Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йăмраллă ялСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеСар ачапа сарă хĕрВăхăт таппиВатă чĕре — çамрăк чунСинкерИлле Тăхти

Ниме


Иртенпех таçта кайма хатĕрленет анне: икерчĕ пĕçерчĕ, ĕне сурĕ, ĕнерхи сĕтрен пĕр курка хăйма пуçтарчĕ.

— Акриппин кинемей патне кайса килер-ха, — пĕлтерчĕ юлашкинчен ман çине ăшшăн пăхса. — Эсĕ ак çак куркана тыт. Асăрхан, тăкса ан яр. Енер чирлесе ӳкнĕ иккен. Кăшт çемçерех апат илсе кайса парар-ха. Тăванĕ-хурăнташĕ çук та аса илекен те тупăнмасть пулĕ...

Анне Акриппин кинемей чирленĕшĕн кулянчĕ.

— Кинемейĕн тăванĕсем ăçта вара?

— Мĕнле калас? — тем аса илчĕ анне, — Тăванпĕтен енчен пĕр вăхăтра пуян çынччĕ вăл, Пиччĕшĕсемпе шăллĕсем те, упăшки те, ӳссе çитнĕ ывăлĕсем те пурччĕ унăн. Ах, ывăлĕсем ытла маттурччĕ, пĕри тепринчен ĕçченрех, пĕри тепринчен ăстарахчĕ! Упăшки те çав тери ырă çынччĕ. Ачи-пăчине те, тăванĕсене те — пĕтĕмпех иртнĕ хăрушă вăрçă пĕтерчĕ. Çапла тăр пĕчченех тăрса юлчĕ вара.

Калаçкаласа пырса Акриппин кинемей пурăнакан пӳрт умне çитнине сиссе те юлаймарăмăр. Хапха алăкне майĕпен уçса кĕтĕмĕр те хамăр кӳршĕри Петĕрпе Хĕветĕр хыпалансах вут татнине куртăмăр. Хĕрӳ ĕçлесе ăшша пиçнĕрен курăнать, пичĕсем çырла майлах хĕрлĕ хăисен.

— Вăй патăр, ачасем, вут татас тетĕр-им? — ыйтрĕ анне.

Малалла

«Тӳс, тусăм, тӳсĕм пĕтиччен!..»


Тӳс, тусăм, тӳсĕм пĕтиччен!

Ав, хурт — тӳсет,

тӳсет те — пурçăн ӳтленет.

Шума çуралнă тенĕскер,

лĕпĕшленсе вĕçсе çӳрет.

«Ăнăçлă пахчаçă»


Пахчара ĕçлеттĕм çăвĕпе,

Çимĕç ӳстересшĕн тăрăшаттăм,

Шуçăмлах каяттăм та ирпе,

Çăлтăрсем тухсан тин таврăнаттăм.

 

Çу иртсен, çитсессĕн кĕркунне

Тухăç илтĕм пуçтарса ыт-çитлĕн.

Кам пĕлет мĕн чул тар тăкнине?

Çук, ӳсмест пĕр çимĕç те хăй тĕллĕн.

 

Кĕвĕç чунлă кӳршĕсем вара

Манăн пахчаран тухма пĕлмерĕç.

— Пăхăр-ха, ун çĕрĕ пахарах!

Ăнăçлă пахчаçă çав вăл! — терĕç.

Тăван çĕршыв


Тăван çĕр-шывран асли çук,

Тăван çĕр-шывăм пĕрре.

Атте-аннерен хакли çук,

Çуратнă, ӳстернĕ пире.

Вĕç-хĕрсĕр ялсен, хуласенĕн,

Шывсен, вăрмансен илемне

Пире пĕрлештернĕ-çке енĕм,

Сана манас çук ĕмĕрне.

Пыл пек тăван çĕрĕн тăприйĕ,

Атте-аннепе пĕр тăван.

Чун канăçĕ, пурнăç туприйĕ,

Çак ыр сăвапа эс упран.

Кунта-çке эпир пурăнатпăр

Ялта ӳссе çитĕннĕскерсем.

Акатпăр тыр-пул, пуçтаратпăр

Тăри юррине итлесе.

Çĕр-шывăм, юратнă çĕр-шывăм,

Атте те, анне сăнунта.

Санпа — ĕмĕр-ĕмĕр эп сывă,

Сӳнми пурăнатăн чунта.

Савнă ен


Савнă ен, тăван тавралăх,

Хир-хир витĕр ялĕсем…

Санпала манри тăванлăх

Эх, пит хаклă-çке вĕсем.

Ăшă çу пек ырă эсĕ,

Ытарми тăван кĕтесĕм!

Çупăрлатăн, хал кӳретĕн

Чунăм ывăнса кӳтсессĕн.

Эс — атте те ман, анне те

Йăлт эс манăн мĕн пурри.

Виçейместĕп ун анне те,

Ун пӳне, ак — чун юрри.

Ырлăхпа телей пиллетĕн

Ĕмĕрхи хăватупа.

Эс — калатăн, эп итлетĕп,

Эп санри юратупа.

Сарлака та эс, пит аслă!

Юхтăр юрă шăранса…

Илĕртет çап-çут пуласлăх,

Пурăнар ырра шанса.

Вăрланă юрату


Пысăк хулари нумай хутлă çурт. Кĕрхи тĕксĕм каç. Канăçсăр çилпе шавлакан йывăçсем. Тăлăххăн курăнакан урам. Тутлăн тĕлĕрекен тĕнче.

Пурнăç таппине нимĕнпе палăртман тăхăр хутлă çурт. Çакăн йышши çуртсем хулара нумай. Тулашран пĕр евĕр курăнакан, анчах ăш-чикĕпе урăхла çуртсем. Вĕсенче кашнинчех уйрăм пурнăç, уйрăм савăнăçпа хуйхă.

Сăнлакан çуртра та пурнăç хăйне майлă кустăрмапа чупать. Çак çуртăн кашни хваттерĕ хăйне уйрăм пурăнать. Хăшĕнче савăнăç, тепринче — пĕчченлĕхпе тунсăх.

Тунсăха пĕчченлĕх çӳратать, пĕчченлĕхе — шăплăх. Кантăк витĕр кĕрхи каç тĕттĕмлĕхне сăнаса тăракан Алена хваттерĕнче шăплăх тени çук. Хаваслă кĕвĕ, савăнăçлă кулă, шăкăл-шăкăл калаçу янăрать. Тунсăхлама вăхăт та, вырăн та çук. Хĕре пурпĕрех пĕчченлĕхпе тунсăх кăшлать. Мĕн çитмест ăна? Мĕн?! Чи çывăх тусĕсем те, хăйне пирĕшти пек хисеплесе юратакан Владик та çумрах. Авă пурте ун патĕнче хăнара. Аленăна вара çаплах темĕн çитмест. Темĕн... темĕн çитмест.

Çак темĕн мĕн иккенне хĕр аван пĕлет. Ах, мĕнле аван пĕлет! Анчах хăйне хăй нимĕнпе те пулăшаймасть. Никам та пулăшаймасть.

Юрату телейлĕ тата телейсĕр пулать теççĕ. Алена юратăвĕ вара? Телейлĕ-и вăл? Е? Телейлĕ! Телейлĕ хĕр савнă çын ытамĕнче. Телейлĕ Кольăпа юнашар. Çĕр хут, пин хут телейлĕ юратнă çынпа тĕл пулсан. Телейлĕ! Анчах... Мĕншĕн пур-ши çĕр çинче çак «анчах». Анчах Аленăн çак юратăва пуринчен те пытарма тивет. Пытарма, вăрлама тивет.

Малалла

Кукша пуç


Шăтса тухать çу уйăхĕ çитсен,

Сап-сарă çеçкине çурать вăл.

Ларать те таврана илем кӳрсе,

Ăна пур чĕрĕ чун та хапăл.

 

Илем çум курăкра та пур иккен.

Анчах, эрне ытла иртсессĕн,

Юлать шур мамăк çеç сар çеçкерен.

Унра илем пулман та тейĕн.

 

Кукша пуç ĕмĕрĕ кĕске çав. Ах,

Мĕн-ма-ши çут çанталăк шелсĕр?

Эпир те, тен, çак тĕнчере çавах —

Çын ĕмĕрĕ те çавăн евĕр?

 

Кам çамрăк вăхăтра чипер пулман?

Çулланнă майăн шуралатпăр.

Çул хыççăн — çул...

Сисмесĕрех юлан —

Кукша пуçпа тăрса юлатпăр.

«Çурçĕр куç ӳкесрен...»


халăхăм пуласлăхне

 

Çурçĕр

куç ӳкесрен

пĕр курăк çеçке çурчĕ

тав турĕ уйăх çутине

йăхне ĕрчетнĕшĕн

 

уй,

вăрттăнлăх пур ман:

çав çеçкене çурма

çӳреп

сар уйăх çути пек:

 

(эп — çурçĕр варринчи хĕвел)

«Мал енне утатăп ĕнсепе...»


Мал енне утатăп ĕнсепе,

тĕлленмешкĕн куçлăхпа выртатăп

ĕмĕрĕм — пĕр татăк

татăкĕ таран пăрта тăк,

мĕн утма мана тарай кĕпе;

 

телейли ӳтленнĕ кипкепе,

эп пур — тенкĕпе

ӳтсĕрленĕпин пурттенккепе

кепе,

мĕн унччен юласшăн эп эппе!

 

пăр та урăх ятлă вĕрире! —

кăшт кăна курасшăн ир ире —

тĕтре...

тĕтре...

тĕтре...

Ылтăнран та хаклă


Ырă сăмах ылтăнран та хаклă,

Ку каларăш пырать авалтан.

Чăн та, пĕлтерĕшĕ унăн хăватлă,

Вăл çуралать ырă чун-хавалтан.

Ырă сăмахăн пур симĕ, сиплевĕ,

Вăл тĕрек кӳрĕ çынна амантсан.

Ырă сăмах çут тĕнче çути евĕр

Тăрĕ этем тĕнчине юмласа…

Ырă сăмах калама манас марччĕ,

Çут тĕнчери ыр çынсем пĕр-пĕрне,

Çак паха кăмăл та туйăм юмарчĕ

Ăшшăн çутаттăр этем ĕмĕрне.

Ыр сăмахпа пурнăçра пурăнасчĕ,

Кăшт хитреленĕ ун чух çут тĕнче!

Ыр сăмахпа ырă йĕр хăварасчĕ

Манăн, туссен-тăвансен чĕринче.

■ Страницăсем: 1... 357 358 359 360 361 362 363 364 365 ... 796