|
Хулара
![]() Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енри шыравпа ҫӑлакан службине хыпар ҫитнӗ: Шупашкар хулинчи Богдан Хмельницкий урамӗнчи 119-мӗш «а» ҫурт патӗнче арҫын ача трансформатор будки ҫине хӑпарса кайнӑ та анаймасть. Служба пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ача будка ҫине мечӗк илме хӑпарнӑ, анчах каялла хӑй тӗллӗн анма пултарайман. Лару-тӑру питӗ хӑрушӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен юнашар ҫӳллӗ напряжениллӗ объектсем вырнаҫнӑ. Ҫӑлавҫӑсем тӳрех вырӑна ҫитнӗ те ачана ҫӳллӗшрен асӑрханса антарнӑ. Телее, арҫын ача суранланман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() profile.ru сайтри сӑн Шупашкар хулинче пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ каллех ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Вӑл пӗр сайтра театра каймалли икӗ билет туянма тӑнӑ. Кашнийӗ 5-шер пин тенкӗ тӑнӑ. Вӑл укҫа куҫарнӑ, анчах билетсӑрах юлнӑ. Пулӑшу службине шӑнкӑравласан ӑна саккаса тӗрӗс мар тунине пӗлтернӗ. Укҫана тавӑрма ӑна каллех укҫа куҫарма хушнӑ – хальхинче икӗ хут ытларах. Каччӑ куҫарнӑ. Анчах чат-ботра каллех йӑнӑш пирки пӗлтернӗ, тепре укҫа куҫарма ыйтнӑ. Счечӗ ҫинчен 80 пин тенке яхӑн ҫухалсан тин вӑл ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Кун хыҫҫӑн унӑн полицие кайма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Куртка вырӑнне 2 пачка спагетти илнӗ. Кун пекки те пулать пурнӑҫра – ултавҫӑсем Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче вӗренекен 20 ҫулти студента шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче, тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче, 6,5 пин тенкӗпе сутӑнакан куртка тупнӑ та ӑна илес тесе сутуҫӑпа ҫыхӑннӑ. Лешӗ ӑна тавара сервис тулашӗнчи мелпе ярса пама шантарнӑ. Студент ӑна куншӑн укҫа куҫраса панӑ. Анчах тавар килсен уҫса пӑхнӑ та – унта 2 пачка спагетти выртнӑ. Полицейскисем ултавҫа тупса палӑртнӑ: вӑл – Краснодар крайӗнчи 17 ҫулти каччӑ. Ҫакӑ паллӑ: вӑл унччен те кун пек преступленисем тунӑ. Хальхинче те ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() Кӑҫал та йӑлана кӗнӗ тӑрӑх вун-вун байкер астӑвӑм чупӑвне ирттерме пухӑннӑ. Ҫакна вӗсем мотоциклпа ҫула тухса киле таврӑнайман байкерсене халалласа ирттереҫҫӗ. Вӗсем Шупашкарти Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура ҫурчӗ умӗнче старт илнӗ. Унта мотоциклпа ҫапӑнса вилнӗ байкерсен сӑнӳкерчӗкӗсенчен стенд хатӗрленӗ. Стент ҫинче – 18 сӑнӳкерчӗк. Вӗсем ун умне чечексем хунӑ, леш тӗнчене кайнисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ. Ҫак ҫынсем мотоциклпа ярӑнма питӗ кӑмӑллаҫҫӗ. Анчах, шел те, ҫул ҫинче инкек пулни те – сайра мар. Байкерсем ҫак чупӑва йӗркелесе ыттисене ҫын пурнӑҫӗ кирек хӑш вӑхӑтра та татӑлма пултарнине аса илтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() 55 ҫулти хӗрарӑм полици ӗҫченӗсем патне пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унӑн кӳрши пысӑк укҫана тавӑрмасть иккен. Ӑна хайхи 45 ҫулти кӳрши 1,3 млн тенкӗлӗх тӑкак кӑтартнӑ. Вӑл ултавҫӑсен витӗмӗнче пулнӑ-мӗн. Вӑл вӗсен серепине утӑ уйӑхӗнчех лекнӗ. Мессенджерта вӑл пысӑк тупӑш сӗнекен пӗлтерӳ курнӑ. Ӑна-кӑна пӗлмесӗр хӗрарӑм телефонӗ ҫине сарӑм лартнӑ, хӑйӗн укҫине хывнӑ тата кредитсем илнӗ. Вӑл 55 ҫулти кӳршин телефонӗ урлӑ заёмсем те илнӗ. Счет ҫинчен пысӑк суммӑна кӑларма тӑрсан аферистсем тепӗр счет уҫма ыйтнӑ. Пӗтӗмӗшле хӗрарӑм вӗсене 3 млн ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Полици ӗҫченӗсемпе темиҫе сехет калаҫнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ вӑл ултавӑҫен серепине лекнине ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() Каччӑпа хӗр ӑҫта романтика апатланӑвӗ йӗркеленине тем тусан та ӑнкараймастӑр пулӗ. Машина фургонӗнче! Вӗсем аптланнӑ вӑхӑтра машина Шупашкар хули тӑрӑх пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑ. Ҫак видео халӑх тетелӗнче питӗ хӑвӑрт сарӑлнӑ, йӗрке хуралҫисем патне те часах ҫитнӗ. Полицейскисем тӳрех ролик авторне тата тӗп роле вылякансене шырама тытӑннӑ. Вӗсене хӑвӑртах тупнӑ та вӗсем тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. ҪҪХПИ инспекторӗсем блогера полици уйрӑмне чӗнсе профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ. Блогер кун хыҫҫӑн айӑпне йышӑнса каҫару ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 43 ҫулти хӗрарӑмӑн питӗ качча каяс килнӗ пулмалла. Вӑл хальччен качча кайса курман. Ӑна пӑснӑ тесе шухӑшланӑ. Савнийӗпе уйрӑлсан вара юмӑҫран пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл юмӑҫпа кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче тӗнче тетелӗнче калаҫма пуҫланӑ. Хӗрарӑм унран савнине каялла тавӑрса пама, пӑснине илме ыйтнӑ. Ҫаксене йӑлтах сӑнӳкерчӗк тӑрӑх тума май пурри-ҫуккипе кӑсӑкланнӑ. Юмӑҫ савнийӗ ӑна юратнине, анчах ӑна апат-ҫимӗҫ мар, масар урлӑ уйрӑлмалла тунине каланӑ. Ҫавӑнпа ритуал кӑткӑс-мӗн, юмӑҫ куншӑн 50 пин тенкӗ ыйтнӑ. Ҫапла хӗрарӑм тӑватӑ уйӑх юмӑҫ ритуалӗсемшӗн укҫа куҫарса тӑнӑ. Анчах савнийӗ таврӑнма шухӑшламан та. Кун хыҫҫӑн тин лешӗ юмӑҫ мар, ултавҫӑ пулнине ӑнланнӑ. Хайхи «юмӑҫ» ҫыхӑнӑва та тухма пӑрахнӑ. Хӗрарӑмӑн ирӗксӗрех полицие кайса пулӑшу ыйтма тивнӗ. Вӑл юмӑҫа пӗтӗмпе 100 ытла пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() «Ҫыхӑнура» порталти сӑн Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче 2-мӗш шкул ҫывӑхӗнче хир сыснисен кӗтӗвне асӑрханӑ. Ҫак шкул Ҫамрӑксен урамӗнчи 2-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Хир сысни ҫурисемпе ҫул урлӑ каҫса сквера кӗнӗ. Вӗсем иртен-ҫӳрене асӑрхаман та тейӗн – лӑпкӑнах утнӑ. Вырӑна Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци инспекторӗсем килнӗ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хир сыснисене каялла вӑрмана янӑ. Специалистсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хир сыснисемпе тӗл пулсан пӑлханса ӳкмелле мар, хирӗҫ тӑмасан вӗсем хӑрушлӑх кӑларса тӑратмаҫҫӗ. Ытларах чухне хир сыснисем ҫулран аташса кайса ҫынсем утакан вырӑнсене тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() photo.airlines-inform.ru сайтри сӑн Самолетри пассажир бортпроводника ҫапнӑ. Вӑл ӑна туалета яман-мӗн. Ку шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла, 2025 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, «Победа» авиакоманин «Мускав – Шупашкар» самолетӗнче пулнӑ. Ҫав арҫынна суд тунӑ ӗнтӗ. Судра акӑ мӗн ӑнлантарнӑ вӑл. Арҫын самолета лариччен Шереметьево аэропортӗнчи бизнес-залра хӗрлӗ эрех ӗҫнӗ, анчах, хӑй каланӑ тӑрӑх, «ӳсӗрӗлмен, хаваслӑ кӑмӑллӑ кӑна пулнӑ». Самолетра вӑл кӳршипе паллашма хӑтланнӑ, анчах лешӗ хирӗҫленӗ. Хирӗҫӳ Шупашкарта анса лариччен тухнӑ. Арҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл вӑраннӑ, унӑн туалета каяс килсе кайнӑ. Вӑл юнашар ларакан хӗрарӑма тӑрса ирттерсе яма ыйтнӑ. Анчах лешӗ тӑрайман, мӗншӗн тесен ларкӑчсен хушшинче ҫынсем пулнӑ. Куншӑн арҫын кӳршӗ хӗрарӑмне кӑшкӑрма, тем те пӗр каласа хӑртма тытӑннӑ. Бортпроводникӑн ӑна лӑплантарма тивнӗ. Вӑл арҫынна тӗпел пӳлӗмне илсе кайнӑ та полици киличчен тытса тӑнӑ. Анчах пассажир ниепле те лӑпланайман – бортпроводника хырӑмӗнчен ҫапнӑ. Судра арҫын айӑпне йышӑнман. Вӑл алӑпа кӑна хӑлаҫланнӑ имӗш. Ҫапах суд ӑна тӗрмене хупмасӑр 2,5 ҫуллӑха айӑпланӑ. Арҫын ЧР Аслӑ судне аппеляци панӑ, анчах приговор улшӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() max.ru/channel_chuvashia_21 сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакансем урамра ҫывӑрса пурӑнакан ҫынна хӑваласа ярасшӑн пулнӑ. Килсӗр-ҫуртсӑр арҫын чукун ҫул патӗнчи ҫул айӗнчен каҫса ҫӳремелли вырӑн патӗнче тӗпленнӗ. Унта вӑл ал айне мӗн лекнӗ, ҫавӑн ҫине выртать. Хула ҫыннисем яваплӑ тӗрлӗ службӑна ҫӑхав хыҫҫӑн ҫӑхав ҫырма пуҫланӑ. Специалистсем вӗсем пӑшӑрханнине илтнӗ, ӑша хывнӑ, арҫынна Килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсен республикӑри центрне вырнаҫтарма хӑтланса пӑхнӑ. Анчах лешӗ унта кайса пурӑнма килӗшмен. Унта, тӗрӗссипе, ялан пурӑнаймӑн. Ҫухатнӑ документсене ҫӗнетсен е ӗҫ тупса пама тӑрӑшаҫҫӗ, сусӑр пулсан ваттисен ҫуртне вырнаҫтарма пулӑшаҫҫӗ. Анчах, шел те, пурте лӑпланса-тӗпленсе пурӑнасшӑн мар. Эрех ӗҫме юратни те ура хуни вӑрттӑнлӑх мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
