Политика
![]() cheboksary.sm.news сайтри сӑн Малашне ЧР Элтеперӗн ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен управленийӗ пулӗ. Ҫавна май Олег Николаев ЧР Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствин ятне улӑштарасси пирки хушу кӑларнӑ. Вӑл ЧР Вӗренӳ министерстви пулӗ. Ҫавӑн пекех "Авангард" вӗренӳпе методика центрӗ, Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсен центрӗ ҫӗнӗ управление пӑхӑнӗҫ. Хальлӗхе управление кам ертсе пырасси паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() cap.ru сайтри сӑн. Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов Чӑвашсен федераци наци культурин автономине малашне Леонид Черкесов мар, Раҫҫей Геройӗ, Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫынни Николай Гаврилов ертсе пырӗ. Ҫӗнӗ ҫынна Шупашкарта иртнӗ отчетпа суйлав съездӗнче палӑртнӑ. Леонид Черкесов автономие 2017 ҫултанпа ертсе пынӑ. Унччен ку должноҫра Геннадий Федоров пулнӑ. Палӑртмалла: Чӑваш Ен тулашӗнче 300 пин ытла чӑваш пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗнчи федераци округӗсенчи хӑйсем тӗллӗн вӗреннӗ пултарулӑх коллективӗсен фестиваль-конкурсӗн зонӑри иккӗмӗш тапхӑрӗ пысӑк гала-концертпа вӗҫленнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ «Йӑла-йӗрке» номинаципе иртнӗ, унта Раҫҫейӗн 9 регионӗнчи 14 коллектив хутшӑннӑ. Фестиваль-конкурсра 5 коллектива лауреат ятне панӑ. Сумлӑ ҫав йыша халӑх инструменчӗсен «Эревет» ансамблӗ (Шупашкар) те лекнӗ. Коллектив лауреат ятне тата «Культура» наци проекчӗн грантне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Наци библиотеки централизациленӗ майпа кӑҫал 6 млн тенкӗлӗх 11 пине яхӑн экземпляр кӗнеке туяннӑ, вӗсенче 82 библиотекӑна валеҫсе тухнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑмсем ялти 50 библиотекӑна, хулари 25 вулавӑша, ҫавӑн пекех Улатӑрти, Канашри, Куславккари, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Шупашкарти тӗп вулавӑшсене тата Чӑваш Енӗн Наци библиотекине лекнӗ. Вулавӑшсен кӗнеке фончӗ ҫапла майпа тӗрлӗ отрасль литературипе, словарьсемпе тата энциклопедисемпе, илемлӗ литературӑпа пуянланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта паянтан нумай хваттерлӗ ҫуртене ӑшӑ парса тӑма пӑрахӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин пӗлтернӗ, ҫавӑн ҫинчен калакан ятарлӑ йышӑнӑва алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ӑшӑ пама пӑрахнӑ хыҫҫӑн ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисем черетлӗ сезона хатӗрленме тытӑнӗҫ. Ҫавна май вӗри шыва вӑхӑтлӑха сӳнтерӗҫ. Вӗри шыва хӑш-пӗр ҫуртра ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑнах сӳнтерӗҫ, ятарлӑ графика хатӗрлесе хунӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкилти ача пахчинче агролаборатори уҫӑлнӑ. Ӑна ял хуҫалӑх производителӗ Сергей Илларионов пулӑшнипе пуҫарнӑ. Усламҫӑ сӗт туса илессипе ӗҫлет.Кунашкал лаборатори республикӑра пӗрремӗш хут уҫӑлнӑ. Агролабораторире ачасем ял хуҫалӑхӗпе паллашаҫҫӗ. Палӑртмалла: ку проекта республикӑри мӗнпур районти 150 ытла фермер, аграри хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Шӑмӑршӑ районӗнче вӑрман ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм алхасма пуҫланине 12 сехет те 46 минутра видеокамерӑсем тӑрӑх асӑрханӑ. Вырӑна тӳрех пушарнӑйсем ҫитнӗ. 14 сехет тӗлне пушара сӳнтернӗ. Ку ӗҫе 23 ҫын, 5 техника хутшӑннӑ. Ҫулӑм ҫур гектар ҫинче алхаснӑ. Палӑртмалла: республикӑра пушара хирӗҫ режим пулнине йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК сайтӗнчи сӑн Шупашкарта "Тутлӑ эрнекун" ярмӑрккӑ пӗрремӗш хут иртнӗ. Ҫичӗ фермер савутра ӗҫлекенсене тата хула ҫыннисене хӑйсен продукцийӗпе паллаштарнӑ. Кунашкал ярмӑрккӑсене ҫулталӑк тӑршшӗпех ирттерме пулать. Анчах хӑҫан иртесси пуҫарупа тухакан предприятирен килет. Ярмӑрккӑ унти лапамра иртет-ха та. Йӗркелӳҫӗ суту-илӳ речӗсене хатӗрлесе фермерсене чӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() moshenik.ru сайтри сӑн Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 53 ҫулти хӗрарӑм, шкулта вӗрентекенре ӗҫлекенскер, палламан ҫынна шанса укҫасӑр юлнӑ. Ун патне мессенджерта палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Унӑн ячӗпе такам кредит илесшӗн-мӗн. Хайхи арҫын хӗрарӑма дистанци мелӗпе пӑхса тӑма май пур приложени лартма сӗннӗ. Вӗрентекен мӗн каланине пурнӑҫланӑ та телефонпа пӗр хушӑ усӑ курман. Каҫхине хӗрарӑм кун пирки упӑшкине каласа панӑ. Лешӗ тӳрех ултавҫӑсем пирки шутласа илнӗ. Вӗсем счечӗсене тӗрӗсленӗ. Унтан 230 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Ҫитменнине, ултавҫӑсем хӗрарӑм ячӗпе 1700 тенкӗ кредит илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() lomonosovlo.ru сайтри сӑн Чӑваш Ен ҫыннисене вӑрмана кӗме чарасшӑн. Вӑхӑтлӑха кӑна. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви ҫынсене вӑрмана 3 эрнелӗхе кӗме чаракан хушу проектне хатӗрлет. Унпа килӗшӳллӗн, ҫу уйӑхӗн 2-23-мӗшӗсенче вӑрмана кӗме юрамӗ. Ку пушар тухас хӑрушлӑхпа ҫыхӑннӑ. Вӑрманпа ӗҫлекен ҫынсене кӑна пырса тивмӗ ку чару. Ҫавӑн пекех пурте усӑ куракан ҫулпа ҫӳреме чармӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |