Хулара
![]() chgtrk.ru сайтри сӑн Ҫулла Шупашкартан Калининграда тата Махачкалана самолетсем вӗҫме тытӑнӗҫ. Калининграда ҫӗртмен 20-мӗшӗнче рейс уҫӗҫ. Шупашкартан самолет ытларикун тата эрнекун вӗҫӗ, каялла – юнкун тата шӑматкун. Махачкалана вара самолет ҫӗртмен 21-мӗшӗнчен вӗҫме тытӑнӗ. Рейс юнкун тата шӑматкун пулӗ, каялла – кӗҫнерникун тата вырсарникун. Рейссене Airbus 320 самолетсем пурнӑҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() tambov.mk.ru сайтри сӑн Шупашкарти арҫын лӑпкӑ кӑна пурӑннӑ. Тӑрук пӗр кунхине ун патне суд приставӗсем килсе 400 пин тенкӗ парӑма татмалли пирки асӑрхаттарнӑ. Арҫын ӑнланман: ара, вӑл нимӗнле кредит та илмен-ҫке-ха. Ӗҫ-пуҫ вара ҫапла пулса тухнӑ иккен: 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ултавҫӑсем суя паспортпа усӑ курса ун ячӗпе икӗ банкра кредитсем илнӗ. Ҫапла парӑм пухӑнса та пухӑнса пынӑ. Арҫын Ленин районӗн прокуратуринчен пулӑшу ыйтнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн материала полицие панӑ, унта вара пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "На связи" форумри сӑн Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 21-мӗш ҫуртра 1967-2002 ҫулсенче общество деятелӗ, финанс министрӗ пулнӑ Аркадий Гладков пурӑннӑ. Ҫак, кунсенче унта астӑвӑм хӑмине ҫакнӑ. Хӑмана уҫнӑ ҫӗре унӑн тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем килнӗ. Хӑйӗн аслӑ ӗҫтешне хисеп тума пӗрремӗ вице-министр – финанс министрӗ Михаил Ноздряков та ҫитнӗ. Аркадий Михайлович Канаш районӗнчи Пикших ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш Ен министерствинче ахаль ревизортан министра ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() vtomske.ru сайтри сӑн Шупашкарта васкавлӑ медпулӑшу водителӗ 18 ҫул тултармасӑрах руль умне ларнӑ ҫамрӑка тытса чарма пулӑшнӑ. Ҫамрӑка чарас тесе йӗрке хуралҫисем хыҫҫӑн хӑваланӑ. Васкавлӑ медпулӑшу водителӗ Виталий Андреев ҫакна асӑрхасан вӗсене пулӑшас тенӗ – ҫула пӳлнӗ. Ҫапла ВАЗ-2109 машинӑпа пынӑ ҫамрӑкӑн чарӑнма тивнӗ. Республикӑри катастрофа медицинин тата васкавлӑ пулӑшу центрӗнче Виталий Владимировича куншӑн ырӑ сӑмах каланӑ. Сӑмах май, вӑл экстреннӑй служба водителӗнче 14 ҫул ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ Пурнӑҫӑн кирек хӑш тапхӑрӗнче те ҫынсем тӗрлӗ йывӑрлӑхпа тӗл пулаҫҫӗ. Ӗҫре те, килте те, ҫын ҫине тухсан та пӑшӑрханмалли, кулянмалли тупӑнса тӑрать. Ӗҫре ывӑнса та йӑлӑхса ҫитнине ҫӗнтереме пулӑшас тӗллевпе Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене ӗҫтерекен комплеслӑ центрта психологпа та занятисем ирттереҫҫӗ. Марина Назарова психолог маларах ун пеккисене социаллӑ ӗҫченсем валли йӗркеленӗ пулсан паян унти специалистсем валли ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ыран, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта Nordtroll NTR-120MT музей троллейбусӗ ҫула тухӗ. Унӑн номерӗ – 1091. Ку троллейбуса Ҫӗнӗ Шупашкара 1997 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче илсе килнӗ, ҫурлан 26-мӗшӗнче ӑна маршрут ҫине кӑларнӑ. Вӑл – Раҫҫейре тата тӗнчере Nordtrol-120MTr моделӗн юлашки экземплярӗ. 2023 ҫулта ҫак троллейбус музей экспоначӗн статусне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ыран Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ май Шупашкарти «Модӑсен ҫурчӗ», «Наци конгресӗ» тата «Дзержинский» урамӗ чарӑнусем патӗнчен иртсе ҫӳрекен общество транспорчӗ 23 сехет те 59 минутчен ӗҫлӗ. Ҫавӑн пекех муниципалитетчен хушшинчи 101с тата 331 маршрутсем часах ҫӳреме пӑрахмӗҫ. Ҫавӑн пекех 1, 4 тата 8-мӗш маршрутсем ҫинче троллейбуссем ытарах ҫӳрӗҫ. Уяв мероприятийӗсем вӗҫленнӗ май 61 тата 62-мӗш троллейбуссен пӗр пайӗ маршрутсене улӑштарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Ҫыхӑнура» порталти сӑн Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, Шупашкарта хӑрушсӑрлӑх мерисемпе тивӗҫтерес тесе мобильлӗ ҫыхӑну чӑрмавлӑрах ӗҫлеме пултарӗ. Ҫавӑн пекех хӑш-пӗр ҫӗрте транспорта ҫӳреттермӗҫ. Аса илтерер: кӑҫал Шупашкарта ҫар техникин парачӗ, «Вилӗмсӗр полк», «Ҫӗнтерӳ ҫуртисем» акцисем иртӗҫ, каҫхине салют пулӗ. Ҫавӑн пекех вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тумтирӗн «Ҫӗнтерӳ моди» ретро-фестиваль йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheb-centr.soc.cap.ru/press-centr сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Чӑваш Енре «Победа 80» (чӑв. Ҫӗнтерӳ 80) авточупу иртнӗ. Унта хутшӑннисене салтак пӑттипе сӑйланӑ. Авточупӑва республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви Республикӑри ветерансен канашӗпе (ертӳҫи — Генрих Васильев) йӗркеленӗ. Авточупӑва республикӑн тӗрлӗ районӗнчи 80 автомобиль тата 160 ытла ветеран хутшӑнна. Мероприятие республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ Лариса Арсентьева, Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов, Чӑваш Енӗн Общество палатин председателӗ Ванифатий Шайкин, Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр директорӗ директорӗ Светлана Милкина саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() playbookpro.ru сайтри сӑн Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май Чӑваш Енре пурӑнакансемпе кунта килнӗ хӑнасем тӳлевсӗр экскурсие хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 8 тата 9-мӗшӗсенче Шупашкарти тӗп урамсенче тата историре юлнӑ вырӑнсенче ҫуран ҫӳремелли экскурси ирттерӗҫ. Маршрут Шупашкар Арбачӗ, Хӗрлӗ тӳрем, ҫуран каҫмалли ҫутӑ кӗперӗ, «Анне» монумент, Ҫеҫпӗл урамӗ, К .В .Иванов скверӗ тата Мускав ҫыран хӗрри патӗнчен иртӗ. Пӗрремӗш кунхине экскурси 12:00, 18:00 сехетсенче пуҫланӗ. Иккӗмӗш кунхине 12:00 тата 15:00 сехетсенче пухӑнӗҫ. Ушкӑнра 20 ҫын таран пулӗ . Экскурсие маларах ҫырӑнмалла: заявкӑсене ҫу уйӑхӗн 6-7-мӗшӗсенче йышӑнаҫҫӗ. Ҫак номерсемпе — 8(8352) 23-20-31, 8(8352) 23-20-34 — шӑнкӑравласа тӗплӗнрех ыйтса пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Думилин Илья Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Сидор Игнатьевич, «Хыпар» хаҫат редакторӗ, пултаруллӑ журналист тата публицист вилнӗ. | ||
| Ефимов Георгий Андреевич, — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |