Ҫул-йӗр
![]() Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакансем "Йӗпреҫ - Березовка" ҫула пӳлсе лартнӑ. Мӗншӗн тесен халӑх чӑтса ывӑннӑ: М-12 трассӑна тунӑ ҫӗрте ӗҫлекен йывӑр тиевлӗ машинӑсем ӑна пӑсса пӗтернӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, кӗҫех ҫӑмӑл машинӑсем кӗрсе ҫӳрейми пулӗҫ. Унччен ку ҫула юпа уйӑхӗн варриччен юсаса пама шантарнӑ. Анчах халӗ ҫулталӑк вӗҫӗччен ҫеҫ теҫҫӗ. Халӑх ҫула пӳлнӗ хыҫҫӑн подрядчике предписани панӑ, унта гейдер илсе килнӗ. Подрядчикӑн халӗ ҫул ҫине вӗтӗ чул сармалла. Ҫак участока М-12 трассӑна туса пӗтерсен тин тӗплӗ юсӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарти пӗр фирмӑра ӗҫлекен программист ултавҫӑсен аллине лекессе шутламан та ахӑртнех. Ара, вӑл ултав мелӗсем пирки лайӑх пӗлнӗ, ку енӗпе инструктаж витӗр те тухнӑ. Анчах ултавҫӑсем ӗлӗкхи схемӑпах усӑ курнӑ. Арҫын вара серепене ҫакланнӑ. Палламан ҫын ӑна такам ун ячӗпе кедит илме хӑтланнине каланӑ. Хайхискер ҫак ҫыннӑн ятне-шывне, ытти даннӑя пӗлтернӗ. Ҫакна пулах арҫын вӗсене ӗненнӗ. Малтанах ун ячӗпе кредит ан илччӗр тесе тӑрӑшнӑ та 300 пин тенкӗ ҫухатнӑ. Унтан ӑна ҫав палламан ҫын «ултавҫӑсене» тытса чарма, «вӑрттӑн операци» тума сӗннӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл 7 миллион тенкӗ кредит илнӗ, укҫана ҫийӗнчех такамӑн счечӗ ҫине куҫарнӑ. Ҫапла хӑтлансан тин арҫын банка шӑнкӑравласа ыйтма ӑс ҫитернӗ. Ӑна улталанӑ иккен… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() smartik.ru сӑнӳкерчӗкӗ Йӗпреҫ районӗнчи пӗр мӑшӑр ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторне сӗтев пама хӑтланнӑ. Анчах вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ирхи 6 сехет те 30 минутра Йӗпреҫ районӗнче 64 ҫулти водителе ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем чарнӑ. Хӗрӗнкӗ водителӗн явап тытас килмен. Арӑмӗпе калаҫса татӑлса вӑл унран 10 пин тенкӗ илнӗ, укҫана пакунлине пама хӑтланнӑ. Мӑшӑр тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() yamash-ds.edusite.ru сайтран илнӗ скриншот Канаш районӗнчи Ямашри «Буратино» ача пахчи заведующине суд тӑвӗҫ. Хӗрарӑма ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Заведующи тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш стайин 3-мӗш пайӗпе тата 292-мӗш статьян 2-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Хӗрарӑм 2015 ҫулхи ака уйӑхӗнчен тытӑнса 2022 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен ӗҫ табелӗнче хӑйӗн ывӑлӗ ача пахчине юсассипе тата ӑна тытса тӑрассипе тар тӑкнӑ евӗр кӑтартса пынӑ. Ҫавна май вӑл ывӑлне 600 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Ҫав вӑхӑтрах арҫын унта ӗҫлемен. Пӑтӑрмаха прокуратура тупса палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вырсарникун Шупашкарти икӗ ҫуртри подъездра пушар алхаснӑ. Хулан кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи Яноушек урамӗнчи 1-мӗш ҫуртра пурӑнакан пӗр ҫын подъездра хут курупкасем упранӑ. Ҫавсене такам чӗртсе янӑ. Пушара курсан ҫынсем ҫӑлавҫӑсем патне тӳрех шӑнкӑравланӑ. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем инкек вырӑнне 7 минутран пырса ҫитнӗ. Шупашкарти Университет урамӗнчи 23-мӗш ҫуртра хӑмаран ҫапса тунӑ кладовка ҫунма тытӑннӑ. Пушар пирус тӗпне сӳнтермесӗр пӑрахнипе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/gibdd121 сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарти Айзман урамӗнче мопедпа пыракан ҫын инкеке лекнӗ. 17 сехет те 45 минутра вӑл, Алькешра вырнаҫнӑ «Георгий» кафе енне пынӑ чухне, малта пыракан «VW Polo» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ те персе аннӑ. Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн иснпекцийӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, мопедист пуҫне шлем та тӑхӑнман. Инкекре арҫын вилмеллех аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Мускавра иртекен «Ылтӑн курав» гастрофестивале чӑвашсем те хутшӑнӗҫ. Пӗтӗмпе курава ҫӗршывӑн 58 регионӗнчи 300 ытла производитель пуҫтарӑнӗ. Гастрофестиваль ВДНХра юпа уйӑхӗн 5-9-мӗшӗсенче иртӗ. Чӑваш Енрен унта Ольга Кошелева сыр ӑсти те хутшӑнӗ. Пӗр-ик уйӑх каялла вӑл «Раҫҫейри чи лайӑх сыр – 2022» конкурса ҫӗнтернӗ. Регионӑн сентри ҫинче качака тата ӗне сӗтӗнчен ӑсталанӑ 20 тӗрлӗ ытла сыр вырӑн тупӗ. Унсӑр пуҫне — Етӗрнери аш-какай комбиначӗн шӑрттанӗ; «Сырьёзная компания» ҫемье производствинче туса кӑларакан улма-ҫырла чипсӗ тата ытти пылак апат-ҫимӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Чӑвашлӑх
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче). Вуннӑмӗш ӗмӗрте пирӗн мӑн асаттесем — пӑлхарсем патне арабсен Багдатри халифӗн элчисем килнӗ. Вӗсен хушшинче Ахмед ибн-Фадлан ятлӑ ҫыруҫӑ та пулнӑ. Вӑл пӑлхарсем ҫав вӑхӑтра мӗнле пурӑннине, вӗсен патшипе тӗл пулнине тӗплӗ ҫырса кӑтартать. Ҫакӑн ҫинченех тата тепӗр араб ҫулҫӳревҫи Ибн-Русте те ҫырать: «Пӑлхарсем — ҫӗр ӗҫлесе пурӑнакан халӑх, вӗсем тулӑ, урпа тата вир йышши тӗрлӗ тырпул акса тӑваҫҫӗ», — тет вӑл. Тепӗр ҫӗрте пӑлхар патши Алмуш ятлӑ пулнине ҫырать. Алмуш, терӗмӗр-ха эпир. Анчах та ҫав пӑлхар патшин ячӗ чӑннипе мӗнле пулнӑ-ши?.. Ҫав араб ҫулҫӳревҫисен текстне авалхи ҫырулӑхсене пӗлекен тӗрле тӗпчевҫӗсем, тӗрлӗрен вулаҫҫӗ иккен. X. М. Френ ятлӑ тӗпчевҫӗ Ахмед ибн-Фадлан ҫырнине Йакут «Словарӗ» тӑрӑх вуланӑ чухне пӑлхар патши ятне Алмус тесе палӑртать. |
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Лапсар ял тӑрӑхӗнче ҫӳп-ҫап купи пулнине кӑҫал ҫу уйӑхӗнче асӑрханӑ. Унта строительство ҫӳп-ҫапӗ купаланса выртнӑ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 120 тӑваткал метр лаптӑка йышӑннӑ. Ҫӗрӗ вара ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ. Ведомство Шупашкар район администрацине кун тӗлӗшпе асӑрхаттарнӑ. Авӑн уйӑхӗнче свалкӑна тасатнӑ, ҫӗр лаптӑкне усӑ курма юрӑхлӑ тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсем кӗркунне ҫитсен кӑмпана ҫӳреме юратаҫҫӗ. Анчах вӑрмана кӗрсен вӗсем ҫухалса каяҫҫӗ. Первомайски посёлокӗнче пурӑнакан арҫын, ав, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тӑр кӑнтӑрла вӑрмана тухса кайнӑ, анчах вӑл унта ҫӗтсе кайнӑ. Пӑтӑрмах пирки Шупашкар районӗнчи йӗрке хуралҫисене каҫхи пилӗк сехетсенче хыпарланӑ. 69 ҫулти арҫын ҫухални пирки хайхи тусӗ хыпарланӑ. Арҫынна ҫӑлавҫӑсемпе нимеҫӗсем, йӗрке хуралҫисем икӗ сехет ытла шыранӑ хыҫҫӑн вӑйран кайнӑ ватта шыраса тупнӑ. Ҫав кунах вӑрманта 68 ҫулти хӗрарӑм ҫухалса кайнӑ. Ӑна та ҫӑлавҫӑсемпе нимеҫӗсем шыраса тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |