Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Тăм ӳкнĕ ирТутимĕрХĕрлĕ тюльпанПулас кинсемАндрей ПеттокиТом Сойер темтепĕр курса çӳрениПолк ывӑлӗ

Çунатлă урхамах


Аслă вăрман çумĕнчи пĕр пысăках мар ялта ăста лашаçă пурăннă. Унăн чи юратнă лаши Çăлтăр ятлă пулнă. Пĕррехинче вăрă-хурахсем çак лаша хуçине вĕлерсе хăварнă. Çăлтăр хăйĕн хуçишĕн питĕ-питĕ тунсăхланă: ниçта вырăн тупайман, апат та çимен, улăха та тухман, кунĕпе лаша витинче канăçсăррăн тăпăртатса тăнă. Хĕвел анса каç пулсан çеç вăл урама тухса уткаласа çӳренĕ, ырă кăмăллă хуçине асаилнĕ, икĕ куçĕнчен куççулĕ юха-юха аннă.

Çăлтăра çутçанталăк нихăш енчен те кӳрентермен, вăл вăрăм ураллă, çутă та яп-яка хура ӳтлĕ, пуçĕ çинче шап-шурă тĕслĕ çăлтăр евĕр паллă пулнă. Çавна пулах ĕнтĕ ăна Çăлтăр ят панă.

Пĕр каçхине уçăлса кĕнĕ хыççăн тĕлĕрсе çеç каять Çăлтăр — темĕнле чуна пăлхатакан сасăсем илтет. Сиксе тăрать те витерен урамалла чупса тухать. Пăхать — ялалла тĕлĕнтермĕш салтаксем тапăнса килеççĕ. Çăлтăр нумай шутласа тăмасть — вăрманалла тапса сикет. Хура вăрманта вăл ассăн сывлакаласа, пăшăрханса-кулянса çĕр каçкалать. Ирхине асăрханса яла таврăнать. Тепĕр инкек! Салтаксем яла тĕпĕ-йĕрĕпе çунтарса янă. Çыннисем ăçта-ши? Лаша пуçне усса тĕлли-паллисĕр уткалама пуçлать. Сасартăк ун умне ăмăрт кайăк вĕçсе килсе ларать. «Эсĕ кам пулатăн?» — ыйтать Çăлтăр. «Мана ăслă ăмăрт кайăк теççĕ. Эсĕ мĕншĕн салху пулнине эпĕ пĕлетĕп. Эсĕ пурăнакан ял çыннисене тĕлĕнтермĕш салтаксем хăйсен патшалăхне илсе кайнă. Эсĕ вара пĕр-пĕччен тăрса юлнă. Халĕ санăн, хăвăн вăхăтсăр çĕре кĕнĕ хуçу пек ырă кăмăллăскерĕн, ял çыннисене тĕлĕнтермĕш салтаксенчен хăтарас килет, вĕсене каялла юратнă çĕр-шывне тавăрас килет», — тет пурне те курса-пĕлсе тăракан ăмăрт кайăк.

Малалла

Аннене


Анне 40 çул ытла çынсен сывлăхне сыхласа, вĕсене сыватса ĕçлерĕ.

 

Тав сана, тăван анне,

Ырлăх куртăмăр санне —

Хăв çимесĕр хăш чухне

Çитерсе ачусене.

 

Тав сана, тăван анне,

Юрату сан кашнине:

Хĕвел пек ăшшăн пăхса

Кунĕн-çĕрĕн йăпатса.

 

Тав сана, тăван анне,

Çук манма каланине:

Ăшă-çутă Хĕвелре,

Ырă — хаксăр аннере.

 

Тав сана, тăван анне,

Çитĕннĕ ачусене

Эс пăхан сăпкари пек,

Хăв шыран пирте тĕрек.

 

Тав сана, тăван анне,

Пирĕншĕн эс чăн парне.

Çакă çутă Тенчере

Пĕр — Хĕвел, анне — пĕрре.

 

Тав сана, тăван анне,

Вăхăт иртрĕ. Сив çилпе

Евĕр тайăлнă пӳпе

Парăнмастăн чир-чĕре.

 

Тав сана, тăван анне,

Хăв çуратнă «чĕпсене»

Эс вĕçтертĕн инçете

Сывлăх, ăнăç пиллесе.

 

Тав сана, тăван анне,

Ачусен ачисене

Халь кĕтетĕн эс киле

Хаклă аттепе пĕрле.

Малалла

Псевдоним вăррисем


Эп вăтăрмĕш çулсенче

Пракка Сатур çырнине

Тек вулаттăм киленсе.

Шеп хайлатчĕ сăввине.

 

Хунă вăрçăра пуçне

Лайăх сăвă хайлакан.

Халĕ ун Псевдонимне

Тупăннă, ав, вăрлакан.

 

Намăс мар-и-ха вара

Никоноров сăвăçа?

Çынни пĕтнĕ вăрçăра —

Чапĕ ют çынна куçать.

 

Захаров хушаматли

Чĕр Сергейĕн Мерченне

Ярса илнĕ хăй валли,

Хапсăнса ют чепчене.

 

Вячеслав Кондратьева

Савгай теççĕ кăлăхах.

Григорий Ефимова

Çав çаратнă кăнтăрлах.

Вăрлани лайăх


Юлташа парнелесеттĕм

Сăввăмсен кĕнекине.

Чĕререн килĕштеретчĕ

Ямб-хорей йĕркисене.

 

Тус паян мана пĕлтерчĕ

Кĕнеке çухалнине:

«Тахăшĕ ăна вăрланă», —

Лаштах усрĕ аллине.

 

Ана эпĕ лăплантартăм.

— Кирлĕ мар, — теп, — кулянма.

Сана эпĕ татах парăп.

Ан пăрах çеç вулама.

 

Çавăнтах хушса эп хутăм:

— Кĕнеке вăрланине

Сивлеместĕп. Ку та лектĕр

Урăх вăрă аллине.

Санпегас


Кантăкран ытла хăрушшăн шаккаса

Сантăр Павăлĕ вăратрĕ ыйхăран:

«Эй, тăрсам, мĕскер выртатăн çывăрса!

Хăнасем,ав, килнĕ мар-и уçлăхран!»

 

Ăнланмарăм малтанах мĕн пулнине,

Анчах Павăл кăшкăрать хăй сăмахне:

«Ют планета çыннисем, ав, карапне

Лартнă тетĕп Мучавар çырми хĕрне!»

 

Ыйхă кĕчĕ самантрах таçта кайса,

Салтак евĕр тумланатăп васкаса,

Мучавар çырми енне сиккипеле

Вĕçтеретпĕр Сантăрсен ачипеле.

 

Уйăх тулнă, çутатаççĕ çăлтăрсем.

Çырмара уяв тăваççĕ шапасем.

Юмахри пек туйăнать каçхи тĕнче…

Темĕнле карап пурах çав леш енче.

 

Васкамасăр çывхаратпăр ун патне.

Телее, хупман карапăн алăкне.

«Тен, пăхатпăр шаларах кăштах кĕрсе», —

Терĕ Павăл чĕтрекен сассипеле.

 

Пусма тăрăх хăпаратпăр çӳлелле,

Кĕç лекетпĕр темле пысăк пӳлĕме.

Ылтăн-кĕмĕл ялтăрать йĕри-тавра.

Телевизор пур. Куратпăр хамăра.

 

«Карапа йăлтах тăраççĕ сăнаса, —

Тетĕп эпĕ шикленсе те хăраса, —

Малалла

Çунатлă ĕмĕтлĕх


Пĕррехинче асатте çывăхри кӳлле пулă тытма кайрĕ. Каçхине эпĕ ун патне çул тытрăм. Тытнă пуллисене илтĕм те киле килме тухрăм.

Каçĕ тĕлĕнмелле лăпкă, çывăхри вăрман шăрши пуçа çавăрать. Тулли уйăх мана çул кăтартса пырать. Яла çитме нумаях та юлмарĕ. Эпĕ тавраналла сăнаса пыратăп. Кукамай каласа панине асаилетĕп. Ĕлĕк çак вырăнта киремет картишĕ пулнă тет, ял халăхĕ кунта чӳк тума çӳренĕ. Вĕсем сăвап-калмаксем каланă.

Сасартăк уйăха тем хупларĕ пулас: куçран пăшатанпа тĕртсен те нимĕн те курăнмасть. Çил тухрĕ, умри йывăçсем «калаçа» пуçларĕç, мана тем асăрхаттараççĕ тейĕн. Чуна çурса аслати кĕрлерĕ, çиçĕм çиçрĕ, витререн тăкнă пек çумăр чашлаттарма пуçларĕ.

Эпĕ хăранипе утайми пулсах лартăм, пĕр утăм та тăваймастăп. Тăратăп юпа пек: ни малалла, ни каялла.

Ах, мĕн ку? Хыçалта лаша тулхăрнă сасă илтĕнчĕ. Шăпах ман хыçран виçĕ лашаллă тăрантас килет! Лашисем вара — шап-шурă, питĕ пысăк. Куçĕсенчен вут-хĕм тухнăн туйăнать. Эпĕ урхамахсене çул парса пĕр-икĕ утăм каялла чакрăм. Манн ума çитсен утсем юрттине майĕпенлетрĕç те, лавçă (вăл темле мĕлке евĕр çеç курăнать) мана ларма чĕнчĕ — сасăпа мар, куçĕпе хушрĕ. Эпĕ ларас тесе утăм тăвасшăнччĕ çеç — хам сисмесĕрех темеле вăй тăрантас çине лартрĕ. Эпир тапранса та кайрăмăр. Çук, çĕр çинче мар — эпир — вĕçетпĕр!

Малалла

Анне


Пурăнать анне тăван килте,

Чĕрипе çунать пире кĕтсе.

Кунсерен пăхать вăл кантăкран...

Анать-шим, тесе, ачам туран.

 

Кĕркунне те хĕл сиввисенче,

Çуркунне те çу кунĕсенче

Вăл кĕтет ялан тунсăхласа

Кашни ачине илсе аса.

 

Хам çимесĕр çитерсе сире, —

Тет, анне çитсен киле пире.

Вăл шырать, шырать пирте тĕрек,

Хăй пăхать пире сăпкари пек.

 

Таврантăм эп ват анне патне...

Кĕтнĕ... кĕтсе ывăлнă анне,

Пурăнатап, терĕ вăл, хуллен,

Ах сире кĕтетĕп кунсерен.

 

Ан кĕттерĕр ват аннесене,

Çӳрĕр тăтăшах килĕрсене.

Пĕлĕр-ха анне чĕри чул мар,

Пултăр яланах вăл юнашар.

 

30.01.2001.

Сăвăçсен пĕрпеклĕхĕ


— Эпĕ Ухсайран та

Çĕклентĕм çӳле, —

Янтрашать пĕр сăвăç

Сăввисемпеле.

 

Эпĕр ĕненетпĕр

Ку пĕрпеклĕхе.

Мĕншĕн хирĕçлес-ха

Ыр тĕрĕслĕхе?

 

Ухсай уксахлатчĕ

Вăрçăран килсен.

Вĕçкĕнрех поэтăн

Уксах сăввисем.

Денис


«Эрех турри пирĕн, —

Тет грек, — Дионис.

Чăваш калать: — «Çавă

Пирĕншĕн Денис».

 

Денис хаçатра

Вуланă иккен

Паян ирхине

Хăй ячĕ çинчен.

 

Çавскер юлташне

Чĕнет савăнса:

— Эй, кил-ха. Вĕçсем

Часрах, Ваççа.

 

— Мĕскер кăшкăран?

Чарать Нил ăна. —

Пушар тухнă пек

Çуран таврана.

 

— Эп тупрăм! — Денис

Çаплах çухăрать.

— Мĕн тупрăн? — унран

Нил лăпкăн ыйтать.

 

— Денис тени вăл

Эрех турри тет.

Уншăн-мĕн ман тек

Ĕçессĕм килет, —

 

Каларĕ Денис

Хыт тăпăртатса.

Кăштах сыпнăскер —

Ярать юрласа.

 

Кăшт-кашт сыпнăшăн

Тек ан ятлăрах.

Ята, — тет, — тӳрре

Ман кăлармăллах.

Литтакмаксем


Писательсен Союзне

Кĕме йывăр, çăмăл та:

Пĕриншĕн — футбол хапхи,

Е теприншĕн — йĕп çăрти.

 

Вĕрентеççĕ çамрăка

Сăвă çырма ик поэт:

«Чăх кăтиклемест пулсан,

Автаймасть Кукареку».

 

Пуçланать чăн юрату

Ăнсăртлă тĕлпулуран.

Ун пирки А. Юрату

Çырнă рифмăсăр романс.

 

Сăвăç панă критика

Хăй томне чунтан шанса

Хайласса ыр дифирамĕ,

Лешĕ тăкнă тиркесе.

 

Пичетленмен сăвине

Сăвăç литкаçра вулать.

«Ал çупни гонорартан

Лайăх-çке», — теет поэт.

 

Поэтсем 100 çын кăна,

Графоманĕ 1000 ытла.

Ай-уй, мĕнле чăтать-ши

Чăваш çĕрĕ ун чухле?

 

«Эпĕ выçă, — тет писатель. —

Кĕнеке кăларма çук».

Ун пĕлесчĕ: ун пек чух

Роман лайăх çырăнать.

 

«Роза — проза» — кивĕ рифма, —

Тенĕ сăвăçа çынсем.

Вырăн улăштарса çырнă:

«Капла, тенĕ, — килĕшет».

 

«Ан хăра критикăран», —

Калать критик сăвăçа.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 386 387 388 389 390 391 392 393 394 ... 796