Республикӑра
![]() 2022 ҫулта Чӑваш Енре 639 ҫын ятне, хушаматне е ашшӗн ятне улӑштарнӑ. Ку, виҫӗм ҫулхипе танлаштарсан, 17,2 процент ытларах. Кун пирки ЧР Юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби пӗлтерет. Ятне улӑштарнисен йышӗнче ытларах хӗрарӑмсем. Чылай чухне вӗсем хушаматне улӑштараҫҫӗ: качча кайнӑ чухне хӗр чухнехине хӑварнӑ та халӗ упӑшкинне илнӗ. Пӗлтӗр хушаматне 553 ҫын улӑштарнӑ. 15 ҫын вара ятне, хушаматне тата ашшӗн ятне урӑхла ҫыртарнӑ. 508 хӗрарӑм ятне улӑштарнӑ. Унашкал ятсен йышӗнче - Доминика, Мирра, Альяна, Арослан, Кассиопея, Апрель. Пӗлтӗр 131 арҫын ятне улӑштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() vk.com/tsur21 видеовӗнчен илнӗ скриншотпа усӑ курнӑ Коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем ӗҫлесе ҫитерейменни пирки ҫынсем тӗнче тетелӗнче тата Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ ҫийӗнчех пӗлтереҫӗ. Унта мӗн ҫырнисене Чӑваш Республикин Регион управленийӗн центрӗ сӑнаса тӑрать. Ҫул-йӗр ҫинчи лару-тӑру пирки Ҫӗнӗ ҫул умӗн 400 ытларах хутчен евитленӗ. Вӗсем пирки хула администрацине ҫийӗнчех пӗлтернӗ. Шупашкарта пурӑнакан Анастасия С., ав, сӑмахран, Бауман урамӗнчи чарӑнура картлашкана тасатса тӑманнишӗн кӑмӑлсӑрланнӑ. Татьяна М. вара 42-мӗш ача пахчипе 36-мӗш шкул хушшинчи Хевеш урамӗнчи тротурара тасатса тӑманни пирки систернӗ. Ҫынсем евитленине, Регион управленийӗн центрӗ ура ҫине тӑратнине кура коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем ҫак тата ытти кӑлтӑка ҫийӗнчех пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() t.me/vchuvashii сӑнӳкерчӗкӗ Паян Шупашкарта общежити ҫуннӑ. Вут-ҫулӑм Шевченко урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра тухнӑ. Инкек кӑнтӑр кунӗнче сиксе тухнӑ. Иккӗмӗш хутра вырнаҫнӑ хваттер хыпса илнӗ. Инкек сиксе тухсан ятарлӑ службӑсем 9 хутлӑ ҫуртран 26 ҫынна, ҫав шутра 10 ачана, эвакуациленӗ. 17 ҫынна тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Инкек вырӑнне тӗрлӗ служба ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ, ҫав шутра полиципе прокуратура таранах. Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() t.me/vchuvashii сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ене «6 кадров» (чӑв. 6 кадр) проектӑн ҫӑлтӑрӗсем килӗҫ. Телеграмри @вчувашиижить каналта хыпарланӑ тӑрӑх, Шупашкарта Эдуард Радзюкевич тата Галина Данилова пултарулӑхне курса киленме май килӗ. Ыран, кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, вӗсем «Опасный холостяк» спектакль кӑтартӗҫ. Афишӑна ӗненсен, спектакль кулӑшла тата кӗтмен финалпа палӑрса тӑрать. Спектакле курас тесен Ухсай ячӗллӗ культура керменне (вӑл Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 32-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) 19 сехете каймалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Телеграмри @enteshsem каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри тата тепӗр тӑрӑхра 2023 ҫула чӑвашла ёлкӑпа кӗтсе илнӗ. Телеграмри @enteshsem каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ун пек ёлкӑна Хӗрлӗ Чутайӗнчи шкулта вырнаҫтарнӑ. Маларах эпир Элӗк районӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ача пахчинче ӗҫлекенсем ёлкӑна чӑвашла капӑрлатни пирки хыпарланӑччӗ, унтан тата Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче ҫавӑн пек ёлка вырнаҫтарнине пӗлнӗччӗ. Чӑвашла теттесемпе илемлетнӗ ёлкӑсем ыттисенчен нимпе те кая мар. Унтан та ытларах — илемлӗрех те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/chuv_prok сӑнӳкерчӗкӗ Паян, кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ирхи 10 сехет те 15 минутра «Шупашкар–Сӑр» ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. «Kia Rio» ҫӑмӑл машина хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Ford Transit» микроавтобуспа ҫапӑннӑ. Асӑннӑ транспорт Красноармейскинчен Шупашкара 121-мӗш маршуртпа ҫӳрекенскер пулнӑ. Салонта 10 пассажир пулнӑ. Ҫӑмӑл машина рульне тытса пынӑ 1990 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм вилнӗ, инкеке лекнӗ тепӗр 9 ҫын аманнӑ. Ҫав шутра — ҫӑмӑл машинӑри 3-7 ҫулсенчи виҫӗ ача. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи тӗп пульницӑра пушар тухнӑ. Специалистсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пушар сӑлтавӗ — массаж пӳлӗмӗнчи стена ҫине ҫакмалли ӑшӑтмалли хатӗр юсавсӑр пулнинче. Вут-ҫулӑм ҫынсене шар кӑтартман. Ӑшӑтмалли хатӗр ҫунса кайнӑ тата массаж пӳлӗмӗнчи 1 тӑваткал метр лаптӑк сиенленнӗ. Пушар тухнӑ вырӑнтан пациентсене тепӗр уйрӑма куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян 17 сехет ҫурӑра Шупашкар районӗнче, Кӳкеҫре, авари пулнӑ. Телее, никам та вилмеллех суранланман. Анчах васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем 2 ҫулти ачана пульницӑна илсе кайнӑ. Авари ҫул ҫаврӑнӑшӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Рено Логан" светофор хӗрлӗ ҫутнӑ вӑхӑтра кайнӑ, "Тойота Рав 4" машинӑпа ҫапӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнченпе республикӑра ӑшӑ ҫанталӑк тӑчӗ. Нормӑран 3,5 градус ӑшӑрах пулнӑ. Пирӗн пата халӗ антициклон килет. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл уйӑх тӑршшӗпех тытӑнса тӑма пултарӗ. Сивӗ ҫанталӑк вӑрах вӑхӑт тӑни юлашки хутчен 2010 ҫулта пулнӑ. 2006 ҫулта чи сивӗ ҫанталӑк пулнӑ. Ун чухне Шупашкарта термометр 34,7 градус кӑтартнӑ. Кӑҫал ҫакнашкалах сивӗ пулма пултарӗ. Ҫанталӑк сивӗтни кӗҫӗрех туйӑнӗ. Ыран ҫӗрле 21-26 градус таран сивӗтӗ. Ҫиле пула тата сивӗрех пек туйӑнӗ. Ӑна пула канмалли кунсенче 35-40 градус таран сивӗ пек туйӑнӗ. Вырсарникун ҫӗрле Шупашкарта термометр 35 градус кӑтартӗ. Районсенче тата сивӗрех пулӗ. Тунтикун кӑнтӑрла 23-28 градус сивӗ тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Патӑрьел районӗнче пурӑнакан 52 ҫулти арҫын амӑшне хӗнесе вӗлернӗ. Пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн вырӑнти тӗпчевҫисем Ҫӗнӗ ҫул умӗн тӗпчесе пӗтернӗ. Тӑрӑн ялӗнче пурӑнакан арҫын пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи каҫхине ӳсӗр пулнӑ. Ватӑ амӑшӗпе вӑл верандӑра хирӗҫме тытӑннӑ. Ӑна малтан тӗксе янӑ, лешӗ персе ансан пуҫӗнчен хытӑ япалапа хӗнесе пӗтернӗ. Пуҫне суранлатнӑ ватӑ ҫын вилсе кайнӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ хыҫҫӑн суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |