Кӳршӗре
![]() suvargazeta.ru сайтри сӑн Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче Пыл сӑпасӗн фестивальне ирттерӗҫ. Унта хӑнасене ҫӗршыври регионсенчен кӑна мар, СССР йышӗнче пулнӑ республикӑсенчен те кӗтеҫҫӗ. Уяв ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртӗ. Пӗтӗм расхута «Звениговский» аш-какай комбиначӗн хуҫи Иван Казанков хӑйӗн ҫине илӗ. Уявра дегустацисем, куравсем, концертсем, конкурссем, ӑсталӑх класӗсем пулӗҫ. Аса илтерер: Сиктӗрме-Хусанкайра нумаях пулмасть чӑвашсем «Уява» пухӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Малашне амӑшӗн капителӗн укҫипе харпӑр усламӑҫем уҫнӑ шкул умӗнхи вӗренӳ организацийӗшӗн те тӳлеме май пулӗ. Ку хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Анчах ҫав вӗренӳ организацийӗн ку енӗпе ӗҫлеме ирӗк паракан лицензи пулмалла. Аса илтерер: капитал укҫипе ҫурт-йӗр туянма, ачана вӗрентме, сусӑр шӑпӑрлан реабилитаци тухнӑшӑн тӳлеме юрать. Ҫавӑн пекех амӑшӗ нухрата пенсие яма, иккӗмӗш ачи 3 ҫул тултариччен капиталти укҫана уйӑхсерен илсе тӑма пултарать. Сӑмах май, пӗрремӗш ача ҫуралнашӑн – 524,5 пин, иккӗмӗшӗшӗн 693,1 пин тенкӗ параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() aerocheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен Ҫурҫӗре самолётсем вӗҫме тытӑнассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: «ЮВТ-Аэро» акционерсен обществи «Шупашкар-Сургут» авиамаршрута ҫирӗплетнӗ. Асӑннӑ маршрутпа самолётсем ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен вӗҫӗҫ тенӗччӗ. Анчах нумаях пулмасть Шупашкарти аэропорт урӑхларах пӗлтернӗ: самолётсем ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен ҫула тухӗҫ. «Bombardier» самолётсем Шупашкартан Сургута кӗҫнерникунсерен тата шӑматкунсерен хутлӗҫ. Пирӗн патран самолёт 18 сехет те 25 минутра вӗҫсе кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() aerocheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тӗнчери тата ҫӗршыври лару-тӑрӑва пула Шупашкартан самолётсем кӑҫал кӑнтӑрти хӑш-пӗр хулана вӗҫме чарӑннӑ. Вӑл списокра — Симферополь, Краснодар, Минеральные Воды хулисем. Апла пулин те халӑх самолётпа вӗҫме юратать. Кӑҫалхи ултӑ уйӑхра Шупашкарти аэропорт урлӑ 200 пине яхӑн пассажир ҫула тухнӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенчинчен асӑннӑ кӑтарту 2 процент нумайрах. Аэропорта юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн аэропорт сехетре 200 пассажира йышӑнма пултарӗ, ҫавна май ҫулталӑкра – 500 пин ытла ҫынна. Ку цифрӑна республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Степанов палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Таисия Ташней сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен пики Виктория Максимова Раҫҫейӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен чемпионатӗнче ылтӑн медале тивӗҫрӗ. 200 метра чупассипе паян ӑмӑртрӗҫ. 18 ҫулти хӗр – В. Егорова ячӗллӗ 1-мӗш Олимп резервӗн спорт шкулӗн спортсменки. Нарӑс уйӑхӗнче вӑл Раҫҫей шайӗнчи ӑмартура 200 метра чупассипе Чӑваш Ен рекордне ҫӗнетнӗччӗ. Ун чухне вӑл 200 метра 23,73 ҫеккунт чупнӑ. Асӑннӑ инҫӗше вӑл паян 23,13 ҫеккунтра чупса тухрӗ. |
Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев утӑ уйӑхӗнчи танлаштарӑмра 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫакна тӗнче тетелӗнчи запроссен йышӗпе палӑртнӑ. Олег Николаев PravdaSerm хатӗрленӗ танлаштарӑмра пӗрремӗш хут ҫакнашкал вырӑн йышӑннӑ. Пӗрремӗш вырӑнта – Сарӑту облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ. Вӑл 94 балл пухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Тамбов облаҫӗн ертӳҫи (93 балл). Ун хыҫҫӑн Калуга облаҫӗн, Чӑваш Енӗн тата Мари Элӗн ертӳҫисем йӗркесене йышӑннӑ. Олег Алексеевич танлаштарӑмра 91 балл пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫамрӑк арҫынна 6 ҫулти хӗрача ҫумне ҫулӑхнӑ тесе тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем ҫав этем ытти чух та ҫавӑн пек хӑтланса ҫӳремен-ши тесе шанмаҫҫӗ. Арҫын усал ӗҫ тунӑран шар курнисене пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 6 ҫулти хӗрача хӑйӗн килӗнчен инҫе мар скверта выляса ҫӳренӗ. Ҫавӑн чухне ӑна ют арҫын тӗмсем хушшине астарса чӗннӗ. Унта вӑл ача ҫумне ҫулӑхнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() https://fom.ru/Kultura-i-dosug сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫейре пурӑнакансенчен иккӗ-виҫҫӗмӗш пайӗ ют ҫӗршывсенче пачах та пулса курман. Ҫакна «Общественное мнение» (чӑв. Халӑх шухӑшӗ) фонд ыйтӑмӗ кӑтартса панӑ. Ыйтӑма фонд сайтӗнче йӗркеленӗ, унта 18 ҫултан аслӑраххисем пурӗ 1,5 пин респондент хутшӑннӑ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 59 проценчӗ чикӗ леш енче пулса курман. Тепӗр 9 проценчӗ ют ҫӗршыва канма 10 ҫул каярах кайнӑ. Чикӗ леш енне кайнӑранпа ҫулталӑк та ҫитменнисен хисепӗ — 2 процент. 1 ҫултан пуҫласа 3 ҫулччен кайнисен тата 5 ҫултн пуҫласа 10 ҫулччен маларах кайнисен хисепӗ — 6-шар процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() journ.chuvsu.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин таиа массӑллӑ коммуникацисен министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Паян, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, министр ҫумне Юлия Стройковӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Документа республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Юлия Стройкова министр заместителӗн пуканне 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче йышӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнченпе Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран пӗр ҫын та вилмен. Стопкоронавирус.рф пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки талӑкра вара республикӑри 1 ҫыннӑн ҫак инфекцие пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Пӗтӗмпе утӑ уйӑхӗнче 3 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ, ҫӗртмере – 13. Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 4654 ҫын ҫак чирпе нушаланса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Иртнӗ талӑкра 54 ҫын сывалнӑ, 15 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Ку таранччен 82,4 пин ытла чирленӗ. Вӗсенчен 77,3 пинӗшӗ сывалнӑ. Ку 93,8 процентпа танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.10.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Уйӑп Мишши, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юшков Сергей Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванова Любовь Филипповна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Решетов Юрий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ, баянист ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьева Валентина Ивановна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |