Хулара
![]() «Контактри» сӑн Шупашкарти «Суту-илӳ ҫурчӗ» чарӑнура ҫӗнӗ йышши павильон кӗҫех ӗҫлеме тытӑнӗ. Вал хулари ытти павильонран уйрӑлса тӑрать. Мӗнпе? Панорамлӑ кантӑк ҫинче хула сӑнӗсене курма пулать. Тӑррине ҫирӗп тонировка кантӑкӗнчен тунӑ. Кунсӑр пуҫне телефона заряд тумалли USB-разъём пур. Транспорт хӑҫан килнине кӑтартакан табло та вырнаҫтарнӑ. Хӑрушсӑрлӑх пирки те манман: видеосӑнав пур. Ку павильона хулана Шупашкарти электроаппарат завочӗ парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ Паян Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта ачасен сывлӑхне ҫирӗплетмелли кӑнтӑрлахи уйлӑх уҫӑлнӑ. Лагерь ытти ҫулти пекех 4 сменӑпа ӗҫлӗ. Кашни смени 21 кунтан тӑрӗ. Ачасене каникул ҫитнӗ тата лагерьти смегна пуҫланнӑ ятпа центрӑн директорӗн ҫуме Альбина Данилова ВННИРан гендиректорӗ Сергей Антонов саламланӑ. Асӑннӑ организаципе тата «АБС Электро» ыркӑмӑллӑх фончӗпе социаллӑ учреждени тахҫантанпах туслӑ. Хальхинче те хӑнасем пушӑ алӑпа килмен, кашни ача валли парне хатӗрленӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем аниматорсене те илсе килнӗ. Хавасла ертӳҫӗсем ачасене юрлаттарса ташлаттарнӑ, чунтан савӑнтарттарнӑ. Супӑнь кӑпӑкӗнчен йӗркеленӗ шоу тата еплерех хавас иртнӗ! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Контактри» сӑн Шупашкарти «Элара» савут умне тӗрлӗ кӳлепе вырнаҫтарасси ырӑ йӑлана кӗнӗ. Халӗ вара унта пӗртӑван Стругацкисен «Понедельник начинается в субботу» повеҫӗ тӑрӑх хатӗрленӗ инсталляцие туса лартнӑ. Питӗ илемлӗ фотозона пулса тухнӑ. Чӑх ури ҫинче тӑракан ҫурт умӗнче Яка карчӑк та пур. Аса илтерер: унччен саут умӗнче жираф вырнаҫтарнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Химпром» архивӗнчи сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти 55-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуса Леонид Шевницын ятне панӑ. Вӑл «Химпром» директорӗ пулнӑ. Ку маршрут – ҫӗнӗ. Кӑҫал «Химпром» йӗркеленнӗренпе 65 ҫул ҫитет. Ҫавна май Леонид Шевницын ячӗллӗ 55-мӗш троллейбуса маршрут ҫине кӑларма йышӑннӑ. Ун ҫинче унӑн портречӗ пулӗ. Троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкарти тӗп урамсемпе тата тата иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче «Химпромӑн» производствӑри ӑнӑҫӑвӗсене халалласа йӗркеленӗ 10-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗпе кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене твиӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн пай заведующийӗ ӗҫлесе сипленме вӗренсе килнӗ. Марина Петрова заведующи «Старость в радость» (чӑв. Ватлӑх савӑнма) ыркӑмӑллӑх фончӗ йӗркеленӗ икӗ кунлӑх курсра пӗлӗвне туптанӑ. Заняти «Внимание и забота» (чӑв. Тимлӗх тата тӑрӑшу) обществӑра иртнӗ. Хушма професси пӗлӗве паракан программа «Частые вопросы эрготерапии. Эрготерапия в системе социального обслуживания» (чӑв. Эрготерапинчи час-час тӗл пулакан ыйтусем. Социаллӑ пулӑшу сферинчи эрготерапи). Веренӳ 72 сехет теори занятийӗнчен тата 2 кунла практикаран тӑнӑ. Программа обучения была направлена на углубление знаний и навыков Программа обучения была направлена на углубление знаний и навыков в области эрготерапии, что особенно важно для специалистов, работающих в сфере социального обслуживания Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен Шупашкарти юханшыв портӗнчен сулахай енчи пляжа трамвайчиксем ҫӳреме пуҫлӗҫ. Хаксем пӗлтерхи пекех юлччӑр тесе республика хыснинчен 6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Аслисем валли билет хакӗ – 120 тенкӗ, 10 ҫул тултарман ачасем валли – 60 тенкӗ. Атӑлӑн леш енчи пляжа ҫак кунсенче хӑтлӑлатса пӗтерӗҫ. Унӑн лаптӑкне пысӑклатӗҫ, ҫӑлав посчӗ тата медпункт пулӗҫ, видеосӑнав вырнаҫтарӗҫ. Сӑмах май, ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен Хусана тата Сӗвене «Валдайсем» ҫӳреме пуҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ маршрут Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара ҫӳрекен 61-мӗш троллейбус кӑштах маршрутне улӑштарӗ. Троллейбуссем «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ патӗнчен Эгер бульварне, Ҫӗнӗ автовокзал енне, пӑрӑнмӗҫ, 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспекчӗпе кайса «Пичет ҫурчӗ» патӗнчен иртӗҫ. Малалла хальхи маршрутпах кайӗҫ. Маршрут ҫинче 14 троллейбус ӗҫлет. 2 транспорт резервра пулмалла. Аса илтерер: вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти «Иваново» микрорайона Шупашкарти Медицина центрӗпе ҫыхӑнтарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Лапсар проездне тинех юсама пуҫланӑ. Шӑтӑк-путӑкла ҫав ҫул пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ. Нумаях пулмасть лав вырӑнтан хускалнӑ. Чӑваш Енӗн Строительство министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, юсав ӗҫне ҫанталӑк май парсан тӳрех тытӑннӑ. «Объект ҫав тӑрӑхри районсенче пурӑнакансемшӗн ҫеҫ мар, экономикӑшӑн та пӗлтерӗшлӗ», — тесе хыпарлать маларах асӑннӑ ведомство. Унта пысӑк промышленность предприятийӗсем вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() chgtrk.ru сайтри сӑн Ҫулла Шупашкартан Калининграда тата Махачкалана самолетсем вӗҫме тытӑнӗҫ. Калининграда ҫӗртмен 20-мӗшӗнче рейс уҫӗҫ. Шупашкартан самолет ытларикун тата эрнекун вӗҫӗ, каялла – юнкун тата шӑматкун. Махачкалана вара самолет ҫӗртмен 21-мӗшӗнчен вӗҫме тытӑнӗ. Рейс юнкун тата шӑматкун пулӗ, каялла – кӗҫнерникун тата вырсарникун. Рейссене Airbus 320 самолетсем пурнӑҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() tambov.mk.ru сайтри сӑн Шупашкарти арҫын лӑпкӑ кӑна пурӑннӑ. Тӑрук пӗр кунхине ун патне суд приставӗсем килсе 400 пин тенкӗ парӑма татмалли пирки асӑрхаттарнӑ. Арҫын ӑнланман: ара, вӑл нимӗнле кредит та илмен-ҫке-ха. Ӗҫ-пуҫ вара ҫапла пулса тухнӑ иккен: 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ултавҫӑсем суя паспортпа усӑ курса ун ячӗпе икӗ банкра кредитсем илнӗ. Ҫапла парӑм пухӑнса та пухӑнса пынӑ. Арҫын Ленин районӗн прокуратуринчен пулӑшу ыйтнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн материала полицие панӑ, унта вара пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ. | ||
| Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |