Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..ТаркăнСăвăсемпе поэмăсемСунарçă халлапĕсемПулас кинсемШăплăхри аслатиКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнеке

Чун кăварĕ


1

Такам хаяррăн: «Ăрф!» — тăвать сасартăк. Ваçук шарт сиксе çаврăнса пăхать те тин кăна хăйраса якатнă çĕçĕ евĕр йăлтăртатакан асав шăл вĕçĕнчен чĕрĕ юн тумлатса тăракан темле тискер чĕр чуна асăрхать. Арăслан тес — çилхеллĕ мар, упа тес — армак-чармак мăйракаллă. Ача вăйĕ çитнĕ таран чупать, лешĕ те юлмасть, хыçалта кĕç-вĕç туртса çурасла тискеррĕн: «Ăрф! ăрф!» — тăвать тĕпĕртти-тĕпĕртти сиксе пынă майăн. Ваçук пăхсан пуç çаврăнса каймалла тĕпсĕр çырма хĕррине вирхĕнсе çитет. Таçта аялта капрон хăю евĕр авкаланса выртакан юхан шыва сикес — шăмă-шакă та тăрса юлас çук, сикес мар — тапăртатса, ĕрĕхтерсе килекен эсреметле хăрушă чĕр чун чĕппе муталанă пекех муталаса тăкма пултарать, Мĕн тумалла капла? Ваçук пĕтĕм вăй-халне пухса чăнкă çырантан тапса ярса çӳлелле сикет, аллисемпе хăлат евĕр хăлаçланса яр вĕçсе каять. Хăрушлăхран çăлăннăшăн хĕпĕртесе чун лăшт пулать, вăй каплана-каплана пырать хул-çурăма — вĕçнĕçемĕн вĕçес килет. Вĕçет этем. Юхан шыв урлă та, юман ката çийĕн те вĕçсе каçать вăл. Акă улăх. Ун варрипе çип çапнă евĕр тӳп-тӳрĕ сукмак иртет.

Тĕлĕнмелле ӳкерчĕк: сукмакăн сулахай енче сарă, куçа йăмăхтармаллах сарă, чечексемпе курăксем, йывăç тĕмĕсем; сылтăм енче — сенкеррисем, чуна та куçа та канлĕх кӳрекен сенкерлĕх. Сукмакпа иккĕн — арçынпа хĕрарăм — алла-аллăн тытăнса пыраççĕ. Хĕрарăмĕ — сап-сарă, арçынни — сеп-сенкер. Ваçук ăнсăртран çаксем ман аттепе анне пулма пултараймаççĕ-ши тесе аяларах вĕçсе анать: «Эй! Хе-хе-хе!» — тесе кăшкăрать.

Малалла

Юр хĕвет, хĕвет...


Чĕлтĕр-чĕлтĕр çăмăллăн

Юр хĕвет, çăвать.

Мĕн тума-ши кăмăлăм

Пушанса юлать?

 

Ыррине çеç тупăттăм

Çакă тĕнчере.

Çав пит хаклă тупăшшăн

Пысăк-çке черет.

 

Кĕтĕн пуль ыйтмасăррăн

Тăлăх шăпама.

Тĕлĕкĕм те мансăррăн

Туйăнать хама.

 

Кăпăш юр çăп-çăмăллăн

Çаврăнса çăвать.

Çаврăнмасть çав кăмăлăм.

Чун йăлт астăвать...

Хурăн


Арçын куççулĕ килĕшӳсĕр.

Часах усас килмест алла.

Шап-шурă хурăнран эп тӳсĕм

Илме вĕрентĕм пулмалла.

 

Шартламана чăтать те çирĕп

Кĕтсе илет çурхи куна.

Вара юман, çăка та çирĕк

Куçран пăхаççĕ пек ăна.

 

Вăл питĕ лăпкăн пăшăл-пăшăл

Тусах хавшак чуна сиплет.

Эй, çут тĕнчемĕр ăшă кăмăл

Ун сассипе çынна пиллет.

Кĕрхи çулçăсем


Чăшăл-чăшăл тунсăх сасă

Çитрĕ вăрмана.

Пăшăл-пăшăл тунă евĕр

Туйăнать мана.

 

Ай, пĕр çулçă çеç ӳкет-и,

Кĕвĕ улшăнать.

Сивĕ çĕр çинче çав мĕскĕн

Тăлăххăн шăнать.

 

Амăшĕ пекех ват йывăç

Пуç усса ларать.

Çаврăнать мĕн пур тавралăх

Вăхăт-алара...

«Иçĕм çырли шерпечĕ...»


Иçĕм çырли шерпечĕ

Ыр сăмахпа пĕр пек,

Кăмăл уççи те тивлечĕ,

Сывлăх сыппилĕх шерпет.

 

Пур çав пуррин черечĕ,

Килтĕн те кайрăн эс.

Юлчĕ те иçĕм шерпечĕ —

Те хăналас, те ĕçес.

Каламаллине каламаллах


Эпĕ хам çырнă япаласене тепĕр хут пăхса тухрăм: çурса çеç пăрахмаллисене çурса, çунтармаллисене çунтарса ятăм. Вара çапла шухăш патне пырса çитрĕм: «Кирек епле ĕçе те вăхăтĕнче тумалла иккен», — терĕм «Чи пĕчĕк патшалăх» повеçĕме епле тертленсе çырнине аса илсе. Вăл повеçе эпĕ паянхи кун, унчченхи пек, хапăл тусах çырайман пулăттăм: туйăмсем мăкалнă, пулни-иртнинчен чылайăшне манса кайма та пуçланă. «Чи пĕчĕк патшалăх» уйрăммăн, малтан пуçласа вĕçне çитиех, Саратоври «Волга» журналта тухнă хыççăн унăн хăш-хăш сыпăкĕсем «Литературная Россия» хаçатра, белоруссен «Братэрство», ту-тарсен «Казан утлары», пушкăртсен «Агидель», çармăссен «Ончыко» журналĕсенче тата ытти кăларăмсенче пичетленчĕç. Пушкăртстанра тухнă «Усак яктысы» кĕнекемĕн ячĕ чăвашла куçарсан «Вучах çути» тенине пĕлтерет. Ку вăл «Чи пĕчĕк патшалăх» повеçĕн урăхла ячĕ çеç. Çак кĕнекери ытти хайлавсем пирки те çавнах калатăп: вĕсене те хăй вăхăтĕнче çырса хăварма ĕлкĕрнĕ. Мана чылай тĕпчевçĕ е сатирик, е ача-пăча çыравçи тесе шутлаççĕ. Вĕсем çапла пĕтĕмлетӳ тунипе эпĕ хам килĕшсех каймастăп. Ача-пăча валли çырман мар, апла пулин те эпĕ ытларах чух ача-пăча çинчен пысăккисем валли çырма тăрăшнă. Çакна чи малтан «Чи пĕчĕк патшалăха» вуланă чăваш халăх çыравçи Василий Алендей асăрханăччĕ хăйĕн тишкерӳ статйинче.

Малалла

Тупаймарăм


Савнă тусăм манăн иккĕ.

Пит аванччĕ иккĕпе.

Пĕринпе эрне çӳреттĕм,

Эрне çурă тепринпе.

 

Савнă тусăм манăн иккĕ.

Пит аванччĕ иккĕпе.

Пĕринпе каçпа çӳреттĕм,

Тепринпе вара ирпе.

 

Савнă тусăм манăн иккĕ.

Пит аванччĕ иккĕпе.

Пĕринпе çулла çӳреттĕм,

Хĕл çитсессĕн тепринпе.

 

Савнă тусăм манăн иккĕ.

Пит аванччĕ иккĕпе.

Пĕринпе ялта çӳреттĕм,

Шупашкарта тепринпе.

 

Савнă тусăм манăн иккĕ.

Паян куртăм харăсах. —

Эсĕ икĕ питлĕ, — терĕç,

Кайрĕç манран уйрăлса.

 

Çапла хурлăх çеç эп тупрăм

Ик мулкач хăваласа.

Пĕр савнисĕр тăрса юлтăм.

Халь пурнап тунсăхласа.

 

Çамрăксем, сире сĕнетпĕр:

Ан çыхланăр иккĕпе.

Чĕререн, чунтан савсассăн,

Ыр куратăр пĕррепех.

Тупаймарăм


Эпĕ кайрăм пасара

Шыраса хам мăшăра.

 

Хушса юрламалли:

Тупаймарăм (6 хут)

Ах, ăçта-ши вăл çӳрет,

Саврĕ пулĕ ют хĕре?

 

Кам çумĕнче ларать-ши,

Кампала калаçать-ши?

 

Тĕл пулма чун савнине

Вăййа тухрăм каçхине.

 

Хама тивĕçлĕ качча

Эп шырарăм çĕр каçа.

 

Пĕрне чĕнтĕм: «Кил, Курти!»

Пулнă вăл уй тункати.

Кĕрхи кунсем


Капланнă та пĕлĕт

Кĕрхи тӳпене

Пĕр вĕçĕм сив çумăр

Çĕре ӳпĕнет.

 

Çапла кунĕн-çĕрĕн

Йĕри-таврана

Çăвать пĕр канмасăр.

Мĕн кирлĕ ăна?

 

Çынсем сунчăк тытнă.

Сăнсем пит кичем.

Çапах çутçанталăк

Кĕтет тейĕн тем.

 

Килсе çурçĕр çилĕ

Çăлсан хĕвеле.

Вăл савăккăн тухрĕ

Кĕтме шур хĕле.

Тăван енче


Аннеме

 

Тăван енре пулманччĕ тахçанах.

Çуралнă ялăм — асăмри сăпкаçăм.

Кунта килсе ак тухнă-тухманах

Хальхи кунран ачалăха эп каçрăм.

 

Чиркӳ янраттарса чан çапнă май.

Пехиллесе, аннем çапла калаçнă:

«Чухлатăп-ха, пурнассăм çук нумай,

Пулинччĕ ывăлăм чипер малашлă...»

 

Куçа хупсан иртни тухать ума.

Ял мар кунта, паян хула çĕкленнĕ.

Вăл ӳснĕ-ха, анчах мĕскер тума

Ман савăнăçăм питĕ пĕчĕкленнĕ?

 

Масар çинче ав шăплăх та шăпрах.

Чуна тĕм айĕнчи карта чат çывăх.

Анне тăприçĕм... палăксăр тăпра...

Кунта аса килет сăвап та çылăх...

■ Страницăсем: 1... 367 368 369 370 371 372 373 374 375 ... 796