Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Том Сойер темтепĕр курса çӳрениХĕрлĕ тюльпанЧипер АннаЯл калавĕШăплăхри аслатиАли-паттăрĔмĕтсем, ĕмĕтсем...

Чим-ха, асту!


Йăкăлт-йăкăл! сиккелесе чăтлăхра Куян пырать. Хăйĕн ури йĕрĕсене вăрăм та лăпсăркка хӳрипе шăлса юрпа хуплать.

Çумра ларакан мăнук манăн кĕреçе пек сухалран тытса:

— Асатте, ан суй, — тесе хучĕ. — Ăçтан Куянăн хӳри çапла пултăр? Акă, пăх-ха, «Сăрлама вĕрен» кĕнекери ӳкерчĕк çине.

— Чим-ха, пепкем, итле малалла, — тетĕп эпĕ, унăн пуçĕнчен шăлса.

— Сана хам илтнĕ халапа каласа паратăп.

— Юрĕ, итлетĕп, — килĕшрĕ шĕвĕркке ман çине шанмасăртарах пăхса.

— Пур чĕрчун та асăрхануллă пулмалла, — сӳтетĕп эпĕ сăмах çăмхине. — Куян та чăнкт! тăратнă хăлхисемпе тавралăха итлет. Ара, сыхлануллă пулмасан, унăн тутлă ашне хапсăнакансем нумайăн.

Тулли уйăх тӳперен кĕмĕл пайăркисене сапать. Кун пек чухне пуçа юрă-çемĕ капланса килет.

 

Пурăнмашкăн питĕ лайăх

Çакă çутă тĕнчере.

Ылтăн хĕвел, кĕмĕл уйăх

Савăнăç кӳреç пире.

 

Куян умне хăва лекрĕ. Чупма чарăнсах Куян ăна малти урисемпе аврĕ те кăшлама пикенчĕ. Эх, еплерех тутлă!

Малалла

Таврăнни


Каллех пуласчĕ пĕчĕк ача евĕр,

Курасчĕ ман ача ачашлăхне.

Чун-чĕремпе тасан, пĕр систермесĕр

Çитесчĕ манăн ырлăх тĕнчине.

 

Мана каç-каç çĕн юмахсен асамĕ

Çӳреттĕр çывăхра та аякра.

Чуччу çинче ура тапса ярнам-и

Çуралнă ялăмра е хырлăхра.

«Эп — ту мар та — урăхла ӳсеп...»


Эп — ту мар та — урăхла ӳсеп

(тымарсен — хăйсен вăрманĕсем!)

пурнăçран вăраннăçем

тĕттĕм парăнтарнă-пĕр тĕсе

урăхла тӳсеп.

 

Эп тĕмен1 те урăхла темен

çиçĕм çиçрĕ —

(пур са-ман-ту мар-и

çиçĕ харăс иртнĕлĕх кăварĕн

каяс умĕн) — калаçса тăмарĕ...

çиçĕм — мĕн тымарĕ;

Чул çунă чух тухайрăм тĕнчене


Эй, ахăр самана!

Хаярлăхна

Мĕн-ма шеллевсĕр ывăтрăн мана?

Е тăвăл алхаçни, е пăр çапни

Е тепĕр чух ман тĕллĕн чул çуни —

Пур пăтăрмах чуна тăвăрлатать.

Нуша тĕшши сар мăйăр пек тулать.

 

Тĕнче пĕтмен-ха, эп хуллен çӳретĕп.

Туятăп: вутланса хĕрӳленетĕп.

Чун варринчен темле хăват илетĕп!

Мĕн пулчĕ-ши мана?

Ай шеремет!

Чул çапнăран ман чунăм тĕлкĕшет.

Тивмессерен вут чулĕ пек хĕмлет.

 

Асаплану парать-им тухăçне —

Чул çунă чух тухайрăм тĕнчене!

Кĕтни


Пĕррехинче, шур шуçăмлă ирпе,

Хĕрӳллĕн чуп туса çапла каларăн:

«Тĕл пулăпăр. Шансам чун-чĕрӳпе...»

Çулсем юпленессе ун чух туймарăм.

 

Çав уйрăлу амантрĕ ман чуна.

Сана кĕтсех шуралчĕ ĕнтĕ

пуçăм.

Каларăн та — тытмарăн сăмахна,

Кашни ирех пĕччен килет, ав, шуçăм.

 

Эппин, сана кĕтни те кăлăхах.

Вун çул çĕтсе мĕнле савни çӳретĕр?

Качча та тухрăн пулĕ юратсах,

Хальччен ачу-пăчу та сак тулли-тĕр?

 

Апла юрат, асрах тыт савнине.

Мĕн тăвăн, вун çулра нумай

шыв юхнă.

Текех асаилтермĕп иртнине,

Тен, пуласси те пит сахал-тăр юлнă?

Аптăранă кăвакал


«Аптăранă кăвакал кутăн чăмнă», — тесе ватăсем ахальтен каламаннине эсир аван пĕлетĕр. Кăвакал тенĕрен, кунта калаçу кăвакал çинчен мар, куян çинчен пырать.

Ăнланмалларах пултăр тесе йĕркипе каласа парам. Пĕринче, кăнтăрла иртсен, кил картине вутă çурма тухрăм. Нумаях та ĕçлеймерĕм, ача-пăча çуйхашни, такама хăваласа кăшкăрашни хăлхана кĕрсе кайрĕ:

— Эй, курăр-ха, курăр! Ялах кĕрсе тарчĕ вĕт!

— Эй, пӳлĕр!

— Вĕс, Хураçка, вĕс!

Вăн-вăн, Витали пиччесем енне пăрăнчĕ!

Унччен те пулмарĕ — çурри уçă хапхаран куян вĕçтерсе кĕчĕ, эпĕ тăнине те пăхса тăмарĕ, çывăхах пырса ларчĕ. Ак тамаша — аптăранă кăвакал… Чĕрĕ мулкача кун пек çывăхран нихăçан та курманччĕ. Мĕн тери хитре иккен вăл! Кĕрĕкĕ шап-шурă та кăпăшка, хăлхисем унталла-кунталла вылянаççĕ, куçĕсем кăвар пек çунаççĕ. Хăй сиксех чĕтрет, пашкать.

Эпĕ мулкач çумĕнчен иртсе хапха хупма кайрăм. Кĕçех ял ачисемпе çамрăксем те пырса çитрĕç. Эпĕ урама тухрăм, алăка хупрăм.

— Витали пичче, — теççĕ çамрăксем, — сирĕн пата куян кĕрсе тарчĕ. Эс курмарăн-и?

— Çук, — мулкача çав тери хĕрхеннипе суяс килмен çĕртенех суйрăм эпĕ. — Чипер кăна вут çураттăм. Кăшкăрашнине илтрĕм те мĕн пулнăши тесе тухса пăхас терĕм.

Малалла

«Сасă та мĕлкеллĕ ку енче...»


Сасă та мĕлкеллĕ ку енче

 

хăйĕн ах!-рăмне шеллет ту-

пан-

улми кассан та юн тухать

туйăнса тăрать-ши чĕр-ене;

Эп — кунта тек тӳсеймен енне —

 

(сак самант — чи юрăхлă самант:

асаил-ха уйăх пек сăна!) —

уйрăлатăп: хуйăхăм чĕнет

хĕллерен — хĕвел çине.

«Вĕçсе пыни пек — лайăх...»


Вĕçсе пыни пек — лайăх

пăлханчăк сас-и: пăр айĕн-

(че —

тĕнче)

 

тӳссе курас пур айăп —

малашне!

çанă ăшне

кайăк

килсе ларин —

ан ил

ална

 

пăхам

куç айĕн-

(че

тĕнче!..)

Матакра паян та илемлĕ


Фиса мăшăрăма

 

Пăрнашра калама çук илемлĕ, —

Янкăрах сенкерленнĕ маччи...

Çилçунатăм, сана халь кӳлем-и?

Яшлăха вĕçтерер, çил ачи!

 

Кăмăлтан савăнса çупăрлатчĕ,

Чуп тăватчĕ питрен ăшă май...

Çирĕмре пулнă эп, шухă каччă,

Унтанпа вăхăт иртрĕ самай.

 

Вăхăт иртрĕ, çапах манăçмарĕ

Çуллахи шăплăхри тĕлпулу.

Лăпкă каç, шăпчăксем... Тĕлĕк мар-и?

Тыткăнларĕ сан çăлтăр-куллу.

 

Тыткăнларĕç те саврĕç ачашшăн

Атăл хумĕ пекех куçусем...

Чĕререн тав туса пуç таясшăн —

Çул çути пулчĕç маншăн вĕсем.

 

Санпала ĕмĕре ĕмĕрлерĕм,

Алла-аллăн ялан юнашар.

Хĕрпе ывăл, тавах, парнелерĕн,

Урăх ним те мана кирлĕ мар...

 

Пăрнашра калама çук илемлĕ,

Пăрнашра ырă кăмăл уççи.

Çĕнĕрен эп сире ас илем-и,

Çеçкери çĕмĕртпе улмуççи?..

«Çиçсе илнĕ çиçĕм туйнине...»


Çиçсе илнĕ çиçĕм туйнине

çĕрелле пăхса усрап

ХĔЛ çитсессĕн уйрăмах тăсмак

мĕлкеленнĕ чĕрĕ-пĕрене —

ЛĔХ...

 

(пуласси — йăлт темĕн вăрринче):

 

пуласси — йăлт темĕн варринче:

хĕл варрин те пур-тăр тем!

эп — таçта пуçтарăннă этем —

Çын курма çӳретĕп çын çинче...

■ Страницăсем: 1... 359 360 361 362 363 364 365 366 367 ... 796
 
1 Тĕмен — тĕнче