Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çил-тăвăлХĕрес хывнă хĕвелСăвăсемпе поэмăсемКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеЫлтăн вăчăраĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томТом Сойер темтепĕр курса çӳрени

Паттăр Пăрçа


Пурăннă тет пĕр пĕчĕк ялта пĕр пĕчĕк лаша. Ăна Пăрçа тесе чĕннĕ. Халăх ăна юратман, мĕншĕн тесен пĕчĕкскер ним те ĕçлеймест тесе шутланă. Анчах Пăрçа питĕ вăйлă пулнă, ăна нимле лаша та, нимле кашкăр та çĕнтереймен. Тата тепĕр тĕлĕнтермĕш пулнă çак Пăрçан. Вăл ытти лашасем пек курăк мар — тимĕр, хăма тата чул кăна çинĕ. Тимĕр çисен вăл питĕ вăйланса кайнă. Хăма çисен, карап пек, тинĕсре ишсе çӳреме пултарнă. Чул кăшласан вара хытса, чулланса ларнă.

Пĕррехинче çав пĕчĕк яла тăшмансем тапăнса кĕнĕ тет. Хапхаран кĕме кăна пуçларĕç тет, пĕчĕк Пăрçа сиксе тухрĕ тет. Тăшмансем ăна переççĕ те, касаççĕ те, чышаççĕ те тет. Пĕчĕк Пăрçа вырăнтан та хускалмасть. Юлашкинчен кайри урисене çĕклерĕ тет те лешсене ывăтса пĕтерчĕ тет. Лекейменнисем мĕнле килнĕ, çапла каялла тарса кайрĕç тет. Вĕсен хыçĕнчен тусан кăна мăкăрланса юлчĕ тет.

Ял çыннисем савăннипе урама сиксе тухрĕç тет, пĕчĕк Пăрçана ачашлама, мухтама пуçларĕç тет, каçару ыйтма тытăнчĕç тет. Хĕрсем ăна тĕрлĕ тĕслĕ лентăсемпе хитрелетрĕç тет. Тăшмана пĕрремĕш хут çĕнтернĕ ятпа пурте пĕрле сĕтел хушшине ларса уяв турĕç тет.

Тепĕр кунне арçынсем пĕчĕк Пăрçа валли çĕнĕ вите туса пачĕç тет. Тăррине йывăçран касса кăларнă лаша кĕлеткипе илемлетрĕç тет. Вăл аякранах курăнса ларать тет, çавăнпа çак пĕчĕк яла тăшмансем килсе тапăнмаççĕ тет.

Малалла

Пăхăнни


Тарçă майĕпен

Утă пуçтарать.

Курăнсан хуçа,

Васкама пуçлать.

 

Пăхăнни епле

Çын хастарлăхне

Самантрах çĕклет

Кирлĕлĕх шайне.

Халĕ тата кайран


Сăпкари ача:

«Эп телейлĕ», — тет.

Хуп сăпка ăна

Питĕ килĕшет.

 

«Ирĕклĕ мана, —

Тет вăл, — сăпкара».

«Тăвăр çут тĕнче», —

Тейĕ вăл кайран.

Шăлавар


Çитрĕ çу. Туянмаллаччĕ

Манăн çăмăл шăлавар.

Тем теçен те, эпĕ каччă.

Çĕнĕ йĕмсĕр аван мар.

 

Çитрĕм темиçе çĕре те,

Çук ниçта мана кирли.

Хыпăнса кăна çӳретĕп.

Пур сарри çеç е хĕрли.

 

Пĕр çĕрте пурпĕр туянтăм

Пĕлĕт тĕслĕ шăлавар.

Уçăлма парка уттартăм

Тăхăнса ăна вăр-вар.

 

Аллейпа ун-кун утатăп.

Чĕрере вут-хĕм çунать.

«Кĕçĕр пурпĕр хĕр тупатăп», —

Ĕмĕт ӳстерет çунат.

 

— Паллашар, мадам, — ал пачĕ

Пĕр яш çын хыçран пырса.

Çавăнтах вăл лăчăр! ларчĕ

Умĕнче арçын курсан.

 

— Эс хĕрарăм шăлаварĕ

Тăхăннă иккен, юлташ.

Катемпи», — тесе юнарĕ,

Пăрăнчĕ манран вăш-ваш.

 

Хĕрĕ, арăмĕ те халĕ

Тăхăнаççĕ шăлавар.

Лекрĕ йăнăшши ахаль-и?

Йĕм тупма халь çăмăл мар!

Кĕске çаврăмсем


Инкекре ан пăрах юлташна,

Сума су эс çапла тантăшна.

Пĕрлĕхре — çирĕп вăй тенине

Çырса хурччĕ чĕре варрине.

 

* * *

Пĕлес тесессĕн çын хакне

Пырсам этем, этем патне.

Этемĕн хакĕ — ĕçĕнче,

Ыррийĕ йăлт чун-чĕринче.

 

* * *

Усал сăмах калакана

Хаярĕ çыпçăнтăр темен.

Икке пайламăп ылхана…

Этем юраттăр этеме...

 

* * *

Пĕлсе пĕтер-ха этеме

Вăл тĕрлĕ-мерлĕ–çке темме.

Пĕринпеле — ытла юмарт,

Тепринпеле тахатсăр, шарт.

 

* * *

Кĕрхи кунпа пӳлме тулли,

Мăнаçлăрах хресчен кулли.

Сĕтел çинче çемçе çăкри,

Хăпартланать этем кăкри.

 

* * *

Йĕрке çумне йĕрке хушса,

Чĕре вутне куллен хурса,

Хуратрăм эпĕ шур хута

КӲлсе поэзири ута.

Аннеçĕм


Çанталăк çутă та илемлĕ. Сăртри йывăçсем хушшинчен кĕрхи хĕвел таврана хăватлă вут-хĕмпе сирпĕтет. Пахчасенче чăпар чечексем вĕл-вĕл чухенеççĕ. Маринене çуралнă кун ячĕпе саламлаççĕ. Вăр-вар, чĕрĕ хĕрача çичĕ çул тултарать. Çуралнă кун тĕлне ăна темле парне те парса тултарчĕç. Хреснамăшĕ шкул сумки, ручка-кăранташсем парнелерĕ. Маринен тулли пичĕ вылякаласа илет, кăвак куçĕ вăхăчĕ-вăхăчĕпе çуталать те тĕксĕмленсе каять. Вăл темшĕн кăмăлсăр пулни курăнать.

Август уйăхĕн юлашки кунĕсенче Марине шкула кайма хатĕрленчĕ. Пĕррехинче вĕсем амăшĕпе пасара çул тытрĕç. Васкамасăр ретсем хушшипе утрĕç, кирлĕ япаласене тыткаласа, тăхăнса пăхрĕç, мĕн кирлине йăлт туянчĕç темелле. Ывăннипе иккĕшĕн те уринчен ури иртмерĕ, анчах Марине пасартан тухма килĕшмерĕ. Ара кунта вăл пысăк, вăрăм çуçлĕ, калаçакан пуканене асăрхарĕ. Тем пулсан та шкула кайиччен пуканепе выляса юлас килет. Амăшĕ хĕрĕ çине ытарайми куçĕпе пăхса илчĕ, унăн кăпăшка аллинчен çавăтрĕ, унтан малалла ярса пусрĕ. Халь-халь макăрса ярас патне çитнĕ хĕр пĕрчи аллине карт туртса илчĕ, юнтарса тутине тăсрĕ. Калаçма юратаканскер, пĕр сăмах чĕнмерĕ, амăшĕ хыçĕнчен лĕпĕстетсе утрĕ.

Малалла

«Тĕлĕкре курсассăн, хĕрĕм...»


Тĕлĕкре курсассăн, хĕрĕм,

Щурă урхамах, —

Ан васка, тытма, ан хĕрĕн, —

Вăл тупать хăвнах?

Пирĕн çурт тавра вăл çӳрĕ

Кăнтăрла, çĕрле,

Пахчана сухалĕ-сӳрĕ

Пирĕнпе пĕрле?

Çилкĕçне вĕçтерĕ меллĕн

Кукленсе ларса?

Пулĕ ăмăрĕ илемлĕ,

Тăмĕ шăмарса?

Ан тытсамччĕ, ан кассамччĕ

Хӳхĕм хӳрене?

Эс, пĕлсемччĕ: çавă каччă

Саншăн çуннине?

Çилкĕç пĕрчине те имĕш

Юрамасть çăлма?

Шурă урхамах тек килмĕ?

Çĕрĕм, пĕл, савма!

«Улма-чăпар лашине...»


Улма-чăпар лашине

Утланăттăм ирпелен, —

Анчах йĕвен пулмарĕ

Учĕ лăпкă тăмарĕ?

Ĕç лашине кӳлнĕ чух

Ăйăр тапрĕ хăтама,

Мĕншĕн пирĕн ăрăс çук

Е сутам ку лашама

Йӳрĕк лаша йăрăскер,

Чăхăм лаша чăхăмăç?

Ман тус усăк кутлăскер,

Ăçтан тупам çăлăнăç!

Юмах юпа тăрринче,

Юпах вăрман тăрринче?

Ăйăр хăмăтсăр пулсан —

Сăлăпран тарать тухса?

Виç пар лаша кӳлнĕрен

Мухтанасшăн пултăн-им

Тупрĕç сана кӳлĕрен,

Тилхепесĕр пултăн-им

Акă тухрĕ Юланут,

Лаши чуман, кутăнскер?

Чăхăмламин пĕреххут?

Е арçынĕ Чуххăмскер?

Лаша-турта хушшинче,

Пĕтĕм ĕçре пăравур?

Çумри мăшăр çумĕнче

Çамрăк арăм, ай, маттур!

Кĕрĕ лаша вăйлине

Кам пĕлмест-тĕр ку чухне?

Пултаратни йĕвенне

Тăхăнтарма ун мăйне?

Кӳлтĕм чаплă ăйăра,

Тултăм тăванпа туйра,

Хырăмсалăхсăр киле

Халĕ епле çитмелле?

Тилхепине хăварман,

Хăмăт-пăяв таврашне

Вăрă-шаккур хăраман

Йĕнерчĕкне те илме!

«Пар шанчăк та тĕрек, лаша таканĕ...»


Пар шанчăк та тĕрек, лаша таканĕ,

Хапасăр утăма утма, юртма?

Пире — пĕр пĕчĕкçĕ кунçул таланĕ,

Илемлĕн, лăпкăн, вăрттăн юратма!

Ĕрчени


Йывăç кутĕнче йывăç пĕтмен,

Выльăх кутĕнче выльăх пĕтмен.

Атте калани

 

Чăхă çăмарта туса кăтартрĕ,

Кушак çăвăрласа,

Ама йытă та çăвăрларĕ

Хăй йăх йышне хушса.

Сăрхури кун пăранларĕ сурăх:

Така, путек туса.

Çĕркаç ĕне те пăруларĕ -

Пăрушĕ амăшай.

Кĕсре тиха туса хăмларĕ

Кĕтсе ирхи куна.

Шуйттан сысни çур кун çурларĕ

Вунпилĕк çурăна.

Шуйттан сăмси — сысна сăмсиллĕ —

Атте калать мана —

Пур çумне пур — вăл пурнăç пилĕ

Пурăнакан çынна.

 

Сăрхури кунĕ, 1987.

■ Страницăсем: 1... 382 383 384 385 386 387 388 389 390 ... 796