Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Тахçан сĕм авал та мар, халĕ те мар пурăннă тет пĕр вăрманта пĕр кĕтӳ лаша. Вĕсен хуçи пулман тет. Лашасем хăйсене май пурăннă тет. Çуллахи шăрăх кунсенче тарăн варсем тăрăх çӳресе ем-ешĕл курăка çивĕч шăлĕсемпе хырса çинĕ, вăй-халне çирĕплетнĕ, çырма тĕпĕнче шăнкăртатса юхакан тăрă шыва ĕçсе ăшĕсене пусарнă. Хĕлле вара йывăç тураттисене кăшланă, шурă юра качăртаттарса çинĕ.
Пĕр хĕвеллĕ те лăпкă çурхи кун çак кĕтӳри пĕр Шурă лаша хăмланă тет. Хушка тихи вара питĕ шухă пулнă тет. Вăл кунран-кун çирĕпленсе, тĕрекленсе пынă тет. Унăн çак тĕнчере мĕн пуррине питĕ пĕлес килнĕ тет, çак вăрмантан тухса курас килнĕ тет.
Пĕррехинче çапла çак тиха кĕтӳрен уйрăлса кайнă тет. Чылайччен вăрман тăрăх çĕтсе çӳренĕ хыççăн пĕр йывăç айне канма выртнă тет те çывăрсах кайнă тет.
Çак вăрман хĕрринче пĕр чухăн хресчен çĕр ĕçĕпе ĕçлесе пурăннă тет тата вăрмана сунара çӳренĕ тет. Курнă тет хайхи çак тихана, тытнă тет те пысăк витене хупса лартнă тет. Çамки çинчи шур паллине кура тихана Çăлтăр тесе чĕнме пуçланă тет. Çăлтăр хăвăртах алла хăнăхнă тет, хресчене хуçалăхра пулăшма пуçланă тет. Хресченĕ Çăлтăра юратса пăхнă тет: сĕлĕ, урпа çитернĕ тет. Анчах та Çăлтăр хăйĕн тăванĕсемсĕр питĕ тунсăхласа çитнĕ тет. Пĕр ирхине вăл карта урлă сикнĕ тет те вăрманалла çил пек вĕçтернĕ тет. Пуçне ухса, çилхине вĕçтерсе чупнă тиха. Тискер чĕр чунсем тапăнасран хăлхине тăратсах итленĕ тет, асăрханса çӳренĕ, хăйĕн кĕтĕвне шыранă.
Малалла
 Мана качча парас терĕç,
Парас терĕç Йăвана.
Каймастап, каймастăп.
Шăтăк пур тет садра ун.
Тен, сиктерĕ кашни кун.
Мана качча парас терĕç,
Парас терĕç Çтаппана.
Каймастăп, каймастăп.
Унăн пур тет ик стакан.
Ӳсĕр пулăп эп ялан.
Мана качча парас терĕç,
Парас терĕç Павăла.
Каймастăп, каймастăп.
Тухнă халь вăл фермера.
Мана усрĕ тарçăра.
Мана качча парас терĕç,
Парас терĕç Ваççана.
Каймастăп, каймастăп.
Çав миллионер мана,
Тен, лектерĕ зонăна?
Мана качча парас терĕç,
Парас терĕç Мишшана.
Каятăп, каятăп.
Вăл колхозра тăрăшать,
Хам та ăна пулăшап.
 Пикене тĕл пулчĕ каччă
Урамра каç пулттипе,
Шӳтлеме унпа хăтланчĕ,
Чыханчĕ хăй куллипе.
— Эс тӳрккес! — тесе утайрĕ
Сар хĕр йĕкĕт умĕнчен,
Светофор пек йăлтăртатрĕ
Хĕрлĕ çутă куçĕнче.
Тепринче хĕр умĕн иртрĕ
Каччă ăшă кулăпа.
Лешĕн куçĕ йăлтăрт çиçрĕ
Хăвăрт сарă çутăпа.
Каçхине хĕре хай çамрăк
Роза пачĕ савăнса.
Чарчĕ хĕр куçне сасартăк,
Симĕс çутă сапăтса.
 Аслă ывăл — Хĕвел манăн,
Çутă уйăх — Хĕрĕм манăн.
Кĕçĕн ывăл — Çĕрĕм манăн,
Савнă арăм — Пурнăç манăн.
Тăхăм çул-йĕрне тăсатпăр,
Кашни кун ăна хыватпăр.
 Асăмра ман Пушкăрт ялĕ —
Пурнăçри ман чун хавалĕ,
Яш чухне мана ытарлă
Пуç тайса вăл пачĕ алă.
Çамрăк пулнă... пит юратнă
Чĕрене туйса амантнă.
Пушкăрт хĕрĕ — çутă Уйăх
Чунăмра вăратрĕ тунсăх.
Тахçан ĕлĕк-авал çитмĕл те çичĕ тинĕс леш енче пĕр карчăкпа пĕр старик пурăннă тет. Вĕсем пурăннă вырăн асамлăх вăйĕ тыткăнланă. Йĕри-тавра астаракан тем тĕрлĕ хитре чечек, сип-симĕс курăк, кӳлĕ, вăрман… Таврара янкăш1 саслă кайăк юрри иксĕлмест. Шăпах çак асамлă вырăнта кун кунлаççĕ2 карчăпа старик. Хайхи старикĕн пĕчĕк асамлă туя пулнă тет. Çав асамлă туяна алăпа тĕкĕнсенех çĕр çинче мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех пĕлсе тăнă. Унăн асамлă туйи яланах хăйпе пĕрле пулнă, йывăрлăхсенче пулăшнă. Ăна вăл нихăçан та хăй çумĕнчен уйăрман, пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхнă, упранă, юратнă.
Ватăлса пынăçемĕн хăйсене пулăшакан çукки пăшăрхантара пуçланă. Карчăкпа старик куллен куляннипе чирлесех кайнă. Кăмака хутса ăшăтма вутă та пĕтсе çитнĕ тет. Кăшт сывалсанах карчăкки старике вăрмана вутă патне кайма ыйтать.
Пырать хайхи старик вăрмана каякан çулпа кĕрнеклĕ3 Урхамахне чуптарса. Йывăçсем йăрăс пĕвĕпе тĕлĕнтереççĕ, тураттисем çăра, çăтă4. Урхамахĕ ют çĕрелле каясшăн марри аран юрттарнинчен паллă. Тата Урхамах темле усала сисет пулас. Пĕр май хăлхине чăнк! тăратса чуппине чакарать лартать. Хушăран тулхăрса илет. Старик Урхамаха шав малалла васкама хистет тет. Урхамах тусĕ мĕне туять-ши тесе старик хăйĕн асамлă туйи çинчен аса илчĕ тет, ăна алла тытасшăн хĕвне чиксе пăхрĕ тет. Ак тамаша. Ара унăн туйи киле юлнă-çке! Мĕнле пулчĕ капла… Хăй çумĕнчен нихăçан та уйăрман-çке ăна? Хăйне малта мĕн кĕтме пултарнине пĕлес тенĕччĕ… Пулмарĕ.
Малалла
 Хуçăк çунатлă шанчăкăм
Каçхи сивлек çил пекех —
Те чăпаййи вăл, те ванчăкĕ...
Тĕлсĕр çӳретĕп текех,
Текех пĕрле маршăн иксĕмĕр
Айăплă мар çут тĕнче.
Иртсе каякан яш ĕмĕр
Тыттармĕ-и çилхинчен?
Шăтмарĕ-ши пурнăç хутаçĕ,
Пĕтмерĕ-ши кăмăл ăшши.
Шыракансем тупаççĕ,
Эпĕ тупаймăп-ши?..
1969, çу, 3.
Шупашкар.
 — Юрату тупмашкăн йывăр
Халĕ Çĕр çинче, —
Тарăхать хевтесĕр Виктор
Тусĕ умĕнче.
— Уйăх çинелле çул тыт, — тет, —
Леш сĕнет чунтан.
Çăмăлрах шăп тăхăр хут, тет,
Япала унта.
— Савнă хĕр тупма та маншăн
Пулĕ ансатрах, —
Виктор тав турĕ канашшăн,
Пулчĕ савăкрах.
Халь шырать ĕçе тухмасăр
Вĕçмелли меслет:
— Уйăх пикине тупмасăр
Авланмастăп, — тет.
 Пукане пек тумланса
Кайрăм эпĕ пасара.
Пулаймарĕ çавăрса
Хама килĕшнĕ ара.
Савăк юрă янтратса
Вăййа тухрăм каçпала.
Эп юратнă сар ача
Ташламарĕ манпала.
Юри чĕнтĕм пĕрине
Чăваш вальсĕ ташлама.
Вăл пăхмарĕ ман енне —
Ĕлкĕрнĕ-мĕн авланма.
Татах чĕнтĕм теприне.
Савас килчĕ тупата.
Вăл памарĕ сассине.
Пулнă-мĕн, ай, тунката.
 Ман упăшка пуласси
Йăмра лартса ӳстертĕр.
Ун хӳттинче ик савни
Юратупа килентĕр.
Мана пӳрнĕ упăшка
Пултăр ĕмĕрлĕх парне.
Манпала пĕр шухăшпа
Вăл ирттертĕр ĕмĕрне.
Ларттăр вăл çемье валли
Кил-çурт хăтлă та капмар.
Вăл пулсассăн хастарли,
Хам та пулăп васкавар.
Вăл çуретĕр вĕçтерсе
Çăмăл çех машинăпа.
Ун çумне хĕпĕртесе
Эп те ларăп хаваспа.
Пултартăр çураттарма
Ывăлла хĕр вăл мана.
Хĕрĕ пулăштăр хама,
Ывăлĕ упăшкана.
■ Страницăсем: 1... 371 372 373 374 375 376 377 378 379 ... 796
1 янкăш — янкăс 2 кун кунлаççĕ — пурăнаççĕ 3 кĕрнеклĕ — илемлĕ кĕлеткеллĕ, тĕреклĕ 4 çăтă — пĕр-пĕрне питĕ çывăх
|
Шухăшсем
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...