Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Кăмаша вăрманĕ çинчен вуламан, илтмен çын та çук пулĕ чăвашра. Çулсерен кунта юнашар районсенчен вăрман кăларма çӳренĕ, вутă-шанкă туянма килекенсем те пулнă. Кунта патвар юмансемпе шурă хурăнсем, яштака çăкасемпе çӳллĕ хырсем ӳснĕ. Çакăн пек илемлĕ вырăнта Анат Кăмашапа чукун çул хушшинче «Волга» ятлă пĕчĕк поселок çуралнă.
— Ак, çитрĕмĕр те, — терĕ Иван Андреевич урапа çинчен сиксе анса. Тилхепене лаша çурăмĕ çине хурса ачисене анма пулăшрĕ. Унăн мăшăрĕ Маруç йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ. Пур енче те шурă хурăнсем. Урăх нимĕн те курăнмасть.
— Ăçта вара çĕр каçăпăр? — хумханарах ыйтрĕ вăл упăшкинчен.
— Çак хурăнсем айĕнче, — кăмăллăн хуравларĕ Иван Анедреевич, куçне йывăçсем çинчен илмесĕр.
Ачасене кунти вырăн килĕшрĕ пулас. Вĕсем часах выляма та пуçларĕç. Кăшт вăхăт иртсен Андреевсем патне çӳллĕ, хурарах арçын пырса тăчĕ.
— Эпĕ артель председателĕ. Федор Арбеков пулатăп, — паллаштарчĕ вăл хăйĕнпе.
— Сирĕн артелĕ ăçтарах вырнаçнă вара? — ыйтрĕ хирĕç Иван Андреевич.
— Çакăнта, — вăрман çине сĕлтрĕ Хветĕр.
1923 çулта Совет правительстви куçса килес текенсене Кăмаша тăрăхĕнчи вăрманпа усă курма ирĕк парать. Ăна касса уй тумалла пулнă. 1925 çулхи çу вăхăтĕнче тăван вырăнсене пăрахса куçса килекенсен шучĕ 30 çемьене çитнĕ. Вĕсем — Элĕк, Чутай, Етĕрне районĕсенчи чăвашсем. Ку халăха кăмашасем торайсем тенĕ.
Малалла
Пĕр вĕçĕмсĕр йăсăрланать тĕтре,
Шур каркăç карнăн, курăнмасть пĕр ним те.
Хĕвел шевлиллĕ, уçăмлă ире
Курма хăçан-ши ĕнтĕ вăхăт çитĕ?
Килес тĕк вăл уяррăн çуталса,
Ыталăп эп ăна савса хавассăн.
Пулас кун-çул пирки шухăшласа
Сывламăттăм ун чух хальхи пек ассăн...
Вăрăм çул сăртĕнчен
Иртрĕм çеç талпăнса,
Самантрах çут тĕнче
Кайрĕ ăмăрланса.
Çитрĕ кĕç çил-тăман
Ахăрса, шăхăрса...
Май та çук куç уçма! —
Юр хурать хупласа.
Çул та çук, йĕр те çук,
Кĕрт кăна умăмра.
Юр ашма çеç кун-çул
Пӳрнĕ-им-ха вара?
Халăм пĕтрĕ тăнчах,
Çил туллать урнăлла.
Утăмлатăп çапах
Вăй пухса малалла.
Шутламастăп вуçех
Çаврăнма каялла:
Ăмăрт кайăк вĕçет
Çиле хирĕç ялан!
Эп пурнăç çулĕпе сахал-и утрăм,
Курмаллине те куртăм сахал мар.
Ман пурăнма
Татах та пур-ха шутăм,
Эй, Çут Тĕнчем, пилле мана, çул пар!
Сана чун-чĕререн эп кăмăллатăп,
Сана пулах ман чунăм — шĕл кăвар.
Эс пулмасассăн эпĕ те пулаймăп,
Эс чĕрĕ чух ман пурнăç та патвар.
Анчах юлмарăм-и кая, тăванăм,
Чуна уçса санпа сăмахлама?
Эп ĕнтĕ çамрăк мар — хăвах туятăн,
Эс, ав, пыран çамрăкланса пĕрмай.
Эппин ăс пар, вĕрент мана, тархасшăн,
Хăв евĕр пурăнма пиншер çулсем?
Мĕн-ма тесен, эп вĕçĕмсĕр юрласшăн
Арку çинче, асамлă Çут Тĕнчем!
 Çулсем пуссан та, пушанмасть чĕрен
ыр савнăçпа сив хурлăхăн тиевĕ.
Мĕн кирлĕ мар — иле-иле перен,
хăш чух хыт силлемест-и çул кисревĕ?
Чĕнмесĕр эп пăхатăп хыçала:
нумай унта выртать арпаллă пĕрчĕ.
«Тасатмаллаччĕ варлăхшăн, паллах», —
хистевлĕ шухăш темшĕн тин çеç хĕрчĕ.
Мана вăл ăс парасшăн аллăра —
ытла кая юлса асăрхаттарчĕ.
Тен, çавăнпа халь çирĕп алăра
ман тилхепе? Тен, çăмăлттайлăх тарчĕ?
Тен, çул та хыт кĕскелчĕ пуль? Тавах:
тиетĕп кирлине çеç хам лава.
Эпир пурăнакан пысăк Çĕр чăмăрĕ çинче пĕр пĕчĕк кĕтес пур. Çак кĕтесре вара эпĕ çуралса ӳснĕ тăван ялăм вырнаçнă.
Тăван ял... Тăван кĕтес... Çак сăмахсене ăшшăн асăнман çын та çук пулĕ. Ялта çуралса ӳссе пурнăçне аякри вырăнсемпе çыхса хунă çын та тăван ялĕшĕн тунсăхлать, ватлăх кунĕсенче те пулин ачалăхĕ иртнĕ кĕтесне курма васкать. Хăйĕн ĕмĕрне ялтан ниçта тухса курмасăр ирттерекеншĕн те питех те хаклă вырăн-çке вăл — тăван ял. Этем кăна мар, кайăк-кĕшĕксем те, чĕрчунсем те çакна ăнланаççĕ. Хĕл каçма кăнтăра вĕçсе кайнă кайăксем çуркунне çитсен те, çуллахи вăхăтра та кайнă çĕртех пурăнмалла пек те, анчах та çук вĕт, инçе çултан йывăрлăхсене çĕнтерсе каялла таврăнаççĕ, йăва çавăрса чĕпсем кăлараççĕ.
Манăн пĕчĕк тăван çĕр-шывăм — Элĕк районĕнчи Атмалкасси ялĕ. Чутай районĕпе чикĕленет вăл. Пăхса ытармалла мар тавралăх кунта. Ялпа юнашарах Выла шывĕ юхса иртет. Юханшыв пĕчĕккисен шутĕнче пулин те, унăн шăнкăр-шăнкăр сасси, вак чулсем хушшипе вылякан йăлтăркка пуллисем каçса çӳрекен кашни çыннăн чунне тыткăнлаççĕ. Выла шывĕ хĕррипе таçта çитиех хурăнлăх тăсăлать. Юханшыв тепĕр енче пысăках мар хутăш вăрман. Ячĕ те авалхиех унăн — Канав. Вăрман йĕри-тавра канавсем чавса тухнăран çавăн пек ят панă иккен ăна.
Малалла
Çимĕк çитрĕ ярпайса,
Çулçă сарчĕ юрласа.
Çĕнĕ милĕк — çич туна,
Çĕнĕ хĕм кĕртсем чуна.
Сиплĕх пар та сывлăх пар,
Кирĕке çуса эс яр!
Çĕнĕ шурă пир кĕпе
Кӳтĕр тĕс сăна-пите.
Çĕнĕ милĕк,
чĕрлĕх пар,
Çĕнĕ милĕк, иплĕх сар.
Çичĕ курăк шывĕпе,
Çичĕ тĕслĕ эмелпе
Çăвăнар-ха çимĕкре,
Юн вылятăр ӳт-пӳре.
Çичĕ курăк — çич туна,
Ырлăхна кӳрсем чуна.
Эх, мунчи, уяв мунчи!
Çут тĕнче — чăваш пелчи.
Чулĕ — хаклă мерченрен,
Шывĕ — тутлă шерпетрен.
Сапрăн — хĕмлĕн чаш! тăвать!
Тутлă пăсĕ кĕç тулать,
Çимĕк çитрĕ ташласа,
Çулçă сарчĕ туй туса.
Ясмин чечекĕ1 — шур чечек,
Савни, парам сана савса.
Кавруç пиччейĕн пахчинчен
Пĕçертрĕм кĕçĕр эп каçса.
Каçарччĕ теп, Кавруç пиччей,
Хуçсаттăм эп савни валли.
Эс ху та-çке, Кавруç пиччей,
Калаççĕ: пулнă хĕр вăрри.
Çураçăп эпĕ сар хĕре,
Йĕртессĕм çук эп сирĕн пек.
Тĕллевĕм пулчĕ ман пĕрре:
Парне парасшăнччĕ чечек.
Ясмин чечекĕ — шур чечек...
Тухатлă юррăн илтĕнет;
Тарай тутри пекех чечен,
Савса памашкăн хĕтĕртет.
...Каçартăрах Кавруç пиччей,
Пуçтах эп пултăм пуль, эккей.
1953, Кипеккасси
Эс — чипер Лейла,
Эп — вĕри Меджнун.
Сан урун йĕрне
Эп шырап — хăр чун.
Эс ăçта, ăçта
Пач çухалтăн-ши?
Манăн юррăма
Эсĕ мантăн-ши?
Эс — чипер Лейла,
Эп — айван Меджнун...
Пуш хирти пекех
Ĕнчĕ манăн чун.
Эс ăçта, ăçта
Халь çӳретĕн-ши?
Манăн аллăма
Асилетĕн-ши?..
Вунулттăмĕш ĕмĕр вĕçĕнче Курнавăш ялне çичĕ тăван çитсе тухаççĕ. Вĕсене ертсе пыраканĕ Кăрăç папай пулнă теççĕ. Вăрă-хурахла ешкер тарăхтарса çитернĕ пулнă тет вĕсене. Тăвансем çĕнĕ çĕр шыранă имĕш. Çапла вара Кĕçĕн Пăла хĕрринче пĕчĕк кăна ял пуçланса каять. Ĕлĕк-авал илемлĕ пулнă тет пирĕн тăрăхра: тăрна куçĕ пек çăлкуçсем çуталса выртнă, вăрманĕ те, çаранĕ те çителĕклĕ пулнă. Пĕр тăвансем те мирлĕн, шăкăл-шăкăл калаçса, туслăн пурăннă. Майĕпен ял та хунасах пынă. Вăхăт шав малалла шунă. Несĕл пуçĕ ватăлса виличчен кăна пынă тет çакăн пек тăнăç пурнăç. Кайран пĕр-пĕрне усал тăвасси, харкашасси те ӳснĕçем ӳссе пынă тет. Пули-пулми япалашăнах чĕрре кĕресси сиксе тухнă имĕш. Пурăна киле Курнавăш ялĕнче Тукшик ятлă ача çуралать, тет. Тем амакне пула унăн ашшĕпе амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕреççĕ. Тукшик тĕрлĕ çынсем патĕнче ӳсет. Хĕн-хурне те пайтах тӳсет вăл, пуянрах çынсем чухăнраххисенчен кулнине те, икĕ питлĕхе те, чеелĕпе путсĕрлĕхе те чĕрене илет. Тукшик хăйĕн тантăшĕсем хушшинче ăсĕпе те, сăн-пичĕпе те палăрса тăнă. Чупса-сиксе те, вăйă-кулăра та, ташă-юрăра та яланах малта пулнă вăл. Турри ăна ку енĕпе ытлашшипех панă. Тăлăх-туратлăхĕ çеç хурлантарнă çамрăка. Тукшик таврари чи чаплă сунарçăсенчен пĕри пулса тăрать. Унăн йĕпписем темле чĕр чуна та туххăмрах пырса тивнĕ. Чылайăшне кĕвĕçтернĕ çакă.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 595 596 597 598 599 600 601 602 603 ... 796
1 Ясмин чечекĕ ( вырăнти сăмах) — жасмин
|
Шухăшсем
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...