Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çамрăк ĕмĕтШăплăхри аслатиКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеАкăшсем таврăнаççĕАли-паттăрАсамат кӗперӗ сӳничченУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ

Ахун ятлă ут кĕтӳçĕ çинчен хывнă халап


Тимĕр кăвак

Çилхеллĕ хумсем,

Хунсен утлă çарĕ пек шелсĕр

Килеççĕ,

Хăйсен умĕнчи

Пур-çук чăрмава

Çĕмĕрсе…

Афалек Энтепе

Пĕррехинче Сарă кун çĕр-шывне çичĕ ют тапăнса кĕнĕ тет. Тăнăç пурнăçпа ырми-канми ĕçлесе пурăннăран ку çĕр-шыв çултан çул хитреленсе, аслăланса пынă. Тăшмана вара ку кăмăла кайман. Епле те пулсан Сарă кун çĕр-шывне çапса салатас шухăшпа Сехмет патша хăйĕн вĕçĕ-хĕррисĕр утлă çарне тапратса илсе кĕрет. Сарă кун патши кӳрши çаплаллах хăтланасса аса та илмен. «Пирĕн мăн-мăн асаттесем тахçан авал пĕр варти тăвансем пек пурăннă. Чинхун йăхĕсен сĕмсĕрлĕхне те пирĕн несĕлсем пĕр пекех чăтса ирттернĕ...» — тесе сăмах картни темле ылтăн сăмахсемпе çырнă çыруран хаклăрах пек туйăнса тăратчĕ Атăл патшана. Пурăна киле Сехмет патша хăй сăмаххине ячĕшĕн, кӳршĕ патшан кăмăлне çавăрас тĕллевпе кăна калани паллă пулчĕ. Кун-çул кукăр-макăр çаврăмсемпе йĕркеленнипе пĕрлех çĕр çинче тĕрлĕ чĕлхеллĕ халăх пуррипе пуян. Пуянлăха хапсăнасси çут тĕнчере çав-çавах пуç пулса тăрать. Ыррине усалли такăнтарасшăн хыпкаланать.

Малалла

Стриптиз


Микула хуçа пуян.

Халĕ вăл миллионĕр.

Ахаль мар-çке ресторан

Илнĕ хăйĕн аллине.

 

«Эпĕ ылтăнлăп сана», —

Мана чĕнчĕ ĕçлеме.

Кĕртрĕ вĕл ресторана

Çынсене килентерме.

 

Черккесем шакка-шакка

Чарăнмасть зал шавлама.

Эп тухап çарапакка

Ӳсĕрсемшĕн ташлама.

 

«Çĕлен пек эс авкалан,

Çиçтĕр вут-хĕм сăн-питрен!» —

Кăшкăраç мана ялан.

Ташлап стриптиз каçсерен.

 

Манăн ташă çеммипе

Купăс йĕнĕн туйăнать.

Тен, чăваш илемĕпе

Суттунишĕн кулянать?

 

Эп савап ял каччине.

Вăл юратĕ-ши мана?

Хывăнăттăм каçхине

Эп пĕр ун валли кăна.

«Каç сĕмне çутаттăр çăлтăр...»


Каç сĕмне çутаттăр çăлтăр,

Иккеленчĕке — сĕнӳ,

Шăннă çыншăн тăлăп пултăр,

Кĕтекен чуна — чĕнӳ.

Эп санран шанса кĕтетĕп

Чун сурилĕх пĕр сăмах.

Вăл сăмах мĕнне пĕлетĕн,

Тен ăна калатăнах.

«Килнĕ чух шап-шурă юрччĕ...»


Килнĕ чух шап-шурă юрччĕ,

Каяс умĕн ирĕлчĕ.

Каласах сăмахăм пурччĕ,

Калаймарăм — сирĕлчĕ.

 

Çĕр питне шуратаймарĕ

Юрлă-пăрлă юпăнчă.

Çулл ахи кунсен кăварĕ

Васкамасăр хупăнчĕ.

 

Хĕл ларас чухне çанталăк

Сĕлкĕшлĕ те ирĕлчĕк:

Кăмăла уçăлтармалăх

Юр е çумăр кирлĕччĕ...

«Мĕнлерех пурăнан, Атăлпи...»


Мĕнлерех пурăнан, Атăлпи,

Хурланатăн-и, шухăш уйлатăн-и?

Атăлта хум вылять шакăлти,

Калаçасшăн санпа вăл, чухлатăн-и?

 

Чĕререн калаçма Атăлпа

Пĕрле чух çеç аван, ăнланатăн-и?

Саншăн йĕкĕт пек Атăл — тăлпан,

Сан пекех маншăн хӳхĕм-çке Атăлăм.

 

Мĕншĕнех савăнан, Атăлпи,

Ирĕке савнипе савăнатăн-и?

Чун çунтармĕш тĕнче-ахăлтин

Атăлти хăватне ăмсанатăн-и?

Асаттен хуçалăхĕ


Ман асаттене ялта пурăнать. Асаннепе иккĕшĕ карта тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Вĕсен хуçалăхĕнче пĕр пуç лаша, пĕр ĕнепе пĕр пăру, икĕ сурăхпа виçĕ путек, пĕр сысна ами, икĕ сысна çури тата çичĕ чăхпа пĕр автан пур. Ĕнипе сурăхĕсем касăва каяççĕ, пăрушкине ял хыçĕнчи çырмана кăкараççĕ. Лашине вара асатте тăлласа урама кăларса ярать. Çуллахи каникул вăхăтĕнче эпĕ çăвĕпех асаттепе асанне патĕнче пурăнатăп. Пахчара çум çумлатăп, шăваратăп, утă типĕтме пулăшатăп, касу черечĕ çитсен асаттепе касăва каятăп. Асатте пур выльăхран ытларах лашана юратать, асанне вара — ĕнене. Мана вара пурте килĕшеççĕ, пурне те пĕр пек юрататăп. Лашине сĕлĕ çитеретĕп, çăлтан шыв ăсса паратăп. Сурăххисене урпа паратăп, сыснисем çĕрулми нимĕррине килĕштереççĕ, чăххисем сарă тулă сăхаççĕ.

Лаши чăпар. Ăна Чайка тесе чĕнеççĕ. Хăш-хăш çул асатте ăна хăмлаттарать, тихине тутарсене сутать. Чайка питĕ йăваш лаша. Асаттене сăмахсăрах ăнланать. Вăл хуçалăхри пĕтĕм ĕçе хутшăнать. Асатте унпа пахча та сухалать, çĕрулми лартать, купалать, утă çулать, тутрттарать. Халĕ лаша усракансем çукпа пĕрех. Пурте трактор е мотоблок туянаççĕ. Асатте вара тимĕр кайăк ним тума та кирлĕ мар тет. Лаша хатĕрĕсем унăн темĕн чухлех. Çунипе урапине вăл хăйех ăсталать. Ун патне таврари ытти яленчен çуна-урапа туянма килеççĕ.

Малалла

Пăчанар


Пăчанар, Пăчанар,

Юханшыв пысăк мар.

Ял çумпе хăй шывне

Хăвалать инçене.

 

Пăчанар, Пăчанар,

Пурнăç санăн начар.

Сан çинчен савăсем

Пач çырман савăçсем.

 

Пăчанар, Пăчанар,

Пиччепе юнашар

Шыв ĕçме çăлкуçран

Ирпе чупнă çарран.

 

Пăчанар, Пăчанар,

Туйăмпа савнăран

Савнипе каçсерен

Çӳресе çитĕнсен.

 

Пăчанар, пăчанар,

Çич ялта сан сăнар.

Лаша, сурăх, ĕне

Шывна ĕçнĕ санне.

 

Пăчанар, Пăчанар,

Пĕвĕмпе пуç таяр.

Яланах сан умра

Ĕмĕрхи парăмра.

Шурсухал, пулăшсам


Качча кайрăм пирвай

Эп кăтра Макара.

Вăл ĕçетчĕ пĕрмай.

Уйрăлтăм-çке аран.

 

Хушçа юрламалли:

Шурсухал, Шурсухал,

Эс мана пулăшсам.

Ах, мĕнле, ах, мĕнле

Тупас ыр упăшка?

 

Алă патăм кĕçех

Чакăр куç Çимуна.

Ку вара кĕвĕçсе

Чут илетчĕ чуна.

 

Кĕртрĕ çĕнĕ пӳртне

Мана Мăн Михала.

Мухтаса хăй мулне

Хуçрĕ ку кăмăла.

 

Лекрĕ ак Лариван.

Манран хăй аслăрах.

Ун сухалĕ ялан

Тирет чĕрĕп майлах.

 

Тепринче ав мана

Качча илчĕ Мишша.

Кам юратĕ ăна?

Тек хĕнет чăркăшса.

Такмаксем


Ĕлĕк хĕрсене çитернĕ

Каччăсем пылак канхвет.

Халĕ вара турттараççĕ

Йӳç тĕтĕмлĕ сигарет.

 

Клуб умĕнче шукăль каччă

Чикĕл-микĕлсем тăвать.

Сăрапа сăмакуна вăл

Лайăхрах хутăштарать.

 

Тапăннă пĕр хулиган

Урамра хĕрарăма.

Чупнă вăл милицине.

Вĕлерсен хушнă пыма.

 

«Арăмна миçе хĕнерĕн?» —

Суд тĕпченĕ арçына.

«Çук-çук-çук, — каланă лешĕ, —

Каннă кунсенче кăна».

 

Маруçа килне ăсатрăм,

Кăшт чуптурăм пĕрре çех.

Пите çуса асаплантăм:

Çăвăнмасть-çке сăр вуçех.

 

Вăл капла та килĕшет,

Вăл апла та мирлешет.

Вăл майне пĕлсе ишет:

Вăйсăрпа çеç кĕрешет.

 

«Хĕрлĕ кирпĕч ма çитмест-ши?», —

Теççĕ çурт тăвакансем.

Унпала куллен сăрлаç-мĕн.

Сăн-питне чиперккесем.

 

Хăшĕ ĕç тĕлне пĕлет,

Ĕçлемешкĕн тытăнать.

Туслă мар кам ĕçпеле,

Вĕрентме часрах пуçлать.

 

Элекçей элек сарать,

Пур çынна та варалать.

Малалла

«Юратнă-и, юратман-и...»


Любо или не любо,

Я уже не с тобой.

Феликс Чуев

 

Юратнă-и, юратман-и,

Мĕнех ĕнтĕ вăл халь тин?

Иртнĕ кунсен çил-тăманĕн

Тасалăхне тек ан тив.

 

Пулнă та иртнĕ. Пĕтнĕ.

Юлнă асилӳ кăна.

Юр кайнă та симĕс пĕтнĕк

Симĕслентернĕ ăна.

 

Юратнă-и, юратман-и:

Пулмарĕ кĕтнĕ пăлчав...

Çук пурлăха шыранăн

Çĕн çереме ан чав.

 

1969, çу, 4.

Щупашкар

■ Страницăсем: 1... 370 371 372 373 374 375 376 377 378 ... 796