Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ҫул пуҫламӑшӗКĕперКăвайт çутисемСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеПахчапа мунча хуҫиПулать-çке пурнăçраЧипер Анна

Çиçĕмут мыскари


Манăн асатте халĕ çитмĕл пилĕк çулта. Вăл çамрăклах колхоз лашисемпе выртмана çӳренĕ, ака-суха тунă. Урхамахсене халĕ те пит юратать хăй. Эпĕ питĕ асатте аса илĕвĕсене итлеме килĕштеретĕп. Акă эсир те итлесе пăхăр-ха...

«Манăн хамăн та ĕлĕкрех виçĕ лашаччĕ: хура Çӳренкке, çӳрен Тимĕрут тата улма-чăпар Мăранкка. Мăранкка кĕсре ун чухне нумай пулмасть хăмланăччĕ, тихине Ачашкка тесе чĕнеттĕм.

Кунĕпе ĕçлесе ывăннă хыççăн пĕррехинче яланхилле выртмана кайрăм. Эпĕ пĕрмаях Çиçĕм вар хĕррине çӳреттĕм. Хальхинче те хамăн чĕлхесĕр янаварсемпе пĕрле колхоз лашисене çав вар хĕррине илсе кайрăм. Лашасем каçхине симĕс курăк çинче канлĕ çӳреççĕ, ешĕл курăк вĕсене вăй кĕртет. Каç сулхăнĕнче шăна-пăван та тапăнмасть.

Ку тăрăхра темле асамлă вăй пур пек туйăнатчĕ мана, мĕншĕн тесен эпĕ выльăхсенче шалтан тапса тăракан вăй хушăнса пынине сисеттĕм.

Пирĕнтен инçех те мар чикансен тапăрĕ чарăннă. Вĕсем чатăр карнă та кăвайт чĕртсе апат-çимĕç хатĕрлеççĕ, инçетренех ачи-пăчи сасси, кулли-юрри илтĕнет. Лашисем те вăхăтран вăхăт кĕçĕнсе илеççĕ.

Кăвайт чĕртсе çĕрулми пĕçерсе çирĕм те пĕр кана шăпăр каласа килентĕм, унтан сӳре туса ывăннăран выртнă та кăтăш пулнă.

Малалла

«Шухăш чĕрене кĕрсе вырнаçрĕ...»


Шухăш чĕрене кĕрсе вырнаçрĕ,

Хĕрхенӳсĕр шăнтрĕ темĕнччен.

Хĕртекен хĕвелĕ хăвăрт кайрĕ.

Хĕл те çитрĕ.

Эпĕ — пĕр-пĕччен.

 

Пĕр-пĕччен...

Тӳпе те тĕксĕмленчĕ,

Уйăх сапрĕ ĕнтрĕк шевлине.

Ма татах тавралăх тискерленчĕ,

Кăтартас теет-ши вăйлине?

 

Çутă кун куç умĕнчех хуралчĕ.

Куринке салхуллăн тĕлĕрет,

Ӳкĕнӳ таçтан-муртан çуралчĕ,

Чарăнмасăр чун-чĕре йĕрет.

 

Шухăш чĕрене кĕрсе вырнаçрĕ,

Хĕрхенӳсĕр шăнтрĕ темĕнччен.

Шартлама çанталăкĕ çухалчĕ,

Хĕл те иртрĕ.

Эпĕ — пĕр-пĕччен...

Виçĕ хризантема


Виçĕ хризантема

Ман сĕтел çинче...

Чĕрене ак темĕн

Чикрĕ айккинчен.

 

Шурă акăшсемĕр,

Ыртăр пуль тăрса —

Ирĕке вĕçсемĕр

Çуната сарса!

 

Шутсăр кĕвĕçетĕп,

Ăмсанап сире.

Шел, анчах вĕçетĕп

Эпĕ... тĕлĕкре...

 

Виçĕ хризантема

Çутă пӳлĕмре.

Пăшăлтатрĕç темĕн...

Калĕç ӳлĕмрен.

«Мĕншĕн тĕксĕмленчĕ çут тĕнче?..»


Мĕншĕн тĕксĕмленчĕ çут тĕнче?

Шăппăн ĕсĕклет чарусăр çумăр.

Шăпчăк сас памасть сад пахчинче,

Хĕрлĕ чечексем те темшĕн хăмăр.

 

Мĕншĕн-ха апла, ĕнер кăна

Çутçанталăк çич тĕспе çиçетчĕ?

Кам халь улăштарчĕ-ши ăна?

Е çапла ун кăмăлĕ-сипечĕ?

 

...Чим, мĕн-ма ирех çакна туйман?

Тĕксĕмленчĕ пурнăç эс кайсан.

«Утатăп темччен ĕшнере-улăхра...»


Утатăп темччен ĕшнере-улăхра

Сан сăнна тĕрлесе таса сывлăм çине.

Сар хĕвелĕ тухать те ăна туххăмрах

Пытарать те хурать чечексем хушшине.

 

Çырас тетĕп ятне йĕпе хăйăр çине —

Хум тухать те ăна якатса хуратать.

Илес тетĕп ăна ал тупанĕ çине —

Пӳрнесем хушшипе вăл юхать те тухать.

 

Курас тетĕп сăнна çутă уйăх çинче

Каçхи пĕлĕт ăна туххăмрах пытарать.

Шырас тетĕп куçна кăвак пĕлĕт çинче —

Çил тухать те ăна инçете хăвалать.

 

Савăнатăп утса ял çумми улăхра:

Хăмăшсем сан пекех ăшă пиллĕн пуплеççĕ,

Курăксем сан пекех. чăп-чăпар та кăтра,

Шывпа пĕлĕт, паллах, савни куçĕ пек, теççĕ.

«Хăв хĕр пулса ӳсмен-им?..»


Пур-ши янкăр тӳпери çĕршер çутă çăлтăрпа тулли уйăхран илемлĕреххи? Асамлăраххи? Таси? Паллах, пур. Анчах вĕсен пачах урăх асамлăх, урăх илĕртӳлĕх. Çак каçилемĕпе пурпĕр танлашаймĕç...

Сĕтел хушшинче ларакан Соня ниепле те куçне чӳрече çинчен илеймерĕ. Чӳрече куçĕнчен курăнакан вĕçĕ-хĕррисĕр тӳпен пĕр пĕчĕк пайне пăхса савăнчĕ. Художник пулсан сăрăпа, юрăç пулсан кĕвĕпе сăнлăччĕ вăл çак тӳпене. Шел, Соня художник та, юрăç та мар — сăрăпа та, сăмахпа та хăй куракан, туякан илеме ӳкерсе параймĕ.

Хаш! сывларĕ çапла ăнсăртран пылак ĕмĕт юхăмне кĕрсе ӳкнĕ хĕр ача. Унăн шухăшĕсем ерипен хăй умĕнче выртакан кĕнеке-тетрадь çине куçрĕç. Анчах куçĕ тепĕр самантлăха сĕтел кĕтессинче ларакан тĕкĕр çинче тытăнса тăчĕ. Çаврака та тулли питлĕ, пысăк кăвак куçлă, ху-лăнрах туталлă, тӳрĕ сăмсаллă та чечек шатриллĕ сăна курчĕ вăл. Куçĕ çине шуса аннă сап-сарă, кăштах кăтраланса тăракан çӳçне васкамасăр хыçалалла илсе хучĕ. Вара çĕр çинчи пĕтĕм япала çинчен манса теоремăсемпе фигурăсен, вĕçĕ-хĕррисĕр тӳрĕ йĕрсемпе татăксен, вуншар числосемпе цифрăсен тĕнчине путрĕ. Кĕнекери задачăсене пĕрин хыççăн теприне шĕкĕлчерĕ. Ку вăл унăн тĕнчи, унăн юхăмĕ пулчĕ.

Малалла

«Аптраман тавраш-çке ку» теччĕр


Куççуль витĕр кулсан та,

тархасшăн —

чулпа печчĕр!

 

Куççуль витĕр кулсан та,

мур патне кӳренӳ —

пĕлччĕр!

 

Куççуль витĕр кулсан та,

«Аптраман тавраш-çке ку»

теччĕр!..

Сасă


Çĕрпе пĕлĕт хушшинче,

Тĕрĕсмарлăх тĕнчинче

Пурăнатпăр.

 

Çут тĕнче шăв-шавĕнче,

Шухăшсен пăтравĕнче

Тунсăхлатпăр.

 

Ĕмĕтсен ытамĕнче,

Чун-чĕре пăлхавĕнче

Аташатпăр.

 

Хурлăхпа телей çинчен,

Чăнлăхпа ултав çинчен

Шухăшлатпăр...

«Ай, чăнах пылак иккен...»


Ай, чăнах пылак иккен

Йăпăлти çынсен сăмахĕ:

Суяпа чăнни икке

Пайланмашкăн та пăрахĕ!

 

Иăпăлти сăмахсенче

Çутă кăмăл, йăлтăр ĕнчĕ —

Ёненсе пĕтереймен

Чăн сăмахăн тĕсĕ тĕнчĕ.

 

Суяпа инçе кайсан

Каялла килме мĕнле-ши?

Сăмахху хитре те сан,

Ĕненместĕп эпĕ темшĕн.

«Кам кĕвĕçтĕр хитрешĕн...»


Кам кĕвĕçтĕр хитрешĕн,

Хитрешĕн кĕвĕç çук!

Татах чипер пул эсĕ,

Савниçĕм-ăçтиçук.

 

Ăмсанччăр та ăсатчăр,

Çӳреччĕр аллăн тан.

Пĕр харăс хĕрĕх каччă

Вутлантăр эс пуртан.

 

Анчах телей пуласшăн

Тĕпренчĕксĕр чăпай.

Ан ӳпкеле, тархасшăн,

Чиперĕм-çăмăлттай.

■ Страницăсем: 1... 365 366 367 368 369 370 371 372 373 ... 796