Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТанатаКĕтмен венчетАсаттесемЕркӗнУтартаЫлтăн вăчăраАвăн уйăхĕ

Чикан майри


Пушкăрт çĕршывĕнчи Шур Атăл Хăви ялне кайса курма мана пĕлтĕрех хамăн пĕр юлташ, ĕлĕкрех çавăнта ĕçлесе пурăннăскер, сĕннĕччĕ.

— Мĕн ара, питĕ чаплă ял-им? — ыйтнăччĕ эпĕ.

— Маншăн пулсан тем чаплиех çук-ха та, çав ялта тахçан чикан майри пурăннă, чăваша качча тухнă, чăваш чĕлхине вĕренсе таврара çук чаплă юмăç пулса тăнă тенĕччĕ юлташăм. Унтан çавăнтах Шур Атăл Хăвине çитсен Уламас Ятмасĕ ятлă старикпе тĕл пулма хушнăччĕ.

Кăçал Атăл тасалсан, тирек папкисем шăплатса çурăлсан, эпĕ таса блокнотпа пĕр мăшăр кĕпе-йĕм илтĕм те Ĕпхӳ пăрахучĕ çине лартăм. Икĕ талăк хушшинче виçĕ аслă шывăн чарланĕсем çăтăхса çуйăхнине итлесе пытăм. Кашни хăй саслă, кашни хăй шывĕн анлăшне мухтанă пек туйăнчĕ мана.

Хама кирлĕ пристаньре ир çинче антăм. Хăш еннелле каймаллине ыйтса пĕлтĕм те хăва хулли касса илсе чĕрĕлсе çитнĕ Шур Атăл улăхĕпе васкамасăр утрăм. Тĕрлĕ кайăк шăхăрать, юрлать, ташлать, çунат çупать. Шăпчăксем пĕр вĕçрен сас параççĕ те — тепĕр вĕçне илтĕнет. Хăях хушшинче вăрăм туналлă карăш неретлетет, çирĕк тăрринче, чăпар хӳрине сарса, чĕкрен кайăк чарăклатать. Мăк тапса илнĕ тунката çине ларсах килениччен итлерĕм çак чаплă «концерта». Кайран улăх сăртне хăпартăм. Инçетре ял та курăна пуçларĕ. Хирĕçлерен пушкăрт çилĕ вĕрсе ячĕ — уçă çил. Куç умĕнче вĕçĕ-хĕррисĕр хирсем, пăч-пач вăрман кулкки-ращи, ярăм-ярăм чăнкă тăрăллă тусем тăсăлма тытăнчĕç.

Малалла

Аннеçĕм


Анне, анне, аннеçĕм!

Сана эп юрататăп!

Пĕр саншăн çеç çурхи ир

Хире чупса тухатăп.

Хитре чечек тататăп,

Ăна сана паратăп.

Аннеçĕм, ман, аннеçĕм!

Сана чунтан саватăп!

Анне — вĕрентекен


Манăн анне питĕ ырă.

Куçĕ хăмăр, çӳçĕ çырă.

Мана ăшшăн çупăрлать,

Хăйĕн çумне чăмăртать.

 

Унпа лайăх калаçма,

Пĕрле çырма, вулама.

Сăвă çырма вĕрентет,

Лайăх пулсан хĕпĕртет.

 

Пире пĕрле кашни кун

Кĕтет икĕ хутлă шкул.

Пĕл, мĕн-ма апла текен,

Ман анне — вĕрентекен.

Арăмпа чăх


Пĕртен-пĕр чăх пулса тет арăмăн килте,

Пĕр çăмарта чăх тунă кашни кун. Вара

Ик çăмарта чăх тутăрччĕ тесе кунне

Пуçлать апат памашкăн арăм ытларах.

Кĕç чăх каять мăнтăрланса, тек çăмарта

Тумасть — халь арăм тарăхать тет шăпана.

..................................

Сăмах чăхха апат чыхни çинчен те мар,

Пуçпа шутла, çав арăм мĕншĕн курнă шар?

 

Эзоп

Куçарнă: 2010, раштав, 16

Малалла


Пурăнăç — пăрăнăç, ăнланатăп,

Пур вăйран малалла ăнтăлатăп.

Анне пилĕ чĕнет малалла,

Вăй парать талпăнма тăвалла.

 

Шурă тĕс умăмра, тен, хури?..

Кукăр çул мал енче е тӳрри?

Айлăмра-и телей е сăртра? —

Çут хĕвел курăнать тухăçра.

 

Шалти туйăм хистет малалла,

Малалла, тек çул çук каялла.

Ума çирĕп тĕллев лартмалла,

Телее шыраса тупмалла.

Çил-тăвăл


Савнă хулам


Пит пысăк салам,

Ман савнă хулам!

Сана саламлам,

Юратнă хулам!

Уяв сан паян,

Ялан эс пулан.

Пире çупăрлан,

Çунат-вăй паран!

Тухса кайсанах

Чĕнен каяллах.

Эпир яланах

Юлатпăр санпах.

Савнăç пултăр чĕринче


Питĕ ырă ман анне

Каснă илнĕ эп сăнне.

Манпа ăшшăн калаçать,

Йывăр чухне пулăшать.

 

Ывăлĕшĕн тăрăшать,

Ăс, канаш ялан парать.

Вăл каланине итлеп,

Атту инкеке лекеп.

 

Юратса эп аннене

Парăп пĕчĕкçĕ парне.

Çиçтĕр кулă сăнĕнче,

Савнăç пултăр чĕринче.

Мĕн хĕсет-ши?


Мĕн хĕсет-ши? Ман чун — читлĕхре,

Ыратать туртăнса яш чĕре.

Чун суранĕ хирет тĕреке, —

Мĕнле сирĕп умри инкеке?

 

Ăраскалăм-шăпам! Тыткăнран

Хăтарсамччĕ паян е ыран.

Вăй парсамччĕ татма сăнчăра,

Эпĕ унсăрăн — мĕскĕн чура.

 

Сар хĕвел кармашать тӳпене,

Эп куратăп ун вут çăмхине.

Ăраскалăм-шăпам, итлесем,

Чунăма читлĕхрен вĕçертсем!

Сисрĕ лантăш кăна


Вăрманти сулхăнта

Эп тĕлпултăм сана.

Чĕрери хĕм-вута

Сисрĕ лантăш кăна.

 

Вăрманта, ирĕкре

Лантăш шур çеçкере.

Лантăш шур çеçкере,

Юрату — чĕрере.

 

Лантăш — шурă шăрçа,

Эс ан лар пуç усса.

Туйăм хыççăн пырса,

Чуна патăм уçса.

 

Вăрманта, ирĕкре,

Лантăш шур çеçкере.

Лантăш шур çеçкере,

Юрату — чĕрере.

■ Страницăсем: 1... 350 351 352 353 354 355 356 357 358 ... 796