Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеТĕлĕнтермĕш юмахсемЯл калавĕПăва çулĕ çинчеСуя телейУтартаСăвăсемпе поэмăсем

Марс çине те çитсе куртăмăр


Çулла. Кунсем калама çук ăшă тăраççĕ. Тӳпе сенкер, пĕр пĕлĕт татки те курăнмасть. Улăхсемпе çарансем çинче тĕрлĕ чечек çеçке çурать. Вăрманта кайăксен хаваслă юрри илтĕнет. Калăн, пурте çулла çитнĕшĕн савăнаççĕ. Ача-пăча вара пĕве хĕрринчен татăла та пĕлмест. Кунĕпех шывра шăмпăлтатаççĕ.

Пирĕн çуллахи каникул пуçланчĕ. Эпир килте атте-аннене пулăшатпăр, урамра вылятпăр, телевизор курма та, компьютерпа ĕçлеме те ĕлкĕретпĕр. Кану кунĕсем хаваслă та интереслĕ иртеççĕ.

Пĕр кун анне мана пасара кайма чĕнчĕ. Район центрне кайма çав тери инçех мар та, эпир çуранах тухса утрăмăр. Тен, çул çинче мĕнле те пулин машина лартса кайĕ терĕмĕр. Ялтан тухса вăрман патне çывхаратпăр. Çул вăрман хĕррипе выртать. Сасартăк темĕнле тĕлĕнмелле сасă илтĕнсе кайрĕ. Пăхатпăр, нимĕн те çук. Сисмен хушăра пирĕн ума темĕнле асамлă транспорт тухса ларчĕ. Машина тес, машина мар. Самолета та аса илтерет, космос карапĕ пек те, çав вăхăртах çаврака турилкке пек те туйăнать. Акă кабинăран пĕчĕк çынсем тухрĕç. Хăйсем эпир пĕлмен чĕлхепе калаçаççĕ, пирĕн çинелле пӳрнисемпе тĕллесе кăтартаççĕ. Пуçĕсем çинче качака мăйракине аса илтерекен икĕ шĕвĕркке пур. Вĕсем çутала-çутала илеççĕ, темĕнле сасă кăлараççĕ. Эпир аннепе иксĕмĕр хăранипе шалт хытса тăтăмăр. Мĕн тумалла? Кăшкăрас - çывăхра никам та çук. Вăрмана тарас — тарса хăтăлаяс çук. Мĕн пулать те мĕн килет тенĕ пек ниçта тапранмасăр тăтăмăр.

Малалла

Тĕлĕнтермĕш çĕршывра


Пĕр хĕвеллĕ ăшă ир

Юлташпала иксĕмĕр

Карçынккасем илтĕмĕр,

Кăмпа татма кайрăмăр.

Кĕрхи аслă вăрманта

Ытарма çук илемлĕ.

Ура айĕнчи çулçă та

Пăшăлтатать санпала.

Вăрманта кăмпа чылай,

Татса пĕтерес те çук.

Карçынккасем тулнă май

Киле каяс шухăш çук.

Кăмпа пухса-пуçтарса

Шалтан-шала кĕтĕмĕр.

Каялла тухас çултан

Çухалса та кайрăмăр.

Вăрман тăрăх ута-ута

Ывăнса та çитрĕмĕр.

Ыйхă пуса пуçласан

Эпир ларса кантăмăр.

Уçланкăра ларнипе

Киле эпир çитес çук.

Çавăнпа та юлташпа

Тупас терĕмĕр çула.

Карçынккасем йывăртан

Аран-аран утатпăр.

Утсан–утсан вăрманта

Пĕр уçланка тухатпăр.

Çак уçланкă варринче

Сарăлса ӳсет юман.

Çак тарана çитиччен

Кун пек йывăçа курман.

Тем вăрăмăш туратсем

Çилпе сулкалашаççĕ.

Юман тавра кайăксем

Пит çуйхашса вĕçеççĕ.

Йывăç çинче хăвăл пур.

Çав хăвăла кĕтĕмĕр.

Аслă çулпа утрăмăр,

Пысăк яла çитрĕмĕр.

Малалла

Çурмалла


Килĕшсе юлташпала

Веç пайлатпăр çурмалла

Çумăра та,

Шур юра та,

Çурмалла, çурмалла, çурмалла –ла –ла.

 

Килĕшсе юлташпала

Веç пайлатпăр çурмалла

Кулăша та,

Куççуле та,

Çурмалла, çурмалла, çурмалла –ла –ла.

 

Килĕшсе юлташпала

Веç пайлатпăр çурмалла

Хаваса та,

Тунсăха та,

Çурмалла, çурмалла, çурмалла –ла –ла.

 

Килĕшсе юлташпала

Веç пайлатпăр çурмалла

Çак кĕвве те,

Çак юрра та,

Çурмалла, çурмалла, çурмалла –ла –ла.

Кукка темерĕн...


Вылякансем:

Ольга, 20 çулта, студентка.

Олег, 23 çулта, студент.

Григорий, Ольга куккăшĕ, 35 çулта, бизнесмен.

Шурочка, 30 çулта, официантка.

 

Çулла. Ирхине. Чукун çул чарăнăвĕ. Умра лармалли вăрăм сак. Унта чаплă тăхăннă Григорий выртать. Питĕ хытă харлаттарса çывăрать. Пĕр енчен Ольгăпа Олег алăран тытса хăвăрт чупса çитеççĕ.

Ольга (унталла-кунталла пăхса шăппăнрах) Каларăм вĕт сана...

Олег. Мĕн каларăн?

Ольга (çав тери кулянса). Шупашкартан Мускава килекен пуйăса çитсе ĕлкĕрейместпĕрех тесе...

Олег (пуçне хыçса) Мĕнле-ха апла?.. (Алăри сехечĕ çине пăхать) Халь вара пиллĕк кăна-çке.

Ольга (анасласа) Чăнах-и?

Олег. Чăн пулмасăр. Атя-ха, сак çине ларса канар.

Ольга. Пуйăс тепĕр сехетрен килсе çитĕ, унччен пăртăк та пулин тĕлĕрсе илес.

Ольгăпа Олег урисене хуçлатса çывăракан Григорипе юнашар лараççĕ те пĕр-пĕрин çумне тайăнса тӳрех çывăрса каяççĕ. Лешĕ хыттăн харлаттарса илнĕ вăхăтра кăна çамрăксем хăраса вăранса ун çине тĕлĕнсе пăхса илеççĕ те çавăнтах тепĕр хут çывăрса каяççĕ. Григорий вăранса каять те тăрса ларать, шăнса кайнипе чĕтре-чĕтре юнашар ларакан хĕр çумнерех шуса ларать. Ольга, çывăраканскер, хăйĕн пуçне Гоигорий хулпуççийĕ çине хурать. Лешĕ савăннипе Ольгăна аллипе ыталаса илет те хаш! сывласа çывăрса каять. Олег хĕре ыталас тесе аллине тăсать те Григорий хăлхине ярса тытать. Лешĕ вăранмасăрах каччă алли­не темиçе хут та çапса илет. Олег вăранса куçне чалт! уçать. Сиксе тăрса Ольăпа Григорий ыталанса питĕ илемлĕ çывăрнине курсан куçне чарса, çăварне карса пăрахать. Шăп çав вăхăтра вокзалти ресторан официантки Шурочка пырса тăрать. Вăл та вĕсене курса тĕлĕннипе ним калама аптăрать.

Малалла

Пулас çăлтăр ман валли


Чипер космос, эс каçпа

Хаклăн курăнатăн.

Хĕвел тухма пуçласан,

Тарса çухалатăн.

 

Хитре чухне космоса,

Вĕçсе каяссăм килет.

Çалтăрсем вара унта,

Пуçтарассăм ман килет.

 

Çут тĕнче мĕнле хитре,

Çăлтăрсем пулсан.

Космоса çити вĕçсен,

Çăлтăр пуçтарсан.

 

Тусăм, космоса çитсен,

Çăлтăр илсе кил эс.

Çалтăрсем пĕчĕк пулсан,

Тултарса кил эс.

 

Тултармалли пулмасан,

Канаш парăп эп сана.

Хĕвна чик эс çăлтăра,

Аса илсе эс мана.

Калинкке тĕттĕмлĕхре сас пачĕ...


Калинкке тĕттĕмлĕхре сас пачĕ,

Сĕмлĕх тинкерет чӳречерен.

Иксĕлет ĕшеннĕ чун тахачĕ

Сирĕле пĕлми пĕчченлĕхре.

 

Шикленмесĕр урама тухатăп,

Сĕмлĕхе пăхатăп куçĕнчен.

Çын пулсан — алăкăма уçатăп:

Кĕтĕр, кантăр йăшнă хыçĕнчен.

 

Кӳршĕсен чӳречисем хаваслă,

Кăмăлтан чыслаççĕ хăнине.

Эпĕ çеç пĕччен сывлатăп ассăн

Кĕрхи каç сăмах хушман енне.

 

Çу ăшши кĕлетсене сум парĕ,

Юлĕ капанра, улмурире.

Маншăн кĕр — тĕнчен хура хыпарĕ —

Явăнать пăлхавлă ăш-чикре.

 

Кӳршĕсем сиксех уяв тăваççĕ,

Пурнăçа пехетлĕн мухтаса.

Манăн ырă туйăмсен хаçачĕ

Кайрĕ кĕр çулăмĕпе çунса.

Саншăн


Лантăша курсан сана эп ас илетĕп,

Сан илемлĕ те черченкĕ куллуна.

Пĕр сана кăна ялан кĕтетĕп —

Эс мана курса юратасса.

 

Çĕмĕрт пек куçна курсан эп именетĕп,

Уттуна курсан вĕçетĕп тӳпере.

Эс мана савманнине пĕлетĕп.

Пур пĕр эсĕ манăн чĕрере.

 

Эс мана вăй-хал парса тăратăн.

Эс пурришĕн çутă çак тĕнче.

Саншăн çеç эп малалла утатăп,

Пурăнатăп саншăн çĕр çинче.

Савтерпе Сайте


Сайтене савать Савтер,

Чун-чĕререн, çавхатер.

Ку пулайнă ĕнтĕ ĕлек —

Хыврăм эп унта кĕпер.

 

Ваттисем каланине,

Çитĕнсен хам курнине

Çĕн ăру валли çыратăп

Пурнăçра чи кирлине.

 

Пĕрремĕш сыпăк

Кивĕ чăваш ялĕнче

Ашшĕн хăтлă килĕнче

Пурăннă Сайте, хитре хĕр,

Пурте пулнă умĕнче.

 

Ир пулать те каç пулать,

Ӳссе çитнĕ вашават.

Малалла пĕр вĕçĕм вăхăт

Сисĕнмесĕрех шăвать.

 

Çурхи каç тухать вăййа,

Шӳлкеме çакать мăя.

Илĕртеççĕ шăнкăр-шăнкăр

Çутă тенкисем, иййа!

 

Пичĕ-куçĕ ун — çырла,

Ĕç-тытать юрла-юрла.

Тыр вырма ял-йыш тухсассăн

Аллинчен ямасть çурла.

 

Тупăнать ăна валли

Çитĕнсе çитсен варли.

Ку — Савтер, ялти сар каччă —

Пурнăçра вăл чи кирли.

 

Çавнашкал шутлать Сайте.

Пулнă ĕлĕк, халĕ те

Юрату — асамлă туйăм,

Вăл пурришĕн хĕпĕрте.

 

Савтер савнă Сайтене,

Малалла

Таксист


Мĕншĕн пурнăç çавăн пек ăнланмалла мар йывăр-ши? Телейлĕ пулас тенĕ чухне мĕскершĕн тĕрлĕрен чăрмав килсе тухать-ши? Пĕтĕм пуласлăх, малашнехи телейлĕ пурнăç картсенчен ăсталанă пӳрт евĕр арканать. Мĕншĕн çапла?

Çавнашкал шухăшсем арпашăнса-пăтрашăнса пĕтнĕ çăмха çиппи евĕр явăнчĕç Костьăн пуçĕнче. Сарă хĕвел сенкер тӳперен хула урамĕсем çине мăнаçлăн тинкерет. Кăпăшка шурă пĕлĕтсем минутсерен улшăнса тӳпе тăрăх шăваççĕ. Вăштăр-вăштăр çил ура айĕнчи çӳп-çапа вырăнтан вырăна куçарать, тустарать. Вĕçен кайăксем ырă кунпа киленсе савăнăçлăн чĕвĕлтетеççĕ.

Пурте вĕт аванччĕ ун чухне. Костя, çитĕннĕ каччă, илĕртӳллĕ шанăçсемпе туллискер, шофера вĕренетчĕ. Каçхине юлташĕсемпе юханшыв хĕррине пухăнса тем вăхăтчен уçăлса çӳретчĕç. Хăш чухне шуçăм та килетчĕ. Çапла пĕр каçхине тăр пĕччен шыв хĕрринче утакан хĕре асăрхарĕ вăл. Хĕр сăн-пичĕ çинче темĕнле салхулăх-и, кӳренӳ-и палăрнăн туйăнчĕ.

Тепĕр чух, тен, асăрхаман та пулĕччĕ-и, çавăн йышши самантсем пĕрре çеç мар пулнă, хальхинче вара... Хальхинче темĕн чарчĕ, çула пӳлчĕ. Костя кашни çынна, чĕрчуна пултарнă таран пулăшма хатĕрскер, пике патне утрĕ. Умĕнче стена пулсан та витĕр тухма хатĕрччĕ пуль. Паллах, хĕрпе паллашас шухăш та çуралчĕ.

Малалла

Ĕненӳ çитӳллĕ тӳсĕм терцинăсем


Манран хăпать-и тертлĕ кун усалĕ?

Манпах çӳрет-ха ĕненӳ айванĕ,

танмарлăх сиввипе сӳнет ăс-халăм,

 

асамлă ĕмĕт уççипе çеç манăн

çĕлен пек йăпшăнса йĕрлекене эп,

анчах терт-нушапа ăçта çухалăп

 

хам тĕнчерен? Ку чăнлăхăн кикенĕ

пăтратрĕ шухăш-кăмăла — тĕтрелĕх

куçа хупларĕ — пур пĕрех ĕненĕп

 

Тивлетлĕ ĕмĕте эп: чун хĕвелĕ

питре йăлкăшмасан мĕнле татулăх

пире сыпăнтарать? Тĕнче илемĕ

 

куçран çĕтсен çухалĕ ĕмĕр çулĕ,

мăч! сӳнĕ ларĕ ĕненӳ хĕлхемĕ —

хуралĕ чурасен çăви салхуллăн.

 

Ашра сăлтавсăр мар вăл мĕлкеленчĕ,

хура ĕçре курпун кăларнă тӳсĕм

ман сăн-питре мăнаçлăн никĕсленчĕ:

 

хăçан-ши ĕненӳ çĕкленĕ тӳсĕм

çул парĕ ăс-хала? Телей инçечĕ

хăçан-ши хĕсĕк пӳртсенче сас парĕ?

 

Хăçан ыр ĕмĕт хыпарçи ултавсăр

куçран пăрать? Тĕнче хурав тумарĕ.

Кил-çуртсăр чурасем хыт ĕмĕтленнĕ

 

хитре пӳртсем тĕлĕксенче çĕкленĕç,

уяртĕç кăмăла. Е пĕлĕтленĕç

Малалла

■ Страницăсем: 1... 706 707 708 709 710 711 712 713 714 ... 796