Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Паян иртенпех çумăр çапса çăвать. Шултра тумламсем чуречерен шакăртаттараççĕ. Çил йывăçсен çулçине лăскать. Çакăн пек усал çанталăкра Павлуш хутпа кăранташ илет те хăйĕн юратнă ĕçне пуçăнать. Хут çине малтанхи йĕрсем çырăнсанах каччă куçĕ умне кӳршĕри Çиçĕм сăнарĕ тухса тăрать. Вăл ăна кăранташпа, сăрăпа, гушьпа та çырса курнă. Вĕсенчен чи пахине стена çинех çакса хунă. Çиçĕм сип-симĕс кавир пек курăк хушшинче пĕчĕк ача евĕр выляса выртакан ӳкерчĕк вăл.
Павлуш сĕтел хушшине вырнаçса ларнăччĕ çеç — тусĕ ăна сăмахпа тĕртсе те илчĕ:
— Павлуш, тĕлĕнетĕп санран. Лашасăр пуçне эсĕ нимĕн те асăрхамастăн пулмалла. Сисместĕн-и, Лариса сан çине мĕнле ăшă куçпа пăхать, сăлтав тупса пирĕн пулĕме килсех тăрать вĕт.
— Мĕн эсĕ, Миша, Лариса пĕр ял хĕрĕ пулнăран кăна пирĕн пата кĕрсе тухать, — кулса пĕлтерчĕ каччă. — Тен, вăл сана курассишĕн пирĕн пӳлĕмрен тухма пĕлмест? Сана курсанах пичĕ нар пек çунать, вăтаннипе чĕлхи çыхланать.
Павлуш шăл йĕрсе юлташне татах хĕрететчĕ пулĕ, анчах Миша аллине сулчĕ çеç.
Икĕ тус яланах çапла пĕр-пĕрне йĕкĕлтесе илеççĕ пулин те халиччен пуршăн-çукшăн хирĕçсе курман. Халĕ те ахăрса илчĕç те кашни хăйĕн ĕçне пуçĕнчĕ. Анчах тарăн шăплăха каллех Миша хускатрĕ:
Малалла
 — Канмалли куна
Килтĕн-и, ачам? —
Ĕç укçине эс
Илтĕн-ха хăçан?
— Эп ĕç укçине
Йĕркеллех илеп.
Халĕ сана та
Кăштах парас теп.
— Аван-ха апла...
Пур-и тата сан
Савни текенни?
Тупрăн-ши ăçтан?
— Пур, анне, вăл пур.
Хамăр ялтанах.
Кăшт пуянлансан,
Туй тăватпăрах.
— Илтнĕччĕ-ха эп
Укçине пирки...
Тата пур-и сан
Леш тăшман пекки?
— Ун пекки те пур —
Такăнтаракан.
Пултăр-и ара!
Тупăшни аван.
— Тупăш унпала
Эсĕ яланах.
Эс, ачам, апла
Чăн-чăн арçынах.
Кукале, кукале,
Сăлпăр хунă халь сана?
Тухса тартăн-тăк каллех
Çитĕ Йывăр самана?
Ăçта каян, Теветкел
Пирĕн ăйăр теветкел?
Ăна кӳлнĕ те Эктель
Кайнă пуçтарма йĕкел!
Эп ямшăк паян, çил çинчи тилхепеçĕ
Ай, шурă лашам, алхасмастăн-çке эсĕ:
Хăюсăр, кичем, сиккипе чуптармастăн
Кĕçенчĕкĕм-утăм, мĕн-ма шăмармастăн
Тен, вăхăтсăр кӳлтĕм сана эп, тĕренĕм,
Пĕр чĕптĕм канмасăр епле-ха, тĕрекĕм
Е сĕлĕ тавраш сĕнмеллеччĕ пуль тусăм,
Пĕлетĕп: паратăн пире эсĕ Усă!
Шураппаçăм-лашам, ан хурлан, ан эрлен,
Эп санпа çул çинче кăнтăрла та çĕрле!
 Маçак Мăн Еххем 110 çулне асăнса
Ала тытса анне-çанталăк
Пуçларĕ мамăк юр сапма.
Ак кун та иртрĕ... иртрĕ талăк,
Çапах пĕлмест вăл чарăнма.
Шап-шурă юр çемçе тӳшекĕн
Ӳксе хупларĕ пур çĕре.
Хресчен лаша кӳлсе тӳлеккĕн
Ак тухрĕ хапхаран хире.
Çĕн юр... Çĕн йĕр юлать çул çийĕн...
Лаши чупатĕ юрттипе.
Хуçи ĕçре тарланă, пиçнĕ,
Пĕлет вăл пурнăç тутине.
Ларса пырать... çук шухăш урăх...
Лаши чупать те тулхăрать.
Сăрхури кун пранларĕ сурăх —
Хресченĕн чунĕ савăнать.
Савăннипе хресчен çӳлта мĕн
Çитме васкать хăти патне.
Сăрхури кун çуратнă кинĕ —
Пĕлмест хăти ачин ятне.
Сăрхури кун Тур панă пурнăç
Путеккине те ачине.
Тур пăрахман, чăн пурнăç-курнăç:
Курма лекет курманнине.
Ак ял... ял пуçĕ... хăтин килĕ...
Лаша ак алăк умĕнче
Хăти тăрать: ни чĕрĕ — вилĕ,
Çапах тытать ут пуçĕнчен.
Малалла
Пĕр пысăках мар ялта Суеçĕ Ваçли ятлă çын пурăннă. Унăн Улпут ятлă лаша пулнă. Ăна ахальтен çапла ят паман иккен. Суйма тесен ун пек суймашкăн таврара никам пултарайман. Курманнине вăл курнă тет, курнине — нихăçан та курман тет.
Пĕррехинче ял халăхĕ хурал пӳртне пухăва пуçтарăннă. Ял старостипе кăлава пуху пуçлама сăмах тапратма çеç тытăннă — Улпут ятлă лаши çине утланнă Суеçĕ Ваçли тăпăртатттарса çитнĕ. Суеçĕ Ваçли килет тенине илтсенех пуху кĕрлеме пуçланă. «Ак мĕн те пулин суять — пуху та арканса каять», — тенĕ çынсем. Ваçли пухăва килмен те иккен, анаталла вĕçтерсе пырать. Тахăшĕ, те шӳтлесе ĕнтĕ: «Ваçли, мĕн те пулин суйса хăвар-ха пире!», — тесе сăмах чĕннĕ.
— Каккуй суйма, хăвăр пухура ларатăр, лашусем Анаткас калчи çине кĕрсе кайнă, кĕр тырри анине таптаççĕ. Анаткассем сирĕн лашăрсене тытма тухнă тет — тесе каланă Ваçли.
— Суятăн вĕт, Ваçли?.. — тет пухăва пухăннисенчен пĕри.
— Ан ĕненĕр, ара. Анаткассем лашăрсене тытса кайсан мана айăплă ан тăвăр. Эп хам лашана Марка улăхĕнчен тытса килетĕп, — тенĕ те хыпăнсах хăйĕн Улпут лашине малалла хăваланă.
Малалла
 Час-часах Йăван киле
Таврăнать тайкаланса.
Арăмĕ ăна силлет:
«Ӳсĕр пуç!» — тет тарăхса.
Хĕр упраç чух пикесем
Каччăсемшĕн чун ăшши.
Анчах усал арăмсем
Ăçтан тупăнаççĕ-ши?
Ачисемпе выляс чух
Очколла çапать Йăван.
Арăм çилленет май çук:
Уншăн харкашать ялан.
Хĕр упраç чух пикесем
Каччăсемшĕн чун ăшши.
Анчах усал арăмсем
Ăçтан тупăнаççĕ-ши?
Пĕрре çамрăк майрана
Йăван тытнăччĕ хулран.
Анюк курчĕ те ăна
Ярса илчĕ хăлхаран.
Хĕр упраç чух пикесем
Каччăсемшĕн чун ăшши.
Анчах усал арăмсем
Ăçтан тупăнаççĕ-ши?
Вăрçăра пуçне хунă пĕр тăван Петр, Владимир, Николай Мадярковсене халаллатăп.
Хаяр вăрçă пуçланать.
Тăшман сĕмсĕр тапăнать.
Пирĕн халăх кар тăрать,
Нимĕçе касса татать.
Ашшĕ вăрçăра вилет.
Кукаç тăлăх çитĕнет.
Пĕр хаяр çапăçуран
Ашшĕ сывă тухайман.
Ман кукамăн ашшĕ те
Вăрçăран таврăнайман.
Харьков хули патĕнче
Ун виллине тупайман.
Мамак лавпа ывăлсене
Ăсатнă Çĕмĕрлене.
Пĕр çул пĕрне, теприне,
Юлашкинчен виççĕмĕшне.
Сывпуллашнă лашипе,
Лăплантарнă амăшне.
Шантарнă сывă юласса
Çĕнтерӳпе таврăнасса.
Виçĕ туслă пĕр тăван
Виççĕшĕ те таврăнман.
Петĕр, Володь, Микулай —
Никама манса ан кай!
Кăвак çутă тӳпере
Сарă хĕвел ялкăштăр.
Ялти кашни çемьере
Ачи-пăчи сыв пултăр.
Ан пултăр вăрçă нихăçан,
Нихçан ан тапăнтăр тăшман!
Мирлĕ пурнăç савăнтартăр,
Халăх чĕрине кантартăр.
Çăварни лашисем, урхамах, ут, юпах?
Пĕр эрне тăршшĕпех, шутласассăн — юмах:
Шăнкăрав, панкăртма, шăмару, кукaлӳ
Юланут та ланчак, тулхăру, кĕçенӳ
И-ха-ха! Вут-тиха, тур лаши те çӳрен,
Укаланă йĕвен, кĕмĕнĕ йĕнер
Çилхемес çилçунат, вăл чалак, чупкăнскер
Лăпкă пони, куран, икĕ тĕслĕ, чипер?
Тĕнкĕл-тĕнкĕл! саспа кăруççель çаврăнать,
Пĕр лашаллă çуна тӳпере ярăнать,
Çупалан пыл сĕрет çăварни çăвара,
Ачапчи çунтарать карчăка çырмара!
Урхамахăм, çилçунатăм,
Çăмăлçaхăм та çунатăм,
Ан кайсам манран инçе.
Эсĕ ман çумри вĕçев
Çăрхаланчăк мар лашаçăм,
Калăн вăл — вут-çул, асамçă,
Çилçунатăмçăм чалак
Туртăнать шав малаллах
Эпĕ Уншăн — юланутçă
Пĕчĕк сăвăç, юптаруçă
Кĕл чĕлхеллĕ, çимакур
Эпĕ Ямшăк — уншăн, кур?
Лашамран ӳксе юлсассăн
Эпĕ сывлăп пурпĕр ассăн:
Яваклатăп çилхерен,
Çакланатăп хӳререн?
Çил çунать-и, юр çунать-и, —
Ыткăнатпăр, чавкăнатпăр
Вутлă-çиçĕмлĕ хирте
Урхамахăмçăм хитре!
Хăпарайнă та, хăпарччăр
Тусăмсем Парнас çине?
Чĕлхеме кашни юраттăр
Çын çуралнă вăл — вĕçме!
■ Страницăсем: 1... 383 384 385 386 387 388 389 390 391 ... 796
|
Шухăшсем
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...