Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çул хыççăн çулПирвайхи юратуЮрату ҫӑлкуҫӗКĕтмен венчетЙытă тĕлĕкĕСинкерĔмĕтсем, ĕмĕтсем...

Юратнă Чĕкеç


Хальхи вăхăтра хулара кăна мар, ялта та лаша çинчен сайра илтме пулать. Пирĕн кукаçи вара, Константин Степанович, унсăр пĕр кун та пурăнаймасть. Вăл лашасене питĕ хытă юратать. Вĕсен çемьинче тĕрлĕ урхамах пулнă. Кукаçи тепĕр чух вĕсем çинчен кунĕпех каласа пама пултарать. Уйрăмах вăл çырă лашине килĕштерни палăрать, Чĕкеçĕм тесе асăнать.

Урхамах кашни кунах кукаçипе мĕнле те пулин ĕç тунă. Сăмахран, çуркунне суха тунă, çулла утă кĕртнĕ, хĕлле вутă турттарнă. Çапла вара пĕррехинче кукаçи Çĕрпӳ пасарне кайнă. Лашине хăйпе пĕрле çавăртса лавккасем хушшинче атă-пушмаксем пăхкаланă. Пасарта питĕ нумай çын пулнă, вĕсен хушшинче тĕрлĕ шухăшлисем: пĕрисен атă илес шухăш, теприсен пылпа сăра, виççĕмĕшсен мĕн те пулин çаратас шухăш.

Пасар тăрăх çӳресен-çӳресен кукаçи пĕр вырăна канма ларнă. Лашине курăк çитĕр тесе вĕçертсе янă. Хăй вара хутаççинчен пĕремĕк кăларнă та, унталла-кунталла пăхкаласа çинĕ. Ак тата тамаша, пасара чикансем пырса çитнĕ. Кукаçи вĕсем çине те пăхкаланă, мĕншĕн тесен чикансем хăйсене май ытла та хитре тăхăннă-çке. Ăнсăртран вĕсем кукаçине çавăрса илнĕ те хăйсен юррисене юрлама пуçланă.

Малалла

Хĕр ӳпкевĕсем


Каччă ларать ман çумра,

Кăн-кан пăхса илкелет,

Ыталаса чуп тумасть,

Çупса ярассăм килет.

 

Ют ял хирĕ — аслă хир,

Вир акмалăх çĕрĕ çук.

Ют ял ачи — ют ача,

Калаçмалăх ăсĕ çук.

 

Пахча витĕр çул турăм,

Хăвăрт пулчĕ юр айне.

Сар ачапа туслашрăм —

Илчĕ ют ял пикине.

 

Шĕшкĕлĕхпе утнă чух

Мăйăр татас килет ман.

Урампапа пынă чух

Каччă шырап-çке ялан.

 

Çĕн пӳрт умĕ — шурă юр,

Хăçан кайса пĕтĕ-ши?

Арçын ачасем пĕчĕк,

Хăçан ӳссе çитĕç-ши?

 

Нăййин-нăййин пыл хурчĕ

Сар чечеке иленнĕ.

Манăн савни пит вăрттăн

Пĕр инкене иленнĕ.

Пĕчĕк пăтăрмахсем


Павăл Нила каланă:

«Маншăн тăрăш-ха кăштах».

Нил хĕрпеле калаçнă,

Тунă туй унпа вăштах.

 

Ай, хĕрсем, инкек, инкек!

Ăçта кайса кĕмелле?

Сухалĕ качакан пек,

Чуп тăвасшăн йĕкĕтле.

 

Пирĕн кантăк умĕпе

Чупса иртрĕ пĕр мĕлке.

Савни тесе тытрăм та,

Пулнă-мĕн вăл мекекек.

 

Валя тĕрлĕ каччăпа

Тек пĕрле апат çиет.

Çав сахал çиекенпе

Пĕрлешме ĕмĕтленет.

 

Павăл ларнă Таньăпа,

Пĕри те сăмах чĕнмен.

Хĕрĕ тăнă та каланă:

«Сыв пул, çывăрах пĕччен».

 

Пур пит лайăх романсем.

Вуласан — пар юлташна.

Пурччĕ чаплă пикесем.

Чапĕ пĕтсен — урçана.

 

Вăрманти çăкалăхра

Сĕрĕлтетсе хурт вĕçет.

Хĕр хĕвĕшет вăйăра,

Ман савни таçта çӳрет.

 

Йытта ахаль вĕрнĕшĕн

Хуçи патакпа çапрĕ.

Хĕрсем пире суйнăшăн,

Пĕлейместĕп, кам чарĕ?

Юлташ тупрĕ


Каллех хура лаша чупать,

Ман мĕлкене çĕр çине ӳкерсе.

Чăтăмлăх çеç мана кирлĕ

Пымашкăн ларса йĕнер çинче.

 

Пыратăп вĕçсе аслă хирте,

Çитесшĕн çитес вырăна,

Ак чарăнчĕ ман урхамахăм,

Чакрĕ-чакрĕ вăй-халăм.

 

Куратăп: инçех те мар

Çӳрет пĕр çӳрен лаша.

Тулхăрса йыхăрать

Вăл хăйĕн тусне.

 

Манн айри урхамах

Васкарĕ унта часрах.

Пуласшăн пулчĕ-тĕр

Çӳрен лашашăн тус-хĕр.

 

Вĕçтерчĕ çил пек,

Ури çĕре перĕнмест.

Çĕкленчĕ тĕк пек

Йĕрĕ палăрмасть.

 

Ак çитрĕ лашам,

Савăнчĕ чунтан.

Курсах вăл пĕрре

Юратрĕ «хĕре».

 

Куç хĕсрĕ чеен,

Вăл пăхрĕ тӳртен.

«Пулсам манпала,

Утсам çумăмра».

 

Часах ак кĕçенчĕ

Лаша савăнса,

Тусне вăл пĕлтерчĕ

«Пулатăп санпа».

 

Ман чун хĕпĕртерĕ,

Кăмăлăм çĕкленчĕ.

Сиксе эпĕ антăм,

Киле пит васкарăм.

 

Çӳреччĕр пĕрле,

Таврăнччăр çĕрле.

Урхамаха утланса…


Урхамаха утланса

Ретĕн-ретĕн уттарса

Хĕçпе пуртă туянса

Асамат тухать çула.

 

Мĕншĕн хĕвел хупланнă,

Аслă çула хупланă.

Хăрашка ăна пытарнă,

Савнă Раиса вăрланă.

 

«Енчĕк кунта пулăшмасть.

Мăнă лаша кӳлес те

Тилхепине туртас та

Ăрăмçăпа тĕл пулас».

 

Радиола итлесе

Асамат тухать çула.

Çирĕп, тĕрек урхамах

Тулхăрса пырать çулпа.

 

Аçтăхана курсанах

Пуртă туртса кăларать.

Ăрăмçă каланă пек

Тьфу-тьфу, виçĕ хут сурать.

 

Асамат умне малтан

Тухса тăрать ашапатман.

Савни сăнне асăрхасан

Асамат ярать ташша.

Тĕлĕнмелле тĕлпулу


Çуллахи каникулăн ытларах пайне Атнер ялан кукамăшĕ пурăнакан ялта ирттерет. Кăçал та юлашки шăнкăрав хыççăн унăн куçĕ умне Чăрăшкасси ялĕнчи улăх-çаран, çырма-çатра, аслă вăрман, инçетренех çуталса выртакан пĕве яр уççăн тухса тăчĕç.

Чăрăшкассинче кукамăшĕ пĕчченех пурăнать, çавăнпах мăнукне чăтăмсăррăн кĕтет. Сĕт-çупа, кукăль-пӳремечпе сăйласах тăрать ăна. Пĕртен-пĕр мăнукĕ те парăмра юлмасть: пахчари йăрансене çум курăкран тасатсах тăрать, çырмари шăнкăр-шăнкăр юхакан çăлтан шыв ăсса килет, ĕнепе виçĕ сурăх валли хĕл каçмашкăн утă хатĕрлеме пулăшать… Пушă вăхăтра вара кӳршĕри Хĕлип пиччен хушка çамкаллă лашине пĕве хĕррине илсе анать, унпа тахçантанпах пĕлекен çын пек юмахлать. Юратать Атнер лашасене. Сăвă та çырнăччĕ вăл урхамаха халалласа:

 

Ман пулсассăн урхамах,

Пăхăттăм ăна хамах,

Сăйлăттăм сар сĕлĕпех —

Вĕçтĕрех текех çил пек.

 

Кĕтсе илчĕ-илчех Атнер çав куна: яланах халăх хĕвĕшекен шавлă хуларан саккăрмĕш класс программине ăнăçлă ăша хывнă арçын ача лăпкă та канлĕ Чăрăшкассине çитрĕ. Кукамăшĕн ялĕ хуларан темиçе çухрăмра кăна пулин те, кунта сывлăшĕ те, тавралăхĕ те пачах урăхла — уçă, илĕртӳллĕ, асамлă.

Малалла

Нарăс


Нарăс çитрĕ тĕплĕ —

Сивĕ çил вĕрет.

Çил çуначĕ йĕплĕ

Пит куçа тирет.

 

Çил-тăманлă нарăс

Мăрьере улать.

Çуткăç йĕсĕ харăс

Шухă шăхăрать.

 

Çĕр çине юр çийĕн

Вĕçтерет юка.

Кантăкра сив çилĕн

Тĕрлĕрен ука.

 

Чунсăр çил ачийĕ

Кĕрт çине ухать.

Кĕмĕл юр пĕрчийĕ

Тавлашса чупать.

 

Нарăс, 1998.

Ырă енсем


Сад пахчи... тăван кил... вĕллесем...

Пурнăç тупсăмĕн ырă енсем.

Вĕлле хурчĕн сĕрленĕ сасси —

Пурнăçа анлăрах тытасси.

Çак тĕлте-çке тăратчĕ атте.

Тăнă пулнă унччен асатте.

Тăмалла, пурнмалла малалла,

Йăх çулне ман мала тăсмалла.

 

Ĕмĕртен именмесĕр пĕртте...

Çавăн пек халаланă атте.

«Чăваша кирлех лаша...»


Чăваша кирлех лаша —

Пурнăç юласран пушша.

Лаша çук та, ĕç те çук:

Тухса кĕрес шухăш çук.

 

Пур хушма май çук — çукран,

Пуррине çаратнăран.

Çĕнĕ çул сăвви


Пит хитре чăваш вăрманĕ,

Тутлă тунката кăмпи, —

Кам ăна татмашкăн маннă,

Халь татар-и, Хĕл Мучи?...

 

Çĕнĕ çул сĕтелĕ тултăр

Тин çеç татнă кăмпапа.

Кашни çын телейĕ пултăр,

Саламлатпăр Çĕн çулпа!..

■ Страницăсем: 1... 384 385 386 387 388 389 390 391 392 ... 796