Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -18.7 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара
Ҫӗнӗ маршрут
Ҫӗнӗ маршрут

Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара ҫӳрекен 61-мӗш троллейбус кӑштах маршрутне улӑштарӗ. Троллейбуссем «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ патӗнчен Эгер бульварне, Ҫӗнӗ автовокзал енне, пӑрӑнмӗҫ, 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспекчӗпе кайса «Пичет ҫурчӗ» патӗнчен иртӗҫ. Малалла хальхи маршрутпах кайӗҫ.

Маршрут ҫинче 14 троллейбус ӗҫлет. 2 транспорт резервра пулмалла. Аса илтерер: вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти «Иваново» микрорайона Шупашкарти Медицина центрӗпе ҫыхӑнтарать.

 

Хулара

Шупашкарти Лапсар проездне тинех юсама пуҫланӑ. Шӑтӑк-путӑкла ҫав ҫул пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ. Нумаях пулмасть лав вырӑнтан хускалнӑ.

Чӑваш Енӗн Строительство министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, юсав ӗҫне ҫанталӑк май парсан тӳрех тытӑннӑ. «Объект ҫав тӑрӑхри районсенче пурӑнакансемшӗн ҫеҫ мар, экономикӑшӑн та пӗлтерӗшлӗ», — тесе хыпарлать маларах асӑннӑ ведомство. Унта пысӑк промышленность предприятийӗсем вырнаҫнӑ.

 

Хулара
chgtrk.ru сайтри сӑн
chgtrk.ru сайтри сӑн

Ҫулла Шупашкартан Калининграда тата Махачкалана самолетсем вӗҫме тытӑнӗҫ.

Калининграда ҫӗртмен 20-мӗшӗнче рейс уҫӗҫ. Шупашкартан самолет ытларикун тата эрнекун вӗҫӗ, каялла – юнкун тата шӑматкун.

Махачкалана вара самолет ҫӗртмен 21-мӗшӗнчен вӗҫме тытӑнӗ. Рейс юнкун тата шӑматкун пулӗ, каялла – кӗҫнерникун тата вырсарникун.

Рейссене Airbus 320 самолетсем пурнӑҫлӗҫ.

 

Хулара
tambov.mk.ru сайтри сӑн
tambov.mk.ru сайтри сӑн

Шупашкарти арҫын лӑпкӑ кӑна пурӑннӑ. Тӑрук пӗр кунхине ун патне суд приставӗсем килсе 400 пин тенкӗ парӑма татмалли пирки асӑрхаттарнӑ. Арҫын ӑнланман: ара, вӑл нимӗнле кредит та илмен-ҫке-ха.

Ӗҫ-пуҫ вара ҫапла пулса тухнӑ иккен: 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ултавҫӑсем суя паспортпа усӑ курса ун ячӗпе икӗ банкра кредитсем илнӗ. Ҫапла парӑм пухӑнса та пухӑнса пынӑ.

Арҫын Ленин районӗн прокуратуринчен пулӑшу ыйтнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн материала полицие панӑ, унта вара пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_21534
 

Хулара
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 21-мӗш ҫуртра 1967-2002 ҫулсенче общество деятелӗ, финанс министрӗ пулнӑ Аркадий Гладков пурӑннӑ. Ҫак, кунсенче унта астӑвӑм хӑмине ҫакнӑ.

Хӑмана уҫнӑ ҫӗре унӑн тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем килнӗ. Хӑйӗн аслӑ ӗҫтешне хисеп тума пӗрремӗ вице-министр – финанс министрӗ Михаил Ноздряков та ҫитнӗ.

Аркадий Михайлович Канаш районӗнчи Пикших ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш Ен министерствинче ахаль ревизортан министра ҫитнӗ.

 

Хулара
vtomske.ru сайтри сӑн
vtomske.ru сайтри сӑн

Шупашкарта васкавлӑ медпулӑшу водителӗ 18 ҫул тултармасӑрах руль умне ларнӑ ҫамрӑка тытса чарма пулӑшнӑ.

Ҫамрӑка чарас тесе йӗрке хуралҫисем хыҫҫӑн хӑваланӑ. Васкавлӑ медпулӑшу водителӗ Виталий Андреев ҫакна асӑрхасан вӗсене пулӑшас тенӗ – ҫула пӳлнӗ. Ҫапла ВАЗ-2109 машинӑпа пынӑ ҫамрӑкӑн чарӑнма тивнӗ.

Республикӑри катастрофа медицинин тата васкавлӑ пулӑшу центрӗнче Виталий Владимировича куншӑн ырӑ сӑмах каланӑ. Сӑмах май, вӑл экстреннӑй служба водителӗнче 14 ҫул ӗҫлет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_21443
 

Хулара
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Пурнӑҫӑн кирек хӑш тапхӑрӗнче те ҫынсем тӗрлӗ йывӑрлӑхпа тӗл пулаҫҫӗ. Ӗҫре те, килте те, ҫын ҫине тухсан та пӑшӑрханмалли, кулянмалли тупӑнса тӑрать.

Ӗҫре ывӑнса та йӑлӑхса ҫитнине ҫӗнтереме пулӑшас тӗллевпе Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене ӗҫтерекен комплеслӑ центрта психологпа та занятисем ирттереҫҫӗ. Марина Назарова психолог маларах ун пеккисене социаллӑ ӗҫченсем валли йӗркеленӗ пулсан паян унти специалистсем валли ирттернӗ.

 

Хулара

Ыран, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта Nordtroll NTR-120MT музей троллейбусӗ ҫула тухӗ. Унӑн номерӗ – 1091.

Ку троллейбуса Ҫӗнӗ Шупашкара 1997 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче илсе килнӗ, ҫурлан 26-мӗшӗнче ӑна маршрут ҫине кӑларнӑ. Вӑл – Раҫҫейре тата тӗнчере Nordtrol-120MTr моделӗн юлашки экземплярӗ.

2023 ҫулта ҫак троллейбус музей экспоначӗн статусне тивӗҫнӗ.

 

Хулара

Ыран Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ май Шупашкарти «Модӑсен ҫурчӗ», «Наци конгресӗ» тата «Дзержинский» урамӗ чарӑнусем патӗнчен иртсе ҫӳрекен общество транспорчӗ 23 сехет те 59 минутчен ӗҫлӗ. Ҫавӑн пекех муниципалитетчен хушшинчи 101с тата 331 маршрутсем часах ҫӳреме пӑрахмӗҫ.

Ҫавӑн пекех 1, 4 тата 8-мӗш маршрутсем ҫинче троллейбуссем ытарах ҫӳрӗҫ. Уяв мероприятийӗсем вӗҫленнӗ май 61 тата 62-мӗш троллейбуссен пӗр пайӗ маршрутсене улӑштарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mintrans21
 

Хулара
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн

Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, Шупашкарта хӑрушсӑрлӑх мерисемпе тивӗҫтерес тесе мобильлӗ ҫыхӑну чӑрмавлӑрах ӗҫлеме пултарӗ. Ҫавӑн пекех хӑш-пӗр ҫӗрте транспорта ҫӳреттермӗҫ.

Аса илтерер: кӑҫал Шупашкарта ҫар техникин парачӗ, «Вилӗмсӗр полк», «Ҫӗнтерӳ ҫуртисем» акцисем иртӗҫ, каҫхине салют пулӗ. Ҫавӑн пекех вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тумтирӗн «Ҫӗнтерӳ моди» ретро-фестиваль йӗркелӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, ...335
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӗҫре чылай япалана улӑштарма тивӗ. Тӗрӗслӗхшӗн кӗрешнӗ чухне хирӗҫӳрен пӑрӑнӑр, вӑя перекетлӗр — каярахпа тӗрӗслӗх пулатех. Канмалли кунсенче чуна пырса тивекен калаҫусем ирттерме сӗнмеҫҫӗ, вӗсене каярах вӑхӑта хӑварӑр.

Кӑрлач, 26

1878
148
Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫи ҫуралнӑ.
1890
136
Славолюбова Зоя Сергеевна, журналист, хӗрарӑмсен совет юхӑмне йӗркелекенни ҫуралнӑ.
1950
76
Мазяков Юрий Емельянович, чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем