Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер 20 сехет 10 минутра Етӗрне районӗнчи Совхозный поселокӗ ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 18 ҫулти водитель транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та "Сканийӑпа" ҫапӑннӑ. Кун хыҫҫӑн ҫамрӑк водитель КамАЗ ҫине пырса кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтрах 38 ҫулти водитель "Опель" машинӑпа "Скания" ҫине пырса тӑрӑннӑ. 18 ҫулти каччӑ авари вырӑнӗнчех вилнӗ. "Опель" машинӑри 9 ҫулти ачан хырӑмӗ суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗччен ача-пӑча пултарулӑхӗн «Черчен чечексем» республикӑри фестиваль-конкурсӗ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗ йӗркелекен ҫав конкурса хутшӑнма кая юлман-ха. Конкурс виҫӗ тапхӑрпа иртӗ. Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен хуласемпе муниципалитет округӗсенчи культурӑпа кану учрежденийӗсенче вырӑнти ӑстасене суйласа илӗҫ. Унтан вӗсем республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗн али витӗр тухӗҫ. Ҫав тӗрӗслев ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен тытӑнса 22-мӗшӗччен пырӗ. Фестиваль-конкурсӑн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртӗ. Вӑл кун гала-концерт пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kukmor-rt.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫынсен ыйӑвӗсене тӳрӗ эфирта хуравланӑ чухне Элӗк районӗнчи пӗр хӗрарӑм Мӑн Этмен плотини ишӗлме пуҫлани, «Испухан — Мӑн Ямаш» ҫул япӑхни пирки пӗлтернӗ. Олег Николаев ҫирӗплетсе панӑ тӑрӑх, сметӑпа проект докуменчӗсене хатӗрлесе ҫитернӗ. Республика ертӳҫи ӗнентернӗ тӑрӑх, плотинӑна кӑҫал, ҫула ҫитес ҫул юсама палӑртнӑ. Плотинӑсене тӗрӗслес ӗҫе республикӑра 2020 ҫултах пуҫланӑ-мӗн. Нумайӑшӗн хуҫи ҫук. Халӗ ҫав кӑлтӑка пӗтерессипе ҫине тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() chuvbook.ru сайтри сӑн Чӑваш кӗнеке издательстви "Шупашкар. Чебоксары" открыткӑсен пуххине кӑларнӑ. Унта - 24 открытка. Кашнин ҫине Шупашкарти илемлӗ вырӑнсене суйласа сӑнланӑ. Вӗсем ҫинче Мускав ҫыранне, Шупашкарӑн тӗп урамӗсене, каҫхи хулана курма пулать. Открыткӑн пӗр енче хулари вырӑн пирки, сӑнӳкерчӗк авторне ҫырса кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн Пуш уйӑхӗнче, нарӑспа танлаштарсан, кӑшӑлвирусран 2 хут нумайрах ҫын вилнӗ. Нарӑсра 6 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, пуш уйӑхӗнче вара - 11 ҫыннӑн. Юлашки талӑкра 71 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. 57 ҫын сывалнӑ. 7 пациента пульницӑна вырттарнӑ. Иртнӗ талӑкра 1 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Пандеми пуҫланнӑранпа респуликӑра 4723 ҫын ҫак чире пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн сцена ӑсти — Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Александр Пӑртта 60 ҫул тултарать. Ҫавна май ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче культура учрежденийӗнче артистӑн юбилей каҫӗ иртӗ. Пулас артист, драматург тата ҫыравҫӑ Красноармейски районӗнчи Алманчӑ ялӗнче ҫуранӑ. Ярославль хулинчи театр училищинчи (аслӑ шкулти) актёр факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш пукане театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1990 ҫулта вӑл Ҫамрӑксен театрне куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Вӗренӳ институчӗн Рутубри видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ Рутубри хӑйӗн каналӗнче ачасене чӑвашла вӗрентмелли «Янӑра, чӑваш чӗлхи!» проекта малалла аталантарать. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсене тӗнче тетелӗнчи проект урлӑ чӑвашла вӗренме Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Оксана Ильина пулӑшать, тӗп шкулта вӗренекенсене — Шупашкарти 40-мӗш вӑтам шкул учителӗ Александр Степанов. Занятисем чӑваш чӗлхине вӗренме тин ҫеҫ пуҫланисемшӗн те, унччен илнӗ пӗлӗве ҫирӗплетес кӑмӑллисемшӗн те усӑллӑ пуласса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/oanikolaev каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Чувашская Республика», «Олег Николаев/Чувашия» ушкӑнсенче тӳрӗ эфир ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: вӑл 11 сехетре пуҫланнӑ. Анчах эфир вӑхӑтӗнче Интернет-ҫыхӑнура пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Уншӑн Олег Николаев Телеграмри хӑйӗн каналӗнче ҫынсенчен каҫару ыйтса ҫырнӑ май кӑлтӑк сӑтавне тишкерсе тивӗҫлӗ йышӑну тума шантарнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл телеверсие паян Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗн эфирӗнче 20 сехет те 30 минутра пӑхма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() "Контактри" сӑн Паян "Хыпар" Издательство ҫуртӗнче тухса тӑракан "Ҫамрӑксен хаҫачӗ" чӑваш поэзине кӑмӑллакансен конкурсне, "Поэзи баттлне", ирттернӗ. Кӑҫал ӑна ЧР профессионал писательсен союзӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта хутшӑнакансем чӑвашла сӑвӑсене илемлӗ вуласа тупӑшнӑ. Конкурсҫӑсен пултарулӑхне "Хыпар" ИҪ директорӗ-тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина, ЧР профессионал писательсен союзӗн ертӳҫи Ольга Куликова (Улькка Элмен), Альбина Юрату сӑвӑҫ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗн артистки Ирина Архипова хакланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ дипломне И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студентки Анастасия Сидорова тивӗҫнӗ. Писательсен союзӗн пайташӗ Мая Селендеева (Салампи) ятарлӑ парнене, "Поэзи баттлӗ" тесе ҫырнӑ торта, ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑвашлӑха упракан ҫемьесен «Несӗл эткерлӗхӗ» конкурсӗ пуҫланнӑ. Ӑна Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ ирттерет. Унта хутшӑнас тесен аслӑ ӑрури ҫынсем ачасене калаҫӑва хутшӑнтарнине кӑтартса паракан видеоролик хатӗрлемелле. Вӗсене ҫак номинацисенчен пӗринпе йӗркелеме май пур: «Манӑн вӗрентекен» (харпӑр хӑйӗн педагогӗ е ертӳҫи (наставникӗ) ҫинчен ӳкернӗ видеороликсем: кӑмӑллӑ аса илӳ, кӑсӑк ӗҫ, тав тӑву т.ыт.те.); «Туслӑ ҫемьере ҫитӗнни – телей» (аслӑ тата ҫамрӑк йӑхсен ӗҫне-хӗлне кӑтартнӑ май ачасен пуплевне аталантаракан ролик). Конкурса тӑратнӑ чӑвашла материал 5 минутран вӑрӑм ытла пулмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Луутонен Йорма Калерво, чӑвашпа ҫармӑс чӗлхине танлаштарса тӗпчекен ҫуралнӑ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Леонид Никонорович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |