
Чрваш Енре пурӑнакан Мария Рытова 102 ҫул тултарнӑ.
Вӑл Канаш районӗнчи Шаккӑл ялӗнчӗ ҫуралса ӳснӗ. Ҫамрӑклӑхӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче иртнӗ: Мария Петровна окоп чавнӑ, вӑрман каснӑ, Хусан чукун ҫулне тунӑ ҫӗрте йывӑр чулсем турттарнӑ.
1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӑна фронтран таврӑннӑ Иван Рытов асӑрханӑ, кӗҫех ҫамрӑксес ҫемье ҫавӑрнӑ. Мария Петровнӑпа Иван Кузьмич 6 ача ӳстернӗ.
Халӗ кинемейӗн – 11 мӑнук. Тата кӗҫӗн мӑнукӗсемпе вӗсен ачисем пур.

Муркаш округӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире 2 ҫын вилнӗ.
Ку хӑрушӑ авари ӗнер 10:50 сехетре пулнӑ. ВАЗ-2104 ҫул хӗрринчен тухса ҫаврӑнма тӑнӑ та КамАЗпа ҫапӑннӑ.
Ҫӑмӑл машина, водителӗ, 1950 ҫулта ҫуралнӑ арҫын, тата унӑн 1954 ҫулта ҫуралнӑ йӑмӑкӗ вырӑнтах вилнӗ.

Элӗк округӗнче 76 ҫулти хӗрарӑм ҫухалнӑ. Ӑна «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ.
Димитриева (Дмитриева) Маргарита Петровна Шуркасси ялӗнче пурӑнать. Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вӑл килтен кайнӑ та таврӑнман. Тӑванӗсем вӑл ӑҫталла ҫул тытнине пӗлмеҫҫӗ. Вӑл ӑс-тӑн арпашӑннипе аптӑрама пултарать.
Ӑна куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр) е 89876687081 (шырав инфоргӗ Виктория (Искрич).

Ҫӗмӗрлери комплекслӑ центр «Мобильлӗ вулавӑш» проекта пурнӑҫлама тытӑннӑ. Ӑна аслӑ ӳсӗмри вулакансене пулӑшас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Проектпа килӗшӳллӗн, кӗнекесене ватӑ ҫынсене килех пырса каяҫҫӗ. Килтен тухса ҫӳрейменнисем патне те кӗнекесем йӑтса пыраҫҫӗ. Паллах, вӗсем куншӑн савӑнаҫҫӗ.
Татьяна Егоровна та ав хӗпӗртет. Вӑл кӗнеке тата тӗн литературине вулама юратать. Халӗ ӑна кӗнекесене килех пырса параҫҫӗ.

Улатӑр округӗн хисеплӗ гражданинӗ Мария Чеписова ҫак кунсенче 100 ҫул тултарнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ чухне вӑл 16-ра пулнӑ, алла катмакпа кӗреҫе тытса Сӑр ҫывӑхӗнче аслисемпе тан окоп чавнӑ.
«Нимӗҫсем килесрен хӑрушӑччӗ, ҫавӑнпа сывлӑш ҫавӑрса илмесӗр ӗҫленӗ. Унта пӗтӗм класӗпе ӗҫленӗ эпир, шӑнса та хытнӑ, апат та ҫиес килнӗ, анчах аттесем фронтра пулнине, вӗсене пулӑшмаллине ӑнланнӑ», - ҫапла аса илет ҫав вӑхӑта пӗр ӗмӗре парӑнтарнӑ кинемей.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Мария Чеписова райздравра акушерство енӗпе инструкторта ӗҫленӗ. Кайран санэпидемстанцире 38 ҫул вӑй хунӑ.

Ӗнер Шупашкар ҫывӑхӗнче Вӑрнар ҫулӗ ҫинче 85 ҫулти старике машина ҫапса кайнӑ.
Ватӑ арҫын «Мебельщик» чарӑну патӗнче «зебрӑпа» ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ун ҫине «Хендай» пырса кӗнӗ. Старике тӳрех пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах, шел те, тухтӑрсем темле тӑрӑшсан та унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман.
Ҫакӑ паллӑ: водитель ӳсӗр пулман. Вӑл руль умӗнче 25 ҫул ытла ларать.

Шупашкарта тивӗҫлӗ канури ҫынсем ирхи 3-ре ФСБ пулнӑ ҫурт патне ҫитсе тӑрсан тин ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ.
Ҫак кунсенче 73 ҫулти хӗрарӑм патне хӑйӗнпе «ФСБ ӗҫченӗ» тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл анлӑ сарӑлнӑ схемӑпа усӑ курса унӑн укҫине вӑрлама тӑнӑ. Хӗрарӑм ӑна ӗненсе счечӗ ҫинчен 3 млн ытла тенкине илнӗ, укҫана ҫав ҫынна пама хатӗрленнӗ.
Анчах чӑтайман, лешсем никама та калама юрамасть тесен те кун пирки упӑшкине каласа кӑтартнӑ. Кун хыҫҫӑн вӗсем иккӗшӗ ирхи 3-ре ФСБ пулнӑ ҫурт патне кайнӑ, анчах вӑл хупӑ пулнӑ. Ҫавӑн чухне тин упӑшки ултавҫӑсен серепине лекнине ӑнланнӑ.

Суд пулнӑ хыҫҫӑн Шупашкарта пуранакан ватӑ мӑшӑрӑн хваттерти ӑпӑр-тапӑра урама кӑларса ывӑтма тивнӗ. Унсӑрӑн, суд йышӑнӑвне пурнӑҫламасан, вӗсене муниципалитет хваттерӗнчен кӑларса яма пултарнӑ.
Иван Яковлев проспектӗнчи 5 хутлӑ ҫуртри икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте ӑпӑр-тапӑр, ҫӳп-ҫап туп-тулли пулнӑ. Ватӑ мӑшӑр вӗсене ҫӳп-ҫап контейнерӗнчен сӗтӗрнӗ.
Сӑмах Иван Яковлев проспектӗнчи 10-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ пирки пыма пултарать.

Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан 78 ҫулти ватӑ тротуарпа утса пынӑ чухне шуҫса ӳкнӗ. Пӑтӑрмахра шар курнӑ ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек Мересьев урамӗнчи пӑрлакаланса ларнӑ тротуара пула сиксе тухнӑ.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче пулнӑ пӑтӑрмахра шар курнӑ пенсионера хӳтӗлесе прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Надзор органӗ ватта кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳннине саплаштарма ыйтнӑ. Суд вырӑнти тӳре-шарана пенсионера 30 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.

Улатӑрти тухтӑрсем 92 ҫулти кинемей пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Пульницӑнӑ илсе ҫитерсе операци тунӑ хыҫҫӑн тепӗр икӗ сехетренех ватӑ палатӑра пулнӑ.
Ватӑ ҫынна ӗҫ кунӗ вӗҫленнӗ вӑхӑтра хырӑмӗн аял енчи пайӗ сулахай енчен хытӑ ыратнипе илсе пынӑ. Кинемее компьютер томографийӗ туса тӗрӗсленӗ те шыҫӑ (грыжа) тупса палӑртнӑ. Кинемее часрах операци сӗтеле ҫине вырттарнӑ.
