Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнче пӗр арҫын пусӑран тухайман. Вӑл ӑна тасатас тесе 15 метр тарӑнӑшне аннӑ. Анчах ӑна тӑмлӑ пылчӑк ҫӑтма пуҫланӑ. Тусӗсем ӑна пулӑшма тӑрӑшнӑ-ха, анчах май килмен. Ҫапла вӗсем ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырнӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӗсем пусӑри арҫынна альпинист хатӗрӗсемпе туртса каларнӑ. Паллах, унта вӑл йӑлтах вараланса пӗтнӗ. Анчах пусӑран тухсан питӗ савӑннӑ, ҫӑлавҫӑсен тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи» ҫӗнӗ функционалпа пуянланнӑ — пуплевӗшсене сасӑлассипе. Ҫӗнӗ функционал Mozilla Common Voice евӗр ӗҫлет, тепӗр май каласан, унпа усӑ курса текстсене сасӑлама, сасса куҫарма пулать. Пуплевӗшсене сасӑпа ҫырасси мӗн валли кирлӗ-ха? Чи малтанах ку ӗҫ сасӑпа ҫырнине текста куҫарма кирлӗ. Мӗн чухлӗ ытларах тӗрлӗ сасӑ пуххи пур — ҫавӑн чухлӗ тӗрӗсрех текста уйӑрса илме май пур. Mozilla Common Voice сервисра 26 сехете яхӑн чӑвашла текст ҫырнӑ пулин те ку ҫителӗклех мар. 10 пин сехет ҫырса илсен кӑна ҫак ӗҫе пахалӑхлӑ тума май пур. Тепӗр енчен, аудиоматериалсем, текста ҫыхӑнтарнӑскерсем, сасӑллӑ синтезатор хатӗрлеме те кирлӗ. Тӗрлӗ ҫынсен сассисене уйӑрма тивнӗрен «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи» функционалпа усӑ курса пуплевӗшсене сасӑлас тесен регистраци урлӑ тухма тивет те. Тӗплӗнрех пӗлес тесен «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫери» «Сасӑла» пай патӗнчи «Функционал пирки» каҫӑпа куҫса пӗлме пулать. Mozilla Common Voice проектпа танлаштарсан пирӗн функционал сасӑлама сӗнекен пуплевӗшсене корпуса кӗртнӗ ҫӗнӗ текстсенчен илнипе кӑна уйрӑлса тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() "Тӑван ен" хаҫат сайтӗнчи сӑн ЧР Элтеперӗ Олег Николаев "Чӑваш Республикин халӑх учителӗ" ята ҫирӗплетнӗ. Хушӑва пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Халӗ Министрсен Кабинечӗн саккун проектне хатӗрлемелле. Ун хыҫҫӑн "Чӑваш Республикинчи патшалӑх наградисем ҫинчен" саккуна улшӑнусем кӗртмелле. Унтан ӑна Патшалӑх Канашӗ пӑхса тухӗ. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра "Чӑваш Республикинчи вӗренӳ тытӑмӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫчен" тата "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ" хисеплӗ ятсем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() gazeta-ch.ru сӑнӳкерчӗкӗ Куславккара пурӑнакан пӗр хӗрарӑма улталанасран банк ӗҫченӗсем тем пекех тытса чарма хӑтланнӑ. Ҫулланнӑ ҫав ҫын нумайӑшӗ ҫакланакан капкӑнах лекнӗ. Ун патне ултавҫӑсем шӑнкӑравласа банкра упракан укҫӑра ҫухатма пултаратӑр хӑратнӑ. Хӑйсемпе ҫав этемсем право хуралӗн тытӑмӗнче тата банкра ӗҫлекенсем тесе паллаштарнӑ. Укҫасӑр тӑрса юлас мар тесен вӗсем сӗннӗ пек тумалла тесе ӗнентернӗ. Сӑмах май каласан, счет ҫинчи 900 пин ытла тенке хӗрарӑм ют ҫынсене тӳрех куҫарса парайман — шанчӑксӑр операцие кредит учрежденийӗсем чарса лартнӑран хӗрарӑм пӗр банкоматран тепӗр ҫӗре ҫитнӗ, унтан кӳршӗллӗ региона тухса вӗҫтернӗ. Унта вӑл хӑйӗн туприне ҫичӗ ютсене куҫарса панӑ-панах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() «Новостоная барахолка» ушкӑнран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри спортсмен суккӑр ҫынсен пауэрлифтинг енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ. Никита Линик (сӑнӳкерчӗкре – сылтӑмра) – Шупашкарти Спортпа адаптаци шкулӗн воспитанникӗ, спорт мастерӗн кандидачӗ. Раҫҫей чемпионачӗ Челепир хулинче иртнӗ. Унта Никита ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗ. Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пултаруллӑ каччӑн тренерӗ — Александр Булатов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() ru.sputnik.kg сайтри сӑн Халӑхран пуҫтаракан сӗт хакӗ чакнӑ. Кун пирки ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет. Хальхи вӑхӑтра пӗр литр сӗте 18 тенкӗ те 80 пуспа пуҫаракансем пуррине палӑртнӑ. Ку, пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтпа танлаштарсан, 21 процент пӗчӗкрех. Савутсем пӗр литр сӗте 26,06 тенкӗпе йышӑнма пуҫланӑ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов лару-тӑрӑва тӗпчеме хушнӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр ҫынсем сӗт юр-варне сахалрах туяннине палӑртнӑ. Сӗт суса илесси вара пысӑкланнӑ: 2,2 тонна ытларах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине уявланӑ май логотип суйлассине пӗлтернӗччӗ. Пӗтӗмпе конкурса 76 ӗҫ килнӗ. Вӗсенчен 4-шӗ иккӗмӗш тапхӑра куҫнӑ. Вӗсенчен чи лайӑххине суйлӗҫ те. Пӗр ӗҫ Чӗмпӗр облаҫӗнчен пулнӑ. Ыттисем - пирӗн республикӑран. Конкурса ытларах шкул ачисемпе студентсем хутшӑннӑ. Чи лайӑх логотипа ҫитес эрнере суйлӗҫ. Ҫӗнтерӳҫе 100 пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Сӑрҫи" заповедникри фотокапкӑнсем хӑмӑр упана ӳкерсе илнӗ. Эппин, Чӑваш Енре ҫак тискер чӗрчунсем хӗл ыйхинчен вӑраннӑ. Фотокапкӑнсем упа вӑрманта апат шыранине ӳкернӗ. Ӑна ӑннӑ темелле - вӑл хӗлле вилнӗ чӗрчун виллине тупнӑ. Юлашки статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре 30 ытла хӑмӑр упа пурӑнать. Вӗсене республикӑри Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Юр ирӗлсе пӗтнӗпе пӗрех. Эппин, ейӗве пӗтӗмлетме вӑхӑт. Телее, кӑҫал ейӳ тапхӑрӗ пысӑк инкексемсӗр иртсе кайнӑ. Кӑҫал ҫурхи ҫанталӑк самай маларах килчӗ пулсан та лару-тӑру лӑпкӑ пулнӑ. Ҫапах уйрӑм хуҫалӑхсене шыв кӗни, юханшывсем пӗве урлӑ каҫса кайни пулнӑ. Паянхи кун юханшывсенче шыв шайӗ чакса пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Лана Прусакова фристайл енӗпе 9-мӗш хут Раҫҫей чемпионкт пулса тӑнӑ. Палӑртмалла, Лана 2018 ҫулта хӗллехи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ, 2019 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери хӗллехи Универсиадӑра ҫӗнтернӗ. Хальхинче Лана Прусакова "слоуп-стайл" дисциплинӑра ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ҫапла вӑл тупӑшӑвӑн юлашки кунӗнче палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Луутонен Йорма Калерво, чӑвашпа ҫармӑс чӗлхине танлаштарса тӗпчекен ҫуралнӑ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Леонид Никонорович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |