Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона

Паян ирхине РФ спорт мастерӗ, Олимп вӑййисен призерӗ Владимир Андреев пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 58 ҫулта пулнӑ.

Владимир Васильевич Елчӗк районӗнчи Яманчӳрелте ҫуралнӑ. Вӑл Европа чемпионачӗн пӑхӑр призерӗ, СССР тата Раҫҫей чемпионӗ, тӗнче чемпионачӗн кӗмӗл призерӗ, Европа тата тӗнче кубокӗсен ҫӗнтерӳҫи тата призерӗ пулнӑ.2000 ҫулта ҫуллахи Олимп вӑййисенче хӑвӑрт утса виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.

Владимир Андреевпа ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 10-11 сехетсенче Шупашкарта Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра сывпуллашӗҫ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округне Ҫӗмӗрле хулипе пӗрлештермелле-и? Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче иртнӗ пухура округ депутачӗсем ку пуҫарӑва ырламан. Хальхинче вара икӗ муниципалитета пӗрлештерессишӗн сасӑланӑ. Ҫавна май ҫывӑх вӑхӑтра халӑх итлевне ирттерме палӑртнӑ.

Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ирттернӗ тӳрӗ линире икӗ муниципалитета пӗрлештересси пирки акӑ мӗн каланӑ: «Манӑн шухӑшпа, халӑхшӑн улшӑнусем пулӗҫ. Паллах, пысӑк районӑн укҫа пысӑкрах. Пысӑк районта пысӑк проектсем пурнӑҫлама май пур. Ҫулсем те пӗр муниципалитетӑн пулӗҫ. Вӗсене пӑхса тӑма та ҫӑмӑлрах пулӗ».

 

Вӗренӳ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Красноармейски муниципаллӑ округӗнчи Трак вӑтам шкулӗнче вӗренекен Елизавета Семенова шкул ачисен хушшинче китай чӗлхипе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗнче призер пулнӑ. Пӗлтӗр вӑл пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫин ятне илтнӗ.

Елизавета китай чӗлхине чӑннипех те лайӑх пӗлнине кӑҫал та кӑтартнӑ. Хальхинче вӑл призер пулни ҫакна ҫирӗплетет.

Палӑртмалла: Елизавета Семенова китай чӗлхине пӗрремӗш ҫул вӗренмест, унпа тахҫанах интересленет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_372717
 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫнерникунчченех ҫумӑр ҫукалӗ. Ыран ҫумӑрпа пӗрле юр пӗрчисем те ӳккелӗҫ. Ҫӗрле каллех ҫумӑр ҫӑвӗ.

Унччен палӑртнӑ тӑрӑх, пирӗн пата эрнекун юр килмеллеччӗ. Анчах ку фронт Раҫҫейри ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ регионӗсене кайӗ. Пирӗн пата вара ӑшӑ килӗ.

Кӗҫнерникун ҫулла пекех пулӗ: 21-26 градус таран ӑшӑтӗ. Анчах ҫиллӗрех пулӗ.

Канмалли кунсенче сивӗрех, анчах уяр ҫанталӑк пулӗ. Шӑматкун ҫил лӑпланмӗ-ха, 16 градус ӑшӑ тӑрӗ. Вырсарникун темиҫе градус ӑшӑрах пулӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа пушӑн 1-мӗшӗччен Шупашкарти МТВра «Ҫӗрулми» курав иртни пирки, унта ҫынсем вӑрлӑх ҫӗрулми черет тӑрсах туянни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Ун чухне ЧР Ял хуҫалӑх министерстви ака уйӑхӗнче кунашкал курава тата ирттересси пирки пӗлтернӗччӗ.

Ведомство ярмӑрккӑсен расписанине хатӗрленӗ. Акан 19-мӗшӗнче Патӑрьелте «Булат» суту-илӳ центрӗнче, акан 20-21-мӗшӗсенче Канашра (Мускав урамӗ, 12-мӗш А ҫурт), акан 20-21-мӗшӗсенче Шупашкарти «Шупашкар» суту-илӳ комплексӗнче пулӗ. Комсомольскинче вара курав кашни кунах ӗҫлӗ (Промышленноҫ урамӗ, 8-мӗш ҫурт).

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mcx_chuvashia
 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти Патрис Лумумба урамӗнчи пӗр ҫуртран икӗ кӳме ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Иккӗшӗ те ҫав ҫуртрах пурӑнакан сусӑрӑн пулнӑ.

Йӗрке хуралҫисем вӑрра хӑвӑртах тупнӑ.

71 ҫулти хӗрарӑм айӑпне тӳрех йышӑннӑ, кӳмесене хуҫине тавӑрса панӑ.

Мӗн тума вӑрланӑ-ха вӑл вӗсене? Кинемей упӑшки пулнӑ арҫыншӑн тӑрӑшнӑ иккен. Лешӗ шӑммине хуҫнӑ хыҫҫӑн утайман. Суд пуличчен хӗрарӑмӑн тухса ҫӳреме юрамӗ.

 

Республикӑра
Наталья Борисова тунӑ сӑн
Наталья Борисова тунӑ сӑн

Ҫанталӑк ӑшӑ тӑрать, ҫу уйӑхӗнчи пекех. Юр хӑвӑрт ирӗлсе пӗтрӗ.

Чӑваш Енре хура ҫӗленсем вӑраннӑ ӗнтӗ. Вӗсене Наталья Борисова биолог Шупашкар хули хӗрринче, Пионерсен пӗви хӗрринче, ӳкерсе илнӗ.

Биолог пӗлтернӗ тӑрӑх, фотокамера объективне ахаль хура ҫӗленсем кӑна мар, меланистсем те лекнӗ.

Апла халь ҫутҫанталӑка канма тухсан, вӑрмана кайсан асӑрханмалла. Хура ҫӗлен наркӑмӑшлӑ шутланать.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шӑматкун, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти Рождественски урамӗнчи 8-мӗш ҫуртра пурӑнакансем пӑшалтан пенӗ сасса илтсен сисчӗвленнӗ. Кун пекки икӗ хутчен пулнӑ. Ҫынсем полици чӗннӗ.

Полицейскисем каҫхи шӑплӑха кам пӑшал сассипе татнине ҫийӗнчех тупса палӑртнӑ. Вӑл -45 ҫулти арҫын, ҫак ҫуртрах пурӑнаканскер. Хайхискер ӳсӗр пулнӑ, балконран пӑшал тытса пенӗ. Юрать-ха, пӑшалӗ «пушӑ» пулнӑ.

Пӑшала унран туртса илнӗ, ӑна экспертизӑна янӑ. Арҫынна явап тыттарӗҫ-и е ҫук-и - татса парӗҫ.

 

Культура
www.nbchr.ru
www.nbchr.ru

Степан Аслан чӑваш писателӗн «Ахрат» романне вырӑсла куҫарнӑ. Тӑлмачи — А. В. Асланина-Павлова.

Роман XIX ӗмӗр вӗҫӗнчи - XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш ялӗн пурнӑҫне ҫутатса парать. Кӗнекене Макарӑн биографийӗ евӗр йӗркеленӗ. Ача чухне вӑл выльӑх-чӗрлӗх пӑхать, ҫӑпата ҫыхнӑ, вунӑ ҫула ҫитнӗ ҫӗре тырӑ вырма вӗренсе ҫитет, вун иккӗ валли — сӳрелеме.

Ӗҫе мӗн пӗчӗкрен хӑнӑхнӑскер кайран та ӳрӗк пулса пурӑнать, таса чунлӑ пулса ӳсет.

 

Персона
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче Станислав Сатурӑн (Никоноровӑн) кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Автор ӑна «Иртни патне эп кӗтӗм ҫула май... Я к прошлому зашел на огонек...» тесе ят панӑ.

Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Галина Антонова пӗлтернӗ тӑрӑх, «кӗнекен пӗрремӗш пайне автор хӑй сӑмах ӑстисен произведенийӗсем ҫинчен ҫырнӑ литературӑпа критика статйисемпе рецензийӗсене, публицистика жанрӗпе тата тӗнчекурӑмпа ҫыхӑннӑ ӗҫӗсене кӗртнӗ, 4-мӗш стройтрестри 46-мӗш строительство управленийӗнчи комсомол организацине ертсе пынӑ чух хаҫат-журналта пичетленнӗ статйисемпе интервьюсем те пур».

Сӑмах май каласан, Станислав Сатур хӑйӗн пурнӑҫне Ҫеҫпӗл Мишшин кӗске кун-ҫулӗпе танлаштарса темӗн чухлӗ пӗрпеклӗх тупнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 505, 506, 507, 508, 509, 510, 511, 512, 513, 514, [515], 516, 517, 518, 519, 520, 521, 522, 523, 524, 525, ... 4122
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кӑштах хӑвартлӑха чакарса пӗччен пулас, тӗллевсем пирки шутлас килӗ. Шлати сасса итлесе тӗрӗс йышӑну тӑвӑр — кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр. Пулӑмсене ан васкатӑр — кашнин хайӗн вӑхӑчӗ.

Пуш, 23

1929
97
Чебоксаров Владимир Игнатьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1965
61
Кун Радомир, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1995
31
Рогачёв Яков Капитонович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...