Хулара
![]() Юрий Коновалов сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре крокус чечекленни пирки ҫак кунсенче хулари ҫынсем халӑх тетелӗнче тата тӗрлӗ формура ҫырма, сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарма тытӑнчӗҫ. Анчах илемпе киленме пур ҫын та пӗлмест иккен. Маргарита Красотина журналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чечексен пӗр пайне таптаса, теприне чечек ҫыххи валли тӑпӑлтарса пӗтернӗ. Унран та ытларах — авалхи кивӗ ҫуртсемпе паллаштаракан, оргкантӑкран хатӗрленӗ проектӑн пӗр секцине ватнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() chuv-krarm.3dn.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Марк Терентьев (Аттай) (1905-1942) ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнӗ. Марк Аттай хальхи Красноармейски районӗнчи Ҫӗньял Упи ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл — поэт, журналист. Унӑн пурнӑҫӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче татӑлнӑ. Марк Аттайӑн «Хӗрлӗ сӑнӑ» кӗнеки 1927 ҫулта кун ҫути курнӑ, «Ҫамрӑк хунав» ятли — 1932 ҫулта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ене тата тепӗр виҫӗ ФАП илсе килнӗ. Ҫапла, илсе килнӗ. Кунта сӑмах урапа ҫинчи фельдшерпа акушер пункчӗсем ҫинчен пырать. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тарӑх, хальхи вӑхӑтра кашни муниципалитетра пӗрер (пурӗ — 21) ФАП пур-ха. Медицина оборудованийӗ вырнаҫтарнӑ мобильлӗ ҫӗнӗ 3 комплекса Ҫӗрпӳ, Улатӑр тата Шупашкар районӗсенчи больницӑсене валеҫсе пынӑ. Асӑннӑ ФАПсем тухтӑрсене аякри ялсене ҫитсе тата хӑйсем тӗллӗн тухса ҫӳреймен ҫынсене йышӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Елена Нарпин страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем паян «Атӑлҫи халӑхӗсен паянхи литературинчи актуаллӑ ыйтӑвӗсем» ятлӑ наука секцийӗнче тухса калаҫнӑ. Аслӑ шкул пеподавателӗ Елена Нарпи халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑслӑлӑх ларӑвне Удмурт университечӗн вӗренекенӗсем те онлайн-мелпе хутшӑннӑ. Чӑваш патшалӑх университетне илсен, Атӑлҫи халӑхӗсен паянхи литературинчи ҫивӗч ыйтӑвӗсем пирки вырӑспа чӑваш филологийӗн тата журналистика факультечӗн 4 курс студенчӗсем хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тин ҫуралнӑ ачасене тӗрӗллӗ парне пама пуҫлӗҫ. Ӑна 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ ачасем тивӗҫӗҫ. Парне йышӗнче мӗн пулӗ-ха? ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫакна пӗлес тесе ыйтӑм ирттерет. Виҫӗ вариант сӗннӗ. Пӗрремӗшӗ: пододеяльник, тӗрленӗ алшӑлли, простынь, юмахсен кӗнеки. Иккӗмӗшӗ: ача утиялӗ, тӗрӗллӗ кипке, ахаль кипке. Виҫҫӗмӗшӗ: капюшонлӑ алшӑлли, чӗрне касмалли хачӑ, погремушка, прорезыватель, ӗмкӗчлӗ бутылка. Хальхи вӑхӑтра 1-мӗшӗшӗн ытларах сасӑ панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Тӑвай районӗнчи Кармал ялӗнче 39 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳрсе асӑрханмасӑр вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче вӑл 31 ҫулти арӑмӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Арҫын хӗрарӑма кӗвӗҫнӗ. Вӑл ӑна пуҫӗнчен, мӑйӗнчен нумай хутчен ҫапнӑ. Хӗрарӑм ҫавӑнтах вилнӗ. Следстви малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chgtrk.ru сайтри сӑн Паян ирхине «Шупашкар – Ҫӗрпӳ» маршрутпа ҫӳрекен водительсем забастовкӑна тухнӑ. Ӑна пассажирсем 125-мӗш номерпе пӗлеҫҫӗ. Ирхине автобуссем 50 минутран кӑна ҫӳрени забастовкӑпа ҫыхӑннӑ. Темиҫе водитель ӗҫе тухман. Мӗншӗн? Вӗсен кулленхи плана ӳстернӗ-мӗн, 5 пин тенке ҫитернӗ. 11 сехет те 6 минутра перевозчик лару-тӑрӑва уҫӑлматнӑ. Ҫав вӑхӑт тӗлне автобуссем яланхи пекех ҫӳреме пуҫланӑ. Перевозчик ӑнлантарнӑ тӑрӑх, водительсем пассажирсене билет паман, укҫана кассӑна хуман. Линире тӗрӗслев пулнӑ, ку вара водительсене килӗшмен. «Пассажирсен водительтен билет ыйтмалла», - тенӗ перевозчик. . Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Куславккари «Кайӑк вӗҫевӗ» ятлӑ вырӑн чылай ҫынна, туриста илӗртет. Унтан тавралӑх питӗ илемлӗ курӑнать, Атӑл вара алӑ тупанӗ ҫинчи пекех. Анчах ҫав вырӑнта чуччу кӑна пур. Куславкка район администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал унта ҫуллахи кафе пулӗ. Ӑна тума тытӑннӑ ӗнтӗ. Администрацин шухӑшӗпе, ҫав лапамра парковка валли вырӑн сахал. Ҫавӑнпа унта хушма вырӑнсем тӑвасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Гагарин кӗперӗ, чи аялти пайӗ, арканма пуҫланӑ. Тӳре-шара вырӑна ҫитсе тӗрӗсленӗ. Кӗпере тӗплӗн тӗрӗслеме палӑртнӑ. ЖКХ тата хула хӑтлӑхӗ тӗлӗшпе ӗҫлекен управлени директорӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ҫитес эрнере кӑна юсама пуҫлӗҫ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин каланӑ тӑрӑх, малтан Октябрь кӗперне юсама плана кӗртнӗ пулнӑ. Ун хыҫҫӑн кӑна – Гагарин кӗперне. Анчах 2025 ҫулти планра та Гагарин кӗперӗ ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи» пабликра «Халал пирӗн асӑмра» акци пуҫарнӑ. Асӑннӑ ҫӑлкуҫра хыпарланӑ тӑрӑх, акцие «аслӑ Вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевӑн ырӑ сӑнарӗпе пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлне уҫса парас, «Чӑваш халӑхне» панӑ халал сӑмахӗсене ӑша хывма, ӑнланма, яланах асра тытма пулӑшас тӗллевпе» йӗркеленӗ. «Ан сӳнтӗр Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр халалӗ!» — теҫҫӗ акцие пуҫарса янисем. Халала пӗччен, ушкӑнпа е ҫемьепе вуламалла. Тӗрлӗ ролик туса, ӑсталӑх класӗсем кӑтартса, эссе, сӑвӑсем ҫырса #Халалпирӗнасӑмра хэштегпа палӑртса маларах асӑннӑ ушкӑна сӗнме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Луутонен Йорма Калерво, чӑвашпа ҫармӑс чӗлхине танлаштарса тӗпчекен ҫуралнӑ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Леонид Никонорович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |