайӗ. Хусана тепӗр кун 12 сехет те 54 минутра ҫитӗ.

 

Хулара

Шупашкарта чӑваш агромаркечӗ пуласси, ун валли сасӑлав ирттерсе ят суйлани пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: агромаркет "Пехет" ятлӑ пулӗ.

Ӑҫта вырнаҫӗ-ха "Пехет"? ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов унӑн эскизӗпе Телеграм-каналӗнче паллаштарнӑ. Агромаркет "Каскад" суту-илӳ центрӗнче вырнаҫӗ. Ӑна кӑҫал уҫма палӑртнӑ. Унта сутӑнакан пӗтӗм тавар экологи тӗлӗшӗнчен таса тата хамӑр патра туса кӑларни пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/artamonovs
 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Етӗрне районӗнче рабочи тырӑ бункерӗнче сарӑмсӑр вилнӗ. Ку пӑтӑрмах ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Ҫав кун ирхине арҫын бункер ӑшӗнче пулнӑ, ӑна тырӑ йышӑнма хатӗрленӗ. Ҫав вӑхӑтра аялти люк уҫӑлнӑ. Ҫавна май арҫынна тырӑ ӑшне туртса кӗрсе кайнӑ. Вӑл ҫавӑнтах вилнӗ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, ял хуҫалӑх председателӗ бункера решеткесӗр ӗҫлеме ирӗк панӑ. Вӑл бункертан тырӑ кӑларнине те тӗрӗслесе тӑман. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.

 

Хулара
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Шупашкарта Василий Чапай ятлӑ ӳнерҫӗ троллейбуса сӑрласа илемлетет. Вӑл унта Нарспи сӑнарне ӳкерет.

Троллейбус Энгельс урамӗнчи депора тӑрать. Ӳнерҫӗ каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе пӗр енӗ хатӗр. Вӑл ӗҫе Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗ тӗлне туса пӗтерессе шанать.

Ҫак троллейбус 1997-2021 ҫулсенче 19-мӗш маршрутпа ҫӳренӗ. Ӑна темиҫе хутчен те сӑрласа илемлетнӗ. Нарспи сӑнарне ӳкерсе пӗтерсен троллейбуспа мӗн тӑвассине пӗлтермен.

 

Персона
Виктор Бритвин архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Виктор Бритвин архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Раҫҫей тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Виктор Бритвин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Унӑн чӗри утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ. Вӑл 2 эрне каялла 68 ҫул тултарнӑ.

Хурлӑхлӑ хыпара тӑванӗсем ӳнерҫӗн халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ. Вӑл мӗншӗн вилнине палӑртман.

Виктор Бритвинпа ыран сывпуллашӗҫ. Кӑнтӑрла арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗнче кӗлӗ вулӗҫ. Унтан Шупашкарти ӳнер училищинче сывпуллашӗҫ. Вӑл ӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче 3 ҫул ертсе пынӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Утӑ уйӑхӗ сивӗрех килчӗ. Анчах ҫанталӑк часах пире ӑшӑпа савӑнтарӗ.

Ку эрнене пӗрремӗш ҫурринче вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Аслати авӑтма пултарать. Кӗҫнерникун шӑрӑх килӗ. Эрнекун 36 градус тарана шӑрӑх тӑрӗ. Ҫӗрле те 20 градус ӑшӑ пулӗ.

Канмалли кунсенче ҫанталӑк каллех уҫӑрах тӑрӗ. Ун чухне ҫумӑр та ҫума пултарать.

 

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри 5 культура учрежденийӗ Элтепер грантне тивӗҫнӗ. Пӗтӗмпе - 18 миллион тенкӗ. Унпа ҫӗне постановкӑсем лартӗҫ.

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ тата Оперӑпа балет театрӗ 5-шер млн тенке тивӗҫнӗ. Симфони капелли тата Чӑваш патшалӑх филармонийӗ 3-шер млн тенкӗ грант илнӗ. Филармони 1 млн тенкӗлӗх гранта та тивӗҫнӗ. Ӳнер музейне вара 1 млн тенкӗлех грант лекнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн
Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн

Муркаш районӗнчи Шашкар ялӗ ҫывӑхӗнчи утрав ҫинче, Атӑлта, пулӑҫ ҫухалнӑ. Ку хыпара ҫӑлавпа шырав службине утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗлтернӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пулӑҫ путса вилнӗ. Утӑ уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче водолазсем арҫынна шыранӑ. Анчах, шел те, нимӗн те тупайман.

Пулӑҫа малалла шыраҫҫӗ.

 

Политика

«Республикӑн пӗрлехи заказчик служби» хысна учрежденийӗн директорне Инна Пронинӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Асӑннӑ йышӑнӑва республика ертӳҫи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ.

Асӑннӑ хысна учрежденийӗ Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствине пӑхӑнать.

 

Страницӑсем: 1 ... 496, 497, 498, 499, 500, 501, 502, 503, 504, 505, [506], 507, 508, 509, 510, 511, 512, 513, 514, 515, 516, ... 3897
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑсталӑха пула эсир ку эрнере ушкӑнра чи кирлӗ ҫын. Ӗҫе улӑштарма е карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр. Тахҫанах палӑртнӑ плансене пурнӑҫлама тытӑнатӑр тӑк сирк ҫывӑх ҫынсен, ӗҫтешсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулӗ. Юратнӑ ҫын, тен, сирӗншӗн муза пулӗ. Эрех-сӑра ӗҫесрен пӑрӑнӑр, вӑхӑта хаваслӑ ирттермелли заведенисене сахалрах ҫӳрӗр.

Ҫу, 20

1843
182
Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ.
1889
136
Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ.
1895
130
Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
96
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1952
73
Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
2000
25
Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...