Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ÇăлтăрчăксемХĕн-хур айĕнчеИлле ТăхтиЧапшăн пурăнмастпăрКĕтмен венчетХĕрес хывнă хĕвелАтте пилĕ

Патшан асамлă лашисем


Пĕррехинче пĕр патшан витинче кĕсри виçĕ тиха хăмланă.Тихасене çулăмлă-хĕрлине — Шуçăм, шуррине — Кун, йăм хурине Каç тесе ят панă. Янаварсем асамлă пулнине никам та тавçăрайман. Пĕрре тарçăсем лашасене апат çиме кăларнă та вĕсемсĕр тăрса юлнă. Хайхискерсем амăшĕпе сывпуллашнă та тӳпене çĕкленнĕ.

Шуçăм тĕнче йĕри-тавра çаврăннă та çынсене Ир пулнине систернĕ. Унăн йĕрĕ Сывлăм пулса юлнă.

Кун вара пурне те Çутă кун парнеленĕ.Унăн палли — Хĕвел.

Каç телейлĕ тĕлĕк валеçекенни пулса тăнă.

Чулсене хăварса шыв нумай юхнă. Кунпа çĕр чылай хутчен ылмашăннă…

Усаллăх Ырра çĕнтерме пикеннĕ. Çак авăра лекнĕ Каç çилçунат йăлтах улшăнса кайнă. Ырă тĕлĕксем вырăнне хăрушă тĕлĕксемпе çынсем аташнă. Кунпа Шуçăм шăллĕне пулăшма тăрăшнă, анчах кăлăхах пулнă. Усаллăх çĕнтерсех пынă. Пиччĕшĕсем нимĕн тăвайман енне Сывлăмпа Хĕвел патне пулăшу ыйтма пынă. Сывлăм хăйне Каçăн хăлхи ăшне чикме хушнă. Каланă — тунă. Чăнах та, усси пулнă. Урхамах лайăхланнă.

Виçĕ Çилçунат Хĕвелпе пĕрле сăрт çине хăпарса çĕр çинчи мĕн пур усаллăха пĕтернĕ.

Малалла

Пăт тăвар


ЗАГС хĕрарăмĕ аптрарĕ

Мăшăрланакансемпе.

Пурăнсах каймаççĕ мар-и

Çĕн çынсем пĕр-пĕринпе.

 

Хăшĕсем суда утаççĕ

Уйрăлмашкăн уйăхран.

Теприсен чунсем хытаççĕ

Ăнсăртран çулталăкран.

 

«Мĕншĕн çĕнĕ ĕмĕрте те

Çирĕп мар хальхи çемье?

Вĕсене мур кансĕрлет, тен,

Янтратмашкăн пĕр çемме?» —

 

Шухăшлать апла, капла та

ЗАГС çынни яшсем çинчен.

Пĕр-пĕрин пирки ытла та

Пит сахал пĕлеççĕ, тен?

 

Çамрăксем валли тивет-мĕн

Халь ЗАГСа тăвар илме.

Регистрациччен сĕнесшĕн

Пăт тăвар пĕрле çиме.

Тунсăх


Тăван тавралăх, тăван ен,

Пĕлетĕп, эс мана кĕтен.

Нумай çӳрерĕм аякра

Чуна хыт чул пек хытарса.

 

Халь вăхăт çитрĕ таврăнма,

Чунпа çемçен ачашланма.

Сив пăр пек сивĕ чĕрене

Кĕртме тăван ял ăшшине.

«Çĕр çинче илем нумай...»


Çĕр çинче илем нумай...

Пĕлĕтре вĕçме çук май.

Вĕçĕттĕмччĕ эп пĕрмай,

Ах, анчах, çитмест ман шай.

 

Пĕлĕтре, теç, пур çăтмах...

Маншăн вăл пустуй сăмах.

Ĕненекен çын — ухмах,

Ĕненменни — эп, хамах.

 

Çĕр çинче вăл, ыр кĕтес,

Ыр çĕре ыртан çитес.

Пурнăçа пир пек тĕртес,

Мĕншĕн ăл усса пĕтес?

 

Пурăннă чух çеç илем, —

Тесе калать ват килем, —

Пурăнатăп, çук чирлем,

Тăтăр аякра — вилем.

 

Вулакан, пуçна ан тай,

Пурнăçшăн кĕреш хăв май.

Телей парĕ сана пай,

Илем кӳрĕ чыс... сăпай...

 

Раштав, 2000.

«Пит хăрушă та сивĕ хаяр çил вĕрет...»


Пит хăрушă та сивĕ хаяр çил вĕрет,

Кашни чĕрĕ чуна ураран ӳкерет.

 

Сивĕ çумăр çӳлтен иртенпех пĕрĕхет,

Мĕншĕн-ши çутçанталăк çапла иртĕхет?

 

Тен, вăл сиснĕ çапла çак тĕнче пĕтессе,

Аякран-инçетрен çĕн тĕнче килессе?

 

Мĕн парнелĕ пире, çынсене, çĕн тĕнче,

Ылттăн-кĕмĕл парнелĕ-ши, тен, кĕленче?

 

Ыррине кĕтме çук. Усалли тем чухлех.

Çĕн тĕнче, эп пĕлетĕп, часах килетех.

 

Парнелесчĕ пуласлăх тăван халăха,

Ун чух пулăп телейлĕ эп яланлăха.

 

28.08.2006

Хĕллехи кун


Мĕнле аван-çке хĕллехи ир хир тăрăх çăмăл йĕлтĕрпе ярăнса çӳремешкĕн!. Паянхи ир сивех те мар, таврари сывлăшпа сывласа тăранма çук. Акă çамрăк хурăнсем, кăштах çилĕ вĕркеленипе-ши, мана курнипе-ши, вĕсем мана пуç тайса ырă суннăн туйăнать. Эпĕ чăтма çук савăнăçлă. «Ырă кун сунатăп, хурăнăмсе-е-е-ем!» — тесе сасăпах кăшкăрса ятăм. Сассăм аякка кайрĕ те ахрăм пулса каялла таврăнчĕ. Эпĕ сăрт çинчен васкамасăр, пĕр тикĕссĕн, хам хыççăн икĕ мăшăр йĕр хăварса ярăнса антăм. Çав самантра кĕтмен çĕртен çил тухса кайрĕ, хĕвел васкавлăн пĕлĕт хыçне пытанчĕ... Пĕрре мар курнă эпĕ кун пеккине çак вырăнта. Çилĕ усалланса алхасса илет те часах лăпланать. Вара… ман куç умне юмахри пек шап-шурă урхамах çинчи çут кĕмĕл пек ялтăркка та вĕлтĕрти шурă кĕпеллĕ, шурă çӳçлĕ çамрăк Хĕр тухса тăрать. Пĕр хăраса, пĕр савăнса эпĕ çав çил çунатлă Пике патнелле талпăнатăп. Анчах… вăл мана куç хĕсет те çав самантрах таçта çухалать. Манăн ун хыççăн каяс килет, унпа пĕрле шурă та кăпăшка пĕлĕтсем таранах вĕçсе хăпарас килет… Акă, паян йĕлтĕрпе хытăрах хăвалатăп та хуса çитетĕпех Пирĕштие! Манăн та çĕр çинче те, пĕлĕтре те вĕçсе çӳрекен çил çунатăм пултарас килет. Эпир хамăрăн ялăмăр çийĕн вĕçсе иртĕпĕр, хуласем, тинĕссем çийĕн, çĕр чăмăрĕ çийĕн...

Малалла

Амăш йĕркелет


Лавкара юрлать

Ӳсĕр Курнили,

Сутăçран ыйтать

Мухмăр чĕртмелли.

 

Ывăлĕ унта

Çитрĕ хашкаса.

Пĕчĕкскер чунтан

Чупнă васкаса.

 

— Ах, атте! Атте! —

Тет ача йĕрсе. —

Пĕр вăрă пӳрте

Кĕчĕ çĕмĕрсе...

 

Ашшĕ чĕлхине

Çавăрать аран,

Пурпĕр ывăлне

Хăвăрт ăс парать:

 

— Ун пирки кала

Эсĕ аннӳне.

Йĕркелет ялан

Вăл пӳрт-çурт ĕçне.

Никĕс кирлĕ


— Эп ăçчах пулап, —

Йĕкĕт юмахлать.

Анчах та унччен

Ун çын пулмалла.

 

Паллă кашнинех:

Çурт купалама

Тивет-çке малтан

Никĕсне хывма.

30 çултан. Акатуйра


Мана эс юрă парнелерĕн

Пĕлмесĕрех çавна.

Килленчĕклĕ туйса итлерĕм

Сан шăнкăрав сасна.

 

Эсех-ши-ех тесе хистевлĕ

Эп пăхрăм куç илми.

Чун хумхануллă: вăл... вăл... терĕ

Вăлах çунать сӳнми.

 

Татах та анлăрах эс килтĕн

Ун чух ман куç умне.

Юратăва аса эп илтĕм

Чăн саншăн çуннине.

 

Сан юрă йĕркисем вăратрĕç

Сӳнмен юратăва.

Ман чĕрене кĕрсе тапратрĕç

Пĕтмен ыратăва.

 

* * *

Чăнах, тахçанхи пулнă пулăм

Çунтармăшлă кĕчĕ чуна.

Тăрать ман куçра санăн кулă

Астарлă мана хумхатса.

 

Çулсем иртни те ман çухалчĕ

Каллех эп çирĕмре.

Ун чухнехи чĕре тапранчĕ

Кĕрсе каллех чĕрре.

 

Куçсем ман сан çинчен каймарĕç

Сыпса сан илеме.

Сӳнмен сан илеме пуç тайăм

Ан пĕлтĕр вăл сӳнме.

 

* * *

Мĕншĕн юрăсем юрлас мар

Уçă сасăпа?

Сăр çинче юхатчĕ кимĕ

Ирĕк юхăпа.

Малалла

Йĕпе кĕркунне


Пĕрле вĕреннĕ Раиса Ивановăна

Уйкас-Чураш ялĕ

 

Кĕркунне те çитрĕ сарă тумĕпе:

Таврана сăрларĕ хăйĕн сăрăпе.

Уй-хирсем пушанчĕç питĕ ерипен —

Кунсерен пит вăйлă çумăр ӳкнĕрен.

 

Кĕркунне ун чух пайтах çитменччĕ...

Пушанманчĕç тулăх уй-хирсем.

Вырмана тухсаччĕ: çурласемччĕ

Алсенче пур тантăш-пикесен.

 

Санăн алăра та çут çурлаччĕ —

Тинкерсе пăхаттăн мал енне...

Шухăшсем мĕн-ши сана калатчĕç,

Мĕн сана сĕнетчĕç çав кунне?

 

Çил вĕрсе-ши сан пĕве айтайрĕ:

Пĕшкĕнтĕн вырма эс пуç чиксе.

Алăри çурла сан май вылярĕ,

Вырнă çыхăм пычĕ çитĕнсе.

 

Акă тăтăн, сан тӳрленчĕ пилĕк.

Тутăрна тӳрлетрĕн пуç çинче.

Таврана куç утрăн... ăшă çилĕ

Ачашларĕ сан пите çемçе.

 

Ăшшăн кулса илчĕ ырă туйăм

Сан питре тута çине тухса.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 381 382 383 384 385 386 387 388 389 ... 796