Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри тухтӑрсем пӗчӗк виҫепе ҫуралнӑ пепкен пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӑл кӗркунне Президент перинаталь центрӗнче кун ҫути курнӑ. Ача 610 грамм тайнӑ, 32 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ.

Амӑшӗ ӑна 24-25 эрнере ҫуратнӑ. Пепке тӳрех реанимацие лекнӗ. Тухтӑрсем 2 уйӑх ытла унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ. Майӗпен ача хӑй тӗллӗн сывлама, ҫиме пуҫланӑ, ӳсме тата ӳт хушма тытӑннӑ. Каярахпа унӑн куҫне операци тунӑ.

Пепкене амӑшӗпе пӗрле 3 уйӑхран киле янӑ. Ун чухне ача 2600 грамм тайнӑ, 44 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ.

 

Республикӑра
lisa.ru сайтри сӑн
lisa.ru сайтри сӑн

Канашра пурӑнакан хӗрарӑм нумаях пулмасть 12-мӗш ачине ҫуратнӑ. Унӑн арҫын ача кун ҫути курнӑ. Кун пирки ЧР Юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби пӗлтерет.

ЗАГС ӗҫченӗсем нумай ачаллӑ амӑшне чун-чӗререн саламланӑ, пепкине сывӑ та телейлӗ ӳсме суннӑ.

Аса илтерер: 10 ача ҫуратнӑ хӗрарӑмсене «Амӑшӗ героиня» ята параҫҫӗ. Анчах ҫак ята илес тесен 10-мӗш ачин ҫулталӑк тултармалла.

 

РАШ
30

«Айбагар акаҫҫӗ васкаса...»
 Иван Саландаев | 30.12.2022 07:40 |

Кӑсӑклӑ Ял хуҫалӑхӗ

Журналист блокнотӗнчен

Аллӑма ҫӗтӗлсе пӗтнӗ кивӗ блокнот лекрӗ. «1977 ҫул»,— тесе ҫырнӑ малтанхи страницинче. Алфавитлӑ блокнот пулнӑ май, «А» сас палли тӗлӗнче «Айбагар» сӑмаха ҫырнине асӑрхарӑм.

Чим-ха, чим, ахальтен ҫырса хуман вӗт эпӗ ӑна, мӗнле те пулин кӑсӑклӑ япала пуль ӗнтӗ. Вара 34 ҫул каяллахи путишле ӗҫе кула-кула аса илтӗм.

...Редакцирен Чӑваш патшалӑх университетӗнчен практикантка килнӗ. Питӗ маттур хӗр, темиҫе лайӑх заметка ҫырса савӑнтарчӗ те ӗнтӗ.

— Уй-хир ӗҫӗсем ҫинчен ҫырас килет,— сӑпайлӑн кӑна сасӑ пачӗ студентка ирхинехи планеркӑра.

— Хирӗҫлеместӗп, — килӗшрӗ унпа редактор. — Акӑ паян Чаткас енне командировкӑна каймалла. Ҫула май сана Палтиел ... хӑварӗҫ.

Редакци машинине нихӑҫан та ахаль хӑваламан, пӗрре ... тухсан 3-4 колхоза ҫитме тӑрӑшнӑ. «Мир», «Искра», «Восход» колхозсен хирӗсем юнашарах та, виҫӗ корреспондент валли те ҫырмалли пур.

Ӗҫсене вӗҫлесе каялла киле таврӑнтӑмӑр. Пирӗн практикантка ҫав тери савӑнӑҫлӑ, хирте ӗҫлекенсем ҫинчен очерк е тӗрленчӗк ҫырасси ҫинчен пӗлтерчӗ.

Малалла...

 

Культура
www.chgign.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
www.chgign.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, чӑваш писателӗ, журналисчӗ. тӑлмачӗ Ҫӗпритун Шӑпчӑк (Спиридон Павлович Толмасов) (28.12.1897-25.11.1954) ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ.

Писатель-юморист 1897 ҫулхи декабрӗн 28-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Ҫӗрпелте ҫуралнӑ. Иртеменкассинчи икӗ класлӑ шкултан вӗренсе тухнӑ. 1913-1916 ҫулсенче Уравӑшри вулӑс кантурӗнче ҫыруҫӑ пулса ӗҫленӗ. 1916 ҫулта ӑна патша ҫарне илнӗ, империалистла вӑрҫа хутшӑннӑ. Граждан вӑрҫинче пулнӑ. Ҫарта фельдшер ӗҫне вӗреннӗ. Унтан таврӑнсан, учительте, вулӑсри ҫутӗҫ пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Хаҫат-журналпа ҫыхӑну тытма пикеннӗ. Вӑл ҫырнисем час-часах пичетленме пуҫланӑ. Малтанхи сӑвви 1923 ҫулта «Канаш» хаҫатра тухнӑ. 1927 ҫулта хастарлӑ ялкора ҫав хаҫат редакцине ӗҫлеме чӗнсе илнӗ. Унта литсотрудник, пай пуҫлӑхӗ, яваплӑ секретарь пулнӑ. 1935 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Чутай район хаҫачӗн редакторӗ пулма куҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgign.ru/a/news/5015.html
 

Культура
www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Нумаях пулмасть Антонина Мордвинова ӳнерҫӗн «Будущее не спешило ко мне... Художник Анатолий Миттов» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.

Кӗнеке содержанине ятӗнченех тавҫӑрма пулать. Чӑваш Енри паллӑ искусствовед кӑларӑма Анатолий Миттов художник ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ чӑваш художникӗ — чӑваш ӳнерӗн ылтӑн фондне кӗме тивӗҫ произведенисен авторӗ. Пултарулӑх ӗмӗрӗ кӗске килсе тухнӑ пулин те вӑл хӑйӗн хыҫҫӑн тарӑн йӗр хӑвармалӑх пӗлтерӗшлӗ ӗҫ туса хӑварнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgign.ru/a/news/5009.html
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ ҫул умӗн хӗрлӗ хӑю касса тӗрлӗ объект уҫасси — тахҫантанпах пыракан йӑла-йӗрке. Раштавӑн 28-мӗшӗнче ҫавӑн пек майпа Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери культура ҫуртне уҫнӑ. Унччен пӗр кун маларах Комсомольки районӗнчи Тукай ялӗнче ун пек учреждение хута янӑ.

Пучинкерине уҫма республика хыснинчен 44757,74 пин тенкӗ уйӑрнӑ, оборудованипе тивӗҫтерме – 4028,75 пин. Ялти клубра компьютер та; сасӑ, ҫутӑ, музыка оборудованийӗ те пур. Куракансем валли, паллах, — хӑтлӑ зал, меллӗ сӗтел-пукан.

 

Культура
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри пикесем Мускавра раштав уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче иртнӗ вокал конкурсӗнче палӑрнӑ.

«ЛУЧШИЙ ГОЛОС ЗЕМЛИ» (чӑв. Ҫӗр ҫинчи чи лайӑх сасӑ) пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртет. Ӑна 18 ҫула ҫитмен ачасем валли йӗркелеҫҫӗ.

Конкурса Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче эстрадӑри музыка ӳнерӗн уйрӑмӗнче вӗренекен Мария Лукинова тата Юлия Каплина та хутшӑннӑ. Юлия Каплина II степеньлӗ лауреат дипломне тивӗҫнӗ, Мария Лукинова – III степеньлӗ лауреат дипломне.

 

Хулара
"Лиза Алерт" сайтри сӑн
"Лиза Алерт" сайтри сӑн

Шупашкарта тӑваттӑмӗш кун ӗнтӗ 16 ҫулти Митрофанова Вера Витальевнӑна шыраҫҫӗ. Вӑл раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнченпе килте пулман.

Вера 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ. Ҫав кун сӑрӑ куртка, хура шӑлавар, хура пушмак, сӑрӑ калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле кӗрен кутамкка илнӗ.

Вера Митрофанова пирки мӗн те пулин пӗлсен ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52, 112 е 89276667768.

 

Хулара
ҪҪХПИ архивӗнчи видео скринӗ
ҪҪХПИ архивӗнчи видео скринӗ

Паян, раштавӑн 29-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет ҫурӑра Шупашкарти Калинин тата Радонежский урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта 15 ҫулти хӗрачана машина ҫапса кайнӑ. Вӑл ун чухне ҫул урлӑ каҫнӑ.

Хӗрача "зебра" урлӑ утнӑ вӑхӑтра ун ҫине "Лада Гранта" пырса кӗнӗ. Унӑн пӗҫҫи суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/84113
 

Пӑтӑрмахсем
103news.com сӑнӳкерчӗкӗ
103news.com сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер Шупашкар районӗнче 51 ҫулти хӗрарӑм пушарта шар курнӑ. Ӑна Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем пулӑшнӑ.

Вут-ҫулӑм Кивҫурткасси ялӗнче алхасма тытӑннӑ. Маларах асӑннӑ хӗрарӑм инкекре пиҫсе кайнӑ. Унӑн ӳчӗн 20 проценчӗ таран шар курнӑ. Вӑл хӑнана пынӑскер пулнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пушар пирус туртнӑ чух асӑрханманран тухма пултарнӑ. Инкек вӑхӑтӗнче кил хуҫи арҫынни килте пуман.

Кӑҫал пирӗн республикӑра 1493 хутчен пушар тухнӑ. Инкекре 70 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 87-ӗн суранланнӑ. 182 ҫынна пулӑшма май килнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 663, 664, 665, 666, 667, 668, 669, 670, 671, 672, [673], 674, 675, 676, 677, 678, 679, 680, 681, 682, 683, ... 3900
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑсталӑха пула эсир ку эрнере ушкӑнра чи кирлӗ ҫын. Ӗҫе улӑштарма е карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр. Тахҫанах палӑртнӑ плансене пурнӑҫлама тытӑнатӑр тӑк сирк ҫывӑх ҫынсен, ӗҫтешсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулӗ. Юратнӑ ҫын, тен, сирӗншӗн муза пулӗ. Эрех-сӑра ӗҫесрен пӑрӑнӑр, вӑхӑта хаваслӑ ирттермелли заведенисене сахалрах ҫӳрӗр.

Ҫу, 24

1887
138
Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1966
59
Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...