Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.4 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара

Ыран, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарта хӑш-пӗр ҫулпа чылай машинӑна ҫӳреме чарӗҫ. Ҫапла ирхи 7 сехетрен пуҫласа Ача амӑшӗн кунӗпе ҫыхӑннӑ массӑллӑ мероприятисем вӗҫлениччен пулӗ. Ку Ленинград урамне (Воробьев композиторсен урамӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан пуҫласа Хӗрлӗ тӳрем таран) пырса тивет.

Ҫак вырӑнта тӳлевлӗ паркинг та ӗҫлемӗ. Ҫавна май Шупашкар хула администрацийӗ маршрута маларах палӑртса хума сӗнет.

 

Хулара

Шупашкарта биспилотникрен шар курнӑ ҫуртра чӳречесем лартма тытӑннӑ. Кун пирки Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Станислав Трофимов хыпарланӑ.

Комисси хваттерсене ӗнер пӑхса тухнӑ: чӳречесене виҫнӗ, ӑҫта рама, ӑҫта кантӑк кӑна лартмаллине палӑртнӑ. Монтажниксем тӳрех ӗҫе пуҫӑннӑ. Чӳрече туса кӑларакан предприятире тӗп ӗҫе вӑхӑтлӑх чарса лартса ҫак ҫурт валли чӳречесем тума тытӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_262806
 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Украина ҫарӗсен беспилотникӗсем Шупашкарти 12 хутлӑ ҫурт тӑррине сиенлетнӗ чухне икӗ ҫын аманни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӗсем – амӑшӗпе ывӑлӗ.

Ӗнер пульницӑна вӗсем патне ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ килсе кайнӑ, амӑшӗпе ывӑлне мӗнле медпулӑшу кӳнине тӗрӗсленӗ. Ывӑлӗ вӑйлах аманман. Амӑшне вара операци тума тивнӗ.

Аса илтерер: чук уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 2-3 сехетре Шупашкара Украина беспилотникӗсем тапӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/vstepanovmz21/2748
 

Хулара
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи клиникин администраторӗ ултавҫӑсене 100 пин тенкӗ каҫарса панӑ. Вӑл мессенджерта пуҫлӑхӗпе ҫырӑнать тесе ӗненнӗ.

Ӗҫ чатне пуҫлӑхран ҫыру килнӗ, унӑн хӑвӑрт кӑна укҫа тӳлесе ямалли пур-мӗн. Номерӗ те, сӑнӳкерчӗкӗ те пуҫлӑхӑнни пекех пулнӑ. Кайран хайхи «пуҫлӑх» администратора хӑйне ҫырма пуҫланӑ. Вӑл ӑна ӗненсе хӑйӗн картти ҫинчен 100 пин тенкӗ куҫарса панӑ.

«Директор» каллех укҫа куҫарма ыйтсан тин вӑл иккӗленме тытӑннӑ. Ҫапла аккаунт суя пулни, ӑна ултавҫӑсем ҫырни ҫиеле тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_262590
 

Хулара

Ку канмалли кунсенче, чӳкӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти «Пехет» агромаркетра Патӑрьел округӗн кунӗ иртӗ.

Унта пыракансене пуян программа кӗтет: «Пашьел»: «Чемен», «Умарина», «Ялкын», «Гармония» халӑх ансамблӗсен пултарулӑхӗпе киленме май пулӗ. «Паттӑр» спор шкулӗн спортсменӗсем фитнес-аэробика номерӗпе паллаштарӗҫ.

Ҫавӑн пекех аслисемпе ачасем ал ӗҫӗ енӗпе ӑсталӑх класӗсене хутшӑнайӗҫ. Сцена ҫинче чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем те юрӑсемпе савӑнтарӗҫ – Алексей Московский тата Сергей Лекеров пулӗҫ.

 

Хулара
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Шупашкарта Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канашне 17 ҫул ертсе пынӑ политика, Шупашкарӑн хисеплӗ ҫыннине Семен Ислюкова халалланӑ палӑк пулӗ. Ӑна Ислюков скверӗнче вырнаҫтарӗҫ.

Палӑк авторӗ – Владимир Нагорнов скульптор. Ислюков аллинче – плащ тата шлепке, вӑл ҫӳллех мар пьедестал ҫинче тӑрать. Ҫапла ахальтен туман – скульптор яланах халӑхпа ҫывӑх пулнӑ политикӑн уҫӑ та ансат кӑмӑлне кӑтартасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_261110
 

Хулара
«На связи» форумри сӑн
«На связи» форумри сӑн

«Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Афанасьев урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра подъезда кӗмелли вырӑнта стена йӑтӑнса аннӑ.

Рабочисем юсав ӗҫӗсене пуҫӑннӑ ӗнтӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, стена ҫурт халӗ те анса (усадка) пынӑран йӑтӑннӑ. Сӑмах май, ҫак ҫуртра – 12 подъезд, 652 хваттер. Хальлӗхе ытти подъезд йӗркеллех.

Ку ҫурта малтан «Ютон» компани тунӑ. Вӑл панкрута тухсан ӑна «СМУ-58» туса пӗтернӗ.

 

Хулара
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ умӗн Шупашкарта пысӑк флешмоб иртнӗ. Унта вырӑнти аслӑ шкулсенче вӗренекенсем тата ют ҫӗршывран килнӗ студентсем хутшӑннӑ.

Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Анне палӑкӗ умӗнче 400 яхӑн ҫын пухӑнса 5 вӑйӑ картине тӑнӑ. Ҫапла халӑхсем туслӑ пурӑннине кӑтартнӑ вӗсем.

Палӑртмалла: хӑшӗсем акцие ушкӑнӗпех килнӗ.

 

Хулара
rg.ru сайтри сӑн
rg.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 50 ҫулти арҫын укҫа-тенке инвестици хывса тупӑш тума ӗмӗтленнӗ. Анчах шухӑшланӑ пек пулса тухман – вӑл 5,8 миллион тенкӗ ҫухатнӑ. Хайхискер ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ.

Вӑл ку рекламӑна тӗнче тетелӗнче курнӑ. Унта тӳрех заявка хӑварнӑ. Кӗҫех унпа инвестици компанийӗн «менеджерӗ» ҫыхӑннӑ та телефона сарӑм вырнаҫтарма каланӑ. Ҫапла арҫын счет ҫине укҫа куҫарса тӑнӑ. Хӑйӗн пулман, вӑл банксенчен кредит илнӗ.

Арҫын хӑйне улталанине пӗр уйӑхран ӑнланнӑ. Счет ҫине хывнӑ укҫана каялла тавӑраймасан тин ҫак шухӑш патне пырса ҫитнӗ вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15372
 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкарта ҫул-йӗр инспекторӗсем 48 ҫулти водителе тытса чарнӑ та протокол ҫырма пуҫланӑ. Лешӗ вара ҫав вӑхӑтрах ҫывӑрса кайнӑ.

Водитель тытса чарнӑ чухне вӑйлах ӳсӗр пулнӑ, ура ҫинче аран тӑнӑ. Унччен маларах вӑл «Лада Калинӑпа» Эгер бульварӗнче парковкӑра ларакан Лада Гранта» ҫине пырса тӑрӑннӑ. Юрать-ха, никам та суранланман.

Палӑртмалла: водитель медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru
 

Страницӑсем: 1 ... 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, [13], 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, ...345
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ӗмӗтленетӗр, пултарулӑхпа аппаланатӑр, кулленхи ыйтусем иккӗмӗш плана куҫӗҫ. Ҫӗнӗ туйӑмсенче тата пӗр шухӑшлисемпе хутшӑннинче хавхалану шырӑр. Халӗ тематика клубӗсене кайма тата туссемпе тӗл пулма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Ҫӗртме, 28

1956
70
Тарасов Арсений Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ