Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пулать-çке пурнăçраТом Сойер темтепĕр курса çӳрениХуркайăк çулĕЮрату ҫӑлкуҫӗПолк ывӑлӗКулăш кустăрмиЯл калавĕ

Пăши пăрушĕ


— Пичче, пирĕн ĕнепе темле пăру ерсе килчĕ, — терĕ мана Илюш, кĕтӳрен таврăннă выльăхсене киле кĕртме тухнăскер. — Урисем вăрăм та çинçе. Хăй питĕ хитрескер.

Картишне тухрăмăр та ĕне патĕнчех тăракан пăши пăрушне куртăмăр. Хăй питĕ имшер, шăммипе тирĕ кăна.

— Ахăртнех, амăшĕсĕр тăрса юлнă пулмалла, — терĕм эпĕ. — Чĕнмен хăна пулин те хăваласа ярар мар-ха. Пурăнтăр.

Пăши пăрушне килтех хăвартăмăр, кĕтĕве те ямарăмăр. Ăна ĕне сĕчĕпе тăрантартăмăр, симес те сĕтеклĕ курăк тата-тата килсе патăмăр.

Виçĕ-тăватă эрнерен пирĕн Именчĕк (эпир ăна çапла ят патăмăр) маттурланса кайрĕ: кил карти тавра чупкаласа кăна çӳрет, сиккеле-сиккеле вылять.

Каярахпа вăл килти выльăхсемпе пĕрле кĕтĕве çӳреме тытăнчĕ, Паня ĕнерен пĕр утăм та юлмастчĕ.

Сивĕ хĕле те пирĕн патрах ирттерчĕ пăши пăрушĕ, мăкланă витерен нимĕн чухлĕ те ютшăнмарĕ.

Çуркунне выльăхсене тин кăна юр айĕнчен тухнă çерем çине кăларса пысăкланнă Именчĕк, теме сиссе, нумаях та çӳремерĕ, çывăхри вăрманалла чуп-тарчĕ.

Çур сехет пек иртсен вăрмантан икĕ пăши тухрĕ. Вĕсенчен пĕри Именчĕкчĕ. Эпир ăна çийĕнчех палласа илтĕмĕр. Вăл пирĕн пата пычĕ, алăсене ачашшăн çулакаларĕ те хăйĕн тусĕпе вар тăрăх таçталла çул тытрĕ.

Малалла

Камра пулчĕ айăпĕ?


Малтанхи юратăвăм,

Манăçми ыратăвăм,

Кĕлленчĕ те çухалчĕ, —

Камра пулчĕ айăпĕ?

 

Кăвак сирень турачĕ...

Пĕр саншăн çеç татнăччĕ.

Шанчĕ, типрĕ, хуçăлчĕ, —

Камра пулчĕ айăпĕ?

 

Çăлтăр вылять мĕн ирччен,

Кăвак шуçăм киличчен.

Эс пĕччен, эп те пĕччен, —

Камра пулчĕ айăпĕ?

 

Ăнланмасăр пĕр-пĕрне

Çул йӳпленчĕ ик енне.

Вăхăт курчĕ — пачĕ хак, —

Кая юлтăмăр никак!

Çут тĕнче хитре


Шухă çил вĕрет,

Çемĕрт авăнать.

Шап-шурă çеçки

Çĕре тăкăнать.

 

Юр пек шур çеçке

Сая каять-çке.

Шăрçа пек çимĕç

Чăмăртанать-çке.

 

Хура шăрçине

Сĕнет вăл пире.

Çĕмĕрт çуркунне —

Каллех чечекре.

 

Çут тĕнче хитре, —

Пиртен юлать-çке.

Иртен ĕмĕре

Чарма май çук-çке.

 

Çут тĕнче хитре, —

Савăнса пурнар.

Ĕмĕр иккĕ мар —

Пĕр-пĕрне упрар!

Б. Тихонов-Борлена


Тавах, сăмахлăх шур сухалĕ!

Сана паллать чăваш тĕнчи.

Пурнать йăх-ташăмсен вăй-халĕ

Ĕçчен поэтăн чĕринче.

Хусанкаях сана пил панă

Курса тивлетлĕ ăстана.

Пăла та Слак чунна çутатнă,

Çутатăн пирĕн ăс-тăна.

Сăввусемпе ырра мухтарăн

Тăван поэзи пахчинче…

Сахал-и шур хута хуратрăн,

Сассу чăвашăн чĕринче.

Иртет кун-çулăмăр куссийĕ

Ĕç-хĕллĕ пурнăç кĕввинче.

Вышкайсăр ĕçĕрĕн уссийĕ

Тăван та тус кĕрекинче.

Çук, ахаль мар, тăван, юрларăн,

Митта Ваçлейĕ калашле.

Эс халăха савса юратрăн,

Хун, пăлхар çĕрĕн таврашне…

Ватти-яшши пĕрле утсассăн

Çак çутă тĕнчере пĕрмай

Хăватлă пулĕ пирĕн сасă

Малашлăхра хастар утма.

Чăваш-и эс?!


Чăваш-и çав —

Кам маннă амăш чĕлхине?

Чăваш-и çав —

Кам вырăслатнă ачине?

 

Чăваш-и çав —

Кам чăвашла манать?

Вĕсем çине пăхсан —

Ман чунăм хурланать.

Кукамай патĕнче


1

Çĕньял ялĕн варринче сарăлса выртакан пысăках мар кӳлĕ умĕнче ларакан крыльцаллă йывăç çурт умне хуп-хура «Волга» çитсе чарăнчĕ. Хăйсем килнине систерсе вăрăммăн сас кăларнă хыççăн та никам кĕтсе илменнине кура хăнасем васкаса машинăран тухрĕç. Шофер сип-симĕс курăк çине тĕрлĕ çыхăсене пĕрин хыççăн теприне кăларса лартрĕ. Вăтам çулсенчи хĕрарăм тӳрех хапха еннелле утрĕ. Хăй çине çара пĕçĕсене чĕркуççи таран çеç хуплакан шăлавар (вырăссем ăна шорты теççĕ-ха) тата армак-чармак тем те пĕр ӳкерсе пĕтернĕ футболка тăхăннă вăрăм çӳçлĕ çамрăк вара ним тума пĕлеймесĕр пĕр вырăнта тăпăртатса тăчĕ.

— Анне, вара калаçса килĕшнĕ пекех тăвар, — кил хушшине кĕрсе кайнă хĕрарăм туя çине тайăнса утакан карчăкпа урама тухрĕ. — Макс сан патрах çу каçтăр, кĕркунне мĕн тумаллине куç курĕ унта.

— Пурăнтăрах ĕнтĕ. Кĕрӳпе иксĕр те канмалли вăхăта ялта ирттерме пултаратăр. Вырăн пурин валли те çитет, — мăнукĕ хăйпе юлнишĕн савăннине е кăмăлсăррине палăртмасăр калаçрĕ Марук кинеми.

— Отпуска хуларах ирттерме тивет пуль çав. Хваттерте ремонт тăвас тесе тăратпăр-ха, — машина çине ларнă май сăмахларĕ хĕрарăм. Унтан вăл ывăлĕ енне çаврăнчĕ те:

Малалла

«Çурхи хĕвел юра ирĕлтерсен...»


Çурхи хĕвел юра ирĕлтерсен

Текех хĕл килес çук тесе ан калăр.

Çӳçне-пуçне шап-шурă пас витсен

Çын çамрăк-ха теме аван та мар-тăр.

 

Çĕре юр кĕрчĕсем хӳсе лартсан

Тек çуркунне килмест тесе ан калăр,

Хĕвел кăнтăрларан иртсе кайсан

Каç пулчĕ-çке теме тӳрех ан васкăр.

 

Пĕр пĕчĕкçĕ инкек килсе тухсан

Мĕнпур тĕнче илтмелĕх чан ан çапăр,

Тепле пĕрре телей тĕлне пулсан

Манран телейли çук тесе ан янрăр.

 

Кĕтмен çĕртен чи çывăх çын сутсан,

Ыттисене те тарăхса ан ятлăр,

Пĕрре ним ывăнмасăр ыр курсан

Ыран та ырă курасса ан шанăр.

 

Кун-çулăрти кашни çĕнтерӳре

«Телейлĕ эп» тени кăна ан пултăр, —

Паян çĕнтермесен те пурпĕрех

Ыран çĕнтерессишĕн çирĕп утăр!

«Пĕрре килетпĕр тĕнчене, пĕрре!..»


Пĕрре килетпĕр тĕнчене, пĕрре!

Çĕр хут, пин хут каланă кун çинчен.

Мĕн-ма çакна манатпăр, чĕмере?

Вăрçатпăр, кӳлĕшетпĕр темĕнччен.

 

Пĕрне-пĕри савса та юратса,

Юратура телейлĕ кун тупса

Утасчĕ килĕшӳллĕ сăмахпа,

Куласчĕ çĕкленӳллĕ сасăпа.

«Çамрăклăх!..»


Çамрăклăх!

Манран эс çухалман иккен!

 

Çамрăклăх!

Каллех эс таврăнтăн пулас!

 

Санпала каллех эп юрату тупса

аслă çут тĕнчешĕн

юрлама хавас.

В.Петров-Питрава


Çаплах çырмашкăн эп хăям:

Санран пулать Омар Хайям.

Тăват йĕркеллĕ хайлавпа

Вăл ĕмĕр юлнă халăхра.

Сăнарлă шухăш — ăс валли,

Этеплĕх, чыс-хисеп палли.

Ыйтать нумай вăл пултару

Юлташ, ахаль ӳкмест тару.

Сăввусене вуланăçемĕн

Тупатăп хăйне евĕр çемĕ.

Чăвашлăха сума сăватăн,

Чун-кăмăлтан ăна саватăн.

Хăй халăхне хисеплекен

Сумра вăл пулнă ĕлĕкрен.

Питрав сăмахĕ хисепе

Ак тивĕçĕ ĕмĕрсемпе…

Юрла, ан ывăн эс, Питрав,

Ан тивтĕр кун-çулна пăтрав.

Мухта шав çутă тĕнчене,

Ăна эс çавăр ĕнчĕне.

■ Страницăсем: 1... 352 353 354 355 356 357 358 359 360 ... 796