Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хĕрлĕ тюльпанКĕмĕл кĕперҪавраҫилКĕперЙăмраллă ялТутимĕрХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăх

Уяв каçĕнче


Яланхилле, кĕлеткине тӳрĕ тытса, утас-и-утас мар-и тенĕн урине вĕттĕн-вĕттĕн шутарса, пуçне çӳле çĕклесе картлашкапа хăпарчĕ Нарспи Ильинична. Хăй хĕрĕх çула яхăнах ĕçленĕ Культура керменĕн ырă та тарават сывлăшĕ ачашшăн çупăрланине туйса пычĕ вăл. Уяв каçне ятарласа капăрлатнă пысăках мар зал та хĕрарăма ăшшăн кĕтсе илчĕ. Нарспи Ильиничнăна пĕлекенсем хăшĕ ун еннелле пуçне сĕлтсе, хăшĕ ура çине тăрсах сывлăх сунчĕç. Хĕрарăм хăй те кашнинех кăмăллăн йăл кулса саламларĕ.

Халăх поэчĕ ята илме тивĕç маттур чăвашăн пултарулăх каçне тахçанах пенсие тухса килте ларакан Нарспи Ильинична ятарласа килчĕ. Ачалăхпа яшлăхри тусĕсене курма пӳрмест-ши текен шухăш хăваласа кăларчĕ ăна паян килтен. Ара, поэтăн амăшĕпе, Пăлакипе, пĕр ялта çуралса ӳснĕ-çке вăл, тахçан ача чухне унпа туслă та пулнă, анчах юлашки вăтăр çул хушшинче, ашшĕ-амăшĕн тĕп килне сутса тухса кайнăранпа, унпа нимĕнле çыхăну та тытман. Тĕрĕссипе, ун чунĕ нихăçан та ялалла, çĕр патнелле туртăнман, çавăнпах ял еннелле выртакан çула та, хăй унта çуралса ӳснине те тахçанах маннă ĕнтĕ хĕрарăм.

...Хăйпе пĕр çулсенчи нумай ватăсем пекех, Нарспи Ильинична ялти чăваш хресченĕн çемйинче çуралнă. Çемьере пĕр-пĕччен пулнăран-ши е кая юлса килнĕ, çавăнпа питĕ кĕтнĕ ача пулнăран ашшĕ-амăшĕ хĕр ачана юмахри пек пăхса ӳстерчĕ. Хура ĕç патне пырса пилĕкĕ авăнмарĕ унăн. Çичĕ класс кăна пĕтернĕ ашшĕ ăна хăй çитеймен пĕлӳ тупине çитерес тенĕ пулас. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕ Нарспие ытларах культура пĕлĕвĕ парса аталантарма тăрăшрĕ.

Малалла

«Тен, юратнă сана...»


Тен, юратнă сана,

Тен, ахаль

Юрату вăййине çеç вылянă...

Çывăх курнă, анчах кăлăхах —

Çиçеймерĕ çут çăлтăрлă шанăç.

 

Эс пăрахрăн мана, пит аван!

Иртсе кайрĕ тинех пăлхану.

Тен, чăнах эпĕ пулнă айван,

Урăххи халĕ санăн хăну?

 

Урăххи ыталать, чуп тăвать,

Савăнса, тен, итлет сассуна.

Уншăн эсĕ — чи çывăх тăван,

Парнелетĕн сӳнми куллуна.

 

Те юратнă сана, те ахаль

Юрату вăййине çеç вылянă...

Ирĕк пурнăç пулсассăн та халь,

Чĕререх эс — кăварлă суранăм.

Манăн çăлтăр


Юратнă та хаклă мăшăрăма — Юрий Иванович Ковалюка

 

Вĕçсĕр-хĕрсĕр тӳпе каçсерен

Çăлтăрсем сапалать пинĕн-пинĕн.

Шурăм пуç ерипен çĕкленсен,

Çутăлать ăраскалăмăр пирĕн.

 

«Çĕр çинче манăн çăлтăр пĕрре», —

Тейĕп санăн сăнна манаймасăр.

Санпала çамрăкланнă чĕре,

Санпалах вăл тапать пач канмасăр.

 

Манăн çăлтăр ӳксен ăнсăртран,

Сăнăма манăнне çич ют манĕ.

Эсĕ манмăн мана нихăçан,

Ма тесессĕн шăпамçăм эс манăн!

 

Тав тăвап Украина çĕрне,

Мана пачĕ вăл хăй çăлтăрне!

Ялан эс пĕрле — чĕререх


Ф.

 

Сана çухатсассăн, савниçĕм,

Ман куçăм çухалнă пекех.

Эп суккăр пулсассăн,

Сана курмасассăн

Мĕн-ма пурăнас-ха текех?..

 

Сана çухатсассăн, савниçĕм,

Урасăр эп юлнă пекех.

Урасăр пулсассăн,

Пĕрле утмасассăн

Мĕн-ма пурăнас-ха текех?..

 

Сана çухатсассăн, савниçĕм,

Эп алсăр юлнă пекех.

Алли пулмасассăн,

Хăват юлмасассăн

Мĕн-ма пурăнас-ха текех?..

 

Çук, çук! Çухатмастăп, савниçĕм,

Ялан эс пĕрле — чĕререх:

Эп суккăр пулсан та,

Урасăр юлсан та

Санра вăй тупатăп пĕрех!

Ӳкĕнӳ


Тăлăх пуснă ача пулнăран

Тантăшсем пек кервен ӳсеймерĕм.

Çĕр ĕçне кӳлĕнсе ачаран

Выляса савăнма ерçеймерĕм.

 

Каярах, яш шайне те çитсен,

Ăраскаллă пĕрех пулаймарăм.

Савнине ал çинче çĕклесе

Пурнăç çулĕпе эп утаймарăм.

 

Ӳпкелемĕп çавах шăпама,

Пӳрнине пуç тайса йышăнатăп.

Тепри хурласан та хама

Çаплипех малалла талпăнатăп.

 

Аллă çул пурăнсан çĕр çинче

Хушăнать-мĕн пайтах тивĕç-парăм.

Шел, çак шавлă кун-çул юххинче

Хам çырас тенине çыраймарăм.

Кăшкăру палли


Иван Петрович аллине ручка тытса çамки тирĕсене картлантарчĕ те умне сарса хунă шур хут çине çырма пуçларĕ.

«Хĕрарăмсен кунĕ» тесе васкамасăр пысăк саспаллисемпе йĕрлесе тухрĕ крахвит тунă хутăн малтанхи йĕрки çине.

Унтан «пот полька» каснă çӳçне пушă аллипе утюкласа илчĕ те, малалла мĕн çырас-ши тесе, чернил кĕленчи çине чылайччен пăхса тăчĕ.

«Аха!» Тупрĕ.

«Кашни çулах мартăн 8-мĕшĕнче эпĕр хĕрарăмсен кунне уявлатпăр. Хĕрарăмсене социализм тăвас ĕçе хутшăнтармалла... Ĕлĕк хĕрарăмсем капитализм пусмăрĕнче те, упăшки пусмăрĕнче те...» Малалла мĕн çырассн пуçран вĕçсе тарнă.

Иван Петрович сиксе тăчĕ те пирусне тивертрĕ васкаса, пӳлĕм тăрăх васкаса утса çӳреме тытăнчĕ шухăш шырама.

— Шуйттан председателĕ! Эсĕ, тет, профсоюз членĕ. Халăх ĕçне ермелле. Хĕрарăм кунĕ валли статья çырса пар-ха тет. Сан стена хаçату çине çырмасăрах, манăн ĕçсем нумаййине пĕлмест. Хам партире те тăмастăп, çапах çыртарать...

Каллĕ-маллĕ уткаласа çӳресе, чӳрече патне пырса тăчĕ. Çат!.. Çат!... Çат!... тумла юхать чӳрече янаххи çинчен сăрланă урай хăми çине.

— Ма чӳрече çинчи тутăрна пăрмастăн! — тесе ура тапса пычĕ тĕпелте ача кĕписем çуса тăракан арăмĕ патне.

Малалла

«Шăнкăртам хĕррине эп анатăп...»


Шăнкăртам хĕррине эп анатăп

Ирхине. Сывлама пит аван.

Ĕмĕтре сывлăшра ярăнатăп,

Пирĕшти пек хăвна эс туян.

 

Сенкерлĕхе вара путатăп,

Çавăнпа эп тата ачашрах.

Ытарми çĕн сăнсем эп куратăп,

Юмахри пек тĕнче ман умра.

 

Хырлăхри кайăк-кĕшĕк концерчĕ

Янăрать, янăрать таврара!

Чечексен ыр шăрши çĕклентерчĕ,

Халь ытла та-çке ырă чунра.

 

Сывлăмпа çут тĕнче, ав, çуталчĕ

Çĕн сăнпа хурлă шухăш çухалчĕ.

«Ах, мĕнпе танлаштарас-ши...»


Ах, мĕнпе танлаштарас-ши

ман сана, пике?

Кăмăлу аса илтерчĕ

шухă ирĕке,

çеçен хир пек

анлă,

вĕçсĕр,

илĕртет ялан.

Çавăнпа маттур,

вăр-вар эс,

çавăнпа аван!

 

Ах, мĕнпе танлаштарас-ши

ман сана, пике?

Хурăн пек — тӳрех калатăп —

тӳсрĕн инкеке.

Вăрман евĕр аслă,

ешĕл, —

çынсене саван.

Çавăнпа маттур,

вăр-вар эс,

çавăнпа аван!

 

Ах, мĕнпе танлаштарас-ши

ман сана, пике?

Тăван Çĕр-анне пек патăн

кирлĕ тĕреке.

Сăрт-ту евĕр

çӳллĕ,

çирĕп

турĕ кăмăлтан,

Çавăнпа маттур,

вăр-вар эс,

çавăнпа аван!..

 

Ах, мĕнпе танлаштарас-ши

ман сана, пике?

Шăнкăрч пултăн —

вĕçрĕн-килтĕн

кĕçĕр тĕлĕке.

Юрă хыççăн çĕнĕ юрă,

ах, шăрантăрах,

Çавăнпа маттур,

вăр-вар эс,

çавăнпа аван...

 

Ах, мĕнпе танлаштарас-ши

ман сана, пике?..

Çук, килмерĕ хĕр пане каччи...


Çурхи çумăр шăпăртатрĕ çăмăл,

Çиçрĕ çиçĕм, çитрĕ çил ачи...

Çеçке çурчĕ, çепĕçленчĕ кăмăл, —

Çук, килмерĕ хĕр патне каччи.

 

Икĕ çул унпа çыру çӳретрĕ,

Икĕ çул никам та чуп туман.

Ир те, каç та савнине вăл кĕтрĕ —

Икĕ питлĕ нихăçан пулман.

 

Халь хĕре никам та пулăшаймĕ:

Хурчăка пек сăхрĕ, чун илли!

Хывăх евĕр вĕçрĕ ун сăмахĕ —

Хӳхĕм хĕр вăл тупнă хăй валли.

 

— Ах, йăмра, эс пĕтĕмпех пĕлетĕн,

Астăватăн эс иксĕмĕре...

Антăхса йĕрсессĕн те пĕрле тек,

Ах, йăмра, пулаймăн ĕмĕрне.

 

Çĕрĕпе минтер çыртса хӳхлерĕ

Çамрăк хĕр, ылханчĕ пурнăçа...

Çурхи çумăр ирчченех лӳшкерĕ —

Çăлăнăç куççулĕ пулчĕ çав.

Паттăр çын вăл çĕр çинче


(В.Бараев–Сĕркке поэта 100 çул çитнине халалласа)

 

Виçпӳртрен сахал мар тухнă

Пултаруллă ĕçченсем.

Çакăнтах ăсне те пухнă

Ырă, сăпай хресченсем.

Ак, Бараев, пур çыравçă,

Тĕнчипех ăна паллаç.

«Пулман вăл нихçан хăравçă», —

Ун пирки çапла калаç.

Шур хута нумай хуратнă,

Пирĕн Тимĕр шав çырса.

Калав хыççăн сăв çуратнă,

Ĕлкĕр çеç çырса пырса.

Шухăшне, шел, вăрçă татнă,

Хĕрхенмен Бараева.

Вут-хĕмне сахал мар сапнă,

Тăшман хамăр çĕршыва.

Виçпӳрт çынни паттăр пулнă,

Хӳтĕлет Сталинграда.

Ыр ячĕ кунта ун юлнă,

Янăрĕ ĕмĕр тата.

Мрамор хăма çинче вулĕç

Ун ятне Сталинградра.

Владимир Бараев! — курĕç

Ун сăнне те палăкра.

Çĕршыва вăл питĕ савнă,

Ывăлне вĕри чунтан.

Арăсланшăн сăвă хывнă,

Никам çук хакли унтан.

Хайлавсем ун питĕ сумлă,

Вуланаç паян кунччен.

Сăнарсем пирĕнпе çумлă,

Пурăнаç çĕршер çулччен.

Халь унран тĕслĕх илеççĕ,

Малалла

■ Страницăсем: 1... 354 355 356 357 358 359 360 361 362 ... 796