Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юрату ҫӑлкуҫӗҪул юлташӗКулăшла калавсемĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеЫтла та вăрттăн юратуКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...Хӗвел мулкачӗсем

Авторпа ун кĕнеки çинчен


Тихăн Петĕрккине (Петр Тихонович Петрова) пирĕн вулаканcем ытларах ун пьесисемпе калавĕсем, повеçĕсем тăрăх пĕлеççĕ. Хăйĕн произведенийĕсенче вăл чăваш халăхĕн кивĕ саманари тертлĕ пурнăçне, революци хыççăн ун шухăш-кăмăлĕ мĕнле улшăнса пынине сăнласа кăтартать. Хăш-пĕр пьесисемпе калавĕсенче вара писатель чăваш хресченĕсен коллективизаци тапхăрĕнчи ĕçĕ-хĕлĕ, кĕрешĕвĕ çинчен каласа панă. Ку тĕлĕшпе вулакан асĕнче уйрăмах «Çĕнелнĕ тымар» повеç юлать.

Тихăн Петĕркки — педагог. Тутар республикинчи Теччĕ районне кĕрекен Кăнна-Кушки ялĕнче 1903 çулта çуралнăскер, вăл 1923 çултанпах учительте ĕçлет. Юлашки хĕрĕх çул хушшинче вăл учительте те, вăтам шкул директорĕнче те, районти çут ĕç пайĕн заведующийĕнче те ĕçленĕ. Тăватă çула яхăн Аслă Отечественнăй вăрçăра пулнă. Унта паттăрла çапăçнăшăн правительствă ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе тата темиçе медальпе наградăланă.

Вулакансене сĕнекен çак кĕнеке — наукăллă-фантастикăллă повеç. Произведени интереслĕ. Çăмăл вуланать, асра юлать. Кунтан та ытларах, вăл вулакана — уйрăмах автор пĕтĕм чун-чĕрипе юратакан çамрăк вулакана — нумай çĕнĕ япала пĕлме пулăшать. Хамăр çитме ĕмĕтленекен Марс çинче пурнăç, тен, Тихăн Петĕркки çакăнта çырса кăтартнă пек те мар пулĕ (кам пĕлет, кам курнă ăна хальччен?), анчах çамрăк ăрăва витĕртерех курма, пысăкраха ĕмĕтленме хавхалантарни паха. Таврари тĕнче çине, пурнăç çине тарăнрах пăхма, ун пирки шухăша кайма вĕрентни хаклă.

Малалла

Пирĕн шкул


Пирĕн шкулăмăр хитре,

Çуталать хĕвел çинче.

Вĕренетпĕр тăрăшса,

Шав чупатпăр шкулалла.

 

Ачисем эпир маттур,

Ташлама тăрсан сатур.

Шăранаççĕ юрăсем,

Ялкăшаççĕ сăн-питсем.

 

Тăван шкул пек хакли çук.

Уроксем пек пахи çук.

Учительсем пирĕн ăслă.

Спортпа та эпир пит туслă.

Анне кунне халалласа


Анне, сана ялан

Асра тытса пурнатăп.

Парне пама паян

Ирех тăрса васкатăп.

 

Кашнин анне кунне

Çапла кĕтсе илесчĕ,

Савса тăван çынна

Чуна уçма пĕлесчĕ.

 

Анне, апи, апай,

Тесе эпир чĕнетпĕр.

Çумне ларса чылай

Канаш ыйтса пĕлетпĕр.

 

Ачаш алли пире

Пуçран шăлса илсессĕн

Тапать сиксе чĕре

Çумра анне пурришĕн.

Манăн çемье


Пĕчĕккĕ пулсан та эпĕ,

Манăн пур пысăк çемье.

Аттерен кунта асли ав

Асаттепе асанне.

 

Вăйли çук ман аттерен,

Ырри çук ман аннерен.

Асанне вара пит ăслă,

Юмах калать кунсерен.

 

Асаттепе сунара

Эпир кайăпăр çулла.

Манăн çемье питĕ лайăх!

Юрататăп эп ăна.

Анне


Анне çепĕç юррине

Ман валли юрлать.

Ирхине те, каçхине,

Маншăн тăрăшать.

 

Вăл телей мана сунать,

Хытă юратать.

Эпĕ «иккĕсем» илсен,

Питĕ хурланать.

 

Унпала мана ялан

Ырă та аван.

Анне, эсĕ ан хурлан,

Эпĕ пысăк сан!

Концерт


Ямаш вăрманне мăйăр пухма кайсан пысăках мар хурама çинче тăмана ларнине асăрхарăм.

— Ваççа, тăмана! — юлташăма, Таниле Ваççине, тăк тĕкрĕм эпĕ.

— Ăçта?

— Ав çав хурама патĕнче. Аялтах ларать.

— Тăхта, ытлашши ан шавла, — терĕ Ваççа шăппăн. — Тытсах пăхар-ха эпир ăна, вăрман кушакне. Эсĕ тăмана çывăхнерех пырса ташланă чухнехи пек хуçкаланса тăр, — ăнлантарчĕ вăл. — Ытла çывăха ан пыр. Юрать-и?

— Ăхă.

Эпĕ тăмана çывăхнерех пырса ташланă пек туса тăтăм. Унччен хускалмасăр ларнă тăмана пуçне унталла-кунталла пăркаларĕ те ман çине пысăк куçĕсемпе шăтарасла пăхма тапратрĕ.

Çав вăхăтра Ваççа тавраран çаврăнса тăмана хыçнех пырса тухрĕ. Эпĕ çаплипех хуçкаланатăп, тăманана концерт кăтартатăп. Ваççа кап ярса тытрĕ ăна.

Унччен те пулмарĕ, тăмана хаяррăн ӳхĕрсе ячĕ. Ун сасси мана: «Мĕн тума капла териех улталатăр-ха?» — тенĕнех туйăнчĕ.

Эпир чармак куçа йĕри-тавра çавăркала-çавăркала пăхрăмăр. Унтан ирĕке ятăмăр. Вăл вара лăпăс-лăпăс туса куçран çухалчĕ.

— Эй, тăмана тус, ан васка! — кăшкăрчĕ шӳтлеме юратакан Ваççа. Концертăн иккĕмĕш пайне те курсах кай ĕнтĕ!

Малалла

«Эсĕ килĕн те кайăн...»


Эсĕ килĕн те кайăн

Асăма йĕрлесе,

Тунсăх витĕр пăхайăн,

Тĕмсĕлсе, тем кĕтсе.

Ĕмĕтленнĕ те çуннă,

Çамрăк пулнă ун чух…

Иртнисем хыçа юлнă,

Ун патне сукмак çук.

Айăпа шырарамастăп:

Турри çырнă çапла.

Шăпана ылханмастăп

Çăмăлрах-çке капла.

Çăлтăрсем йăлтăртатĕç

Çав-çавах куç хĕссе,

Савнисем çăлтăр татĕç

Каçсене кĕскетсе.

Вĕсене телей сунăп, —

Иксĕлми юрату.

Хĕвелпе пултăр кунăр,

Пултăр пурнăç тату!

Çурхи сад илемлĕ


Сарă уйах мал енче,

Шурă шупăр сад çинче.

Нӳрлĕ çĕр, хĕвел ăшши,

Таврара сим-пыл шăрши.

 

Улмуççи — хитре пике,

Çийĕнче — шап-шур кĕпе.

Çавăтса çĕн кĕрĕве

Ма кĕрес мар чиркĕве?

 

Çĕмĕрт куçĕ — хуп-хура,

Уртнă шурă шупăра.

Хатĕр венчете тăма,

Ылтăн çĕрĕ тăхăнма.

 

Чăн чĕрĕлнĕ тĕнчере

Çĕкленсе тапать чĕре.

Чунпа туйса илеме

Лартăм сăвă тĕрлеме.

Мана айван тесе ан калăр


Мана айван тесе ан калăр! —

Чунра хавас чухне кулатăп эп.

Тепĕр чухне хам пек пулма ан чарăр,

Кĕтмен çĕртен йĕме те пултаратăп эп.

 

Мана айван тесе ан калăр! —

Армутипе те киленетĕп эп.

Çӳл тӳпери кайăксемпе пуплетĕп,

Чĕркуçленсе хура çĕре пуççапăп эп.

 

Мана айван тесе ан калăр! —

Хĕвел тухни пăлхантарать чуна.

Кăткă йăви... Тĕрĕс-тĕкел вăл пултăр.

Асамлăн чуп тăватăп хĕрлĕ палана...

 

Мана айван тесе ан калăр! —

Анне пекех савап çĕршывăма.

Кашни самант кĕтмен асамлăх пултăр.

Çумăр тумламĕ те уçать кăмăлăма.

 

Мана айван тесе ан калăр! —

Ахăлтатса кулап аслатирен.

Сывлăм çинче ташлатăп йăлтăр-ялтăр.

Уй-хирпеле пăшăлтататăп темĕнччен.

 

Мана айван тесе ан калăр! —

Йĕретĕп, чунăма ыраттарсан.

Туссем чылай! Чăн-чăн туссем ман — шутсăр.

Куççуль витĕр кулатăп тус тăшмана куçсан.

Кăмăл тулчĕ, чун лăпланчĕ...


Халăхла пулма шут тытрăм, килсе çитрĕм васкаса,

Тус-тăванăм хапăл пулчĕ, кĕтсе илчĕ йăл! кулса.

Кăмăл тулчĕ, чун лăпланчĕ, юр юрлатăп савăнса.

Пурăнар-и юратуллă, пĕр-пĕрне чунта савса?

 

Каччисем маттур та ăслă, хушăран пулать кăра.

Пурнăçа тăвасшăн тулăх, черкке çук вĕсен асра.

Кăмăл тулчĕ, чун лăпланчĕ, юр юрлатăп савăнса.

Пурăнар-и юратуллă, пĕр-пĕрне чунта савса?

 

Пăрчăкан пек чăваш хĕрĕ, ал-ури ĕçчен, вăр-вар.

Калаçать вăл çыпăçуллă, алли асамлать юр-вар.

Кăмăл тулчĕ, чун лăпланчĕ, юр юрлатăп савăнса.

Пурăнар-и юратуллă, пĕр-пĕрне чунта савса?

 

Тăван халăх, пуç таятăп, ыр сунатăп ĕмĕре.

Ят-сум пултăр, йышу ӳстĕр, ял-йыш пытăр килĕре.

Кăмăл тулчĕ, чун лăпланчĕ, юр юрлатăп савăнса.

Пурăнар-и юратуллă, пĕр-пĕрне чунта савса?

■ Страницăсем: 1... 351 352 353 354 355 356 357 358 359 ... 796